Ҫурла уйӑхӗнче Атӑлҫи федераци округӗнче бензин хакӗ 32,35 тенкӗпе танлашнӑ, дизель топливи — 32,95 тенкӗ. Кун пирки Росстат пӗлтернӗ.
Ҫурла уйӑхӗнче Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенче чи хаклӑ бензин Чӑваш Енре тата Мӑкшӑ Республикинче пулнӑ, ун хыҫҫӑн — Самар облаҫӗ. Списока Киров, Чулхула, Сарӑту облаҫӗсем тӑснӑ. Чи йӳнӗ бензин Пушкӑрт Республикинче тата Чӗмпӗр облаҫӗнче пулнӑ.
Дизель топливи Ӗренпур, Самар облаҫӗсенче, Пушкӑртстанра, Удмурт Республикинче, Киров облаҫӗнче чи хаклӑ пулнине шута илнӗ. Чи йӳнни — Тутарстанра, Сарӑту облаҫӗнче.
Кӳршӗри Хусан хулинче тӗрӗк тӗнчин «Тӗрӗккурав – 2014» (TürkVisyon) телеюрӑ конкурсӗ иртмелле. Кӑҫалхипе вӑл иккӗмӗш хут иртет. Пӗрремӗшӗ пӗлтӗр Турцири Эскишехир хулинче иртнӗ.
Тутарстанри суйлав тапхӑрӗ ӗнер, авӑнӑн 20-мӗшӗнче, «Пирамида» культурӑпа кану комплекӗнче иртнӗ. Унта Айтар Сулейман ҫӗнтернӗ. Ҫавӑн пекех хӑйсен юрӑҫисене Пушкӑртстан, Саха Якути, Азербайджан, Турци, Казахстан тата ыттисем ярас шухӑшлӑ.
«Тӗрӗккурав – 2014» финалӗ «Татнефть-Аренӑра» чӳкӗн 19-мӗшӗпе 21-мӗшӗсенче иртмелле. Пӗтӗмӗшле ҫак мероприяти валли 4 миллион укҫа уйӑрнӑ, вӗсенчен 1 миллион та 870 пине — «ТМВ-TV» телеканал панӑ. Финалпа ҫурмафинала тӗнче шайӗнчи 38 телеканал кӑтартмалла. Билет хакӗ 200 тенкӗрен пуҫласа 800 тенкӗ таран тӑрать, сутма пуҫланӑ ӗнтӗ.
Конкурса «Еврокурав» евӗрлӗ хатӗрленӗ пулин те пирӗн чӑвашсем унта пӗрре те хутшӑнман. Пӗлтӗр иртнӗ конкурс хыҫҫӑн хӑш-пӗр хаҫат Турцире «пантюркизм» вӑй илет» тесе, ун валли турккӑсем юрӑ-кӗвӗпе те усӑ кураҫҫӗ тесе ҫырнӑран Чӑвашри культура ҫыннисем унта хутшӑнас темен пулас. Официаллӑ влаҫ сайтӗнче те ку конкурс пирки пӗр сӑмах та тупӑнмарӗ.
«Бичурин тата хальхи самана» музейри «Чӑваш картишӗ» экспозици тепӗр экспонатпа пуянланнӑ. Музейра пӗчӗк ҫӑлӑн макечӗ вырӑн тупнӑ.
Ҫӑла Тутар Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Александр Иванович Алексеев (Сантӑр Пикл) парнеленӗ. «Чӑваш картишӗнче» унӑн ытти ӗҫӗ те пур. Малтан вӑл музея «Тӗнче пулса кайни» скульптура композицине тата «Ӗмӗр сакки сарлака» сака парнеленӗ.
Сантӑр Пикл музейпа 10 ҫул ытла тачӑ ҫыхӑну тытать. Шупашкар районӗнче вырнаҫтарнӑ унӑн пирвайхи ӗҫӗ — «Апаш» скульптура композицийӗ.
Хусанти «Волга» (чӑв. Атӑл) ҫамрӑксен центрӗнче авӑнӑн 5-мӗшпе 9-мӗшӗсенче Тӗрӗк ҫамрӑкӗсен 1-мӗш фестивалӗ иртнӗ. Чӑвашсемпе тутарсемсӗр, пушкӑртсемпе карачайсемсӗр пуҫне унта ют ҫӗршывсенчен те пуҫтарӑннӑ — Кӑркӑстанран, Казахстанран, Узбекистанран, Азербайджанран, Турцирен. Ҫавӑн пекех ҫамрӑксем Екатеринбургран, Перӗмрен, Сарӑтуран, Чӗмпӗртен килсе ҫитнӗ.
Фестиваль хӑйен тӗллевӗсем шутне тӗрӗк ҫамрӑкӗсене политика, ӑслӑлӑх, культура, вӗренӳ шайӗнче пӑтӗҫтерессине лартнӑ. Ҫавӑн пекех унта пур тӗрӗк ҫамрӑкӗсем умӗнче те тӑракан ыйтусене сӳтсе явнӑ. Фестивальте ҫавра сӗтелсем, тӗлпулусем иртнӗ.
Чӑвашран фестивале чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗ, наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» обществи, ЧНК ҫумӗнчи ҫамрӑксен «Хастар» пӗрлешӳ кайнӑ.
Ветеринари службин ӗҫченӗсем Шупашкарти пасарсенчи апат-ҫимӗҫе тӗрӗслеҫҫӗ.
Какайра трихинеллез ҫук-и? Пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырлара радиаци ҫук-и? Йӑлтах тӗрӗслеҫҫӗ. Пыла, пулла, сӗте те тӗплӗн тӗпчеҫҫӗ.
Лавкка сентрисем ҫине ҫирӗп тӗрӗслев витӗр тухнӑ ҫимӗҫсем ҫеҫ лекеҫҫӗ. Санкцисем пасарсене, таварсене витӗм кӳмен.
ЧР патшалӑх ветеринари тӗрӗслевӗн аслӑ инспекторӗ Алексей Семенов каланӑ тӑрӑх, апат-ҫимӗҫ Чӑваш Ене ытларах кӳршӗ регионсенчен килет: Тутарстанран, Мари Элтан, Чулхула облаҫӗнчен. Импорт ҫимӗҫсем те пур. Хӑшӗ-пӗрине Турцирен, Египетран кӳрсе килеҫҫӗ.
Паян Тутарстанра авалхи Пӑлхар хулине ЮНЕСКО эткерлӗхне кӗртес ыйтупа ятарлӑ мероприяти иртет. Унта пирӗн рсепубликӑн культура, наци тата архив ӗҫӗсен министрӗ Вадим Ефимов хутшӑнать.
Мероприяти программине Пӑлхарӑн историлле объекчӗсене (Хура палатӑна, Шурӑ палатӑна, мавзолея, Пӗчӗк минарета, Собор мечетне), Пӑлхар аталанӑвӗн музейне, Ислам йышӑннине палӑртса лартнӑ паллӑпа, Шурӑ мечетпе, Ҫӑкӑр музейӗпе паллашассине кӗртнӗ.
Темиҫе минут каялла, 17 сехетре, Тутарстанри Муса Джалиль ячӗллӗ оперӑпа балет театрӗнче асӑннӑ комплекса ЮНЕСКО эткерлӗхне кӗртесси ҫинчен калакан сертификата савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура пама палӑртнӑ.
Асаилтеретпӗр, Тутарстан влаҫӗ тӑрӑшнипе Пӑлхар хулине ЮНЕСКО кӑҫал ҫӗртмен 23-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери эткерлӗхӗн палӑкӗ тесе йышӑннӑ. Вӑл 1002-мӗш номерпе ҫырӑннӑ. Сӑмах май Раҫҫейре унашкал палӑксем тата 25 пур.
Чӑваш Ен ҫитес ҫул Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулассине нумаях пулмасть пӗлчӗ. Апла пулин те ӑна тата Раҫҫейри литература ҫулталӑкне епле ирттересси пирки калаҫма тытӑннӑ.
Литературӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, чиновниксем канашлу ирттернӗ. Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмине парне евӗр акӑлчанла, вырӑсла, чӑвашла кӑларасшӑн. Ҫакна чылайашӗ ырланӑ. Чӑваш халӑх поэчӗ Валерий Туркай, ЧР Профессионал писательсен правленийӗн председателӗ Сергей Павлов, Чӑваш халӑх поэчӗ Юхма Мишши, ЧР Наци вулавӑшӗн директорӗн ҫумӗ Марина Андрюшина ҫитес ҫулталӑка ирттермелли шухӑшсемпе паллаштарнӑ.
Сӑмах май, Константин Иванов ҫулталӑкӗ республикӑра кӑна мар, регионсем шайӗнче те иртӗ. Пӗрлехи акцисем, куравсем, пултарулӑх каҫӗсем Пушкӑрт, Тутар республикисенче, Чӗмпӗр облаҫӗнче, Мускавра иртӗҫ.
Ҫурлан 16–17-мӗшӗсенче Пӑлхар патшалӑх историпе архитектура заповедник музейӗнче Тутар Республикин туризм енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗ пулӑшнипе авалхи историе хальхи самантра кӑтартакан «Аслӑ Пӑлхар» Пӗтӗм Раҫҫей I фестивалӗ иртет.
10 пин ҫын вырнаҫакан лапамра Вӑтам ӗмӗрти ҫапӑҫусене кӑтартӗҫ. Унта Раҫҫейри 30 регионти тата ют ҫӗршывсенчи 200 ытла салтак хутшӑнӗ. Хӑнасем икӗ кун иртекен фестивальте ӑсталӑх класӗсене хутшӑнӗҫ, 14–15-мӗш ӗмӗрсенчи ташӑсене ташлама вӗренӗҫ, Вӑтам ӗмӗрти кӗвӗпе киленӗҫ.
Ҫав кунсенче истори ярмӑркки ӗҫлӗ. Унта кашниех сувенир, ӗлӗкхи алка-эрешсен копине, тумтире, пушмака туянма пултарӗ. Фестивале килнисем сурӑх какайӗпе икерчӗ, уйран, хир сысни какайне, килти кӑлпассие тутанма пултарӗҫ. Вӑтам ӗмӗрти мӗнпур ҫимӗҫе истори кухнин «Куликово уйӗ» фестиваль ҫӗнтерӳҫисем ертсе пынипе хатӗрлӗҫ.
Ача-пӑча лапамӗнче хӗҫпе ҫапӑҫас енӗпе спорт турнирӗ иртӗ. Унта 5 ҫултан аслӑрах ачасем хутшӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене пылак парнепе хавхалантарӗҫ.
Фестивале килекенсем валли 2000 вырӑнлӑ лагерь хатӗрлӗҫ. Фестиваль пирки тӗплӗнрех 8(843) 473-04-56 номерпе шӑнкӑравласа пӗлме пулать.
Тутарстанра тӗрлӗ тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫӗпӗр язвине пуҫаракан инфекци тупнӑ. Ӑна Люга ялӗнче пурӑнакан пӗр ҫыннӑн пусма тивнӗ пушмак пӑрӑвӗнче тупса палӑртнӑ.
Халӗ ҫав вырӑнта тӗрӗслев ирттернӗ, карантина кӗрекен лаптӑка палӑртнӑ. Карантинпа килӗшӳллӗн, ҫак вырӑнтан выльӑх-чӗрлӗхе, чӗрчунсене илсе тухма, кӗртме юрамасть. Вӗсенчен апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме, ӑна карантин лаптӑкӗнчен илсе тухма чараҫҫӗ. Чирлӗ выльӑхӑн сӗчӗпе те усӑ курма юрамасть. Вилнӗ чӗрчунсене касма, тирне сӳме ирӗк памаҫҫӗ. Ветеринарсен операци тума та ирӗк ҫук (васкавлисемсӗр пуҫне). Карантин территорине ҫынсен, транспортсен кӗме юрамасть. Выльӑх-чӗрлӗхе пӗве-юханшывсене шыв ӗҫтерме илсе ҫӳреме чараҫҫӗ.
Ҫакӑн пек ятлӑ наци уйлӑхӗ кӑҫалтанпа Тутарстанта ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушкинче ӗҫленӗ. Нумаях пулмасть пӗрремӗш смена вӗҫленнӗ.
Чӑваш Енри «Эткер» уйлӑх йышшине кӳршӗллӗ ҫав регионта йӗркелес шухӑш тахҫанах пулни пирки Чӑваш наци конгресӗ пӗлтернӗ. Кӑҫал вара уйлӑха йӗркелемех йышӑннӑ. Ӑна уҫма Чӑваш наци конгресӗ тата Чӑваш наципе культура автономийӗ хытах тӑрӑшнӑ-мӗн. Сахал мар укҫа-тенке вырӑнти усламҫӑ тата меценант, Теччӗ районӗнчи чӑвашсен наципе культура центрӗн ертӳҫи Володар Тимофеев хывнӑ. Лагере тытса тӑрассине Тутарстанӑн Вӗренӳ министерстви хӑй ҫине илнӗ.
Уйлӑх пурӗ вунӑ кун ӗҫленӗ: утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче уҫӑлнӑ та 23-мӗшӗнче хупӑннӑ. Анчах килес ҫул йӗркелӳҫӗсем хастартарах пулса ачасен ҫуллахи канӑвне йӗркелемелли республика программине лекме ӗмӗтленеҫҫӗ. Унта Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчи ачасем валли 50 вырӑнлӑх икӗ сменӑллӑ уйлӑх ӗҫлеттерме шухӑшлаҫҫӗ. Хальхинче Тутарстанӑн 8 районӗнчи 25 ача каннӑ.
Тӑван чӗлхене вӗренме ачасене тӗрлӗ кружок тата чӑвашсен историйӗпе ҫыхӑннӑ вырӑнсене ҫитсе курни, кӑсӑклӑ ҫынсемпе тӗл пулни пулӑшнӑ тесе ӗнентереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.08.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левтина Марье, чӑваш сӑвӑҫи, драматург, публицист ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |