Чӑваш Енри почтальон Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ те «Лада Веста» машинӑна тивӗҫнӗ.
Машина хуҫи – Диана Илеменева. Вӑл Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи почта уйрӑмӗнче ӗҫлет.
Конкурс финалӗ ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Мускавра пулнӑ. Унччен Диана регион шайӗнчи конкурсра мала тухнӑ. «Чи лайӑх ҫыхӑну операторӗ» конкурса Мускаври, Шупашкарти, Бийскри, Сызраньти, Шарьйӑри, Питӗрти, Ставропольти, Тӗменти, Нерюнгри 10 почтальон килнӗ.
Пирӗн ентешӗн чи лайӑх кӑтартусем пулнӑ. Ҫапла вӑл пӗрремӗш вырӑна йышӑннӑ. Диана Мускавра ҫӗнӗ машинӑпа таврӑннӑ.
Раҫҫейре дача юлташлӑхӗсене пӗтересшӗн. Кун пирки РФ Президенчӗ Владимир Путин кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Ку ыйтӑва ЧР Ял хуҫалӑх министерстви ҫумӗнчи Общество канашӗн ларӑвӗнче сӳтсе явӗҫ.
Малашне коммерциллӗ мар сад юлташлӑхӗ тата коммерциллӗ мар пахча юлташлӑхӗ ҫеҫ юлӗҫ. Пӗрремӗшӗнче пурӑнмалли ҫурт-йӗр хӑпартма юрать. Иккӗмӗшӗнче вара ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курмалли ҫурт таврашӗ ҫеҫ хӑпартма ирӗк параҫҫӗ.
Саккун 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ.
ШӖМ ӗҫченӗсем Эльбрус патӗнче ҫапӑҫусенче пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса хӑма ҫакнӑ. Чӑваш хӑми унта канакан туристсене те питӗ кӑсӑклантарнӑ.
Хӑмана ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Терскол поселокӗнче Эльбрус тӑвӗ патне ҫакнӑ. Чӑваш салтакӗсем ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуҫ хунӑ.
Унта канакан туристсем ҫав хӑма патӗнче сӑн ӳкерӗннӗ. Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче экпедицие хутшӑнакансем 4100 метр ҫӳллӗшӗнче вырнаҫнӑ «Приют 11» штурм уйлӑхне ҫитнӗ.
РФ Ӗҫлев министерстви сусӑр ҫынсене ӗҫпе тивӗҫтерес йӗркене ҫӗнӗлӗхсем кӗртме сӗнет. Малашне хевтесӗррисене ӗҫ тупма кӑна мар, унта хӑнахма та пулӑшӗҫ.
Шупашкарти нумай функциллӗ центрта ав 4 сусӑр ҫын ӗҫлет. Ӗстешӗсем вӗсене лайӑх кӑмӑлпа йышӑннӑ. Сергей Дацюкӑн куҫӗ япӑх курать. Вӑл ҫак центрат 1 уйӑха яхӑн ӗҫлет.
Сергей Волков вара 2 ҫул ӗҫ тупайман. Вӑл шалкӑм ҫапнипе аптӑрать. Сергей кулинар тата медик профессийӗсене алла илнӗ. 20 ытла фельдшер-лаборантра ӗҫленӗ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен центр ӑна та пулӑшнӑ. Пенси укҫи ҫитменрен вӑл савута ӗҫлеме кайнӑ. Халӗ савутра 4 сусӑр ҫын вӑй хурать. Вӗсене унта пур енлӗн те пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ.
Самарти этнокомплексра 23 наци картишӗ пулӗ. Вӗсене кӑҫал юпа уйӑхӗ тӗлне туса пӗтерӗҫ. Ҫак этнокультура паркӗ Раҫҫейри чи пысӑк комплекс пулӗ.
Танлаштармашкӑн: ытти регионта 7-12 наци картишӗ ҫеҫ. Самарта вара 23 картишрен тӑракан архитектура ансамблӗ пулӗ. Кӑҫалхи юпа уйӑхӗччен 23 картише те туса пӗтерӗҫ.
Кашни картишре наци вулавӑшӗ, алӗҫ мастерскойӗ, йӑла тата пултарулӑх япалисем пулӗҫ. Хальччен унта осетинчен хурал башнине, чӑваш пӳртне тунӑ ӗнтӗ. Тата йывӑҫ арман тума палӑртнӑ.
Ҫитес ҫул наци уявӗсене ирттермешкӗн ҫуллахи сцена ӑсталӗҫ. Мероприятие 12 пин ҫын таран хутшӑнма пултарӗ. Ҫавӑн пекех ҫемье паркӗ пулӗ, унта 340 йывӑҫ лартнӑ ӗнтӗ.
Утӑ уйӑхӗнче «Медиалогия» кӗпӗрнаттӑрсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев унта аялти йӗркене аннӑ. Вӑл 85 субъект пуҫлӑхӗсен хушшинче 73-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Яланхи пекех танлаштарӑмра Мускав мэрӗ Сергей Собянин пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Унтан — Чечня Республикин пуҫлӑхӗ Рамзан Кадыров.
Атӑлҫи федераци округӗнче Тутарстан ертӳҫи Рустам Минниханов, Сарӑту облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Валерий Радаев, Удмурт Республикин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Александр Бречалов малта пулнӑ. Михаил Игнатьев ҫак списокра юлашки йӗркене йышӑннӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Анатолий Аксакова П.А. Столыпин медалӗпе наградӑланӑ. РФ Патшалӑх Думин финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председательне ҫӗршывӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне витӗм кӳрекен саккунсем йышӑнассипе тухӑҫлӑ ӗҫленишӗн чысланӑ. Анатолий Акасакова медальпе хисеп тума РФ Правительствин Пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев йышӑну кӑларнӑ.
2017 ҫулхи ҫурхи сессие илсен Анатолий Аксаков саккун проекчӗсем хатӗрлессипе пуринчен ирттернӗ иккен. Ҫиччӗмӗш созыври Дума Аксаковӑн 13 саккун проектне ырланӑ. Чӑваш Енрен депутата суйланнӑскер хӑйӗн ку сессири ӗҫне маларах хӑй те тухӑҫлӑ тесе хакланӑ.
Аса илтерер, Чӑваш Енрен РФ Патшалӑх Думине нумаях пулмасть Николай Малов лекнӗччӗ.
Пӗрремӗш канал Андрей Малахов телеертӳҫӗ хӑйсем патӗнчен кайма пултарассине комментарилеме килӗшмен тесе пӗлтерет «Интерфакс».
Маларах массӑллӑ информаци хатӗрӗсем Андрей Малахов Пӗрремӗш каналтан каять, Пӗтӗм Раҫҫейри патшалӑхӑн телевиденийӗпе радио компанине куҫать тесе пӗлтернӗ. РБК канала пӗлтерекен ҫӑлкуҫ систернӗ тӑрӑх, Андрей Малахов ертсе пыракан «Пусть говорят» (чӑв. Калаҫчӑрах) кӑларӑма унччен тӑхӑр ҫул ӗҫленӗ продюсера каялла илсе пынӑ. Ҫакӑ телертӳҫӗне кӑмӑлсӑрлантарнӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри патшалӑхӑн телевиденийӗпе радио компанийӗнче те Андрей Малахов хӑйсем патне куҫма пултарассине комментарилеменнине кура «Пусть говорят» ертӳҫи ӗҫ вырӑнне улӑштарасси паллӑ мар.
Ытларикун, утӑн 25-мӗшӗнче, Тутарстанра ППЭ мӗнле иртнине пӗтӗмлетнӗ. Темиҫе кун маларах Владимир Путин чӗлхесене (сӑмах республикӑсенчи вырӑс мар чӗлхесем пирки пырать) ирӗксӗрлесе вӗрентмелле марри пирки каланӑран кӳршӗре ППЭ мӗнле иртни чылайӑшне кӑсӑклантарнӑ. Сӑмах май, Тутарстанрисем Раҫҫей Президенчӗн сӑмахӗсене хӑйсем ҫине илнӗ, Йошкар-Олара вӑл имӗш шӑп та лӑп тутарсем пирки каланӑ пулать. Аса илтерер, Тутарстанра тутар чӗлхи валли шкулсенче вырӑс чӗлхи валли пекех эрнере 5-шер сехет уйӑрнӑ (пирӗн республикӑрах чӑваш чӗлхин сехечӗсем самай сахалрах). Хӑшӗ-пӗри шухӑшӗпе ҫакӑ вырӑс чӗлхине вӗренме кансӗрлет.
Тутарстанри тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх вӗренӳ программинче вӗсем нимӗн те улӑштармӗҫ, малтанхи пекех вӗрентӗҫ. ППЭ пӗтӗмлетӗвӗ те Раҫҫейри вӑтам кӑтартусенчен пӗрре те катӑкрах мар. Сӑмахран, Питӗрти шкул ачисемпе танлаштарсан, лайӑхрах та. Мускаврисенчен вара 0,03 балл кӑна кая юлса пыраҫҫӗ. Ку вара статистикӑри йӑнӑш виҫинчен иртмест.
Тутарстанӑн вӗренӳпе ӑслӑлӑх министрӗ Энгель Фаттахов журналистсене республикӑри вӗренӳ тивӗҫлӗ шайра пыни пирки каласа панӑ.
Раҫҫейре курортра каннӑшӑн налук пуҫтарассине сӑнав шайӗнче кӗртеҫҫӗ. Кун пирки «Раҫҫей хаҫачӗн» порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
РФ Патшалӑх Думин йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, 2018–2022 ҫулсенче туристсенчен курортри инфратытӑмпа усӑ курнӑшӑн укҫа илесшӗн. Ку тӑватӑ региона пырса тивет: Крыма, Алтай, Краснодар, Ставрополь крайӗсене.
Налука 18 ҫул тултарнӑ ҫынсен тӳлеме тивӗ. Укҫана регионта 24 сехетрен ытларах пулсан илеҫҫӗ. Сахал тупӑшлӑ ҫемьесен, 1-мӗш тата 2-мӗш ушкӑнри сусӑрсен, вӑрҫӑ ветеранӗсен ҫӑмӑллӑхсем пулӗҫ. Вӗсене регионсем хӑйсем палӑртӗҫ.
Укҫа-тенкӗ регионти хыснана кӗрӗ. 2018 ҫулта пӗр талӑкра 50 тенкӗрен ытлашши илмӗҫ. Каярахпа ку кӑтарту 100 тенкӗпе танлашӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |