 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
    
Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Алёшкин-Саплӑк ялӗнче иртнӗ Сергей Лекеров тата Адюковпа Павлов концерчӗ иртнӗ-мӗн. Кун пирки «Сувар» хаҫат «Киремет» пӗлтерни тӑрӑх ҫырса кӑтартнӑ.
«Каҫарӑр та, «концерт мар ку, укҫа сӗпӗрсе ҫӳрени кӑна», 100%!!! Ташлас текен ҫамрӑксене нумай кирлӗ мар, паллах, хӑть те мӗнле тринкки-тринкки пулсан та каять», — хурланӑ унта.
Концертра шӑрантарнӑ юрӑсенчен ҫурри ытла хӑйсен юррисем мар иккен. Фонограмма янӑратни те килӗшмен. Нимӗнле программа та пулман-мӗн. Кашни 2 юрӑ юрлать те: «Сирӗн умӑрта...» тесе сцена хыҫне кӗрсе кайнӑ.
Павлов юрлани те килӗшмен. «Ун пек кӑна хам та юрлаятӑп», — тесе ҫырнӑ концертра пулни.
Автор палӑртнӑ тӑрӑх, ҫынсене ҫав тери ухмах вырӑнне хуни тӗлӗнтернӗ те, ҫиллентернӗ те.




| Agabazar // 4084.11.4722 2019.01.10 12:45 | |
|  | |
| Микулай Павловски // 4200.72.8419 2019.01.12 19:24 | |
| Ай-яй-яй!..Юрласан - юрлӑр, мӗн силленсе ҫӳреттӗр?! Адюков, Павлов...Ӑҫта ҫитсе пыратпӑр? | |

Саплӑксемпе калаҫаймастӑн, вӗсем хӑйсем тӗллӗн "Нарспи" мюзикл та лартма пултарнӑ!