
Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Геннадий Большаков ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалланӑ аса илӳ каҫӗ иртӗ.
Геннадий Арсентьевич театрта 1983 ҫултанпа ӗҫленӗ. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, унпа пӗрле тӑрӑшнисем ӑна ансат психолог тата философ тесе хаклаҫҫӗ. Вӑл калӑпланӑ сӑнарсем чаршав хупӑнсан та сцена ӑстипе пулнӑ.
Актер хӑйӗн пурнӑҫӗнче ытти артистпа пӗрле Мускав, Санкт-Петербург, Хусан, Ӗпхӳ сценисем ҫине тухнӑ. Тӗрӗк халахӗсен «Туганлык» (1991) и «Науруз» (2002) фестивалӗсенче ҫӗнтернӗ.
Аса илӳ каҫӗнче пурнӑҫран ир уйрӑлса кайнӑ ӑстана унпа пӗрле ӗҫленисем, ҫывӑх ҫыннисем аса илӗҫ, фото- тата видеоматериалсем пулӗҫ.

Чӑваш Енре кӑҫал ҫине-ҫинех тӗрлӗ фестиваль иртет: Сӑра фестивалӗ, Ҫырла фестивалӗ, Пыл фестивалӗ. Кусем – эпир ҫак самантра аса илнисем. Кусемсӗр пуҫне ыттисем те пурччӗ-ха.
Халӗ тата авиамоделировани фестивалӗ ирттернӗ. Ӑна Анатолий Игумнова халалланӑ. Мероприятие «Кванториум» ача-пӑча технопаркӗнче пуҫтарӑннӑ.
Хулари уҫӑ фестивале технопарка ҫӳрекенсем ҫеҫ мар, хулари шкулсенче вӗренекенсем хутшӑннӑ. Вӗсен ашшӗ-амӑшӗ те ывӑл-хӗрне курма пынӑ. Пурӗ 50 ҫын ытла.
Малашне ку фестивале ирттерессине йӑлана кӗртесшӗн.
Анатолий Александрович Игумнов хулана чылай ҫул ертсе пынӑ. Авиаци енӗпе те ӑста пулнӑ. Хӑй вӑл 1946 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 1969 ҫулта Балашиха хулинче летчиксен аслӑ ҫар училищинчен вӗренсе тухнӑ. Полковник званиллӗскер ӗҫрен пӑрахсан тӑван тӑрӑха таврӑннӑ.

Мухтавлӑ ентешӗмӗрӗн Андриян Николаевӑн тӑван ялӗнчи космонавтика музейне юсама пуҫлани пирки Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Объектра ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Олег Марков вице-премьер тата строительство министрӗ Владимир Максимов пулнӑ. «Шуршӑлта космос карапӗ анса ларнӑ тейӗн», — тенӗ мемориал комплексне тунине пӑхсан строительство министрӗ.
Министр пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, юсав ӗҫӗсем хӗрӳ пыраҫҫӗ, строительсем ҫине тӑрсах ӗҫлеҫҫӗ.
Космонавтика музейне Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта 1972 ҫулта уҫнӑ. 2010 ҫул пуҫламӑшӗнче унта ҫӗнӗ ҫурт тума йышӑннӑ. 2025 ҫулхи ҫуркунне
«Старатель» компани контракт алӑ пуснӑ. Ӗҫе 2027 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ валли вӗҫлемелле. Унта вӗренӳпе музей комплексӗ, планетари тата обсерватори пулӗ. Строительство хакӗ - 1,08 млрд тенкӗ.
Сӑмах май каласан, икӗ хут Совет Союзӗн Геройӗ Андриян Николаев летчик-космонавт ҫуралнӑранпа 2029 ҫулта 100 ҫул ҫитет,

Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Хутар ялӗнче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене халалласа лартнӑ палӑка юсас ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Ҫак проект истори астӑвӑмне сыхласа хӑварас тата вӑрҫӑ ҫулӗсенче Тӑван Ҫӗршыва хӳтӗленӗ паттӑрсен паттӑрлӑхне ӗмӗрлӗхе асра тытас тӗллевпе пурнӑҫланать.
Подрядчикӗ — Павлов А.С. усламҫӑ. Муниципалитет контракчӗн хакӗ 1,3 миллион тенкӗпе танлашать. Проекта пӗтӗмпех вырӑнти хысна укҫипе пурнӑҫлаҫҫӗ.
Юсав ӗҫӗсен шайӗнче мемориалӑн тулаш сӑнне кӑна мар ҫӗнетӗҫ, ун таврашне те пӗтӗмӗшле тирпей кӗртме палӑртнӑ. Ҫакӑ астӑвӑм мероприятийӗсене ирттерме тата чечексем хума тивӗҫлӗ вырӑн йӗркелеме май парӗ.
Вӑрҫӑ мемориалӗсене тирпейлесе тӑрасси — вырӑнти влаҫсен ӗҫӗнчи тӗп тӗллевсенчен пӗри. Ҫӗнетнӗ палӑк ял ҫыннисемшӗн те, пулас ӑрусемшӗн те ветерансен паттӑрлӑхне хисепленине тата вӗсене тав тунине палӑртакан символ пулса тӑрӗ.

Паян, утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «И.П. Прокопьев – учитель, воин, государственный деятель» курав уҫӑлнӑ. Ӑна Илья Прокопьев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Вӑл – Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин участникӗ, 1974-1988 ҫулсенче КПСС Чӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ пулнӑ. Ӑна ултӑ хутчен Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн депутачӗ пулнӑ.
Куравра Илья Прокопьев кӗнекисен коллекцийӗ вырӑн тупнӑ. Ҫав шутра ӑна паллӑ ҫынсем автографпа парнеленӗ кӗнекесем те пур. Вӗсене Андриян Николаев космонавт, Расул Гамзатов поэт, Федор Моргун аграри-ученӑй, Василий Дмитриев историк, Вера Кузьмина артистка, Николай Овчинников художник тата ыттисем алӑ пусса парнеленӗ.
Куравра сӑнӳкерчӗксем, архив докуменчӗсем те пур.

Иван Малкай поэт ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитрӗ.
Вӑл 1911 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче хальхи вӑхӑтра Ҫӗрпӳ муниципалитет тӑрӑхне кӗрекен Кӑтак ялӗнче ҫуралнӑ.
Поэт Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине те хутшӑннӑ, анчах шӑпа ӑна унтан тӑван тӑрӑхне таса сывӑ илсе ҫитернӗ. Чылай ҫул республикӑри хаҫат-хурналта журналист пулса ӗҫленӗ.
Поэзие ӑнланакансем хакланӑ тӑрӑх, Иван Малкай сӑввисем юрӑ евӗр янӑраҫҫӗ. Сӑмахран: «Хӗллехи савӑнӑҫ», «Тӑри», «Пирӗн туслӑх».
Калем ӑсти ют чӗлхепе ҫырнӑ авторсен хайлавӗсене те чӑвашла куҫарнӑ. Тӗслӗхрен, калмӑксен «Джангар» эпосне.
Иван Малкайӑн «Атӑл ҫилӗ», «Сывлӑм», «Шуҫӑм ҫути» кӗнекисенче тӑван тӑрӑхӑн ытарайми илемне сӑнласа панӑ. Вӑл кӑларӑмсемпе вулавӑшсенче паллашма пулать.

Чӑваш кӗнеке издательствинче Николай Полоруссов-Шелепин кӗнекине икӗ чӗлхепе пичетлесе кӑларнӑ. «Ҫурхи сасӑсем. Весенние голоса» ят панӑ кӑларӑма 1520 экземпляр тиражпа кун ҫути кӑтартнӑ. Унта кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли ҫырнӑ сӑвасем кӗнӗ. Вӗсем — авторӑн 1936 ҫулта пичетленнӗ хайлав пуххинчен. Кун пирки Чӑваш кӗнке издательствинче пӗлтернӗ.
Шелепи сӑввисене вырӑсла Лев Коробов поэт тата прозаик куҫарнӑ.
Николай Полоруссов-Шелепи — чӑваш халӑх поэчӗн ятне чи малтан тивӗҫнӗ сӑвӑҫ. Николай Иванович 1881 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Чистай уесӗнчи /халӗ Тутар Республикинчи Аксу районӗ/ Ҫӗнӗ Ӳселте ҫуралнӑ. Вӑл ҫуралнӑранпа кӑҫал 145 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май вулавӑшсемпе культура учрежденийӗсенче мероприятисем ирттернӗ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Никифор Мранькка ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине асра тытса пуҫтарӑннӑ. Унта писательсемпе журналистсем пухӑннӑ.
Пуҫтарӑннисем Мранькка халӑхран тухнӑ ҫыравҫӑ тата ялан халӑхпа пӗрле пулнине палӑртса хӑварнӑ. Кӑмӑлӗпе вӑл тӳрӗ те хӑюллӑ пулнӑ. Граждан тата Тӑваш ҫершывӑн аслӑ вӑрҫисем витӗр тухнӑ.
Мускаври киносценаристсен курсӗнчен вӗренсе тухсан «Союзкинохроника» чӑваш киностудийӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Районсенчи парторганизацисене критикленӗшӗн ӑна репрессиленӗ, анчах кайран таса ятне тавӑрнӑ.
Чӑваш халӑх писателӗ, Раҫҫейри писательсен союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи Сергей Павлов Никифор Мраньккан романне ялта краҫҫын ҫутипе вуланине аса илнӗ.

Ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Никифор Мранькка ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине асра тытса пуҫтарӑнӗҫ.
Паллӑ чӑваш прозаикӗ тата драматургӗ Куславкка районӗнчи Пилешкассинче ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Унӑн уйрӑмах паллӑ произведенийӗ — нумай томлӑ «Ӗмӗр сакки сарлака» роман. Шӑпах ҫав хайлава сӳтсе явӗҫ те вулавӑша пуҫтарӑннӑ писательсем, журналистсем, педагогсем, таврапӗлӳҫӗсем, вулавӑш ӗҫченӗсем тата кӗнеке вулама юратакансем.
Сӑмах май каласан, писателӗн пултарулӑхӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ хайлавсем татах пур: «Юншӑн юн», «Тӑван ҫӗршыв чӗнет», «Амӑшӗн ҫырӑвӗ», «Урӑхла калама пултарайман эпӗ», «Юратакан чӗресем».

Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Никифор Мранькка чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ.
Вӑл Куславкка районӗнчи Пилешкассинче ҫуралнӑ. Чиркӳпе прихут шкулӗнче вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ, ҫав шутра матрос та, вӑрман тиекен те пулнӑ.
1925 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ӑна вырӑнти ял совечӗн председательне лартнӑ, тепӗр ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Чӑваш АССР халӑх комиссариачӗн коллеги пайташӗ пулма шаннӑ.
1931 ҫулта вӑл Мускаври кинематографистсен институтӗнчи киносценаристсен ҫулталӑклӑх курсӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1938 ҫулччен «Чӑвашкинора» сценарист пулнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл 1933–1938 ҫулсенче «Союзкинохроникӑн» чӑваш студийӗн директорӗнче тӑрӑшнӑ. 1938–1942 ҫулсенче «Ленин ялавӗпе» хаҫат редакторӗнче тимленӗ. 1942 ҫулта вӑл Хӗрлӗ ҫарта политика ӗҫченӗ пулнӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Куславкка районӗнче партин райкомӗнче агитаципе пропаганда пайӗн заведующийӗнче, райӗҫтӑвкомра культура учрежденийӗсен пайӗн заведующийӗнче тӑрӑшнӑ.
Никифор Мранькка 1973 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вилнӗ. Ӑна Куславккара пытарнӑ.
Унӑн уйрӑмах паллӑ хайлавӗ — нумай томлӑ «Ӗмӗр сакки сарлака» романӗ. Асӑннӑ роман тӑрӑх Чӑваш академи драма театрӗнче спектакль те лартнӑ.
