Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Китайра чӑваш сӗтне сутма пуҫланӑ. Нумаях пулмасть Тяньцзинь хулине «Ял картишӗ» (выр. «Деревенский дворик») туса кӑларнӑ 18 паллет – ӗне тата качака сӗчӗсене – ӑсатнӑ. Вӗсене унта «Раҫҫейре туса кӑларнӑ» тесе сутаҫҫӗ.
Сӗте Китай Халӑх Республикине ӑсатма Чӑваш Республикинчи экспорта пулӑшакан центр пулӑшнӑ. Китай рынокне тухни предприятие тупӑша пысӑклатма май парать.
Палӑртмалла: «Ял картишӗ» предприяти Раҫҫейре Ази ҫӗршывне качака сӗтне экспортлама официаллӑ майпа ирӗк илнӗ пӗрремӗш производитель шутланать. 2025 ҫулта кооператив продукцийӗ Китайри CIFER системӑра ӑнӑҫлӑ регистрациленнӗ. Халӗ вӗсем унта 2030 ҫулчченех сӗт ӑсатма пултараҫҫӗ. Ку ӗне, качака сӗчӗсене тата сӗт коктейлӗсене пырса тивет.
