 
 Раҫҫей хӑйне хирӗҫле экономика санкцийӗсем йышӑннӑ ҫӗршывсенчен тавар кӳрсе килме чарнишӗн Евросоюз Пӗтӗм тӗнчери суту-илӳ организацине ҫӑхавласшӑн. Кун пирки суту-илӳ енӗпе ӗҫлекен еврокомиссар Карел де Гюхт каланӑ.
Еврокомиссар авӑн уйӑхӗн ҫурринче ҫӑхавлама пултарнине пӗлтернӗ. Анчах хальлӗхе ку ыйтупа татӑклӑ йышӑну туман-мӗн-ха.
Маларах Брюссельте Раҫҫей ют ҫӗршыв таварне кӳрсе килме чарнӑ фактпа Пӗтӗм тӗнчери организаципе канашласси пирки каланӑ.
Ҫӑхавласси пирки каласан, пуринчен ытла Польша ҫапла тума ыйтать иккен. Ара, вӑл панулми сутмалли пысӑк рынока ҫухатнӑ-ҫке.
 
 РФ Экономика министерстви апат-ҫимӗҫ хакӗсем самай ӳснине палӑртнӑ. Ҫакна ҫурлан 15–21-мӗшӗсенче ирттернӗ мониторинг кӑтартӑвӗпе килӗшӳллӗн пӗтӗмлетнӗ.
Министерство палӑртнӑ тӑрӑх, чӑх, сысна какайӗсен, пулӑ, услам ҫу хакӗсем хӑвӑрт ӳснӗ. Ытларах аш-какай хакланнӑ: пӗр эрнере 0,5 процент ӳснӗ (ҫулталӑк пуҫланнӑранпа — 19,9%). Чӑх какайӗ пӗр эрнере 0,9% хакланнӑ.
Пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла хакӗ вара йӳнелнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, апат-ҫимӗҫ хакӗ 7,9% ӳснӗ. Ку кӑтарту 2009 ҫултанпа пулман.
 
 Ветеринари службин ӗҫченӗсем Шупашкарти пасарсенчи апат-ҫимӗҫе тӗрӗслеҫҫӗ.
Какайра трихинеллез ҫук-и? Пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырлара радиаци ҫук-и? Йӑлтах тӗрӗслеҫҫӗ. Пыла, пулла, сӗте те тӗплӗн тӗпчеҫҫӗ.
Лавкка сентрисем ҫине ҫирӗп тӗрӗслев витӗр тухнӑ ҫимӗҫсем ҫеҫ лекеҫҫӗ. Санкцисем пасарсене, таварсене витӗм кӳмен.
ЧР патшалӑх ветеринари тӗрӗслевӗн аслӑ инспекторӗ Алексей Семенов каланӑ тӑрӑх, апат-ҫимӗҫ Чӑваш Ене ытларах кӳршӗ регионсенчен килет: Тутарстанран, Мари Элтан, Чулхула облаҫӗнчен. Импорт ҫимӗҫсем те пур. Хӑшӗ-пӗрине Турцирен, Египетран кӳрсе килеҫҫӗ.

Республикӑра «Вырӑнтине суйла — хамӑрӑннине туян» акци иртмелле. Ҫав ыйтупа ӗнер Ял хуҫалӑх министерствинче канашлу пухнӑ.
Ҫак акцие ҫӗршыв Президенчӗн хӑш-пӗр ятарлӑ экономика мерисем йышӑнассипе ҫыхӑннӑ Хушӑвне пурнӑҫласа йӗркелеҫҫӗ иккен. Хамӑр патри продукци пирки халӑх патне тӗллев лартнӑ май ҫынсене кунти патне илӗртесшӗн.
Республикӑри акци авӑн уйӑхӗнчен тытӑнса раштав таран пымалла. Ӑна пуҫараканӗсем — Ял хуҫалӑх, Экономика аталанӑвӗн министерствисем. Акци операторӗ — Чӑваш Енӗн Суту-илӳпе промышленноҫ палати.
Ҫак мероприяти вӑхӑтӗнче хамӑр патри продукци ҫинчен каласа кӑтартакан информаципе анлӑ паллаштарма шухӑшлаҫҫӗ. Кун валли радио-телевиденипе хаҫатран тытӑнса реклама экранӗсемпе урамра ҫырса ҫакасси таранах шухӑшлаҫҫӗ.
Телевизорпа «Тӗрӗслевлӗ туяну» текен проект пурнӑҫа кӗртесшӗн. Ку вӑл Раҫҫей телеканалӗсенчен пӗринпе ирттерекен ҫавӑн йышши кӑларӑма ҫывӑх пулӗ. Ун вӑхӑтӗнче хамӑр патри тата республика тулашӗнче кӑларакан продукцие туянӗҫ те ӑна экспертсем хаклӗҫ.
 
 Республикӑра апат-ҫимӗҫ хакӗ сасартӑк хакланнишӗн хӑш-пӗр ертӳҫӗсем ӗҫ вырӑнӗсӗр юлма пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пек асӑрхаттарнӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев республика правительствин паянхи ларӑвӗнче. Унта пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе епле пулмаллине сӳтсе явнӑ.
Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта асӑннӑ виҫе пӗрремӗш кварталтинчен 7,7 процент хӑпарса 6968 тенкӗпе танлашнӑ. Вӑй питтисен вӑл — 7402 тенкӗ, пенсионерсен — 5689 тенкӗ, ачасен — 6980 тенкӗ.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталну министерстви апат-ҫимӗҫ туянса тӑкакланнин виҫи 213 тенкӗ ӳснӗ имӗш. Ҫӗрулми хакӗ, сӑмахран, 6 тенкӗ те 33 пус хакланнӑ, ҫавна пула тӑкакасем 40 тенкӗ те 55 пуса ҫити хӑпарнӑ пулать. Пахчаҫимӗҫ тӑкакӗ 83 тенкӗ те 17 пус хӑпарнӑ, аш-какай илме 56 тенкӗ те 52 тенкӗ ытларах кӑларса хума тивет иккен, улма-ҫырла валли — 15 тенке яхӑн, сӗт-турӑхшӑн — 10 тенкӗ те 52 пус. Ҫӑмарта, пулӑ, тип ҫу кӑштах йӳнелнине кура вӗсене туянса тӑкакланнин виҫи 11 тенкӗ те 8 пуслӑх сахалланнӑ пулать.
Канцеляри, медицина таварӗ, строительство материалӗ хакланнине пула апат-ҫимӗҫ мар хаксемшӗн те ытларах кӑларса хума тивет.

Ӗнер Раҫҫей правительстви хӑйне хирӗҫ санкцисем тӑратнӑ патшалӑхсенчен ытларахӑшне хирӗҫ хурав хатӗрленӗ — хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫе вӗсенчен кӳрсе килме чарнӑ. Вӗсен шутне ӗне ашӗпе сысна ашӗ, тӗрлӗ ҫимӗҫсем, чӑх ашӗ, чӑкӑт, сӗтрен хатӗрлекеннисем кӗнӗ. Ҫӑк апат-ҫимӗҫе Европа пӗрлӗхне кӗрекен патшалӑхсенчен, АПШ-ран, Австралирен, Канадӑран тата Норвегинчен кӳрме чарнӑ.
Ӗнерех ҫак ыйту тавра ял хуҫалӑх министрӗ Николай Фёдоров журналистсемпе кӗске калаҫу ирттернӗ. «Паян пӗлтернӗ йышӑнусем ни вӑтам вӑхӑт тӑршшӗнче, ни малашнехинче инфляци ҫине япӑх витӗм кӳрессине курмастпӑр», — тенӗ вӑл. Ҫавах та ҫывӑх вӑхӑтра кӗске хушӑра хаксем хӑпарма пултарӗҫ имӗш — ку яланхилле кӑмӑл-туйӑмпа тата психологипе кӑна ҫыхӑннӑ. Хаксем инфляцие хӑпартса ярассине Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗ курмасть.
Николай Васильевич шухӑшӗпе ку йышӑнусем федерацири ял хуҫалӑха пулӑшӗҫ кӑна — ҫулталӑк ҫурӑ хушшинче 281 миллиард тенкӗ ытларах апат-ҫимӗҫ туса илме пултарӗҫ.
Хӑш-пӗр эксперт шухӑшӗпе вара ӗнерхи йышӑнусем хаксене кӑна хӑпартма пултарӗҫ. Апат-ҫимӗҫ туса илесси вӗсен шучӗпе ҫавах ӳсмӗ — калӑпӑша ӳстерес тесен ял хуҫалӑхне нумай укҫа-тенкӗ хывмалла.
 
 Росстат Раҫҫей халӑхӗ мӗнпе апатланнине тӗпченӗ. Ведомство специалисчӗсем 100 пин ҫын мӗн тата мӗн чухлӗ ҫинине тишкернӗ.
«Раҫҫей хаҫачӗ» («Российская газета») пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑх ытларах ҫиме тытӑннӑ. 2000 ҫулта ҫулталӑкне 109 килограмм ҫӑкӑр ҫинӗ-тӗк, халӗ — 98. Ҫӗрулмипе вара 1,5 хут сахалрах апатланма тытӑннӑ. Какай ҫиесси 1,5 хут ӳснӗ, улма-ҫырла вара — 2 хут.
Раҫҫей халӑхӗн сӗтелӗ ҫинче сӗт юр-варӗ, ҫӑмарта, пулӑ ытларах курӑнма тытӑннӑ. Ҫапах пулӑ менюра сахалрах пулнине палӑртмалла: ҫулталӑкне 1 ҫын пуҫне 22 килограмм ҫеҫ. Сахӑр вара — 23 килограмм.
Раҫҫей ҫыннисем кунне миҫе хутчен апатланаҫҫӗ? Ведомство специалисчӗсене ҫак ыйту та кӑсӑклантарнӑ. Арҫынсен — 9%, хӗрарӑмсен 12% ирхине апатланмасть-мӗн. Нумайӑшӗ вӗри апат (чее, кофӗн шута илмесен) кунне 1 хут ҫеҫ ҫиет.
 
 Чӑваш ҫамрӑкӗсем Тӗвер облаҫӗнче иртекен «Селигер - 2014» канашлӑва кайни пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Селигер кӳлӗ хӗррине Чӑваш Енрен 39 яш-хӗр ҫитнӗ.
Шел те, кӑҫал канушлура пӑтӑмрах пулнӑ. Унти ҫамрӑксенчен чылайӑшӗ апат ҫисе наркӑмӑшланнӑ. Кун тӗлӗшпе утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Утӑн 20-21-мӗшӗсенче тухтӑрсем патне канашлӑва хутшӑнакан 140 яш-хӗр пырса пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсенчен 38-шне сыватмӑша вырттарнӑ.
Роспоторебнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑксем апат блокӗнче санитари нормисене пӑснӑшӑн наркӑмӑшланнӑ.
 
 Чӑвашстат куллен кирлӗ апат-ҫимӗҫ хакӗсене танлаштарнӑ: ҫӗртмен 30-мӗшӗнчи тата утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи хаксене шута илнӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен акӑ мӗн паллӑ: республикӑра пахча ҫимӗҫ йӳнелнӗ, ҫӑкӑрпа ҫӑмарта хакланнӑ. Купӑста хакӗ 5 тенке яхӑн чакнӑ. Кишӗр 2 тенкӗ йӳнелнӗ. Сухан, панулми те йӳнӗрех халӗ. Пӗлтӗрхи ҫуллапа танлаштарсан, пахча ҫимӗҫ хакӗ чакнӑ. Хаксем малашне те чакасса палӑртаҫҫӗ. Ара, кӗҫех ҫӗнӗ тухӑҫ туса илӗпӗр-ҫке-ха.
Эрне хушшинче ҫу, 1 тата 2-мӗш сортлӑ ҫӑнӑх, шурӑ ҫӑкӑр йӳнелнӗ. Хура ҫӑкӑр вара хакланнӑ. Ҫӑмарта хакӗ 4 тенке яхӑн хӑпарнӑ. Мӗн сӑлтавпа-ха? Экспертсем ҫакна чӑх-чӗпе ҫитермелли апат хакланнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ.
 
 Ӗнер Шупашкарта наци кухньин «Шупашкар — Чӑваш Енӗн хӑнасене хапӑл хули» хула фестивалӗн пӗрремӗш кунӗ иртнӗ. Заявкӑсене ҫӗртмен 12-мӗшӗнче йышӑнма тытӑннӑ. Чӑваш Енри общество апатланӑвӗн 30 предприятийӗ ҫӗнтерӳҫӗ ятне илессишӗн тупӑшать.
Фестивалӗн тӗп тӗллевӗ — чӑваш наци кухньине тата йӑлине аталантарасси, сыхласа хӑварассси. Вӑл ҫӗртмен 24-мӗшӗччен иртӗ.
Ҫӗртмен 16-мӗшӗнче конкурс комиссийӗ 6 предприятие ҫитнӗ: «Телей» кафе, «Шале» хупах, «Панорама» кафе, «Уралочка» ҫыртмӑш, Коопераци институчӗн апатланӑшӗ.
Апат-ҫимӗҫе тӗрлӗ номинацире хӑтлӗҫ: «Чи лайӑх пӗрремӗш наци апачӗ», «Аш-какайран хатӗрленӗ чи лайӑх наци апачӗ», «Пулӑран хатӗрленӗчи лайӑх наци апачӗ», «Чи лайӑх наци кукӑлӗ», «Чи лайӑх наци десерчӗ», «Наци кулинари инновацийӗ», «Наци ноу-хау!»
Пӗрремӗш кун жюрисене тӗлӗнтернӗ. Поварсем чӑваш наци апатне вӑйлӑ илемлетнӗ. Унтах наци кӗввисем, юррисем, такмакӗсем, истори калавӗсем янӑранӑ.
