Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Раҫҫейре

Раҫҫейре
Анна Будаева
Анна Будаева

Кӑҫал «Раҫҫей мисӗ» конкурса Чӑваш Енрен икӗ пике хутшӑнӗ: Анна Будаева тата Яна Галанина. Пӗтӗмпе унта тӗрлӗ регионти 25 чиперук хутшӑнӗ. Конкурс утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулӗ.

Анна Будаева 2020 ҫулта Шупашкар мисӗ пулнӑ, кӑҫал вара Чӑваш Ен мисӗ. Вӑл электромеханика колледжӗнче программиста вӗренет.

Яна Галанина, Анна пекех, 19 ҫулта. Вӑл нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ, фотокамерӑна мӗн пӗчӗкрен юратать. Пӗр хушӑ модель агентствинче ӗҫленӗ.

Сӑмах май, «Раҫҫей мисӗ» конкурсра Чӑваш Ен пикисем икӗ хутчен ҫӗнтернӗ: 1996 ҫулта - Александра Петрова, 2018 ҫулта - Юлия Полячихина.

 

Раҫҫейре
novostivl.ru сайтри сӑн
novostivl.ru сайтри сӑн

Раҫҫейре упӑте шатра чирӗпе аптӑранӑ пӗрремӗш ҫынна тупса палӑртнӑ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак чир Европӑран таврӑннӑ ҫамрӑк ҫынна ернӗ. Вӑл ют ҫӗршывран килсен кӗлетки ҫине шатра тухса тулнӑ тесе пульницӑна пынӑ.

Ҫамрӑк ҫыннӑн чирӗ ҫӑмӑллӑн иртет. Роспотребнадзор хыпарланӑ тӑрӑх, ӑна сарӑлма паман.

Сӑмах май, упӑте шатра чирӗ - вирус инфекцийӗ. Унччен вӑл Африкӑра ҫеҫ тӗл пулнӑ. Кӑҫал ҫуркунне вӗҫӗнче тӗнчипе сарӑлма тытӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/80284
 

Раҫҫейре

Роспотребнадзор Раҫҫейре кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ пӗтӗм чарӑва пӑрахӑҫланӑ. Ку каварлӑ инфекципе чирлекенсен шучӗ чакнипе ҫыхӑннӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра чирлесси 64 хут чакнӑ. Ытларахӑшӗ, 93 проценчӗ, чире ҫӑмӑллӑн чӑтса ирттернине палӑртнӑ.

Малашне ниҫта та общество вырӑнӗсенче маска тӑхӑнмалла мар, кафесемпе ресторансем те талӑкӗпех ӗҫлеме пултарӗҫ.

Анчах, ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, чарусене кайран тавӑрма та пултарӗҫ.

 

Экономика
Олеся Курпяева тунӑ сӑн / «Российская газета» («Раҫҫей хаҫачӗ»)
Олеся Курпяева тунӑ сӑн / «Российская газета» («Раҫҫей хаҫачӗ»)

Ӗнер ҫӗнӗ хут укҫа пирки каласа пани вӑл тӳрех ҫынсен аллине лекессине пӗлтермест. «Коммерсантъ» ҫырнӑ тӑрӑх ҫӗнӗ 100 тенкӗллӗ укҫа ҫаврӑнӑша тухиччен темиҫе ҫул та иртме пултарать.

Сӑлтавӗ: ҫынсен аллине лекес умӗн ӑна банкоматсемпе терминалсем тата касса хатӗрӗсем палласа илме вӗренмелле. Ҫак ӗҫ вӑраха тӑсӑлма пултарассин сӑлтавӗ вара банкоматсем тӑвакан предприятисем Раҫҫейрен кайнипе ҫыхӑннӑ. Украинӑра ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑ хыҫҫӑн пирӗн ҫӗршывран NCR тата Diebold Nixdorf кайнӑ. Банкоматсен йышӗнчен 60% ытла ҫак икӗ фирма туса кӑларнисем йышӑнаҫҫӗ.

Иртнинче ҫӗнӗ 200 тата 2000 тенкӗ укҫасене ҫаврӑнӑша кӗртнӗ чухне (ку 2017 ҫулта пулса иртнӗччӗ) банкоматсене вӗсене палласа илме вӗрентесси уйӑх патнелле йышӑннӑ. Ку хутӗнче вара ҫак ӗҫ самай вӑраха тӑсӑлма пултарӗ — банкоматсем тӑвакансем те ҫӗршывран кайнӑ, пысӑк кредит организацисем те санкцисем айне лекнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.kommersant.ru/doc/5436869
 

Раҫҫейре

2021 ҫулта пенсионерсен шучӗ 1,1 млн ҫын чакнӑ, вӗсенчен 200 000-ӗшӗ кӑшӑлвируса пула вилнӗ, ытти 900 000-шӗ пенси ҫулне ӳстернине пула ҫак категорине лекеймен. Кун пирки Раҫҫейӗн Пенси фончӗн пуҫлӑхӗ Андрей Кигим каласа панӑ. «Ку хисеп пысӑк, анчах вӑл ҫынсем нумай вилнипе ҫыхӑнман», — ӑнлантарнӑ вӑл Патшалӑх думинче тухса калаҫнӑ вӑхӑтра.

Фонд пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, ҫӗршывра реформа пулман пулсан 2021 ҫулта пенсие 1,8 млн ҫын тухмалла пулнӑ. Саккуна улшӑнусем кӗртнӗ май ку хисеп икӗ хута яхӑн сахалрах пулнӑ иккен — 974 000.

Пенси илекенсен йышӗ ҫакӑн пек чакнине юлашки хут 1990-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче шута илнӗ. Ун чухне ҫак пулӑм патшалӑх бюджетне 1220 млрд тенкӗлӗх перекетлеме май панӑ, анчах мӗнпур укҫа-тенкӗ пенсионерсене хушма пулӑшу пама кайнӑ.

Палӑртмалла: Раҫҫей Пенси Фончӗн статистикинче гражданла пенсионерсене кӑна шута илнӗ — унччен Шалти ӗҫсен министерствин, Хӳтӗлев министерствин тата ытти вӑй-хал структурин ӗҫченӗсем урӑх юрисдикцире шутланаҫҫӗ. Унашкаллисен йышӗ 2,7 млн ҫынпа танлашать.

Пенсионерсен шучӗ 2022 ҫулта та чакса пырать. Ака уйӑхӗ тӗлне фонд 41,9 млн ҫынна шута илнӗ — ку вӑл кӑрлачри кӑтартусенчен 100 000 сахалрах.

Малалла...

 

Раҫҫейре
Лаша кӗтӗвӗ.  Pavvlovich видеори сӑн
Лаша кӗтӗвӗ. Pavvlovich видеори сӑн

Кызыл хула сучӗ, ҫӗртмен 30-мӗшӗнче регионти прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, Тыва Республикин ҫыннисем тӗлӗшпе, вӑйпа лаша кӗтӗвне туртса илнипе айӑпа кӗнӗшӗн, йышӑну тунӑ.

Ку ӗҫе вӗсем 2019 ҫулхи ҫуркунне тунӑ. Республикӑри тӑватӑ ҫын ентешсен шучӗпе пуйма шухӑшланӑ, пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлнӑ та темиҫе лаша вӑрланӑ тесе икӗ кӗтӳҫе айӑпланӑ. Хӑратса та хӗнесе вӗсем кӗтӳҫсене «айӑпа» йышӑнтарнӑ, вӑрланӑ пек шутланнӑ ҫичӗ лаша вырӑнне пӗтӗм кӗтеве — 184 лашана — пама хушнӑ.

Суд икӗ ҫынна пилӗк ҫуллӑха ирӗклӗхсӗр хӑварма йышӑннӑ; вӗсемпе пӗрле ҫак ӗҫе хутшӑннӑ ҫынсене ҫур ҫул сахалрах лекнӗ.

Асӑрхав ведомствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен.

 

Раҫҫейре
Олеся Курпяева тунӑ сӑн / «Российская газета» («Раҫҫей хаҫачӗ»)
Олеся Курпяева тунӑ сӑн / «Российская газета» («Раҫҫей хаҫачӗ»)

Раҫҫей банкӗ ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа оливкӑллӑ хӗрлӗ-сарӑ тӗслӗ ҫӗнӗ ҫӗр тенкӗлӗх хут укҫана ҫаврӑнӑша кӗртет ярать. Кун пирки регулятор сайтӗнче пӗлтернӗ.

Ӑна хальхи дизайнпа тунине, 200 тенкӗллинче усӑ курнӑ ҫирӗп хӳтӗлев пуррине палӑртнӑ, ҫӗнӗ хут укҫана Мускава тата Тӗп федераци округне халалланӑ.

Унӑн пит енӗнче Мускав Кремлӗн Сӑпас башнин курантлӑ пӗр пайне ӳкернӗ, тӳнтер енӗнче — Совет Салтакне халалланӑ Ржев мемориалне.

Банкнота ҫине Раҫҫей Банкӗн страници ҫине илсе каякан QR-код вырнаҫтарнӑ.

ТБ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ хут укҫасене ҫаврӑнӑша майӗпен кӗртӗҫ, 1997 ҫулхи кивӗ ҫӗр тенкӗллӗ укҫасем те, ҫавӑн пекех 2001 тата 2004 ҫулта ҫӗнетнисем те ҫаврӑнӑшра юлӗҫ.

 

Раҫҫейре

"Ҫӗнтерӳ чиккисем" экспозицие малтан РФ Патшалӑх Думинче кӑтартнӑ. Паян ӑна Федераци Канашӗнче хӑтланӑ.

Ведомство председателӗ Валентина Матвиенко Сӑр чиккине Маннергейм линийӗпе танлаштарнӑ, пирӗн окоп унран та вӑрӑмраххине палӑртнӑ. Вӑл вун-вун пин ҫын 380 ҫухрӑм окоп чавнине аса илнӗ. "Ку паллӑ Маннергейм линийӗнчен 3 хут пысӑкрах. Кашни ҫухрӑмӗпе хӗрарӑм шӑпи ҫыхӑннӑ", - тенӗ Валентина Матвиенко.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Тыл ӗҫенӗсен кунне паллӑ тума сӗннӗ. Валентина Матвиенко ку шухӑша ырланӑ.

 

Вӗренӳ
mupi.su сайтри сӑн
mupi.su сайтри сӑн

РФ вӗренӳпе ҫутӗҫ министрӗ иртнӗ уйӑхра Раҫҫейре хӗвеланӑҫ енчи пек вӗренӳ тытӑмӗ пулмассине пӗлтернӗ. Пачах пулмасть мар-ха. Ӗҫпе тивӗҫтерекенсен тата аслӑ шкулсен специалитета суйлама май пулӗ.

Аса илтерер: хӗвел тухӑҫӗнчи аслӑ шкулсенче икӗ шайпа вӗренеҫҫӗ - бакалавриат тата магистратура. Пирӗн ҫӗршывра та ку тытӑм ҫине куҫнӑ. Унччен вара специалитет пулнӑ.

Министр магистратурӑри ыйтусене те татса памалли пирки каланӑ. Унӑн шухӑшӗпе, ӑна ҫывӑх профильсен анчах суйламалла, диплом илессишӗн анчах вӗренмелле мар. Тӗслӗхрен, журналист магистратурӑна юриста вӗренме каять. «Ӑнланмалла мар: те журналист, те юрист вӑл», — тенӗ министр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/79489
 

Раҫҫейре
ХМАО дума ҫурчӗ. Дума вырнаҫтарнӑ сӑн
ХМАО дума ҫурчӗ. Дума вырнаҫтарнӑ сӑн

Ханты-Манси автономи округӗн дума депутачӗ Владимир Зиновьев 2021 ҫулта 27 тенкӗ тупӑш декларациленӗ, кун пирки дума сайтӗнче вырнаҫтарнӑ хут тӑрӑх пӗлме пулать.

Декларацире пӗлтернӗ тӑрӑх, «Раҫҫей пенсионерӗсен социаллӑ тӗрӗслӗхшӗн партийӗн» депутачӗ Владимир Зиновьев ҫакӑн пек тупӑша 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 31-мӗшӗ хушшинче илнӗ. Ҫав вӑхӑтрах унӑн пурлӑхӗнче икӗ машшин шутланать: Mercedes-Benz тата Hyundai Santa. Унсӑр пуҫне унӑн пурлӑхӗнче 93 тӑваткал метр ытла лаптӑклӑ пӗр хваттер пур.

Тупӑш енӗпе пӗрремӗш вырӑнта вара Андрей Осадчук депутат вырнаҫнӑ — вӑл 200 млн тенке яхӑн ӗҫлесе илнӗ. Унӑн харпӑрлӑхӗнче тиев тягачӗ, самосвал, автокран, икӗ ҫӑмӑл автомобиль тата икӗ тиев машини пур. Унсӑр пуҫне депутат харпӑрлӑхӗнче 14 пысӑк ҫӗр лаптӑкӗ тата урӑх куҫман пурлӑх та нумай.

 

Страницӑсем: 1 ... 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, [16], 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, ... 107
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын