Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Николай Кондрашкин кӳлепеҫӗ Купрат хан палӑкне лартасшӑн

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 26.11.2017 05:40 | 1711 хут пӑхнӑ
Культура

Чӗмпӗрте пурӑнакан Николай Кондрашкин кӳлепеҫӗ чӑвашсен мӑн аслашшӗсем шутланакан пӑлхарсен Аслӑ Пӑлхар патшалӑхне никӗсленӗ Купрат Эльпуҫа /патшалӑх ертӳҫине/ асӑнса Шупашкарта палӑк лартма сӗнет иккен. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗн ҫак уйӑхри номерӗнче Николай кондрашкинпа пичетленӗ интервьюра пӗлтернӗ.

Бюст-палӑк лартма Купрат ханӑн сӑнӗ хатӗр-мӗн. Ӑна Чӑваш Ене илсе те килнӗ. Яваплӑ вырӑн йышӑнакан тӳре-шара ҫав палӑка лартма йышӑну тусан ӗҫ каймалла тенӗ.

«Ӑна Шупашкар районӗнчи Станьялта лартас шут пур. Вырӑнти истори музейӗпе калаҫса татӑлнӑ темелле. Купрата пысӑк палӑк вара Шупашкарта лартмалла. Ӑна Тутарстанри Пӑлхар хулинче, Фанагорире /Краснодар крайӗ/ е Туна шывӗ ҫинчи Пӑлхар ҫӗршывӗнче лартас текенсем те пур», — тенӗ кӳлепеҫӗ журнала.

#палӑксем, #МИХсем, #Чӗмпӗр, #Шупашкар районӗ, #культура, #Станьял

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Кирюшин // 2153.10.5498
2017.11.28 10:08
Николай Кондрашкина сак есе явастармалла мар. Вал палаксене чап-ляп тавать...Чаваш есешен еслеместь, укса-тенке араме валли тавать сес...
Н.Кондр. // 6533.0.1422
2017.11.30 19:21
Пелетпер камне, пирен хушара та шарша каларакан, сынна курайман йеке хюресем пурах сав...
Николай Кондрашкин // 6533.0.1422
2017.11.30 20:17
Ыра сынсене пелсе тама висе самах каласшан. Вуна сул хушшинче хаман халаха палак еверле пысак та палла чаваш ывалесен санесене вуна ытла парне парса пулна: Негей (Чаваш ен), Аттил ((Казахстанра). Кубрат, Котраг, Аспарух (Фанагоринче). Рекеев, Яковлев, Миронов, Пушкин, Васся Анисси, Садай, Миронов, Корнилов, Дубов (Чемпер ен). Саванпа та пелтересшен тепер хут халаха, Кубрат палакне те (бюст)эпир паянах хатер парнелле лартма. Ан чакаланар суясем уксашан кана. Пелмесер сынна ан хуратар, саварар пипсе кайе. Чипер юлар.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем