Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта ҫуралса ӳснӗ Александр Яковлев орнитолог ӗнер хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ.
Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче: утравсемпе тинӗссем хӗрринче — кайӑк-кӗшӗк тӗнчине тӗпчекен маттур ҫак ҫынна ҫутӑ тӗнчене килнӗ ятпа Лӑпкӑ океан (Чукотка, Сахалин, Курил утравӗсем) хӗрринче пурӑнакансенчен пуҫласа Атлантика (Германи, Англи, Франци, Израиль...) таранах саламланӑ. Ӑшӑ сӑмахӗсем Раҫҫей, Казахстан, Украина, Беларуҫ урлӑ вӗҫнӗ. Шупашкар район ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗскере юлташӗсем, ӗҫтешӗсем, вӗренекенӗсем, студентсем, фотографсем, ҫулҫӳревӗҫсем, кайӑк-кӗшӗке юратакансем, биологсем, ҫутҫанталӑкӑн уйрӑмах хӳтӗлемелли вырӑнӗсенче ӗҫлекенсем ырӑ суннӑ. Фейсбукри хӑйӗн страницинче пурне те тав тунӑ май Саша Яковлев малашне те хӑйӗн сӑнӳкерчӗкӗсемпе савӑнтарма тата ҫутҫанталӑк ҫинчен каласа кӑтартма шантарать.
Юлашки ҫулсенче Саша тӗрлӗ тӑрӑха кайса унти кайӑк-кӗшӗке тӗпчет. Пурне те хут ҫине куҫарать вӑл, ӳкерсе те илет. Аякри ҫӗрсенчи кайӑк-кӗшӗк тӗнчине ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пек тӗпчессине Александр Яковлев 2013 ҫулта Курил утравӗ ҫинчи пысӑк сӑмсаллӑ ула кураксенчен пуҫланӑччӗ.
Ишлей ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, Мускавра Ломоносов ячӗллӗ университетра вӗреннӗ, сакӑрвунна ҫывхаракан Геннадий Трифонов геолог нумаях пулмасть Кӑнтӑр Африкӑри Республикӑра пулнӑ. Унта вӑл XXXV Пӗтӗм тӗнчери геологи конгресне хутшӑннӑ.
Профессор хӑй вӑхӑтӗнче Урал тӑрӑхӗнчи, Саянти, Алтайри, Украинӑри руда тӗл пулакан вырӑнсенче ӗҫлесе пурӑннӑ. Ӑслӑлӑхри унӑн ӗҫӗсем АПШра та, Египетра та, ытти хӑш-пӗр ҫӗрте те упранаҫҫӗ.
Геннадий Трифонов Турцире, Испанире, Португалинче, Францинче, Египтра, Грецире, Германире, Венгрире, Австралинче тата ытти ҫӗршывра пулнӑ. «Советская Чувашия» хаҫат корреспонденчӗ Чӑваш Ен пирки ытти ҫӗрте илтнӗ-и тесе кӑсӑкланнӑ та, геолог савӑнӑҫлӑ хыпарах калайман: пирӗн тӑрӑх ҫинчен этнографсем кӑна пӗлеҫҫӗ.
Польшӑран – улма-ҫырла, Укаринӑран - сӗт, сӗткен, соя, Молдовӑран консерв илсе килме чарӗҫ. Вӗсене тата ытти хӑш-пӗр ҫимӗҫе пирӗн лавккасенче сутма юрамасть. Ҫакна Роспотребнадзор тата ытти ведомство ӗҫченӗсем тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ.
Тӗрӗслев ҫирӗп пулсан та Польшӑран илсе килнӗ панулми, Турцирен кӳрсе килнӗ иҫӗм ҫырли сутнине тупса палӑртаҫҫӗ. Вӗсене килограмӗ-килограмӗпе туртса илсе тӗп тӑваҫҫӗ.
Халӗ чылай лавккара Раҫҫейре ҫитӗнтернӗ панулми курма пулать. Вӗсене пирӗн пата Краснодартан кӳрсе килеҫҫӗ. Кӑҫал Чӑваш Енре те панулми йӑтӑнать кӑна. Кашни килте тенӗ пекех улмуҫҫисем ҫӗре ҫите усӑннӑ. Ниҫта чикме пӗлмеҫҫӗ вӗсене ҫынсем, ирӗксӗрех ҫырманалла турттараҫҫӗ. Раҫҫейӗн халӗ хӑйне хӑй тӑрантармалла. Апла пулсан мӗншӗн ӑнса пулна панулмине сая ямалла? Элӗкре ав тутлӑ повидло пӗҫереҫҫӗ, сутлӑха кӑлараҫҫӗ. Унта ҫынсенчен панулми пуҫтараҫҫӗ пулӗ-ха. Анчах кашниех конторӑна ҫитме пултараймасть. Нумаях пулмасть пахчаран ҫӗрме пуҫланӑ панулмине ҫырмана турттарнӑ чухне пуҫра шухӑш явӑнчӗ: мӗншӗн ял тӑрӑх ҫӳресе ӑна пуҫтармаҫҫӗ-ха?
Украинӑри лару-тӑру ҫивӗчленнӗ хыҫҫӑн ҫынсем Раҫҫее тарса килнӗ. Халӗ пирӗн республикӑра ҫав ҫӗршыври 1800 ҫын пурӑнать.
Таркайсенчен чылайӑшӗ хӑйсен статусӗ тӗлӗшпе пӑнчӑ лартнӑ. 800 ытла ҫын вӑхӑтлӑх пурӑнмалли ҫуртра кун кунлать. 100 яхӑнӑшӗ ят-шывне ӗнентерекен тата Раҫҫейре пурӑнма ирӗк паракан документ илнӗ. 584 ҫын вара Раҫҫей гражданствине илнӗ.
Украинӑран килнисенчен чылайӑшӗ кунта ӗҫ тата пурӑнмалли ҫурт тупнӑ. 39 ҫын вӑхӑтлӑх пунктра кун кунлаҫҫӗ. Миграци служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсенчен хӑшӗ-пӗринпе право тӗлӗшӗнчен пӑтӑрмахсем пур. Вӑхӑтлӑх пунктра пурӑнакансенчен 9-шӗ хирӗҫтӑру лӑплансан Украинӑна каялла таврӑнасшӑн.
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май Украина ачисене те айккинче хӑварасшӑн мар. Вӗсем те уяв ёлкисӗр юлмӗҫ. Ачасене пурне те уява чӗнӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин Украинӑран куҫса килнисене пулӑшу парассипе ӗҫлекен ушкӑнӑн ларӑвне ирттернӗ.
ЧР ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев Украинӑран ирӗксӗр тарса килнӗ 61 ҫын пурӑннине пӗлтернӗ. Вӗсенчен 34-шне вӑхӑтлӑха «Юрма» предприятире тата 37-шне «Чувашиякурорт» кану ҫуртӗнче вырнаҫтарнӑ. Йывӑрлӑх кӑларса тӑратакан ыйтусене вӑхӑтра татса пама хӗрӳ лини те йӗркеленӗ.
Украинӑран вӑхӑтлӑха килнисене пулӑшма федераци хыснинчен 20,8 млн тенкӗ куҫарса панӑ. Кунсӑр пуҫне республикӑри Хӗрарӑмсен канашӗ ыркӑмӑллӑх фончӗ урлӑ 1 млн тенкӗ пулӑшу куҫарнӑ. Укҫапа выртса тӑма кравать, чашӑк-тирӗк, ытти хатӗр илнӗ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен служба Украинӑран тарса килнисене ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерессипе ҫивӗч тимленине ӗнентернӗ.
Сӑнсем (5)
Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ҫурални, ҫав ятпа республикӑра тӗрлӗ мероприяти ирттерни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 6-мӗш «А» ҫурт тӗлӗнче вырнаҫнӑ Ҫеҫпӗл палӑкӗ умне хастарсем чечек кӑшӑлӗ хучӗҫ. Ҫеҫпӗлӗн тӑван тӑрӑхӗнче, анаш районӗнчи Ҫеҫпӗлте тата вӑл районти Шӑхасанта та (пулас поэт унта вӗреннӗ) уяв мероприятийӗсем иртнӗ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Сергей Утриван блогер, историк, халӗ Украинӑра пурӑнакан чӑваш, Чернигов облаҫӗнчи Остер хулине ҫитсе паллӑ чӑваш сӑвӑҫипе ҫыхӑннӑ асӑну вырӑнӗсенче — ун вилтӑпри ҫинчи обелиск, шкул ҫумӗнчи палӑк, поэт вилнӗ вырӑнта лартнӑ мемориал патне Чӑваш поэзийӗн классикне асӑнса чечек хунӑ. Кунсӑр пуҫне Сергей Утриван Ҫеҫпӗл Мишшин «Чӑваш ачине» сӑвва хӑй вуласа видео ӳкернӗ.
Шупашкарта «Николаев урамӗ» текен чарӑнура ватӑ хӗрарӑм ыйткаласа ларнине ҫынсем асӑрханах пулӗ. «Про Город» редакцине темиҫен те шӑнкӑравланӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, чӑннипе ҫав ҫын ватӑ мар, ҫамрӑк хӗрарӑм-мӗн.
Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Юлия ҫав ҫынна курнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, вӑл арҫын е хӗрарӑм, ыйткалакан ватӑ мар. Ун чухне пӗр хӗрарӑм вӑл суйнине тӑрӑ шыв ҫине куҫарнӑ, анчах лешӗ малалла та ним пулман пекех ларнӑ.
Хаҫат корреспонденчӗсем вырӑна тухнӑ. Хӑйне сӑн ӳкернине курсан ҫавскер пуҫтарӑнма тытӑннӑ. Питне вӑл тутӑрпа хупланӑ, куҫлӑх тӑхӑннӑ. Анчах алли вӑл ҫамрӑкрах пулнине кӑтартать. Тутӑр айӗнчен сӑрланӑ ҫӳҫӗ те курӑнать-мӗн.
Хӗрарӑм хӑйне Украинӑри таркай тесе калать, анчах чикан акценчӗ пур унӑн. Унӑн 8 мӑнук имӗш, анчах тарса килнӗ вӗсем, хальлӗхе пурӑнмалли те, ӗҫ вырӑнӗ те ҫук.
Корреспондентсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, вӑл чикан майри, ватӑ хӗрарӑм пек тӑхӑннӑ ҫеҫ.
Украинӑри политика лару-тӑрӑвӗ пирки Раҫҫейре кӑна мар, тӗнчипех калаҫаҫҫӗ. Унта ахаль ҫынсем те вилни нумайӑшне хумхантарать. Ку условисенче ачасем те пурӑнаҫҫӗ-ҫке-ха.
Йывӑр лару-тӑрӑва кура Раҫҫейри чылай регионта Донбасс валли гуманитари пулӑшӑвӗ пухаҫҫӗ. Шупашкарсем те айккинче юлман. Хулара гуманитари пулӑшӑвне пухмалли 26 пункт уҫӑлнӑ.
«Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, Лилия Панычева мӑнукӗпе палаткӑна курса пынӑ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн вӑл пысӑках мар хутаҫ йӑтса таврӑннӑ. Утиял, тетте илсе пынӑ вӑл. Унӑн тӑванӗсем Мариупольте пурӑнаҫҫӗ-мӗн.
Гуманитари пулӑшӑвӗ пухмалли палаткӑсем ӗҫлеме тытӑнсан пирвайхи кунсенчех унта 100 ытла ҫын пынӑ.
Волонтерсене апат-ҫимӗҫ, гигиена хатӗрӗсем, шкул хатӗрӗсем пама юрать. Акцие хутшӑннӑ кашни ҫынна «эпӗ Донбаса пулӑшрӑм» кӑкӑр палли параҫҫӗ.
Палаткӑсем ирхи 10 сехетрен ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ.
Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани федераци центрӗнче ӗҫлекенсем Чӑваш Енпе пӗрле «Новороссине Пӗлӳ кунӗ!» Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑнать.
Асӑннӑ сиплев учрежденийӗнчи шурӑ халатлисем шкул ачисем валли 70 комплект хатӗрленӗ. Унта ручка-кӑранташ кӑна мар, канцеляри таварӗпе шкулта кирлӗ ытти хатӗр-хӗтӗр те пур. Хӑйсен ыркӑмӑллӑхне федераци центрӗн тӗп врачӗ, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Николаев ачасене ҫӗршыври тӑнӑҫ мар лару-тӑрӑва пӑхмасӑрах вӗренме май туса парас килнипе ӑнлантарнӑ. «Украинӑн кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫӗнчи хирӗҫтӑру ҫӗршер пин ачана пырса тиврӗ. Ҫуртсене, ача пахчисене, шкулсене ватса пӗтернӗ. Вӗренӳ организацийӗсенчен нумайӑшӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ачасене йышӑнаймӗ. Анчах Пӗлӳ кунне кирек мӗнле пулсан та ирттермеллех. Ун валли эпир те хамӑр енчен пулӑшма — ашшӗ-амӑшне ачисене шкула яма хатӗрлеме тӗкӗ кӳме пултаратпӑр», — тенӗ федераци центрӗн тӗп тухтӑрӗ.
Акцие Николай Николаев республикӑри ытти предприяти-организаци те, Чӑваш Енре пурӑнакансем те хутшӑнасса шанать.
Йӗпреҫ районӗнче Украина каччи пӗр хӗрарӑмӑн питӗрмен килне кӗрсе укҫа вӑрланӑ. Усал ӗҫе вӑл пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, 17 сехет тӗлӗнче, тунӑ. Андреевка ялӗнчи ют ҫын килне кӗрсе кайнӑ чух вӑл ӳсӗр пулнӑ. Унтан вӑл шифоньерта выртакан 52 пин тенке йӑтса тухнӑ.
Вӑрра тупайман енне йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Анчах 2015 ҫулта вӑрӑ-каччӑ ҫакланнӑ. Ун чух вӑл Андреевка ялӗнче укҫа вӑрланине йышӑннӑ.
Украина каччи тӑван ҫӗршывӗнче йывӑр преступлени тунӑран федераци шыравӗнче шутланнӑ. 2005 ҫултанпа вӑл Мускавра вӑрттӑн пурӑннӑ, Йӗпреҫ районӗнчи пӗлӗшӗсем патне килкелесе ҫӳрени пирки пӗлтерет Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби.
Йӗпреҫ район сучӗ пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ик ҫуллӑха ямалла тунӑ. Йышӑну хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.