Паян Питӗрте «Технологический институт» тата «Сенная площадь» станцийӗсен ҫывӑхӗнче 14 сехет те 40 минутра метро вакунӗнче взрыв пулнӑ. Наци антитеррор комитечӗ пӗлтернӗ тӑрах, хальлӗхе паллӑ мар взрыв хатӗрӗ сирпӗннӗ. Вырӑнта ФСБ ӗҫченӗсем ӗҫлеҫҫӗ.
Взрыв хыҫҫӑнах пассажирсене эвакуациленӗ, суранланнисене пулӑшу кӳнӗ. Питӗрти прокуратура ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Ӑна хула прокурорӗ Сергей Литвиненко сӑнаса тӑрӗ. Вӑл пӑтӑрмах вырӑнне ҫитнӗ.
Малтанах метрори взрывра 10 ҫын вилни пирки пӗлтернӗ. Кайран ку хисеп 9-па танлашнӑ. Взрыв вӑхӑтӗнче 20 ытла ҫын аманнӑ. Халӗ вӗсене психологи тата медицина пулӑшӑвӗ кӳреҫҫӗ.
Чӑваш Енри ҫынсем те Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче ҫӗр лаптӑкӗ илме пултарасси пирки унччен ҫырса кӑтартнӑччӗ. Пирӗн ентешсем унта лаптӑк илес тесе заявлени ҫырса панӑ.
«Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи гектар ҫинчен» саккунӑн виҫҫӗмӗш тапхӑрне пурнӑҫласси Раҫҫейре нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Ҫак тапхӑрта ҫӗршыври 17 пин ытла ҫын унта ҫӗр лаптӑкӗ илесси пирки заявлени ҫырнӑ. Пирӗн республикӑра пурӑнакан 50 ҫын та унта ҫӗр лаптӑкӗллӗ пуласшӑн.
Аса илтерер: ҫӗр лаптӑкне пилӗк ҫуллӑха параҫҫӗ. Кайран ӑна тара илме е харпӑрлӑха куҫарма пулать.
Раҫҫейре эрех хакне хӑпартасшӑн. РФ Финанс министерствине ҫур литр эрех хакне 219 тенкӗ таран ҫитерме хушнӑ. Кун пирки «Интерфакс» пӗлтерет.
Аса илтерер: халӗ ҫур литр эрех сахалтан та 190 тенкӗ тӑрать. Унӑн хакне 29 тенкӗ ӳстересшӗн. Документа Кремльте пӑхса тухӗҫ, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне хатӗрлеме пӗтерӗҫ.
Рф Правительствинче ку ыйту пирки тахҫанах калаҫаҫҫӗ. Эрех хакне ӳстересси пирки кӑрлач тата нарӑс уйӑхӗсенче сӑмах хускатнӑ.
Эрех тенӗрен. Нумаях пулмасть Шупашкарта 26 пин литр суя эрех тупнӑ, ӑна хуҫисенчен туртса илнӗ. Кун пирки те Чӑваш халӑх сайтӗнче хыпарланӑччӗ.
Йӗрке хуралҫисем Смоленскра чирлӗ ачасем валли укҫа пухакан чӑваш фончӗпе интересленнӗ. Фонда Ҫӗнӗ Шупашкарта регистрациленӗ. Хӑй вара Смоленск тӑрӑхӗнче ӗҫлет.
Фонд элчи каланӑ тӑрӑх, вӗсем пухнӑ укҫан 20 процентне хӑйсене илеҫҫӗ. Тата ҫакна палӑртнӑ: реклама листисем ҫинче кӑтартнӑ банк карттин реквизичӗсем чирлӗ ачасен ашшӗ-амӑшӗн мар, хӑйӗн счечӗ ҫине кирлӗ ҫӗре куҫаракан организацин пулнӑ.
Ҫитменнине, Смоленски Ҫӗнтерӳ тӳремӗнче чирлӗ ачасем валли ҫул ҫитмен ачасем укҫа пухаҫҫӗ.
РФ Ӗҫлев министерстви 2018 ҫулта мӗнле канасси пирки шухӑшлать. Канмалли кунсем тата уявсем пирки постановлени проектне хатӗрленӗ ӗнтӗ.
Ҫитес ҫул Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи каникул 10 куна тӑсӑлӗ раштавӑн 30-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен. Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тата ытти увра канмалли кунсем пулӗҫ. Ҫӗнтерӳ кунӗнче вара 1 кун ҫеҫ ӗҫе тухмалла мар.
Ҫавӑн пекех пушӑн 9-мӗшӗнче тата ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче кантарӗҫ. Нарӑсӑн 23-25-мӗшӗсенче ӗҫе тухмалла мар. Пушӑн 8-11-мӗшӗсенче кантараҫҫӗ. Акан 29-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ӗҫлеттермеҫҫӗ. Ҫӗртмен 10-12-мӗшӗсенче кантараҫҫӗ. Чӳкӗн 3-5-мӗшӗсенче те ӗҫе тухмӑпӑр.
Паян Патшалӑх Думин ларӑвӗнче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Владимир Жириновские (ЛДПР парти ертӳҫи) сӑмах парсан вӑл Мускав облаҫӗнчи «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» депутачӗсене хурласа пӗтернӗ. Микрофон умӗнчен каяс умӗн вара ҫитес ҫулхи суйлавра ҫӗнтерес пулсан «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» депутачӗсене ҫакма тата персе пӑрахма хатӗр пулни ҫинсен каланӑ.
«Вӑрӑ-хурахла ӗҫсем сирӗн унта, Мускав облаҫӗнче! Вӑл чи криминаллӑ, чи преступлӑ область. Малтанхи Громов кӗпернаттӑр мӗнле апла пулнӑ, паян та ҫаплах... Куратӑр-и, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» мӗн хӑтланать? Акӑ вӗсем — сутӑннӑ депутатсем, ҫӗр хут сутӑннӑскерсем. Вӑрӑ-хурахсене тата мафине хӳтӗленӗшӗн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейе» кӑларса ҫапмалла, депутат мандачӗсене туртса илмелле! Ҫитес ҫулта ак Кремле кӗрсе ларӑп, вара пурсӑра та сире персе пӑрахӑп, ҫакӑп» — тенӗ ЛДПР ертӳҫи.
Ытти фракцисен депутачӗсем Владимир Жириновские хӑйӗн сӑмахӗсемшӗн каҫару ыйтма каланӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускавра Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха реформӑлассипе ӗҫлекен патшалӑх корпорацийӗн фончӗн правленийӗн председателӗпе — генеральнӑй директорӗпе Константин Цицинпа тӗлпулнӑ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, граждансене пурӑнма юрӑхсӑра тухнӑ ҫуртсенчен хӑтлӑ хваттере куҫарассипе йышӑннӑ программӑри ыйтусене сӳтсе явас ӗҫе ҫавӑн пекех ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин хутшӑннӑ.
Чӑваш Енри халӑхӑн пурнӑҫ условийӗн шайне лайӑхлатас ыйтупа патшалӑх корпорацийӗ регионпа тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫле. 2008-мӗш ҫултанпа фонд республикӑра пурӑнакансен ҫурт-йӗр ыйтӑвӗсене татса пама пӗтӗмпе 10 млрд тенкӗ куҫарса панӑ. «Регионти хӑш-пӗр муниципалитетра программӑна туллин пурнӑҫласа та ӗлкӗрнӗ. Ҫав вӑхӑтрах Ҫӗмӗрлере тата Шупашкарта ыйтӑва туллин татса паманни сисӗнет. Кӑҫал авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне программӑна вӗҫне- хӗрне ҫитерме тӗллев лартнӑ. Ку енӗпе никамӑн та иккӗленӳ пулмалла мар», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Раҫҫейре чи ырӑ кӑмӑллӑ хуласен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Унта ҫынсем Пӗтӗм Раҫҫейри марафона хутшӑннине шута илнӗ.
Акцие Раҫҫейри Общество палати, Волонтер центрӗсен ассоциацийӗ, Роспатриотцентр, Раҫҫейри тӗнче фончӗ йӗркеленӗ. Ӑна ҫынсене ырӑ ӗҫ тӑвас ӗҫе ытларах хутшӑнтарас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Ҫӗршыври «Ырӑ ӗҫсен марафонӗ» акцие пӗтӗмлетнипе килӗшӳллӗн, Шупашкар танлаштарӑмра пӗрремӗш теҫеткене кӗнӗ. Малти йӗркене Якутск йышӑннӑ, унтан — Мускав. Питӗр виҫҫӗмӗш вырӑна лекнӗ. Пӗрремӗш теҫеткене Шупашкарсӑр пуҫне Новочеркасск, Чӗмпӗр, Омск, Вологда, Екатеринбург кӗнӗ.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта тӗрев-куҫав аппарачӗ аманнисен ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫейри ӑмӑрту пуҫланнӑ. Ун пек ӑмӑрту Олимп резервӗн республикӑри 3-мӗш спорт шкулӗн манежӗнче кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут иртет.
Виҫӗ кунлӑх ӑмӑртӑва ҫӗршывӑн 39 регионӗнчи 350-а яхӑн спортсмен пуҫтарӑннӑ. Республикӑри тӳре-шара вӗсене ӑнӑҫу суннӑ. Чире парӑнмасӑр ҫитӗнӳ патне талпӑнакансене хамӑр ҫӗршыври пӗрлештернӗ командин аслӑ тренерӗ Олегг Костюченко та хавхалантарнӑ. «Пӗтӗм тӗнчери паралимпиада комитечӗ пирӗн ҫӗршывӑн паралимпиада комитетне кӗртмест пулин те эпир шанӑҫа ҫухатмастпӑр, малаллах ӑнтӑлатпӑр», — тенӗ вӑл.
Ҫӗнӗ Шупашкарта иртекен ӑмӑртура мала тухнисем пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртусене хутшӑнӗҫ. Спортсменсем 60, 400, 800, 1500, 3000 метра тупӑшӗҫ, техника дисциплинисенче хайсен пултарулӑхне кӑтартаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.