Чӑваш Енре СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятсем иртеҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Тӑвайӗнчи культура ҫуртӗнче Чӑваш академи драма тетарӗн артисчӗсем «Туя туй пек тӑвар-и?» спектакль кӑтартнӑ.
Спектакльте РСФСР халӑх артисткисем Нина Григорьева тата Нина Яковлева, Раҫей тава тивӗҫлӗ артистки Любовь Федорова таиа ытти сцена ӑсти вылянӑ. Халӑх вӗсене ӑшӑ кӑмӑлпа йышӑннӑ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарнӑ.
Ҫак кунсенче Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра хӑйсен чаплӑ ентешӗ ҫуралнине палӑртса хатӗрленӗ «Г.Ф. Трифонов» фотокурав ӗҫлет.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче 2023 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче чӑваш халӑхӗн шанчӑклӑ ывӑлӗ, геологӗ, философӗ, профессорӗ Геннадий Федорович Трифонов /1938-2020/ ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ. Унта философ пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен хӗрӗсемпе мӑнукӗсем, студентсем, ентешӗсемпе тӗпчевҫӗсем тухса калаҫрӗҫ, ятарласа кӑларнӑ кӗнекене хӑтларӗҫ.
Хаваслӑ каҫ 18 сехетре веҫленчӗ. Унта халӑх йышлӑ пулчӗ.
Ытларикун, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарта каллех ретро-троллейбус ҫула тухӗ. «ЗиУ-5» троллейбус Чӑваш транспорт управленийӗн автопаркӗнче упранать.
Кивӗ техникӑна (вӑл ҫула 1964 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пуҫласа ҫӳреме тытӑннӑ) хальхинче предприятие уҫнӑранпа 59 ҫул ҫитнине халалласа ҫула кӑларӗҫ. Совет саманинчи техникӑна юлашки ҫулсенче уяв кунӗсенче ҫула кӑлараҫҫӗ. Иртнине аса илмелӗх.
Ретро-троллейбус 1-мӗш номерлӗ маршрутпа «Университет» микрорайонтан пуҫласа Трактор тӑвакансен проспекчӗ таран ҫӳрӗ. Ӑна ирхи 7 сехет те 57 минутран пуҫласа 16 сехет те 19 минутчен чуптарӗҫ. «Умный транспорт» (чӑв. Ӑслӑ транспорт) приложенире тата сайтра ӑна «Ретро 001» тесе кӑтартӗҫ.
Троллейбус рулӗ умне Чӑваш транспорт управленийӗн хисеплӗ ӗҫченӗ Владимир Спиридонов ларӗ.
Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канашне йӗркеленӗренпе 85 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ.
Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх,
депутатсен йышӗнче Социализмла Ӗҫ геройӗсем тата Совет Союзӗн тӗрлӗ наградине илнисем те пулнӑ. Аслӑ Канаш Президиумӗн пӗрремӗш председателӗ Зоя Андреева пулнӑ. Вӑл унччен ялта учительте тӑрӑшнӑ. Ун хыҫҫӑн Дмитрий Митьков, Тимофей Ахазов, Семен Ислюков, Александр Петров, Анатолий Леонтьев, Эдуард Кубарев ҫак тивӗҫе пурнӑҫланӑ. Паянхи кун вӗсенчен раштав уйӑхӗнче 90 ҫул тултаракан Александр Петров кӑна чӗрӗ-сывӑ, хыпарланӑ асӑннӑ ҫӑлкуҫра.
1994 ҫулта Чӑваш Патшалӑх Канашӗ йӗркеленнӗ, вӑл Аслӑ Канашӑн ӗҫне малалла тӑснӑ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче «Гурий Ивановчи Комиссаров – этнограф, историк, писатель» ҫав сӗтел иртнӗ. Ӑна учёнӑй ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Аса илтерер, Гурий Комиссаров-Вантер — чӑваш фольклористикине, чӑваш этнологине, историне тата краеведенине тӗпченӗ. Писатель, публицист, тӑлмач, литературовед, чӗлхеҫӗ, педагог, философ, историк. Гурий Комиссаров-Вантер 1883 ҫулхи юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче хальхи Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьел ялӗнче ҫуралнӑ. Етӗрне уесӗнчи тата Епхӳри вӗренӳ заведенийӗсенче ӗҫленӗ. 1969 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ӑна Киров облаҫӗнчи Санчурск поселокӗнче пытарнӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Шупашкарти Иван Яковлев палӑкӗ умне аслӑ вӗрентекенӗмӗре сума сӑвакансем пуҫтарӑннӑ. Йышра тӳре-шарапа культура тата вӗрентӳ ӗҫченӗсем пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ умӗнчи сквер умӗнчи палӑк умне пухӑннисем хальхи вӑхӑтри чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗ Иван Яковлев ҫинчен ӑшӑ сӑмахсем нумай каланӑ, чечек хунӑ.
Аса илтерер: Иван Яковлев 1848 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ, 1930 ҫулхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарти Константин Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Алексей Медведев ҫыравҫӑ (1913–2001) ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ литературӑпа музыка уявӗ иртнӗ. Кун пирки Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Иванова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Мероприятие писательсемпе журналистсем, юрӑҫсем пуҫтарӑннӑ. Вӗсем «Пирӗн ят ҫухалмӗ» куравпа паллашнӑ. Маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫа хыпарланӑ тӑрӑх, унта сӑнӳкерчӗксемпе Алексей Фомичӑн тӗрлӗ ҫулта тухнӑ кӗнекисене вырнаҫтарнӑ.
Мероприятие Литература музейӗн наука ӗҫченӗ Галина Еливанова ертсе пынӑ, ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.
Чӑваш тӗнчин паллӑ сӑвӑҫи Любовь Мартьянова пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑнӳ хӑми вырнаҫтарнӑ. Кун пирки Лидия Филиппова журналист, публицист, поэт тата ҫыравҫӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Аса илтерер: Любовь Мартьяновӑн чӗри 2023 ҫулхи юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тапма пӑрахнӑ.
Любовь Васильевна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Карапаш ялӗнче 1950 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл – 4 сӑвӑ кӗнеки авторӗ.
«Манмаҫҫӗ Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Карапашсем хӑйсен паллӑ ентешне. Вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫине ун ячӗпе асӑну хӑми вырнаҫтарни те ҫавнах ҫирӗплетет мар-и-ха? Тав сире, карапашсем...», — хыпарланӑ Лидия Филиппова.
Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищи ҫӗнӗ проект пуҫарса ярассине пӗлтернӗ. Унта «Савнӑ ҫӗр, Чӑваш ҫӗршывӗ» ярӑмпа концертсем хатӗрлӗҫ. Ӑна асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗн ятлӑ-сумлӑ воспитанникӗсемпе преподавателӗсене халаллӗҫ.
Проекта музыка училищине уҫнӑранпа 95 ҫул ҫитес умӗн ирттереҫҫӗ.
«Савнӑ ҫӗр, Чӑваш ҫӗршывӗ» ярӑмпа йӗркеленӗ пӗрремӗш концерта Филипп Лукинпа Герман Лебедев ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Юпа йуйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртекен концертра училищӗн вокалпа дирижер-хор уйрӑмӗсен студенчӗсем тата преподавателӗсем вокалпа хор номерӗсемпе сцена ҫине тухӗҫ.
Юпа йуйӑхӗн 11-12-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Традиционный и современный фольклор народов Волго-Уралья» (чӑв. Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен йӑла кӗнӗ тата хальхи вӑхӑтри фольклорӗ) ятпа регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ пулса иртнӗ. Ӑна Иван Одюков педагог, фольклорист тата литературовед ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Унта инҫет ҫыхӑну меӗпе Казахстанри Алматари тата Астанари, Владивостокри, Ижевскри, Йошкар-Олари Хусанти, Мускаври, Новосибирскри, Саранскри, Стерлитамакри, Ӗпхӳри, Шупашкарти тата ытти хулари 100 ытла ӑслӑлӑх ӗсченӗ хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |