Шупашкарти 1-мӗш хула больницинче ӗҫлекен тухтӑра ватӑ ҫынна кӑшӑлвирусран тӗрӗслеменшӗн штрафланӑ. Сумми пысӑках мар-ха — суд 50 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ.
Ватӑ ҫын 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-25-мӗшӗсенче асӑннӑ больницӑн стационарӗнче выртнӑ. Кинемее кӑшӑлвирусран тӗрӗслемен. Ватӑ ҫыннӑн мӑнукӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫавна пула вӑхӑтра тӗрӗс диагноз лартайман, карчӑк вилсе кайнӑ.
Кинемейӗн мӑнукӗ Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленине ҫӑхавпа ҫитнӗ. Больницӑри персонал санитарипе эпидемиологи нормисене те пӑхӑнман-мӗн.
Пӑтӑрмахла ҫав ӗҫ судра вӗҫленнӗ. Врач судра ӑнлантарнӑ тӑрӑх, 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ковидран тӗрӗслеме тест пулман, апла пулин те ватта сиплеме тытӑннӑ.
Кинемейӗн мӑнукӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, тест пулнӑ, лаборатори ӗҫленӗ.
Судра Роспотребнадзор представителӗ те тестсем пулнине ҫирӗплетсе панӑ. Больницӑра пулмасан заведующин республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинчен ыйтмалла пулнӑ.
Ҫӗмӗрлере икӗ хӗрарӑм сусӑр ачасене савӑнтарса ҫӳренӗ. Вӗсем Наташӑпа Галина кинемейсем.
ЧР Ӗҫлевпе социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кинемейсем сусӑр ачасене юмах кӑтартнӑ, парнесемпе савӑнтарнӑ.
Вӗсем пӗчӗкскерсене хӑйсем ҫыхнӑ нускисене, шӑккалат парнеленӗ.
"Кирек мӗнле ҫын та тимлӗх уйӑрма пултарать. Сусӑрсем ҫынпа сахалрах хутшӑнаҫҫӗ. Ҫӗмӗрлере пурӑнакан сусӑрсене те кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен пулӑшу кирлӗ", - ҫапла палӑртнӑ тивӗҫлӗ канури кинемейсем.
Чӑваш Енре 100 ҫултан иртнӗ 165 ҫын пурӑнать. ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр ӗмӗрлисен йышӗ 35 процент ӳснӗ.
Республикӑри чи ватӑ ҫын – 106 ҫулта. Вӑл – хӗрарӑм. Чи ватӑ арҫын вара 103 ҫул тултарнӑ. Вӑрӑм ӗмӗрлисем ытларах Елчӗк районӗнче тӗпленнӗ.
Чӑваш Енре 90 ҫултан аслӑрах 6 пине яхӑн ҫын пурӑнать. Пӗтӗмӗшле илсен, республикӑра аслӑ ӳсӗмри 300 пине яхӑн ҫын тӗпленнӗ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗнче ваттисемпе ачасен пурнӑҫне кӑсӑклӑ тума нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Унта чӑвашсен йӑли-йӗркипе, паллӑ ентешсемпе паллаштаракан мероприятисем те час-часах иртеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш тӗррин кунне хатӗрленеҫҫӗ.
«Рукодельница» (чӑв. Ал ӑсти) клуба ҫӳрекенсем, акӑ, Валентина Ильина ӗҫ инструкторӗ ертсе пынипе йӗп тирмелли япала ӑсталанӑ. Ахальскер мар, чӑваш тӗррипе илемлетнӗскер.
Ӑсталӑх лаҫҫине пухӑннисене Валентина Ильина чӑваш тӗрринчи кашни эреш пӗлтерӗшли тата мӗне пӗлтерни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
«Тӗрлес тесен тимлӗ пулмалла», – палӑртнӑ ӑсталӑх лаҫҫине хутшӑннӑ Людмила Крючкова пенсионер. «Ку илеме ҫынсене парнелеме аван», – хавхаланса ҫавӑркаланӑ хӑй ӑсталанӑ япалана «Ал ӑсти» клуб пайташӗ Ольга Романова.
Ӗнер Шупашкарти 79 ҫулти хӗрарӑм патне темле хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ, хӑй макӑрнӑ. Ватӑскер ӑна хӑйӗн хӗрӗ вырӑнне йышӑннӑ. Лешӗ йӗре-йӗре ҫул урлӑ каҫнӑ чухне инкеке лекни пирки каласа кӑтартнӑ. Ун айӑпӗпе авари пулнӑ, водитель реанимацире выртать-мӗн. Куншӑн ӑна явап тыттарӗҫ иккен. Ҫав вӑхӑтрах кинемейпе арҫын калаҫма пуҫланӑ. Вӑл полицейски имӗш. Хайхискер кинемее хӗрне явапран хӑтарма шантарнӑ, куншӑн 1 млн тенкӗ ыйтнӑ.
Ватӑ хӗрарӑмӑн 500 пин тенкӗ кӑна пулнӑ. Вӑл укҫана палламан ҫынна тыттарса янӑ. Упӑшкипе калаҫсан, хӗрӗ патне шӑнкӑравласан тин вӑл ултавҫӑ аллине лекнине ӑнланнӑ.
Полици майорӗ Владислав Кирпичев тата полици лейтенанчӗ Михаил Леонтьев дежурствӑра пулнӑ чухне пӗр ҫуртри тӑваттӑмӗш хутри хваттер ҫуннине асӑрханӑ. Вӗсем подъезда кӗнӗ, унта тӗтӗм шӑрши сарӑлнӑ. Ку Шупашкарта пулнӑ.
Хваттер алӑкӗ уҫах тӑнӑ. Хайхискерсем шала кӗнӗ, унта хӗрарӑм пулӑшу ыйтнине илтнӗ. Полицейскисем ватӑ хӗрарӑма тупнӑ, ҫунакан хваттертен урама илсе тухнӑ.
Кайран вӗсем ытти ҫынна эвакуацилеме пуҫланӑ. Ватӑ хӗрарӑма вара пульницӑна илсе кайнӑ. Унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар.
Шупашкарта пурӑнакан ватӑсем ҫитмӗл урлӑ каҫсан ӳкерме вӗренеҫҫӗ. Надежда Трофимова киҫтӗке 75 ҫула ҫитсен ҫине тӑрса алла илнӗ. Ун чухне вӑл Шупашкар хулинчи халӑхӑн солциаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта «АРТ-Че» изостуди уҫӑлнине пӗлнӗ. Ку вӑл 2019 ҫулта пулса иртнӗ.
Ӳкерес ӗмӗтлӗ ватӑсене Шупашкар хулинчи ӳнер училищин директорӗнче ӗҫленӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Вячеслав Сивов ӳкерме вӗрентме тытӑннӑ.
Хальхи вӑхӑтра студие ватӑ ҫӳрет: Надежда Разбакова, Нонна Семенова, Зинаида Сергеева, Надежда Трофимова, Татьяна Куйбина, Татьяна Иванова.
Ҫак эрнере ӳнер студин черетлӗ, виҫҫӗмӗш, куравӗ уҫӑлнӑ. Экспозицисене хулари В. Маяковский ячӗллӗ тӗп вулавӑшра вырнаҫтарнӑ.
Мускавра пурӑнакан 34 ҫулти хӗрарӑм ҫынсене улталаса пуйнӑ. Вӑл Чӑваш Енри 81 ҫулти кинемее те чутах шӑнман пӑр ҫине лартса яман.
Кӑҫал ҫу уйӑхӗнче кинемей Шупашкарти Гузовский урамӗнче вырнаҫнӑ банка пынӑ, такама 50 пин тенкӗ куҫарса пама тӑнӑ. Банк ӗҫченӗ сисчӗвленнӗ, ватӑ хӗрарӑма укҫана куҫарма паман. Вӑлах кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Кинемее ултавҫӑсем шӑнкӑравласах тӑнӑ-мӗн. Хӑй вӑхӑтӗнче «МММ» пирамидӑра «ҫунса кайнӑ» укҫашӑн компенсаци пама шантарнӑ. Кинемей чутах вӗсене пысӑк укҫа тыттарса яман. Ҫапах вӑл ултавҫа 11,5 пин тенкӗ куҫарса пама ӗлкӗрнӗ.
Шупашкар хулинче троллейбус водительне ҫул-йӗр правилине пӑснӑшӑн явап тыттарнӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫуркунне, ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, кӑнтӑрла пулса иртнӗ. Пассажирсене 1-мӗш маршрутпа турттаракан троллейбус «Ҫурҫӗр клиники» чарӑнуран хускалса кайнӑ чухне пӗри алӑкран тухса пӗтейменнине асӑрхаман. 83 ҫулти кинемей ҫапла вара алӑк хушшине хӗсӗнсе ларнӑ. Унтан троллейбус чарӑнса алӑка уҫсан ватӑ ҫын урама тухса ӳкнӗ. Вӑл аллине хытах амантнӑ.
Троллейбус рульне тытса пынӑ хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне пӗртте тунса тӑман. Ӑна суд тӗрмене хупса хумасӑр ҫулталӑклӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан ҫынсем кӗркунне ҫитсен кӑмпана ҫӳреме юратаҫҫӗ. Анчах вӑрмана кӗрсен вӗсем ҫухалса каяҫҫӗ. Первомайски посёлокӗнче пурӑнакан арҫын, ав, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тӑр кӑнтӑрла вӑрмана тухса кайнӑ, анчах вӑл унта ҫӗтсе кайнӑ.
Пӑтӑрмах пирки Шупашкар районӗнчи йӗрке хуралҫисене каҫхи пилӗк сехетсенче хыпарланӑ.
69 ҫулти арҫын ҫухални пирки хайхи тусӗ хыпарланӑ.
Арҫынна ҫӑлавҫӑсемпе нимеҫӗсем, йӗрке хуралҫисем икӗ сехет ытла шыранӑ хыҫҫӑн вӑйран кайнӑ ватта шыраса тупнӑ.
Ҫав кунах вӑрманта 68 ҫулти хӗрарӑм ҫухалса кайнӑ. Ӑна та ҫӑлавҫӑсемпе нимеҫӗсем шыраса тупнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.