Етӗрнере пурӑнакан Иван Ермолаев ҫурлан 10-мӗшӗнче 104-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Вӑл - вӑрҫӑ ветеранӗ.
Иван Ермолаева 4-мӗш курсра вӗреннӗ чухне, 1939 ҫулта, салтака илсе кайнӑ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне вӑл ҫарта пулнӑ. Иван Ермолаев Чехословакие ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Киле 1946 ҫулта старшина званийӗпе таврӑннӑ.
Кайран ӑна Украинӑна минӑсенчен тасатма янӑ. Чӑваш Ене 1950 ҫулта кӑна таврӑннӑ. Унтан вӑл Вӑрнар районӗнче участок зоотехникӗнче ӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хунӑ. Пенсие тухиччен Етӗрнери сӗт-ҫу савутӗнче директорта ӗҫленӗ.
Хальхи вӑхӑтра ветерана соцӗҫчен пӑхать, мӗншӗн тесен ачисем аякра пурӑнаҫҫӗ, отпускра кӑна килсе ҫӳреҫҫӗ. Ветеран уҫӑлса ҫӳреме юратать, политикӑпа кӑсӑклансах тӑрать.
Етӗрне районӗнче пурӑнакан Анна Яковлевна Симукова ҫурлан 8-мӗшӗнче 102 ҫул тултарнӑ. Вӑл - вӑрҫӑ ветеранӗ, фронта хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ.
Анна Яковлевна Днепропетровск облаҫӗнче 1921 ҫулта ҫуралнӑ. Медсестрана вӗренсе тухсан Киеври ҫар госпиталӗнче ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ пуҫлансан госпитале Ҫӗпӗре эвакуациленӗ. 1943 ҫулта вара Анна Яковлевна фронта кайнӑ.
Пулас упӑшкипе Исай Симуковпа варҫӑ хыҫҫӑн паллашнӑ. Анна Австрире командировкӑра пулнӑ. Венгрире салтакра пулнӑ Исай вӗсем патне госпитале лекнӗ. Анна Киева таврӑнсан Исай ӑна шырама пуҫланӑ. Тупсан ҫамрӑксем пӗрлешнӗ.
1953 ҫулта мӑшӑр Исайӑн тӑван тӑрӑхне, Етӗрне районӗнчи Мӑн Шӗмертене, таврӑннӑ.
ЧР Элтеперӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ Ваттисен канашӗнчен виҫӗ ҫынна, вилнӗскерсене, кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Йышӑну проекчӗ те пур.
Ҫак йышран кӑлармаллисен хушшинче - Лев Кураков (2020 ҫулхи раштав уйӑхӗнче вилнӗ, 2016 ҫулта канаш председателӗ пулнӑ), Петр Ивантаев (2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ, канаш председателӗн ҫумӗ пулнӑ)тата Леонид Шимин (2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче вилнӗ).
Палӑртмалла: Ваттисен канашне 2015 ҫул вӗҫӗнче ун чухне ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев хушӑвӗпе туса хунӑ. Хальхи вӑхӑтра унта 18 ҫын.
Шупашкарта пурӑнакан Сарра Ушакова ҫак кунсенче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Сумлӑ ҫавра ҫулпа саламлама Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин ҫитнӗ.
Сарра 14 ҫулта чухне ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ. Икӗ шӑллӗне вӑл хӑйех пӑхнӑ. 1941 ҫулта Сарра Харьковри шкула лайӑх паллӑсемпе пӗтернӗ. Анчах вӑрҫа пула малалла вӗренеймен вӑл. Ӑна Чӑваш Ене эвакуациленӗ. Кунта вӑл токарьте ӗҫлеме пуҫланӑ.
1960 ҫулсенче Сарра Хусанти финанспа экономика институтне пӗтернӗ. Вӑл ВНИИРӑн план пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Сарра Ушакова - ЧР тава тивӗҫлӗ экономист.
Утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан Раиса Урядова 100 ҫул тултарнӑ. Хура-шурне нумай курнӑ кинемее тӳре-шара саламланӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Вологда облаҫӗнче ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл Ҫурҫӗр флотӗнче матрос пулнӑ, икӗ хут аманнӑ. Ӑна 1944 ҫулта демобилизациленӗ.
Раиса Урядова "Химпромра" 40 ҫул ытла снабжени уйрӑмӗнче инженерта ӗҫленӗ.
Мӑшӑрӗпе вӗсем 4 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ мӑнукӗсемпе, вӗсен ачисемпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.
Шупашкар хулинчи ӳрӗк ватӑсем тивӗҫлӗ канура та ахаль лармаҫҫӗ. Вӗсем хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрне ҫӳренӗ май тӗрлӗ ӑсталӑха вӗренеҫҫӗ.
