Кӑҫалхи нарӑс-ҫу уйӑхӗсенче ача-пӑча пултарулӑхӗн «Черчен чечексем» республикӑри VI фестиваль-конкурсӗ иртнӗ.
Конкурса 8 номинаципе ирттернӗ: вокал, фольклор пултарулӑхӗ, хореографи, театр пултарулӑхӗ, илемлӗ сӑмах, кино, инструмент пултарулӑхӗ, декораципе прикладной ӳнер. Унта мӗнпур муниципалитетри 800 ача хутшӑннӑ.
Гала-концерт ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре иртӗ. Унта 240 ача хушӑнӗ.
Паян каҫхине Ҫӗнӗ Шупашкарта Винокуров урамӗнче 4 ҫулти хӗрача 5-мӗш хутри чӳречерен тухса ӳкнӗ. Халӗ вӑл реанимацире выртать.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ача хваттерте ачасемпе тата аслӑ тӑванӗпе пулнӑ. Асли ҫав вӑхӑтра тепӗр пӳлӗмре пулнӑ. Инкек вырӑнӗнчи ҫынсем каланӑ тӑрӑх, чӳрече кӑшт уҫӑ тӑнӑ, москитлӑ сетка ҫук.
Вырӑна Ҫӗнӗ Шупашкар прокурорӗ Владимир Гришин ҫитнӗ. Прокуратура халӗ тӗрӗслев ирттерет.
Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнчи Мисчӗ ялӗнчи пушарта 15 ҫулти хӗрача пурнӑҫӗ татӑлнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: инкек ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулнӑ.
Халӗ ҫакӑ паллӑ. Икӗ хутлӑ кирпӗч ҫуртра 2022 ҫӳлтанпа нумай ачаллӑ ҫемье пурӑннӑ. Инкек вӑхӑтӗнче хӗрача килте пӗчченех пулнӑ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑ яваплӑ службӑсем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Ҫав шутра пушарпа техника суд экспертизи ирттерӗҫ. Вырӑнти прокуратура та тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Аякри Санкт-Петербург хулинче «Шаг навстречу!» (чӑв. Хире-хирӗҫ утӑм) ятпа пӗтӗм тӗнчери пултарулӑх фестивалӗ иртнӗ. Унта Шупашкарти Вячеслав Ильин I степенльӗ лауреат ятне тивӗҫнӗ. Ача хулари Реабилитаци центрне ҫӳрет. Конкурсра вӑл «Пӗчӗккӗ пуласчӗ» юрра юрласа панӑ. Ӑна зал тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарнӑ.
Слава хутшӑннӑ конкурса Раҫҫейӗ 36- регионӗнчи сусӑр 285 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем хӑйсен ӳкерчӗкӗсене, алӑпа тунӑ илемлӗ ытти япалана илсе пынӑ. Хӑшӗсем вара сӑвӑ вуланӑ, юрӑ шӑрантарнӑ, ташласа кӑтартнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 20 сехет те 15 минутра Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Мучикасси ялӗнче «Санг Енг» машина «Лада Веста» ҫине пырса кӗнӗ. «Веста» рулӗ умӗнче ларнӑ 25 ҫулти хӗрарӑм вырӑнтах вилнӗ. Унӑн пассажирӗ, 9 ҫулти ача, аманнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
«Санг Енг» рулӗ умӗнче 44 ҫулти арҫын ларнӑ. Аварие курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл ӳсӗр пулнӑ. Ӑна хӑйне те тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ.
Комсомольски округӗнчи хӗрарӑм 13 ҫулти хӗрачана пӑвма пуҫланӑ. Куншӑн вӑл судра явап тытнӑ.
Ку пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм, ӳсӗрскер, культурӑпа кану паркӗнче 13-ри хӗрачапа хирӗҫсе кайнӑ та ӑна майӗнчен ярса тытса пӑвма пуҫланӑ, «Вӗлеретӗп!» тесе кӑшкӑрнӑ. Унтан вӑл ӑна пуҫӗ патӗнчен тапнӑ.
Суд пулнӑ. Судья хӗрарӑма 200 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Кун хыҫҫӑн прокуратура хӗрачана кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн компенсаци шыраса илме суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд пӗр пайне тивӗҫтернӗ, хӗрарӑмран 35 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ.
Палӑртмалла: унччен ҫак хӗрарӑм судпа икӗ хутчен айӑпланнӑ.
Чӑваш Енре ача ҫураласси сахалланӑ. Кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче ҫут тӗнчене 2178 ҫӗнӗ чун килнӗ. Ку вл пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтринчен 6,3 процент сахалрах.
Вилесси ҫуралассинчен 1,84 хут ӳснӗ. Маларах асӑннӑ виҫӗ уйӑхра пирӗн республикӑра
4 007 ҫын вилнӗ, е пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтринчен 7,6 процент нумайрах.
Чӑваш Енре ачасене аслисемсӗр шыва кӗме чарасшӑн. Саккун проектне ҫитес эрнере республикӑн Патшалӑх Канашӗн комитечӗн ларӑвӗнче пӑхса тухӗҫ.
Саккуна улшӑну кӗртессипе ҫыхӑннӑ документа чӑваш парламентне республикӑн прокурорӗ Эдуард Гиматов ҫитернӗ.
Саккун проектне ӑнлантарса панинче палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, ҫакӑ ачасем шыва путнине асӑрхас тӗллевпе ҫыхӑннӑ. 2021 ҫулта 5 ача шыва путнӑ, 2022 тата 2023 ҫулсенче – 8-шар ача.
Шупашкарта пурӑнакан ултӑ ҫулти хӗрача тӗнчери FASHION модель пулса тӑнӑ.
«Тӗнчери модель» илем конкурсӗ Мускавра иртнӗ. Унта Ксения Кудряшова «Тӗнчери FASHION модель 2024» ята тивӗҫнӗ.
Хӗрача каланӑ тӑрӑх, виҫӗ кун сисӗнмесӗр иртнӗ. «Эпир fashion фотографсемпе тата видеографсемпе, педагогсемпе ӗҫлерӗмӗр, тӗрлӗ ҫӗршыври тата Раҫҫейӗн тӗрлӗ хулинчи паллӑ ҫынсемпе ӗҫлерӗмӗр», — каласа кӑтартнӑ ача.
Ксения — Шупашкарти 28-мӗш ача пахчине ҫӳрет. Спорт гимнастикипе, вокалпа кӑсӑкланать, фортепианӑпа калама вӗпенет, модель шкулне ҫӳрет. Ӳссен хӑйӗн салонне уҫасшӑн.
Шупашкар муниципалллӑ округӗнчи М. В. Игнатьев ячӗллӗ Янӑшри вӑтам шкулта Чӑваш чӗлхи кунне халалласа «Унӑн ячӗ нихӑҫан та сӳнмӗ» уяв иртнӗ. Аслӑ вӗрентекенӗмӗре, И.Я.Яковлева, халалласа литературӑпа музыка композицийӗ йӗркеленӗ.
«Уявра чӑваш чӗлхи ирӗккӗн те мӑнаҫлӑн янӑрарӗ», — хыпарланӑ вырӑнти шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентекен Наталия Магазеева.
Чӑваш чӗлхи уявне хӑнасем те килсе ҫитнӗ. Вӗсен шутӗнче – Янӑш территори округӗн пуҫлӑхӗ Иван Грачёв, Шупашкар округӗнчи Хӗрарӑмсен ушкӑнӗн пуҫлӑхӗ Наталия Ердукова, Чӑваш Республикин хисеплӗ таврапӗлӳҫи Геннадий Васильев. Геннадий Леонидович чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан хисеплӗ ҫыннӑмӑрӑн кун-ҫулӗпе пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен тӗплӗн каласа кӑтартнӑ.
5-11 класра вӗренкенсем вара И.Я.Яковлев пурнӑҫӗпе пултарулӑхне сцена ҫинче выляса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.10.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лосманов Виссарион Петрович, энтомолог ҫуралнӑ. | ||
| Артемьева Нина Николаевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Макаров Дмитрий Макарович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |