Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче РСФСР халӑх артисчӗ Виктор Родионов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа астӑвӑм каҫӗ иртӗ.
Театрта палӑртнӑ тӑрах, Виктор Иосифович – ят ҫеҫ мар, легенда. Сцена ҫинче 40 ҫул вылянӑ хушӑра вӑл 350 ытла роль калӑпланӑ. Вӑл театрта ӗҫленипе пӗрлех музыкант тата диктор пулнӑ. Чӑваш радиона итлекенсем ӑна «чӑваш Левитанӗ» те тенӗ.
Виктор Родионов «Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ» спектакльти Иван Яковлев сӑнарӗшӗн К.С. Станиславский ячӗллӗ патшалӑх премине тивӗҫнӗ.
Паян, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа онлайн-викторина ирттерет.
Ӑна истори, филологи, управленипе право факультечӗ Чӑваш чӗлхипе литературин учителӗсен ассоциацийӗпе пӗрле йӗркеленӗ.
Викторина ирхи 8 сехетре пуҫланнӑ та 23 сехет те 59 минутра вӗҫленӗ. Ыйтусене ҫак каҫӑпа вырнаҫтарнӑ: https://onlinetestpad.com/fjrcoynpjpdui
Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Красноярскри чӑвашсен наципе культура автономийӗ Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче Владимир Мешков ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалласа пуҫтарӑнӗҫ.
Мероприяти Красноярск рабочий проспектри 100В ҫуртра иртӗ. Унта Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ ентешӗмӗр, Владимир Мешков художникӑн куравӗ уҫӑлӗ.
Ҫак уйӑхра Шупашкарта Николай Полоруссов-Шелепи палӑкне уҫма палӑртнӑ. Кун пирки Лидия Филиппова писатель, публицист тата журналист мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнра пӗлтерет.
Лидия Ивановна хыпарланӑ тӑрӑх, палӑка авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, эрнекун, 12 сехетре хулари Богдан Хмельницкий урамӗнчи 1-мӗш масар ҫинче уҫӗҫ.
Аса илтерер: Николай Полоруссов–Шелепи — пӗрремӗш чӑваш халӑх поэчӗ. Унӑн палӑкне тума Хусан чӑвашӗсем тата поэтӑн тӑванӗсем пулӑшнӑ иккен.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи икӗ ялта ял паллисем вырнаҫтарнӑ. Кун пирки Дмитрий Мадуров скульптор халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Ял паллисене авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ-мӗн. Вӗсем 1917 ҫулта пуҫланса кайнӑ Ҫӗньялта тата 1780 ҫулта пуҫарса янӑ Токанашра сумлӑ вырӑн йышӑннӑ.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тылра тӑрӑшнисене сума суса та астӑвӑм палли вырнаҫтарнӑ.
Ҫав ӗҫсен авторӗ — Дмитрий Мадуров.
Паян, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх писателӗ Александр Артемьев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ.
Чӑваш вулаканӗсене вӑл илемлӗ самай хайлав парнеленӗ. Ҫав шутра — «Салампи», «Алтӑр ҫӑлтӑр», «Ан авӑн, шӗшкӗ!», «Симӗс ылтӑн». Вӗсене эпир шкул программи тӑрӑх та аван пӗлетпӗр.
«Салампие» 1954 ҫулта ҫырнӑ, тепӗр икӗ ҫултан вулакансем патне ҫитернӗ. Сӑмах май каласан, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӑна ҫӗнӗрен лартрӗҫ. Ӑна авӑн уйӑхӗн 12 тата 13-мӗшӗсенче кӑтартрӗҫ.
Ыран, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Енре Андриян николаев ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа мероприятисем иртӗҫ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта ҫуралса ӳснӗ Андриян Николаев — икӗ хут Совет Союзӗн Геройӗ, СССР летчик-космонавчӗ, авиацин генерал-майорӗ, Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни.
Паян пирӗн тӑрӑха Ярославль ҫӗрӗ ҫинчи хӑнасем килсе ҫитнӗ. Вӗсем В.В. Терешкован «Космомс» музейӗн директорӗ Игорь Зуб тата РФ Патшалӑх Думин дептучӗн В.В. Терешкован пулӑшуҫи Кира Крайнова.
Ҫавӑн пекех пирӗн тӑрӑха Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗ, Раҫҫейӗн лётчик-космонавчӗ Сергей Авдеев килсе ҫитӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Ҫеҫпӗл Мишшине халалланӑ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ.
«Национальные картины мира в литературах народов Волго-Уралья» (чӑв. Тӗнчери наци сӑн-сӑпачӗ Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен литературинче) ят панӑ мероприяти чӳк уйӑхен 14–15-мӗшӗсенче иртӗ.
Ӑслалӑх форумӗн тӗллӗвӗ — ӑслӑлӑхпа тӗпчев организациӗсен, преподавательсен, педагогсен, аспирантсемпе магистрантсен Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен литературине тӗпчес ӗҫне пухса пӗрлештерсси.
Чӑваш АССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ патшалӑх ҫамрӑксен премийӗн лауреачӗ, актёр, режиссёр, Алексей Васильев ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне тӗп режиссёр тата илемлӗх ертӳҫи пулса 30 ҫула яхӑн ертсе пынӑ.
Пулас актёр тата режиссёр Патӑрьел районӗнчи (халӗ округ) Каншел ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 2010 ҫулта Шупашкарта вилнӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа кӑҫал 125 ҫул ҫитнӗ май Чӑваш кӗнеке издательствинче икӗ кӗнеке кӑларма хатӗрлеҫҫӗ иккен. Кун пирки издательствӑн редакторӗ Ольга Иванова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, «Ольга Федорова вӗсене пичете хатӗрлессишӗн ырми-канми тӑрӑшать».
«Ӑна кура пуль, эпӗ те кӑвар чӗреллӗ сӑвӑҫӑмӑр ҫинчен ҫырнӑ кӑларӑмсемпе паллашма пуҫларӑм. Сергей Павлов чӑваш халӑх ҫыравҫи те кӑсӑклантарса яма пӗлет. «Пиччем ҫинчен» кӗнекене шӑпах вӑл вулама пачӗ. Брошюри самай кивӗ, 1973 ҫулта тухнӑ. Ку темех мар, чи пӗлтерӗшли – содержанийӗ. Вӑл вара чӑннипех те пуян, интереслӗ. Хамшӑн ҫӗнни пайтах пӗлтӗм», — хыпарланӑ пултаруллӑ пике тата ҫыравҫӑ.
Хулӑнах мар асаилӳ пуххин авторӗ – Ҫеҫпӗл Мишшин шӑллӗ Гурий Кузьмин иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.