Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи каникулта, кӑрлачӑн 1-8-мӗшӗсенче, республикӑра 158 ача ҫуралнӑ: 75 арҫын ача тата 83 хӗрача. Вӗсен йышӗнче – икӗ йӗкӗреш.
Ҫӗнӗ 2024 ҫулта ҫуралнӑ чи пӗрремӗш ача кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 40 минутра кун ҫути курнӑ. Хӗрача 3720 грамм тайнӑ, 52 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ. Ача – ҫемьери виҫҫӗмӗш пепке.
Кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 13 ҫулти хӗрачана машина ҫапса кайнӑ.
Хӗрача 19 сехетре хулари Парк урамӗнчи 35-мӗш ҫурт тӗлӗнче ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли вырӑнпа ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине «Датсун» автомобиль пырса кӗнӗ. Унтан хӗрача «Лада Калина» машина ҫине сулӑнса кайнӑ.
Пуҫне суранлатнӑ хӗрачана пульницӑна илсе кайнӑ. Ҫӑмӑл автомашинӑсен водителӗсене тӗрӗсленӗ те вӗсем урах пулни палӑрнӑ.
Гигиена тата эпидемиологи центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре пӗлтӗрхи 10 уйӑхра 46 ҫын коклюшпа чирленӗ, 11 уйӑхра ку кӑтарту 93-е ҫитнӗ.
Патӑрьел, Муркаш, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Етӗрне муниципаллӑ округӗсенче - 1-ер ҫын, Тӑвай округӗнче, Улатӑрта тата Ҫӗмӗрлере - 2-шер ҫын, Куславкка округӗнче, Канашра - 3-шер ҫын, Шупашкар округӗнче - 6 ҫын, Ҫӗнӗ Шупашкарта - 24 ҫын, Шупашкарта 46 ҫын коклюшпа чирленӗ. Пурте -17 ҫул тултарман ачасем.
Чирленисенчен 75-шӗ - коклюшран прививка туманнисем.
Ӗнер, кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче, 23 сехетре Вӑрнар муниципаллӑ округӗнчи Кушар Юнтапа ялӗнче пӗр ҫуртра пушар тухнӑ. Ҫав самантра пӳртре 10 ҫын пулнӑ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ - ачасем.
Вӗсем пушар вӑхӑтӗнче урама хӑйсем тӗллӗнех тухнӑ, анчах пиҫсе кайнӑ. Шупашкара Республикӑри клиника пульницине 9 ҫынна илсе ҫитернӗ: виҫӗ ачана, виҫӗ хӗрарӑма тата виҫӗ арҫынна.
Ҫулӑм 190 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Хуралта таврашӗ те сиенленнӗ. Пушара виҫӗ техникӑпа пӗр сехетре сӳнтернӗ.
Шупашкарти «Малютка» ача-пӑчан ятарлӑ ҫурчӗ унччен республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнса тӑнӑ. Анчах иртнӗ ҫул вӗҫӗнче, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, республика ертӳҫи Олег Николаев йышӑну кӑларнӑ. Унпа килӗшӳллӗн ача ҫуртне Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствине панӑ.
Асӑннӑ ҫуртра ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ тин ҫуралнӑ ачасенчен пуҫласа тӑватӑ ҫул тултариччен пурӑнаҫҫӗ.
«Малютка» ача ҫуртӗнче – 189,75 штат единици.
Паян ҪҪХПИ экипажӗ М-7 ҫул хӗррипе утакан арҫын ачана асӑрханӑ. Вӑл Мускав еннелле утнӑ, хӑй макӑрнӑ, темшӗн хуйхӑрнӑ.
Йӗрке хуралҫисем арҫын ачапа мӗн пулнипе кӑсӑкланнӑ. 10 ҫултискер ашшӗ-амӑшӗпе хирӗҫнӗ те килтен тухса кайнӑ иккен. Инспекторсем ӑна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Вӗсем арҫын ачана ашшӗ-амӑшӗпе мирлештересшӗн.
Кӑҫал Чӑваш Енре пӗрремӗш ача Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн, ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 40 минутра ҫуралнӑ. Вӑл - хӗрача, Хулари 1-мӗш клиника пульницин пепкелӗх центрӗнче кун ҫути курнӑ.
Хӗрача 3720 грамм тайнӑ, 52 сантиметр ҫӳллӗш пулнӑ.
Хӗрачан ашшӗ-амӑшне саламлатпӑр!
Паян ирхине Шӑмӑршӑран инҫех мар авари пулнӑ. Руль умӗнче ларнӑ 24 ҫулти хӗрарӑм руле итлеттереймесӗр кювета чӑмнӑ. Хӑй вӑл – Чӗмпӗртен.
Салонра ҫур ҫулти ача пулнӑ. Вӑл ятарлӑ люлькӑра выртнӑ. Ӑна пульницӑна тӗрӗслеме илсе кайнӑ. Руль умӗнче ларнӑ хӗрарӑмӑн упӑшки чиперех – аманман.
Шупашкарти 184-мӗш ача пахчине ҫӳрекенсем ҫурт тӑрринчен анакан Хӗл мучисене курсан савӑннӑ кӑна мар, тӗлӗннӗ те. ВСКСӑн тата Ресурс центрӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗсен хӑй ирӗкҫисем «Хӗл мучисен десанчӗ» акци ирттереҫҫӗ.
Вӗсем хӗллехи асамҫӑ тумне тӑхӑнса, ятарлӑ снаряжени ҫаклатса ҫурт тӑрринчен анса ачасене Ҫӗнӗ ҫулпа саламланӑ. Шӑпӑрлансем Хӗл мучипе Юр пикене сӑвӑсем каласа парса парнеллӗ пулнӑ.
Паян кӑнтӑрла Вӑрмар поселокӗнче КамАЗ ҫул урлӑ каҫакан икӗ ача ҫине пырса кӗне. Шел те, пӗрне вилмеллех таптаса кайнӑ.
Руль умӗнче 53 ҫулти арҫын ларнӑ. Вырӑна Вӑрмар районӗн прокурорӗ Александр Левый ҫитнӗ. Халӗ следстви органӗсем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Район прокурорӗ ӗҫ-пуҫа тӗрӗслесе тӑрӗ.
Ҫакӑ паллӑ: хӗрача 4-мӗш класра вӗреннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кузьмин Владимир Прокопьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Тарават Валентина Николаевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ярдыкова Зоя Дмитриевна, театр актриси, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |