 
 Шупашкарта «Шупашкар – Чӑваш Енӗн хӑнасене хапӑл тӗп хули» ятпа наци кухнин фестивалӗ иртет.
Ӑна йӗркелекенни — Шупашкар хула администрацийӗн потребитель пасарне тата усламҫӑлӑха аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленийӗ. Ӑна Кулинарсен ассоциацийӗ те (ҫапла, ун пекки те пур-мӗн) ырласа йышӑннӑ-мӗн.
Фестивалӗн тӗллевӗн шутӗнче чӑваш наци апат-ҫимӗҫне чӗртсе тӑратасси, упраса хӑварасси, аталантарасси тенӗ. Кунсӑр пуҫне наци тӗпелӗллӗ обществӑлла апатлану предприятийӗсене пулӑшасси, вӗсене ятне сарасси тата ҫавсене аталанма май туса парасси те иккен.
Номинацисем хушшинче ҫакӑн йышшисем пур: чи лайӑх яшка, иккӗмӗш блюдо, пулӑран хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫ, чи лайӑх наци кукӑлӗ, чи лайӑх десерт, наци кулинарийӗнчи инноваци, наци ноу-хаувӗ.
Конкурса хутшӑнас тесен заявкӑсене ҫӗртмен 10-мӗшӗ таран йышӑнаҫҫӗ. Фестивалӗ ҫак уйӑхӑн 12-мӗшӗнче, ун чух Раҫҫей кунне уявлатпӑр, иртӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Республика кунӗнче чыслӗҫ.
 
 Ҫу уйӑхӗнче иртнӗ уйӑхринчен апат-ҫимӗҫ 1,7 процент хакланнӑ, апат-ҫимӗҫ мар тавар — 0,3 процент, пулӑшу кӳнин — 0,8 процент.
Чӑвашстат ҫавӑн пекех этеме пӗр уйӑх пурӑнма кирлӗ апат-ҫимӗҫ пуххи мӗн хак ларнине те тишкернӗ. Ака уйӑхӗнчинчен 3 процент ӳссе вӑл 2 883,2 тенкӗпе танлашнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫав пухӑ 16,1 процент хӑпарнӑ.
Апат-ҫимӗҫрен ҫу уйӑхӗнче уйрӑмах аш-какай хакланнӑ — 6,2 прорцент, пылак пӑр (мороженӑй), ҫӑнӑх, тӑвар, соус, макарон тата кӗрпе тавраш — 3,9–1,8 процент, Ҫӑмарта хакӗ 18,7 процент чакнӑ, чӑкӑт — 1,8 процент.
Апат-ҫимӗҫ мар тавартан пирус, ҫумалли хатӗр-хӗтӗр, ҫип хакланӑ. шӑрпӑк, хаклӑ чулсем, трикотаж, тир, компьютер, ҫи-пуҫ, телерадиотавар, пахчара кирлӗ хатӗр-хӗтӗр, пусма 2,1–0,1 процент йӳнелнӗ.
Пулӑшу кӳрессине илсен, туризм, пассажир транспорчӗпе страховани хакланнӑ. Банксем тата культура организацийӗсем хӑйсен пулӑшу хакне йӳнетнӗ.
 
 Покуратура Хӗрлӗ Чутай районӗнчи тӗп пульницӑра тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Вӗсем — апатлану блокӗнче. Санитарипе эпидемиологи нормисене пахӑнманни пациентсен пурнӑҫӗпе сывлӑхӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ.
ЧР Прокуратурин пресс-службинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, апатлану блокӗнчи пӳлӗмсен капӑрлӑхӗ кирлӗ пек пулман. Пахча ҫимӗҫ, аш-какай, пулӑ цехӗсем вара пачах ӗҫлемен. Ҫавӑн пекех учрежденире ятарлӑ канаш ҫирӗплетнӗ эрнери сиплев апатланӑвӗ те пулман.
Апатри типӗ япаласем, белоксем, углеводсем, ҫусем йышӑннӑ нормӑна пӑханман. Йӗркене пӑхӑнманнине кура пульницӑн тӗп тухтӑрӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Пӗр хӗрарӑм ҫӑкӑрти полиэтилен хутаҫа пула чутах чыхӑнса кайман. Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче «Pro Город» хаҫат редакцине Мария Жачева тӗлӗнмелле хыпар пӗлтернӗ. Вӑл ҫӑкӑрта… полиэтилен хутаҫ тупнӑ. Ҫӑкӑра Шупашкарти пӗр савут пӗҫернӗ.
Хӗр каланӑ тӑрӑх, хутаҫа ҫӑкӑрпа пӗрле пӗҫерме пултарнӑ.
— Лавккара тырра вӗтетмесӗр пӗҫернӗ ҫӑкӑр туянтӑм. Вӑхӑт нумаях та иртмерӗ — унра тӗлӗнмелле япалана асӑрхарӑмӑр. Хутаҫ унта епле лекме пултарнӑ-ха! Прозводство мӗн хӑтланать! Аппетит пӗтрӗ. Чутах чыхӑнса каяттӑм. Ҫак ҫӑкӑра текех туянас килмест, — тенӗ Мария Жачева.
«Pro Город» хаҫат корреспонденчӗ ҫак ҫӑкӑра пӗҫернӗ савутпа ҫыхӑннӑ.
— Кунашкалли пирӗн патра пӗрремӗш хут, — тенӗ производство лабораторийӗн пуҫлӑхӗ Ирина Ильмендерова. — Вӑл ӑҫтан тупӑннӑ — пӗлместпӗр. Савут ҫакна тӗпчӗ. Кунашкалли тек пулмӗ.

Ӗнер Шупашкарта «Макдоналдс» апатне хирӗҫ пикет ирттернӗ. Вӑл 16 сехетре пуҫланнӑ. Ку вӑхӑтра халӑх шӑп та лӑп ӗҫрен таврӑнать те ҫул хӗрринчех иртнӗ пикет троллейбус-автобуссенче ҫӳрекенсене самай кӑсӑклантарнӑ пулать. Уйрӑмах унта американ апатне хирӗҫ тухни ҫынсен кӑмӑлне кайнӑ пулас. «Прогород» хаҫат «Обама, хлебни борща» (чӑв. Обама, борщ тутан), «Ядобвитый картофель в топку!» (чӑв. Наркӑмӑшлӑ ҫӗрулмие кӑмакара ҫунтарар), «У нас свои блины, бургеры нам не нужны» (чӑв. Пирӗн икерчӗ пур, бургер кирлӗ мар) чӗнӳсем пулни пирки пӗлтерет.
Пикета ЛДПР парти йӗркеленӗ иккен. Пурӗ 13 ҫын пухӑнма шутланӑ, улттӑшӗ кӑна ҫитнӗ пулин те АПШна хирӗҫле акци ирттерсе «шӑв-шав» ҫӗклеме вӗсем пултарнӑ.
Кунашкал акци халӑх кӑмӑлне каять пулсан, тен, ҫывӑх вӑхӑтра яппунсен сушине, турккӑсен рахат-лукумне хирӗҫ тухнӑ пикетсене те кӗтме пулать пулӗ.
Сӑнсем (6)
 
 Пуш уйӑхӗнче Раҫҫейре потребительсен хакӗсен индексӗ 1 процент ӳснӗ. Пӗтӗмпе ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ку кӑтарту 2,3 процент пысӑкланнӑ. Кун пирки Росстат пӗлтернӗ.
Ҫӗршывра пуш уйӑхӗ вӗҫӗнче пӗр уйӑхра апатланмашкӑн кирлӗ чи пӗчӗк виҫе 3 080,4 тенкӗпе танлашнӑ. Малтанхи уйӑхпа танлаштарсан, ку 2,7 процент ӳснӗ (ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 7,7 процент хӑпарнӑ).
Пуш уйӑхӗнче Раҫҫейри ҫичӗ тӑрӑхра таварсен хакӗсем вӑтамран илсен 1,3 процент хӑпарнӑ. Смоленск облаҫӗнче вара ку кӑтарту 1,4% танлашнӑ. Унта апат-ҫимӗҫ хакӗ 2,3% ӳснӗ. Мускавра пӗр уйӑхра хаксем 1,3 процент хӑпарнӑ.
Банан хакланнӑ: 19,8 процент таранах. Купӑста — 10,2%, ҫӗрулми — 9,9%, сухан, хӗрлӗ кӑшман, кишӗр 5,4–8,5% ӳснӗ. Ыхра вара йӳнелнӗ (0,8%).
Шурӑ эрех 4,4 процент, коньяк 1,9 процент ӳснӗ. Сӗт юр-варӗ, хӑйма, тӑпӑрчӑ, сӗт хакӗсем хӑпарнӑ: 2,5–3,1%. Консервланӑ помидор, шӑнтнӑ пулӑ (сельдсӗр пуҫне), рис кӗрпи, ӗне пӗверӗ 1,8–2,4 процент хакланнӑ.
Тата мӗн йӳнелнӗ-ха? «Геркулес» сӗлӗ хӑрпӑкӗ, хӑш-пӗр чӑкӑт, брынза хуратул кӗрпи. Вӗсен хакӗ 0,2–0,7 процент чакнӑ.
 
 Тӑвай районӗнчи вӗренӳ отраслӗ ачасем ҫурхи каникулта каннӑ вӑхӑтра вӗсен апатланӑвне тӗрӗс епле йӗркелемеллине сӳтсе явма шут тытнӑ.
Канашлӑва Тӑрмӑшри вӑтам шкулта ирттернӗ. Унта чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен районти станцинче тӑрӑшакансем те пырса ҫитнӗ. Яваплисене вӗсем сӗтӗн тата ашӑН техника регламенчӗсем пирки каласа кӑтартнӑ. Выльӑх-чӗрлӗхрен продукцине епле упрамалли пирки те чарӑнса тӑнӑ. Унсӑр пуҫне апат-ҫимӗҫ юлашкине тӗрӗс утилизацилесси таранах калаҫнӑ.
 
 Тӗнчери ӑсчахсем сӳслӗ апат-ҫимӗҫ хырӑмлӑх ракӗнчен сыхланине ҫирӗплетсе панӑ имӗш. 2007 ҫулта ун пек тӗпчев пӗрре ирттернӗ-ха вӗсем. Ҫавӑн чух вӗсем сыхлама пултарать тесе кӑна пӗтӗмлетнӗ. Хальхинче тата ҫирӗпрех пӗтӗмлетнӗ.
Рака тӗпчекен пӗтӗм тӗнчери фонд Лондонри Импери колледжӗн эксперчӗсене тӗпчев ирттерттернӗ. Вӗсем ӳсентӑран апат-ҫимӗҫе, ҫав шутра сӳслисене (улма-ҫырла, пахча ҫимӗҫ, вӗтетемен тӗш-тырӑран тӑракан кӗрпе, пӑрҫа йышшисем) ытларах ҫиме сӗннӗ.
Рака тӗпчекен пӗтӗм тӗнчери фонд тата Америкӑри рака тӗпчекен институт ученӑйӗсем хатӗрленӗ аш-пӑша (кӑлпасси, ветчина, буженина тата ытти ҫавӑн йышши ҫимӗҫ) тата хӗрлӗ какая тӗпчесе пӑхнӑ. Хатӗрленине вӗсем ҫиме сӗнмеҫҫӗ, пӑру тата сурӑх ашне эрнере 5-6 вӑтам порцирен ытла ҫимелле мар теҫҫӗ.
 
 Республикӑри предприятисем туса кӑларакан апат-ҫимӗҫӗн хӑтлавне Правительство ҫуртӗнче ирттересси ырӑ йӑлана кӗнине пӗлтерет республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви. «Чӑвашрине туян» девизпа йӗркеленӗ суту-илӗве вырӑнти агропромышленность предприятийӗсем туса кӑларакан ҫӗнӗ продукципе паллаштарас тӗллевпе пухаҫҫӗ-мӗн.
Хальхинче хӑтлав Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, ӗҫленӗ. Курава хӑйсен продукцине «АККонд» общество, Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗ, Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ, «Юрма» агрохолдинг хутшӑннӑ. Чӑвашра маттур предприятисем тата пур та, курава вӗсем тем сӑлтава пула хутшӑнман. Е, тен, вӗсем пирӗн апат-ҫимӗҫне ахаль те пурте аван пӗлеҫҫӗ тенӗ-ши?..

Кӑлпассирен, чӑкӑтран, ытти ҫимӗҫрен тем те пӗр тухни пирки ҫынсем каласа кӑтартнине илтнӗ-ха, анчах кунашкаллине…
Ҫак кунсенче Шупашкарта пурӑнакан Мария Анисимова Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи пӗр лавккара ҫӑкӑр туяннӑ. Хӗрарӑм киле ҫитсен хӑйӗн пысӑк ҫемйипе сӗтел хушшине ларнӑ. Анчах апатланӑва… йӗп татнӑ.
— Ҫӑкӑрӑн ҫак тӗсӗ — пирӗншӗн чи юратни. Ҫакнашкаллине иккӗмӗш ҫул туянатпӑр ӗнтӗ. Ҫав кун ҫӑкӑра касрӑм та унӑн ӑшӗнче темӗскер ҫутатнине асӑрхарӑм. Лайӑхрах сӑнарӑм та ҫав япала тутӑхнӑ йӗп пулнине ӑнлантӑм. Вӑл унта мӗнле лекнине ӑнланмастӑп. Тен, савутра ҫӑнӑха аламан, — каласа кӑтартнӑ Мария.
Кӑштахран йӗплӗ ҫӑкӑра савута каялла илсе кайнӑ. Унта лешсем те ку япаларан тӗлӗннӗ.
— Экспертиза ирттерӗпӗр. Тен, йӗппе ырӑ мар сунакансем ҫӑкӑр ӑшне хума пултарнӑ, мӗншӗн тесен производствӑра кун пеккипе усӑ курмастпӑр. Мӗн пур уйрӑмра тӗрӗслӗпӗр. Пирӗн комисси кашни бригадӑпа калаҫӗ. Пӗр эрнерен пӗтӗмпех ҫиеле тухӗ, — тенӗ ҫӑкӑр савутӗнче.
