Комсомольски округӗнчи хӗрарӑм 13 ҫулти хӗрачана пӑвма пуҫланӑ. Куншӑн вӑл судра явап тытнӑ.
Ку пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм, ӳсӗрскер, культурӑпа кану паркӗнче 13-ри хӗрачапа хирӗҫсе кайнӑ та ӑна майӗнчен ярса тытса пӑвма пуҫланӑ, «Вӗлеретӗп!» тесе кӑшкӑрнӑ. Унтан вӑл ӑна пуҫӗ патӗнчен тапнӑ.
Суд пулнӑ. Судья хӗрарӑма 200 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Кун хыҫҫӑн прокуратура хӗрачана кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн компенсаци шыраса илме суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд пӗр пайне тивӗҫтернӗ, хӗрарӑмран 35 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ.
Палӑртмалла: унччен ҫак хӗрарӑм судпа икӗ хутчен айӑпланнӑ.
Чӑваш Енре ача ҫураласси сахалланӑ. Кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче ҫут тӗнчене 2178 ҫӗнӗ чун килнӗ. Ку вл пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтринчен 6,3 процент сахалрах.
Вилесси ҫуралассинчен 1,84 хут ӳснӗ. Маларах асӑннӑ виҫӗ уйӑхра пирӗн республикӑра
4 007 ҫын вилнӗ, е пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтринчен 7,6 процент нумайрах.
Чӑваш Енре ачасене аслисемсӗр шыва кӗме чарасшӑн. Саккун проектне ҫитес эрнере республикӑн Патшалӑх Канашӗн комитечӗн ларӑвӗнче пӑхса тухӗҫ.
Саккуна улшӑну кӗртессипе ҫыхӑннӑ документа чӑваш парламентне республикӑн прокурорӗ Эдуард Гиматов ҫитернӗ.
Саккун проектне ӑнлантарса панинче палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, ҫакӑ ачасем шыва путнине асӑрхас тӗллевпе ҫыхӑннӑ. 2021 ҫулта 5 ача шыва путнӑ, 2022 тата 2023 ҫулсенче – 8-шар ача.
Шупашкарта пурӑнакан ултӑ ҫулти хӗрача тӗнчери FASHION модель пулса тӑнӑ.
«Тӗнчери модель» илем конкурсӗ Мускавра иртнӗ. Унта Ксения Кудряшова «Тӗнчери FASHION модель 2024» ята тивӗҫнӗ.
Хӗрача каланӑ тӑрӑх, виҫӗ кун сисӗнмесӗр иртнӗ. «Эпир fashion фотографсемпе тата видеографсемпе, педагогсемпе ӗҫлерӗмӗр, тӗрлӗ ҫӗршыври тата Раҫҫейӗн тӗрлӗ хулинчи паллӑ ҫынсемпе ӗҫлерӗмӗр», — каласа кӑтартнӑ ача.
Ксения — Шупашкарти 28-мӗш ача пахчине ҫӳрет. Спорт гимнастикипе, вокалпа кӑсӑкланать, фортепианӑпа калама вӗпенет, модель шкулне ҫӳрет. Ӳссен хӑйӗн салонне уҫасшӑн.
Шупашкар муниципалллӑ округӗнчи М. В. Игнатьев ячӗллӗ Янӑшри вӑтам шкулта Чӑваш чӗлхи кунне халалласа «Унӑн ячӗ нихӑҫан та сӳнмӗ» уяв иртнӗ. Аслӑ вӗрентекенӗмӗре, И.Я.Яковлева, халалласа литературӑпа музыка композицийӗ йӗркеленӗ.
«Уявра чӑваш чӗлхи ирӗккӗн те мӑнаҫлӑн янӑрарӗ», — хыпарланӑ вырӑнти шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентекен Наталия Магазеева.
Чӑваш чӗлхи уявне хӑнасем те килсе ҫитнӗ. Вӗсен шутӗнче – Янӑш территори округӗн пуҫлӑхӗ Иван Грачёв, Шупашкар округӗнчи Хӗрарӑмсен ушкӑнӗн пуҫлӑхӗ Наталия Ердукова, Чӑваш Республикин хисеплӗ таврапӗлӳҫи Геннадий Васильев. Геннадий Леонидович чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан хисеплӗ ҫыннӑмӑрӑн кун-ҫулӗпе пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен тӗплӗн каласа кӑтартнӑ.
5-11 класра вӗренкенсем вара И.Я.Яковлев пурнӑҫӗпе пултарулӑхне сцена ҫинче выляса панӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 2-мӗш класс хӗрачи ашшӗ-амӑшне 1,3 миллон тенкӗсӗр тӑратса хӑварнӑ. Вӑл паллӑ мар тӗрлӗ маркетплейс ҫинче QR-кодпа 15 хутчен тӳленӗ.
Пӑтӑрмах пики йӗрке хуралҫисене 33 ҫулти хӗрарӑм пӗлтернӗ. Унӑн 9 ҫулти хӗрӗ ашшӗ-амӑшӗн телефонӗсемпе тата планшечӗпе усӑ курнӑ. Ют ҫынпа видеоҫыхӑну мелӗпе калаҫнӑ чух робукс (виртуаллӑ вӑйӑ валли кирлӗ хатӗр) валеҫекен ушкӑна кӗнӗ. Парнене илес тесен темиҫе ӗҫ пурнӑҫламалла пулнӑ: ашшӗ-амӑшӗн телефон экранне ӳкерсе илсе ярса памалла, банксен приложенине кӗмелле, вкладсене хупса укҫана куҫарса памалла.
9 ҫулти хӗрача QR-кодпа 11 транзакци ирттернӗ, кашнинче — 100-шер пин тенкӗлӗх. 460 пин тенкӗ ытлалӑх кредит илнӗ, кивҫен укҫапа 200 пин тенкӗ ытла тӳлеме ӗлкӗрнӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 9 ҫулти хӗрача виртуаллӑ вӑйӑ выляса ашшӗ-амӑшне 1,3 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӑтартнӑ.
Ултавҫӑсем ӑна вӑйӑ валли кирлӗ япаласене туянмашкӑн тӗрлӗ задание пурнӑҫлама ыйтнӑ: амӑшӗн е ашшӗн блокировка туман телефонне сӑн ӳкерсе ямалла, банк приложенине кӗмелле... Ҫаксене пурнӑҫласа хӗрача 11 хутчен 100-шер тенкӗ куҫарнӑ, займ илнӗ, ку укҫапа вӑйӑ валли кирлӗ япаласем туяннӑ.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарти Вячеслав Ильин Пӗтӗм Раҫҫейри «Я могу! Творчество без границ» (чӑв. Эпӗ пултаратӑп! Чикӗсӗр пултарулӑх) фестиваль-конкурса тивӗҫлипе хутшӑннӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ Хусанти патшалӑх культура институтӗнче иртнӗ.
Ӑмӑртӑвӑн куҫӑнсӑр турне 500 ытла ача, куҫӑн турне 170 ача хутшӑннӑ.
Вячеслав Алина Михайлов репертуарӗнчи «Ан кулян, анне» юрра питех те чуна тивмелле шӑрантарнӑ, парнене тивӗҫнӗ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗчӗк Аделина Ертмакова ҫӗнӗрен ҫуралнӑ темелле. Остеопетрозпа чирлӗ ачана ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Израильти тухтӑрсем операци тунӑ, шӑмӑ мимине куҫарса ларнӑ.
Паллах, операци тӳлевсӗр. Ертмаковсене ырӑ ҫынсем пулӑшнӑ. Ҫапла операци валли 23 миллион тенкӗ пухнӑ.
«Ҫӗнӗ клеткӑсем хӑвӑрт вӑй илессе, Адель сывӑ пуласса шанапӑр. Тавах сире хавхалантарнӑшӑн, пулӑшнӑшӑн», -тенӗ Аделинӑн амӑшӗ.
Ҫак операци ачана малалла тулли пурнӑҫпа пурӑнма май парать. Халӗ малта - нумая тӑсӑлакан реабилитаци.
Шупашкарти пӗрремӗш гимназире калаҫу клубӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлени пирки «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ. Асӑннӑ клуба чӑвашла пуплеме йӗркеленӗ.
«Чӑваш чӗлхи — чӗкеҫ чӗлхи» калаҫу клубӗ 8 уйӑх ӗнтӗ ӗҫлет. Вӑл пӗрлешӳ 4 енӗпе аталанса пырать. Ӑна пуҫарса яма 7-мӗш класра вӗренекен Александра Попован сӗннӗ. Вӑл хӑйӗн ӗмӗчӗ пирки пӗлтӗр «Белые камни» центрта республика Элтеперӗпе Олег Николаевпа тӗл пулсан пӗлтернӗ. Республика етӳҫи ача шухӑшне ырласа йышӑннӑ.
Хӗрачана Олег Николаев «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» кӗнекене парнеленӗ. Малашне те хастар пулма суннӑ.
«Хӗрача хальлӗхе чӑвашла лайӑх калаҫаймасть, ҫапах та Сашӑн вӗренес кӑмӑлӗ питӗ пысӑк», — пӗлтернӗ «Чӑваш Ен» ПТРК.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.