Тутарстан Республикинчи Алексеевски районӗнчи Чӑваш Майни ялӗн ҫыннисем халӑх вӑйӗпе чиркӳ ҫӗклеҫҫӗ. Юлашки сакӑр уйӑхра вӗсем пура тунӑ.
Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче чӑваш майнисем уяв евӗр мероприяти йӗркелесе купол хӑпартнӑ. Ку ял ҫыннисемшӗн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Ҫав кун унта ваттисенчен пуҫласа вӗтти таранах пухӑннӑ.
Тӗрӗссипе, чиркӗве малтанах тума шухӑшланӑ. Анчах укҫа-тенкӗ ҫитсе пыманни ура хурать-ҫке-ха. Кӑштахран ял халӑхӗ укҫа пухма тытӑннӑ. Кун пирки хаҫатра та пӗлтерӳ панӑ.
Ырӑ ҫак ӗҫрен район администрацийӗ те айккинче юлман. Ялта та укҫа ытларах паракансем тупӑннӑ. Алексеевскинче пурӑнакан Геннадий Иванович Чехонин ӗҫе йӗркелесе пынӑ, пысӑк купол тутармашкӑн кӗсйинчен 200 пин тенкӗ кӑларса хунӑ. Мускав ҫумӗнче пурӑнакан Николай Иванович Чехонин та пулӑшнӑ. Василий Тимофеевич Бикулов ачисемпе пӗрле пӗчӗк купол туяннӑ.
2014 вӗҫленнӗ май «Тантӑш» хаҫат редакцийӗ «Сӑвӑпа чӗрем юрлать, чун чӑвашлӑхшӑн ҫунать» конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Хаҫатра ӗҫлекенсем республикӑри ачасем ҫулталӑк тӑршшӗпех хастар пулнине палӑртаҫҫӗ. Вӗсем редакцие тупӑшнӑ евӗр ҫырусем вӗҫтернӗ. Кашниех сӑвӑсенче тӗрлӗ темӑна хускатма тӑрӑшнӑ. Чылайӑшӗн сӑвви хаҫатра пичетленме тивӗҫ пулнӑ. Ку — пысӑк хисеп.
Ҫӗнтерӳҫӗ ятне вара Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ шкулта вӗренекен Юлия Адюкова тивӗҫнӗ. Вӑл 8-мӗш класра ӑс пухать.
Ытти ҫӗнтерӳҫе те палӑртмалла: Наташа Христофорова (Вӑрмар районӗ, Енккасси шкулӗ), Ольга Абросимова (Тутарстан, Аксу районӗ, Кивӗ Саврӑш), Аня Николаева (Куславкка районӗ, Кунер шкулӗ).
Ача ҫуратмалли ҫуртсен ҫӗнӗ хатер-хӗтӗрпе тивӗҫтереҫҫӗ. Патӑрьелти тӗп пульницӑна хальхи йышши икӗ реанимаци тытӑмӗ тата фитотерапи ҫутаткӑҫӗ илсе килнӗ.
Аппаратсене тин ҫуралнӑ ачасем валли кӑларнӑ. Тин ҫут тӗнчене килнӗ пепкесене кислород кирлӗ. Вӗсен температурине виҫеҫҫӗ. Кювез — ачасене пӑхмалли инкубатор, «сарамакран» сипленмелли фитотерапи.
Патӑрьельти тӗп пульница 4 районти хӗрарӑмсене йышӑнать: Патӑрьел, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Елчӗк районӗсене. Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи ача кӗтекен хӗрарӑмсене те кунта илсе килеҫҫӗ. Кӑҫал кунта 546 ача кун ҫути курнӑ.
Медицина хатӗр-хӗтӗрӗн сертификатне тӗп тухтӑра Чӑваш энергосбыт компанийӗн ертӳҫи Константин Афанасьев панӑ. Пӗтӗмӗшле сумма — 450 пин тенкӗ.
Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов социаллӑ инфратытӑма тимлӗх уйӑракан предприятисем пурришӗн савӑннине пӗлтернӗ. Чӑваш энергосбыт компанийӗ Русгидро пуҫарнӑ «Энергипе ҫуралнӑскер» ыркӑмӑллӑх акцине иккӗмӗш хут хутшӑнать.
Раштавӑн 2-мӗшӗнче Вӑрмарти историпе таврапӗлӳ музейӗнче «Юрӑпа эп пурнӑҫа юратрӑм...» литература уявӗ иртнӗ. Ӑна паллӑ чӑваш поэчӗ Валентин Урташ ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Мероприятие хутшӑннӑ Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ вӑтам шкул ачисем Урташ сӑввисене вуланӑ. Поэтӑн пултарулӑхӗпе тата пурнӑҫӗпе музей ертӳҫи В.Е. Цыфаркин паллаштарнӑ.
Выӑрнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑй вӑхӑтӗнче Урташ Вӑрмар районӗнче пӗрре кӑна мар пулнӑ, шкул ачисемпе курнӑҫнӑ, пултарулӑх каҫӗсем йӗркеленӗ. Вӑрмарта пурӑннӑ тата ӗҫленӗ Александр Сергеев композитор Урташ сӑввисене юрра хывнӑ. «Парне» фольклор ушкӑнӗ вӗсене шӑрантарнӑ та.
Пултарулӑх каҫне йыхравланисене «Валентин Урташ» документлӑ фильм та кӑтартнӑ. Поэтӑн тӑван кӗтесӗ, Тутарстанри Пӑва районӗнчи Раккасси, сахал мар ҫыравҫӑпа поэта ҫуратса ӳстернӗ, кунтах Мӗтри Юман та, Краснов Асли те, Краснов Кӗҫӗнни те, Николай Симунов та, Константин Петров та, Владимир Чебоксаров та... Литература уявне ҫыравҫӑн ентешӗсем те пырса ҫитнӗ.
Политика тата экономика коммуникацийӗсен агентствин гендиректорӗ, Дмитрий Орлов тата Регионти политика тӗпчевӗсен лабораторийӗн заведующийӗ Ростислав Туровский регионсенче кӗпӗрнаттӑрсем епле ӗҫленине тишкернӗ. Вӗсен шучӗпе Раҫҫейӗн регионӗсем те, вӗсен ертӳҫисем те ертсе пырассипе ытлашши пысӑк кӑтартупа та, ытлашши пӗчӗккипе те палӑрмаҫҫӗ.
Региона епле ертсе пынин танлашӑмӗнче (рейтингӗнче) кӑҫал ҫӗршывӑн пӗр регионӗ те 0,8 текен паллӑран иртеймен. Чи лайӑх кӑтартуллисем 0,7-рен иртнисем, — тӑватӑ регион, Белгород облаҫӗ, Тутарстан, Кемӗр облаҫӗ тата Мускав хули. Уйрӑмах начар тесе экспертсем 0,4 кӑтартуллисене хаклаҫҫӗ-мӗн. Анчах ун пек регионсем ҫук иккен. Чӑваш Республикин кӑтартӑвӗ, сӑмахран, — 0,584.
Кӗпӗрнатторсемпе регионсем ҫапларах ӗҫленине аналитиксем кашни регионпа кӗпӗрнаттӑрӑн вӑйлӑ енсем те, начаррисем те пуррипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Тухӑҫлӑ ертсе пырас тесен, экспертсен шучӗпе, кӗпӗрнаттӑрта нумай ларнинчен ытла политика тата управлении енӗпе пуян опыт пулни кирлӗ. Маларах асӑннӑ рейтингра ун пеккисем малти вунӑ вырӑнта пыраҫҫӗ. Ытлашши вӑйлӑ ертӳҫӗ пек кӑтартайман регионсен пуҫлӑхӗсем — ку ӗҫре нумаях пулмасть ӗҫлекеннисем иккен.
Кӗҫнерникун, чӳкӗн 27-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Чӑваша чӑваш чӗлхи кирлӗ» канашлу иртрӗ. Ӑна асӑннӑ институтпа вӗренӳ институчӗ, ЧНК тата ЧР учительсен ассоциацийӗ ҫумӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗ йӗркеленӗ. Канашлӑва вӗренӳ министерствинчен Петрова Светлана Владимировна, ЧНК вице-президенчӗ Валерий Кламентьев ҫитнӗ.
Ку канашлура пӗтӗмӗшле илсен чӑваш чӗлхине шкулсенче тата ача пахчисенче вӗрентесси пирки калаҫрӗҫ. ФГОС тавра калаҫрӗҫ, чӑваш чӗлхин сехечӗсене мӗнле майпа чакармасӑр хӑварма пултарасси ҫинчен. Светлана Владимировна хӑйӗн сӑмахӗнче министерство ҫак ыйту ҫине мӗнле пӑхнине каласа пачӗ. Вӗсем имӗш шкулсене ФГОС панӑ 3-мӗш варианта йышӑнма сӗннӗ. Ку варианта наци республикисенче усӑ курмашкӑн тунӑ, анчах пӑтӑрмах ҫуратнӑ шкулсем темшӗн тепӗр вариантсене илнӗ пулать. Кӑна тӳрлетмелле иккен. Светлана Владимировна ҫавӑн пекех шкулсен уставӗсене ҫӗнетесси пирки каларӗ — унта вӗренӗве чӑвашла та ирттермелли пирки кӗртмелле имӗш.
Хусанта паян Раҫҫей Федерацийӗн халӑхӗсен чӗлхисемпе шкул ачисен вулавӗ тата ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ. Ӑна Тутарстанӑн вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерстви, Тутарстан халӑхӗсен ассамблейи, Тутарстанри халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ йӗркеленӗ. Унта чӑваш ачисем те хутшӑнчӗҫ. Унта ҫичӗ чӗлхепе докладсем турӗҫ.
Чӑвашла пайра Тутарстанри чӑвашсемсӗр пуҫне Чӑваш Енрисем те килнӗ - Шупашкартан, Йӗпреҫ тата Патӑрьел районӗсенчен. Темӑсенче чӑваш чӗлхи пуласлӑхӗ, К. Ивановӑн пултарулӑхӗ тата ытти пулчӗ.
Мероприяти хӑнасене Хусан тӑрӑр экскурси ирттерсе паллаштарнӑ.
Чӑваш халӑх сайчӗ тӑрӑшнипе ҫитес вӑхӑтра Чӑваш Енӗн чӑвашла схеми А1 форматпа пичетленсе тухмалла. Ҫавна май чи малтан туянас кӑмӑллисем валли умсаккас йӗркелетпӗр — ӑна 250 тенкӗпе туянма май пур. Умсаккаса «СУМ» лавкка урлӑ ирттеретпӗр. Тӳрех палӑртатпӑр: укҫине малтан тӳлемелле (наложенный платеж мелӗпе саккаслакансене кайран ҫеҫ ярса парӑпӑр).
Чӑваш Ен схемин чӑвашла вариантне эпир нарӑс уйӑхӗнче пуҫласа. Чи йывӑрри — ял ячӗсен чӑвашла вариантне (тӗрӗссине) палӑртасси пулчӗ. Ку тӗлӗшпе пире Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗ, Тутарстан чӑвашӗсен «Сувар» хаҫачӗ, Чӗмпӗр Ен чӑвашӗсен «Канаш» хаҫачӗ самай пулӑшрӗҫ. Вуншар ҫын тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн сахал мар йӑнӑшран хӑтӑлтӑмӑр. Схема ҫине эпир совет саманинче панӑ ӗлӗкхи хитре чӑвашла ятсене илсе пама тӑрӑшрӑмӑр (т-х: Ӗсмел, Каҫал, Аслӑ Арапуҫ). Ҫавӑн пекех курӑнакан лаптӑка лекекен тулашри чӑваш ялсене кӑтартрӑмӑр — Тутарстанри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш ялӗсем ӑҫтарах вырнаҫнине лайӑх курма май пур.
Ку вариант — малтанхи.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ 3-мӗш литература конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ. Мероприятине институт директорӗ Юрий Исаев уҫрӗ. Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх маларах ку чыслав наци вулавӑшӗнче иртмелле пулнӑ, анчах чӑрмавсем кӳнине пула юлашки вӑхӑтра ҫеҫ мероприяти вырӑнне тупма пултарнӑ.
Чыслава Турцирен килнӗ хӑнасем килчӗҫ. Вӗсем ҫӗнтерӳҫӗсене ӗнентерӳ хучӗсемпе тата хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ. Асилтеретпӗр, пӗрремӗш вырӑна (чӑваш тапхӑрӗнче) Илле Ивановӑн «Durak» калавӗ тухнӑ. Иккӗмӗш вырӑн Елена Мустаевӑн «Ҫылӑх» калавӗ йышӑннӑ, виҫҫӗмӗшӗ — Евгений Турханӑн «Лаша ӑҫта ҫухалнӑ?» калавӗ. Унччен эпир пӗлтернӗ тӑрӑх виҫҫӗмӗш вырӑна Анатолий Смолинӑн «Касу, е Хӗвел тымарӗ» калавӗ тухни пирки калаҫу пыратчӗ, анчах каярах ҫак хайлав маларах пичетленни пирки пӗлнӗ те ӑмӑртуран кӑларнӑ. Илле Ивановӑн «Durak» калавӗпе вара ҫитес вӑхӑтра («Салам» хаҫатра пичетленсе тухнӑ хыҫҫӑн) эсир пирӗн электронлӑ вулавӑшра паллашма пултаратӑр.
Кашкар Махмучӗ — Махмут ибн ал-Хусейн ибн Муххамад ал-Кашгари — 1008 ҫулта Кашкар хулинче ҫуралнӑ, 1101 е 1126 ҫулта вилнӗ.
Сӑр юханшывне урапа анса кайни пирки МИХсем шавларӗҫ. Салонра Тутар Республикин ҫыннисем пулнӑ. Чӳкӗн 6-мӗшӗнче Чуллӑ Ҫырти Екатерина Филатовӑн Мӑкшӑ Республикинчи колонире ларакан упӑшки патне каймалла пулнӑ. Чӳкӗн 7-мӗшӗнче вӗсен тӗлпулмалла пулнӑ. Анчах ҫула тухни инкекпе вӗҫленнӗ.
Екатерина Филатова водителе нумай шыранӑ. Тавралӑха тӗтре карса илнӗрен никам та килӗшмен. Юлашкинчен 24-ри Айнур Киямов руль умне ларма килӗшнӗ. Вӗсем Ҫӗмӗрле районне кӗрсен ҫыхӑну татӑлнӑ.
Ҫав кун пӗр арҫын МЧСа шӑнкӑравласа куҫӗ умӗнче урапа Сӑр ҫинчен пуҫтарса салатнӑ понтон кӗпертен шыва сикнине пӗлтернӗ. Салонри ҫынсем тухнипе тухманнине вӑл курман.
Чылай водитель ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, инкекчен понтон кӗпере пуҫтарни пирки асӑрхаттаракан паллӑ пулман. Ҫӑлавҫӑсем халӗ путнӑ урапана тупнӑ, ӑна кӑларассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.