Европа Канашӗ Раҫҫее вырӑнти чӗлхесене тӗрев памалли икӗ инструмент пурри пирки аса илтернӗ. Кун пирки «Идель.Реалии» сайт пӗлтерет. Сӑмах Вырӑнти чӗлхесен е вак халӑхсен чӗлхисем пирки калакан Европа хартийӗ (ВЧВХЧПКЕХ) тата пӗчӗк халӑхсене хӳтте илесси пирки малтанлӑха тунӑ конвенци (ПХХИПМТК) пирки пырать. Иккӗмӗшне илес пулсан Раҫҫей унта хутшӑнассине ҫирӗплетнӗ. Пӗрремӗшне илсен Раҫҫей ӑна алӑ пуснӑ (2001.05.10), анчах хальхи вӑхӑтчен те ратификацилемен.
ПХХИПМТК йышӑнӑвне Раҫҫейре мӗнле пурнӑҫлани пирки хальхи вӑхӑтра тишкерӳ пырать, унӑн пӗтӗмлетӗвне тепӗр ҫул пӗлтерӗҫ. Путин каланӑ сӑмахсене вара Европа канашӗ нимӗнле те хак паман.
Вырӑнти халӑхсен чӗлхи пирки калакан конвенци тӑрӑх вӗренӳ системинче ытларах пая тӑван чӗлхепе вӗрентме, шкул умӗнхи учрежденинче тӑван чӗлхепе вӗренсе ӳсме май туса памалла. Вӑл хут тӑрӑх вӑтам пӗлӗве те тӑван чӗлхепе илме май туса памалла. Паллах, Раҫҫей Федерацийӗшӗн, ку чылай пункт нумай йывӑрлӑх кӑларса тӑратать, ҫавна пула ӑна вӑя кӗртесшӗн мар та пулӗ.
Благовещени епархийӗн пупӗ Святослав Шевченко «Метеор-М» уҫлӑхташпа (спутникпа) пулса иртнӗ пӑтӑрмах пирки хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. Ҫын тата Турӑ пӗрле ӗҫлесен кӑна техника ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме пултарассине каланӑ вӑл. Унччен маларах РПЦ элчи протодиакон Андрей Кураев «Метеор-М» уҫлӑхташа тӗнче уҫлӑхне кӑларайманнинче РПЦ яваплӑхӗ те пурри пирки пӗлтернӗччӗ.
Ҫул-йӗр правилисене пӑссан сӑвапланӑ машинӑпа та пӑтӑрмаха лекме пулать, пушӑ бензобаклӑ машинӑна сӑвапласан вӑл ҫав-ҫавах тапранмӗ, венчетлесен те мӑшӑрсем ҫав-ҫавах уйрӑлма пултараҫҫӗ тенӗ Святослав Шевченко. Ҫапла май ҫын вӑл ҫыннах, кӗлӗ туни тата сӑваплани ҫеҫ ҫителӗксӗр тенӗ пуп. «Этемрен хӑйӗнчен нумай килет, ҫавна май ҫын тата Турӑ пӗрле пулсан кӑна ӗҫсем ӑнӑҫлӑ иртӗҫ», — пӗлтернӗ Благовещени епархийӗн священникӗ.
Сӑмах май, тӗнче уҫлӑхне вӗҫтерсе янӑ ракетӑна сӑвапланӑ пулнӑ, кӑна вырӑнти епископ Лукиан тунӑ пулнӑ. Аса илтеретпӗр, «Союз-2.1б» ракета ӗнер мускав вӑхӑчӗпе 8:41 сехетре тапраннӑ. «Фрегат» хӑвалакан блокра пӑтӑрмах сиксе тухнӑран ун ӑшӗнчи пур 19 уҫлӑхташа ҫухатма тивнӗ. Ҫав шутра — виҫӗ тонна таякан гидрометероеологи спутникӗ «Метеор-М» та.
РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫулталӑк вӗҫӗнче пресс-конференци ирттерекенччӗ. Кӑҫал та унсӑр ҫулталӑк вӗҫленмӗ.
Владимир Путин пресс-конференцие раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Кун пирки www.ntv.ru сайт пӗлтерет.
Ытти ҫул пысӑк пресс-конференци темиҫе сехете тӑсӑлнӑ. Ахӑртнех, кӑҫал та вӑл вӑраха пырӗ. Ҫав вӑхӑтра Владимир Путин журналистсен ыйтӑвӗсене хуравлӗ.
Сӑмах май, Владимир Путин пресс-конференцие кӑҫалхипе 13-мӗш хут ирттерӗ. Раҫҫейри массӑллӑ информаци хатӗрӗсен журналисчӗсем аккредитациленме пултараҫҫӗ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсен Роскомнадзорта регистраци пулмалла. Ют ҫӗршыв журналисчӗсен РФ Ют ҫӗршыв министерстви ҫумӗнче аккредитаци пулмалла.
Воронеж облаҫӗнче пурӑнакан Наталья Власова лотерейӑра 506 миллион тенкӗ выляса илнӗ. Кунашкалли историре – пӗрремӗш хут. Кун пек суммӑна унччен те выляттарнӑ-ха, анчах вӑл пӗр ҫынна ҫеҫ пӗрремӗш хут лекнӗ.
Наталья Власова тивӗҫлӗ канура. Вӑл страхлав компанийӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ. Хӗрарӑм йывӑҫ пӳртре пурӑнать. Хӗрӗ Наталья та ӗҫ укҫи нумай илмест – 11 пин тенкӗ ҫеҫ.
Наталья Власова ачисене пулӑшма ӗмӗтленнӗ. Выляса илнӗ укҫапа вӑл ҫакна тума пултарӗ халӗ. Укҫан пӗр пайне ыркӑмӑллӑх фондне парасшӑн. Хальлӗхе билета экспертиза тӑваҫҫӗ. Ку ӗҫ 1 уйӑха тӑсӑлӗ. Унтан выляса илнӗ укҫа банк счечӗ ҫине куҫма тытӑнӗ.
Кавказра тата Раҫҫейӗн кӑнтӑр районӗсенче сахал вулани Раҫҫей патшалӑхӗн хӑрушлӑхӗ пуласси пирки хӑйӗн шухӑшне маларах ФСБ пуҫлӑхӗ пулнӑ Сергей Степашин пӗлтернӗ. Енчен те Мускавра халӑхӑн 70% кӗнеке вулать пулсан, палӑртнӑ тӑрӑхсенче ку кӑтарту 15-17% ҫеҫ.
«Если там отсутствует наша общая российская и советская культура, наш русский язык, наша книга, то они будут читать свою ваххабитскую литературу. Это вопрос не только потери общекультурного пространства, это и вопрос безопасности» (чӑв. ́́́Енчен те унта пирӗн пӗрлехи раҫҫей тата совет культури, пирӗн вырӑс чӗлхи, пирӗн кӗнеке ҫук пулсан — вӗсем хӑйсен ваххабит литературине вулӗҫ. Ку пӗрлехи культура анлӑшне ҫухатас ыйту ҫеҫ мар, кунта хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗ те пур), — ӑнлантарнӑ Степашин.
Сахал вуланин сӑлтавӗсен шутӗнче вӑл кӗнекесем ытла хаклӑ пулнине каланӑ. Хушма хак налукне (НДС) кӗнеке ҫумне Европӑри патшалӑхсенчен Раҫҫейре тата хӑшӗ-пӗринче кӑна хушаҫҫӗ имӗш. Ку вара кӗнеке хакне вӑйлӑ ӳстерет.
Чӑваш Енре пурӑнакан арҫын Питӗрти ҫуртра бомба хуни пирки пӗлтернӗ. Кун пирки vistanews.ru портал хыпарлать.
Следстви шухӑшӗпе, пирӗн республикӑра пурӑнакан ҫак арҫын телефонпа шӑнкӑравласа Питӗрти Тихорецк проспектӗнчи пӗр ҫуртра бомба хуни пирки пӗлтернӗ. Ҫавна май ҫав ҫуртран 40 ҫынна пӗр тӑхтамасӑр эвакуациленӗ.
Йӗрке хуралҫисем ҫийӗнчех тӗрӗслеве тухнӑ. Телее, ҫуртра нимӗнле бомба та пулман. Кӗҫех кам шӑнкӑравлани те тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. 48 ҫулти арҫын Чӑваш Енрен пулни паллӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Паян Раҫҫейри паллӑ сатирик Михаил Задоронов вилсе кайнӑ. Вӑл усал шыҫӑпа аптӑранӑ.
2016 ҫулхи ҫулла Михаил Задорнова чирӗ аптӑратсах ӳкернӗ. Ҫавна май вӑл концертсене, гастрольсене ирттермен. Кун хыҫҫӑн вӑл химиотерапи витӗр тухнӑ. 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗнче концерт вӑхӑтӗнче сатирикӑн эпилепси тытамакӗ пулнӑ, ун чухне ӑна васкавлӑ медпулӑшупа пульницӑна илсе кайнӑ.
Иртнӗ ҫул вӗҫенче ӑна Германире операци тунӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл самайланнӑ. Анчах кайран паллӑ артист сиплев процедурисене пӑрахӑҫланӑ, тӑванӗсемпе пӗрле пулнӑ.
Михаил Задорнов Шупашкарта час-часах пулнӑ. Юлашкинчен вӑл пирӗн патра 2015 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче концерт панӑ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ижевск хулинче 9 хутлӑ нумай хваттерлӗ ҫуртӑн пӗр подъезчӗ ишӗлсе аннӑ. Унта газ сирпӗннӗ-мӗн.
Регионти МЧС управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, газ сирпӗннӗ хыҫҫӑн пӗр подъезд йӑлтах йӑтӑнса аннӑ. Унта 16 хваттер пулнӑ, вӗсенче 99 ҫын пурӑннӑ. Каҫхи 5 сехет тӗлне ишӗлчӗк айӗнчен икӗ ҫынна кӑларнӑ. Вӗсене тӳрех пульницӑна ӑсатнӑ.
Хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗ вара инкекре пӗр ҫын вилнине пӗлтерет. Халӗ ҫав вырӑнта ятарлӑ службӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Ишӗлчӗк айӗнче миҫе ҫын пулма пултарассине хальлӗхе пӗлтермен.
2020 ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ иртет. Ӑна юпа уйӑхӗн 1-31-мӗшӗсенче йӗркелеме палӑртнӑ. Унччен вара ӑна сӑнав шайӗнче йӗркелӗҫ.
Сӑнав шайӗнчи ҫырава ҫитес ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-31-мӗшӗсенче ирттерме палӑртнӑ. Кун пирки хушӑва РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ.
Официаллӑ документра палӑртнӑ тӑрӑх, сӑнав шайӗнчи ҫырава 550 пин ҫын хутшӑнмалла. Ӑна сӑнав шайӗнче йӗркелени пӗтӗмӗшле ӗҫ хакне палӑртма пулӑшӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри ҫырава ирттерни ҫӗршыври халӑх йышне палӑртма май парӗ. Ҫавӑн пекех субъектсенче муниципалитетсенче ҫынсен йышне шутлӗҫ, вӑл е ку наци ҫыннисем мӗн чухлӗ пулнине палӑртӗҫ.
Сӑмах май, ҫырав вӑхӑтӗнче хӑвӑр пирки тӗнче тетелӗ урлӑ та пӗлтерме пулать. Ҫыравҫӑсем вара хӑйсемпе пӗрле ятарлӑ планшет йӑтса ҫӳрӗҫ. Аса илтерер: юлашкинчен Пӗтӗм Раҫҫейри ҫырав 2010 ҫулта иртнӗ.
Иртнӗ шӑматкун, чӳкӗн 4-мӗшӗнче, Раҫҫейре Халӑх пӗрлӗхӗн кунне уявларӗҫ. Ҫавна май ҫӗршыври кашни тӑрӑхра концертсем иртрӗҫ. Ҫав шутра — Красноярск хулинче те. Красноярск енӗнчи «Енисей» телеканал пӗлтернӗ тӑрӑх вырӑнти чӑвашсен хорӗ те ҫак уява хутшӑннӑ. Вӗсем халӑх умӗнче «Ҫурхи вӑрманта» юрра шӑрантарса панӑ. «Ах, юратупа выляма кирлӗ мар, Юрату вӑл, юрату вӑл, вӑйӑ мар» сӑмахсене Красноярск ҫыннисем хаваслӑн итленӗ, хӑлхисене чикнӗ.
Халӑх пӗрлӗхӗн кунне Раҫҫейре 2005 ҫултанпа уявлаҫҫӗ. Ӑна 1612 ҫулта пулса иртнӗ пулӑма халалланӑ. Вӑл вӑхӑтра Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский тӗрле халӑха пухса Мускавран поляксен ҫарне хӑваласа янӑ. Паянхи уявӑн тӗп шухӑшӗ — халӑх пӗрлӗхне сума суни.
«Ҫурхи вӑрманта» юрӑ вара Константин Евруков юрӑҫ репертуарӗнчен. Авторӗсем паллӑ мартан халӑх юрри шутланать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.