Унти «Мой социальный центр» (чӑв. Манӑн социаллӑ центр) клубра вӗсем касса ҫӗлеме вӗренме тытӑннӑ. Ҫак пултарулӑха вӗсене ӗҫ инструкторӗ Ирина Ковеза хӑнӑхтарать. Ваттисене вӑл пӗр-пӗр блузка е платье ҫӗлеме лариччен тӗрӗс виҫсе кӑларма та вӗрентет.
Ватӑсем ҫӗнӗ япалана хаваслансах ӑша хываҫҫӗ, ку ӑсталӑха алла илме май пурришӗн савӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче арҫынпа ҫыру ҫӳретме тытӑнса кайнӑ. Хайхи этем хӑйӗнпе Корея арҫынни, режиссёр тесе паллаштарнӑ.
Кӑштахран арҫын дипломати почти урлӑ посылка ярса панине ӗнентернӗ. Анчах ӑна илме «йывӑрлӑх» сиксе тухнӑ тесе каланӑ. Хӗрарӑма малтан таможня укҫине тӳлеме ыйтнӑ, унтан — налукшӑн.
Ҫапла майпа хӗрарӑм 100 пин тенкӗ ытларах куҫарса панӑ.
Хӑйне шӑнман пӑрпа лартса янине ӑнланса илсен хӗрарӑм пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан Владимир Васин чӗрӗ хулӑран тӗрлӗ япала ҫыхать.
74 ҫулти ҫав арҫын ку енӗпе 14 ҫултанах кӑсӑкланма пуҫланӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Узбекистанри ӳнер шкулӗнче вӗреннӗ. 1969 ҫулта Вӑтам Азири политехника техникумӗнчен техник-механика вӗренсе тухнӑ. Кайран Ӗпхӳри авиаци институтӗнче пӗлӳ илнӗ, Шупашкарти марксизмпа ленинизм институтӗнче вара социаллӑ психологи енӗпе вӗреннӗ, Мускаври аслӑ шкулта вӗлле хурчӗ ӗрчетес енӗпе пӗлӗвне анлӑлатнӑ.
Тивӗҫлӗ канӑва тухсан Владимир Васин чун юратнӑ алӑ ӗҫӗпе ҫине тӑрса ӗҫлеме тытӑннӑ. Унсӑр пуҫне вӑл ачасемпе аслисене ҫав ӗҫе хӑнӑхтарать, куравсем ирттерет, видеоуроксем ҫырса илет.
Чӑваш Енре чирлӗ ҫынсене вертолётпа та больницӑсене илсе ҫитерни пирки эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Санитари авиацийӗ валли ятарлӑ лапамсем кирлӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен ун пеккисене Патӑрьелте тата Етӗрнере тумалла.
Ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварассинче тепӗр чухне кашни ҫеккунт хаклӑ. Тухтӑрсем патне вӑхӑтра илсе ҫитерме хӑш чухне вертолётсем пулӑшаҫҫӗ.
Ун пек тӗслӗхсенчен пӗри пирки Софья Савнеш ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Хӗрлӗ Чутай районӗнчи 70 ҫулти арҫынӑн кӑкӑрӗ тӗлӗнче ыратма пуҫласан ӑна васкавлӑ медпулӑшупа Ҫӗмӗрлери медицина центрне илсе кайнӑ. Унти тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн пациентӑн миокард инфаркчӗ пулни палӑрнӑ. Кун хыҫҫӑн ватӑ ҫынна Республикӑн клиника пульницине коронографи операцийӗ тума вертолётпа ӑсатнӑ.
Шупашкар хулинчи ӳрӗк ватӑсен ватӑсен ватӑлма та вӑхӑт ҫук. Вӗсенчен хӑшӗсем Шупашкар хулинчи халӑхӑн соцаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗнчи Ӑс-тӑн арпашасран пулӑшакан центра (вырӑсла ӑна Центр профилактики когнитивных расстройств теҫҫӗ) ҫӳреҫҫӗ.
76 ҫулти Эльвира Зеленцова (сӑнӳкерчӗкре — сытӑм енче, кӗрен футболкӑпа) центра пӗр вӑхӑт ҫӳренӗ, кайран пӑрахнӑ, халӗ вӑл каллех кунта кӑмӑлтан ҫӳрет. Кинемей каланӑ тӑрӑх, ватӑсене психолог занятийӗсем уйрӑмах килӗшеҫҫӗ. Вӗсем кашни тӗлпулӑва кӑсӑклӑ йӗркелеме тӑрӑшаҫҫӗ, занятисен формачӗ те тӗрлӗрен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.