Шупашкар хулинче пурӑнакан 71 ҫулти ватта сӑвӑс сӑхнӑ. Васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем ҫитнӗ ҫӗре арҫын аптӑраса ӳкнӗ.
Хайхи мӑн сӑпса ватӑ ҫынна уҫӑлма тухсан, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, пуҫӗнчен сӑхнӑ. Сӑвӑс сӑхни сывлӑха сиен кӳме пултарнине пӗлнӗрен арҫыннӑн арӑмӗ васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ.
Вырӑна фельдшерсем ҫитнӗ ҫӗре пациент хӑйне япӑх туйнӑ. Сывлӑш ҫулӗсем шыҫса ларнӑран вӑл сывлӑш ҫитменнипе, пуҫ ҫаврӑннипе, ӑш пӑтраннипе, вӑй ҫуккипе нушаланнӑ. Арҫыннӑн анафилактика шокӗ пуҫланнӑ.
Фельдшерсем вырӑна реанимаци бригадине васкавлӑн чӗнсе илнӗ, хӑйсем вара пирвайхи пулӑшу кӳнӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 89 ҫулти старик патне килти телефон ҫине палламан арҫын шӑнкӑравланӑ та вӑл йӗрке хуралҫи тесе пӗлтернӗ. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, унӑн кинӗпе ывӑлӗ аварие лекнӗ, вӗсем айӑплисем имӗш. Тӑванӗсене ҫӑлас тесен укҫа, 850 пин тенкӗ, тӳлемелле-мӗн.
Старик телефонпа кинне калаҫтарма ыйтнӑ. Лере хӗрарӑм макӑрнӑ сасӑ илтӗннӗ. Кун хыҫҫӑн ватӑскер ӗненнӗ.
Тепӗртакран ун патне палламан ҫын килсе укҫана илсе кайнӑ. Темиҫе минутран каллех шӑнкӑрав пулнӑ. Хальхинче аварире шар курнисене сиплеме 500 пин тенкӗ ыйтнӑ. Ватӑскер каллех укҫа тыттарса янӑ.
Темиҫе сехетрен арҫын ывӑлӗ патне шӑнкӑравлама шутланӑ. Лешӗ йӑлтах йӗркеллӗ пулнине, нимӗнле аварие те лекменнине каланӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакан Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем таксипе тӳлевсӗр ҫӳрееҫҫӗ. Социаллӑ таксипе усӑ курас тесен Шупашкар хулин халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрне 51-27-80 телефон номерӗпе шӑнкӑравламалла. Вӑл номер ӗҫ кунӗсенче ӗҫлет. Специалистсем заявкӑна йышӑнӗҫ те кирлӗ ҫӗре машина ярса парӗҫ.
Центр директорӗ Ренада Фёдорова пӗлтернӗ тӑрӑх, социаллӑ таксипе ҫулсерен 50-а яхӑн ветеран усӑ курать.
Машинӑна ветерансем тӗрлӗ сӑлтавпа, сӑмахран, пульницӑна кайма, чӗнсе илееҫҫӗ. Вӑрҫӑ ветеранӗпе пӗрле ҫула тӑванӗ е социаллӑ ӗҫчен тухма пултарать.
Шупашкар хулинче пурӑнакан Роза Андреева нумаях пулмасть 90 ҫул тултарнӑ. Ачаранпах юрлама юратнӑскер вӑл паян та чун киленӗҫне пӑрахман. Унтан та ытларах — хора ҫӳрет.
Роза Андреева Шупашкар хулин халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнчи «Палан» клубӗн хастар пайташӗ.
Роза Андреевна Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туктамӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Шкул пӗтерсен вӑл педагога вӗренсе тухнӑ, каярах тепре пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн экскурсоводра та тӑрӑшнӑ. Педагогикӑри стажӗ — 51 ҫул.
«Палан» хорта Роза Афанасьевна 2012 ҫултанпа юрлать. Коллектив тӗрлӗ ҫӗре концертсемпе тухса ҫӳрет. Роза Андреева тӗрлӗ конкурсра ҫӗнтернӗ.
«Центрта мана килти пекех лайӑх. Кунта туссем нумай. Хора пула эпӗ нумай ҫӗнӗ юрӑ вӗрентӗм», – тет хастар хӗрарӑм.
Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакан 90-ри кинемей ҫухалнӑ. Елизавета Карпеева килтен 15 сехетре тухса кайнӑ. Ун чухне хура пальто, хура гамаш, хура пушмак тӑханнӑ пулнӑ.
Мӑнукӗ каланӑ тӑрӑх, кинемей ку таранччен ҫухалса ҫӳремен, Кӳкеҫри пахчана ҫеҫ кайкаланӑ. Тӑванӗсем унта кайса пӑхнӑ - унта вӑл ҫук. Вӗсем пӑлханса ӳкнӗ, ҫынсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ватӑскере нимеҫӗсем шырама тытӑннӑ. Тавах Турра, ӑна тупнӑ. Савӑнӑҫлӑ хыпара тӑванӗсем ӗнер пӗлтернӗ.
Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 84 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та унӑн хӗрӗ аварие лекни пирки каланӑ. Куншӑн ӑна явап тыттарма пултараҫҫӗ-мӗн. Хӗрне ҫӑлас тесен укҫа тӳлемелле имӗш.
Кӗҫех ҫак хӗрарӑм патне палламан ҫынсем килсе 800 пин тенкине илсе кайнӑ. Камсем пулнӑ вӗсем? Чӑваш Енри тата Чулхула, Свердловск облаҫӗсенчи полицейскисем ултавҫӑсене часах тытса чарнӑ. Вӗсем – Кировра пурӑнакан 4 арҫын.
Вӗсем 84-ри хӗрарӑма кӑна мар, ыттисене те улталани тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Хайхискерсем укҫине хӑйсене илмен, урӑх ҫынна куҫарса панӑ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, — Музейсен пӗтӗм тӗнчери кунӗ. Ҫавна май республикӑн тӗп хулинчи ватӑсем Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрти музейпе курав центрӗнче пулнӑ.
«Хӑйӗн ӗнерхине манакан халӑхӑн малашлӑхӗ ҫук», — тесе шухӑшлаҫҫӗ асӑннӑ центрта. Социаллӑ учрежденире тӑван халӑхӑмӑрӑн пуян эткерлӗхӗпе паллаштаракан сумлӑ кӗтес йӗркеленӗ. Унти материалсене пӗрчӗн-пӗрчӗн пухнӑ, специалистсемпе канашласа вырнаҫтарса тухнӑ. Социаллӑ учреждение пулӑшу илме ҫӳрекен ачасем те, ваттисем те музейпа курав центрӗнчи экспонатсемпе хаваспах паллашаҫҫӗ.
Шупашкарти нумай хваттерлӗ пӗр ҫуртра лифт ӗҫлеменнине тупса палӑртнӑ. Кун пирки телеканалсенчен пӗри хыпарланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн прокуратура тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Видеорепортажра сӑмах 9-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнчи ҫуртсенчен пӗри пирки пынӑ. Унти 6-мӗш хутра 98 ҫулти ветеран пурӑннӑ.
Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн управляющи компани лифта юсанӑ. Унтисем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, электродвигатель юсавсӑр пулнӑ иккен. Надзор органӗ тӗрӗслевпе ҫитсен лифта темиҫе сехет хушшинче юсаса хута та яма май тупнӑ.
Шупашкар хулинче пӗр арҫын руль умӗнчех вилсе кайнӑ.
Инкек ӗнер, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, пулса иртнӗ.
«Руль умӗнче» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, машина рульне тытса пыракан арҫын «Мадагаскар» суту-илӳ точки умӗнчи карта ҫине автомобильпе пырса ҫапӑннӑ.
Асӑннӑ лавкка Ленинла комсомол урамӗнче вырнаҫнӑ.
Ҫулпа пыракан водителе япӑх пулса кайнӑ, вӑл айккинелле пӑрӑнса кайнӑ. Кӑштахран водитель инкек вырӑнӗнчех куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын 71 ҫулта пулнӑ. Сарӑмсӑр вилӗм сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Унӑн, тен, чӗре чирӗ пулнӑ-тӑр.
Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӑн Шупашкар районӗнчи Кӑрмӑш ялӗнчи уйрӑмӗн экс-заведующийӗ ют ҫын укҫине кӗсьене чикнӗ. Ун тӗлӗшпе суд пулнӑ, ӑна тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм 2018 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗри ҫу уйӑхӗччен ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ. Ҫак тапхӑрта вӑл 86-ри кинемейӗн карточки ҫинчен 50 пин тенкӗ ытла тӑкакланӑ. Карточкӑна ӑна упрама панӑ.
Хӗрарӑм судра айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарнӑ. Судья ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫул та 5 уйӑхлӑха айӑплама йышӑннӑ. Тӗрӗслев срокӗ - 1 ҫул.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.