Чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шӑмӑршӑра пӑлхар тата чӑваш ученӑйӗсен халӑхсем хушшинчи ӑсталӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ.
Мероприятия «Пӗрлӗхре — вӑй» ят панӑ. Унта нумай нациллӗ Раҫҫейри Сохранение халӑхсен историлле астӑвӑмне упраса хӑварасси, Раҫҫейпе Болгарире пурӑнакан халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетесси ҫинчен калаҫнӑ.
Кун пирки Николай Кондрашкин скульптор халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Юпа уйӑхӗнче Питӗрте Ленинграда хӳтӗленин тата блокадин патшалӑх мемориал музейӗнче чӑвашсемпе паллаштарнӑ.
«Народы СССР в освобождении Ленинграда» (чӑв. Ленинграда хӳтӗлеме хутшӑннӑ СССР халӑхӗсем) проектпа килӗшӳллӗн «Чуваши на защите Ленинграда» (чӑв. Ленинграда хӳтӗленӗ чӑвашсем) культурӑпа ҫутӗҫ мероприятийӗ иртнӗ. Ӑна блокадӑри Ленинграда ирӗке кӑларнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Асӑннӑ пулӑм 1944 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
Ленинграда хӳтӗлесе СССРти миллиона яхӑн тӗрлӗ халӑх ҫынни паттӑррӑн вилнӗ.
СССР халӑх артистки, ӗмӗрне Чӑваш академи драма театрӗн сцени ҫинче ирттернӗ Вера Кузьмина пурӑннӑ Шупашкар хулинчи Джержинский урамӗнчи 31-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Асӑннӑ ҫуртра артистка ывӑлӗпе Атнер Хусанкайпа тата кинӗпе Гажидмапа 22 ҫул пурӑннӑ.
Аса илтерер: Вера Кузьмина – пирӗн республикӑри паллӑран та паллӑ артистка. Чӑваш драма театрӗнче вӑл 74 ҫул ӗҫленӗ, ҫав ҫулсенче 150 ытла сӑнара калӑпланӑ.
Ӗнер Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ астӑвӑм каҫӗ иртнӗ. Унта хутшӑннӑ республика Элтеперӗ Олег Николаев вӑл хӑй те Вера Кузьмина пекех чӑваш пулнишӗн савӑннине палӑртса хӑварнӑ.
«Вера Кузьминична пире пуян эткерлӗх парса хӑварчӗ. Вӑл хӑйӗн пунӑҫне чӑваш ӳнерне, чӑваш культурине, чӗлхине, хӑйневевӗрлӗхне упраса хӑварассине халалланӑ. Вера Кузьмина ячӗ наци театрӗсене пӗрлештерет», — мӑнаҫланса каланӑ Олег Николаев.
Чӑваш Республкинача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ СССР халӑх артситки ҫуралнӑранпа 100 ҫул итнине халалласа онлайн-квиз ирттернӗ.
Асӑннӑ квиз юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пынӑ. Унта хутшӑнакансем хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗслеме, Вера Кузьмина ҫинчен пӗлнине кӑтартса пама тивнӗ.
Онлайн-квиза 19 муниципаллӑ округри 1551 ача хутшӑннӑ. Вӗсем Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай муниципаллӑ округӗсенчен тата 6 хуларан: Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗре, Етӗрне.
СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ҫак кунсенче пирӗн республикӑра тӗрлӗ мероприяти иртет. Ӗнер Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче артистсем, аслӑ шкулсен проректорӗсем, преподавательсем, студентсем ҫавра сӗтеле пуҫтарӑннӑ.
Вера Кузьмина ҫинчен асӑннӑ институтӑн профессорӗ, РСФСР халӑх артисчӗ, Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗ Николай Григорьев аса илсе каласа кӑтартнӑ.
«Ун ҫинчен кӗнекесем кӑлараҫҫӗ, фильмсем ӳкереҫҫӗ, ӑна мероприятисем, конкурссем, фестивальсем халаллаҫҫӗ. Вӑл пирӗншӗн, пултарулӑх ҫыннисемшӗн, тӗслӗх пулса тӑрать. Эпир ун пекрех пулма тӑрӑшатпӑр. Эпир унӑн ырӑ ятне асра тытатпӑр», — ӑшшӑн палӑртса хӑварнӑ Ҫамрӑксен театрӗн артистки Ирина Архипова.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи масар ҫинче СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан палӑкне уҫнӑ.
Ҫав ятпа ирттернӗ меропритие культура министрӗ Светлана Каликова, унӑн ҫумӗ Георгий Богуславский, артистка ӗҫленӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем, сцени ӑстин ҫемйи пырса ҫитнӗ.
Светлана Каликова палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, чӑваш халӑхне Вера Кузьмина пулнишӗн питӗ ӑннӑ. Чӑн та, Вера Кузьмина калӑпланӑ сӑнарсем халӑх асӗнче юлӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин хальхи вӑхӑтри историйӗн патшалӑх архивӗнче Вера Кузьмина актриса ҫуралнӑранпа 100 ҫитнине халалласа астӑвӑм каҫӗ иртнӗ. Архивра халӑх юратнӑ артисткӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе паллаштаракан «Театр – пурнӑҫ ӳнерӗ» курав ӗҫленӗ.
Экспозицисене Вера Кузьминан архивӗнчи документсенчен (вӗсем архивра упранаҫҫӗ) йӗркеленӗ. Вӗсен шутӗнче — рольсен тексчӗсем, спектакль репертуарӗсен программисем, артистка ҫинчен хаҫат-журналта пичетленсе тухнӑ материалсем, сӑнӳкерчӗксем...
Архива пухӑннисем «Герои эпохи» фильма пӑхнӑ.
Астӑвӑм каҫне артисткӑн ывӑлӗ Атнер Хусанкай та хутшӑннӑ. Вӑл — филолог, литература критикӗ, публицист.
Паян, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, 11 сехетре СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан (1923-2021) вил тӑпри ҫинче палӑк уҫӗҫ.
Аса илтерер: пултаруллӑ сцена ӑстине Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи масар ҫинчи паллӑ ҫынсен аллейинче мӑшӑрӗпе, Петӗр Хусанкайпа, юнашар пытарнӑ.
Палӑк уҫнӑ хыҫҫӑн Ҫамрӑксен театрӗнче Вера Кузьмина ҫинчен ӳкернӗ фильма хӑтлама пуҫтарӑнӗҫ. Мероприяти 13 сехетре пуҫланӗ.
Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче актриса пурӑннӑ Шупашкарти Джержинский урамӗнчи 31-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Ҫамрӑксен Вера Кузьмина ячӗллӗ пултарулӑх форумӗ иртнӗ. Ку вӑл — СССР халӑх артисткине халалланӑ мероприятисенчен иккӗмӗшӗ. Вӗсенчен пӗрремӗш Тӑвайӗнче, артисткӑн тӑван тӑрӑхӗнче, иртнӗ.
Чӑваш Енӗ Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, форума республикӑри чи хастар ҫамрӑксем пуҫтарӑннӑ. Вӗсем — хӑйсен пултарулӑхне аталантарма юратакансем тата театр ӳнерӗпе кӑсӑкланакансем.
Мероприятие пухӑннӑ 100 ытла ҫамрӑк чӑваш сценин ӑстисем ирттернӗ ӑсталӑх сехечӗсене хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне вӗсем актёр, сцена хусканӑвӗ, сцена калаҫӑвӗ енӗпе ӑмӑртнӑ. Унсӑр пуҫне Вера Кузьминан пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ викторина-квизра хӑйсене тӗрӗсленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |