Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Мария Кожевникова авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл нумай ачаллӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ. Ҫамрӑклӑхӗ вӑрҫӑ тӗлне лекнӗ.
Мария 8 класс пӗтерсен Шупашкарти коопераци техникумне вӗренме кӗнӗ, бухгалтер-экономист профессине алла илнӗ. 1940 ҫулта направленипе Хӗрлӗ Чутай районне кайнӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансан ӑна окоп чавма янӑ. 1942 ҫулта Мария Кожевникова патне вӑрҫа кайма повестка килнӗ. Вӑл Ҫурҫӗр флотне лекнӗ. Киле 1946 ҫулта тин таврӑннӑ. Ҫав ҫулах Валентин Кожевниковпа пӗрлешнӗ. Вӗсем 2 ача ӳстернӗ. Мария Алексеевна - ӗҫ ветеранӗ, 47 ҫул вӑй хунӑ.
Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейне хулари ватӑсем кӑмӑлтан ҫӳреҫҫӗ.
Шупашкар хулинчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центра ҫӳрекен кинемисемпе мучисене унта тӑтӑшах илсе каяҫҫӗ. Шупашкар хулин кунӗ умӗн социаллӑ учрежденин кӑнтӑрлахи 2-мӗш уйрӑмне ҫӳрекенсем музейри экспонатсемпе паллашнӑ.
«Хамӑр историе пӗлмелле. Асаннесемпе кукамайсен арчинче упраннӑ япаласене музейра курма питех те хавас. Унта — пирӗн кун-ҫулӑмӑр, чӑваш халӑхӗн пуян эткерлӗхӗ», — палӑртнӑ музейра пулса курнӑ Марина Лямина ятлӑ кинемей.
Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарта Хула кунне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявлама хатӗрленеҫҫӗ. Вӑл кун Ленин проспектӗнче тата Карл Маркс урамӗнче Пултарулӑх бульварӗ уҫӑлӗ. Йӑлана кӗнӗ мероприятие Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр та хутшӑнӗ.
Социаллӑ учреждени «Хастар юхӑмпа» арт-пулӑм хатӗрленӗ май иртен-ҫӳрене виҫӗ лапама илӗртӗ: спорт лапамӗ, пултарулӑх мастерскойӗ тата ӑсталӑх лаҫҫи. Пултарулӑх мастерскойне хутшӑнакансем пантомима спектакльне кӑтартӗҫ. Ӑсталӑх лаҫҫинче вара чӑваш пуканине ӑсталама вӗрентӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ватӑ пассажир троллейбусра аманнӑ. Ку 54-мӗш маршрутпа ҫӳрекен транспортра пулнӑ.
Троллейбус пынӑ чухне 72 ҫулти хӗрарӑм ӳкнӗ. Ахаль пулман – унӑн ҫурӑм шӑмми аманнӑ.
ҪҪХПИ транспортра пынӑ чухне порученьрен тытӑнса пымалли пирки асӑрхаттарать.
99 ҫулти кинемей килте ӑнсӑртран майсӑр ӳкнӗ. Унӑн пӗҫӗ шӑмми, аяк пӗрчисем хуҫӑлнӑ, суранланнӑ вырӑнсем пулнӑ.
Чӗрепе юн тымарӗсен тытӑмӗнче кӑлтӑксем сиксе тухма пултарнӑран тухтӑрсем операцие пӗр тӑхтамасӑр тумаллине палӑртнӑ. Хулан 1-мӗш клиника пульницин 2-мӗш травматологи уйрӑмӗн заведующийӗ Алексей Панасенко тата Никита Максимов травматолог-ортопед кинемее тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Операци ӑнӑҫлӑ иртнӗ.
Халӗ 99 ҫулти кинемей вырӑн ҫинчен тӑрать, ятарлӑ хатӗрпе утаять. Анчах хальлӗхе аяк пӗрчи хуҫӑлнӑран утнӑ чухне вӑл кукӑрӑлать.
Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарта кӳршисем сисчӗвленме тытӑннӑ: кинемей ахаль чухне уҫӑлма тухкаланӑ, ҫав кун вара курӑнман. Хайхискерсем ун патне кайса пӑхма шутланӑ.
Алӑка уҫнӑ та кинемей урайӗнче тӑнсӑр выртнине курнӑ. Вӗсем ҫийӗнчех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Тухтӑрсем вырӑна ҫитсен кинемей кӑшӑлвируспа чирлесе ирттернӗ хыҫҫӑн юлнӑ чир-чӗре пула тӑнне ҫухатнине палӑртнӑ. Екатерина Барышова тата Алишер Юлдашев 72 ҫулти хӗрарӑмӑн пурнӑҫӗшӗн икӗ сехет кӗршнӗ. Телее, вӗсем ӑна ҫӑлма пултарнӑ.
Халӗ ватӑ пациентка пульницӑра выртать. Унӑн сывлӑхӗ йӗркеленнӗ.
Республикӑри икӗ районта полицейскисем икӗ ватӑ ҫын мӑкӑнь ӳстернине тупса палӑртнӑ. Ӳсен-тӑрана кӑкласа экспертизӑна янӑ.
Елчӗк районӗнчи пӗр ялта 61 ҫулти арҫын хуҫалӑхӗнче полицейскисем 657 тӗм мӑкӑнь тупнӑ. Пӗччен пурӑнаканскер ӑна ӳстерме юраманнине пӗлнӗ-ха, анчах чечек пахчана илем кӳнипе тӑпӑлтарма хӗрхеннӗ.
Етӗрне районӗнчи пӗр ялта 70 ҫулти кинемейӗн пахчинче 99 тӗм мӑкӑнь тупнӑ. Вӑл полицейскисене ҫак чечекпе киленнине пӗлтернӗ.
Йӗрке хуралҫисем пахчара мӑкӑнь ӳссе тухсан ӑна кӑклама ыйтаҫҫӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Кӗрекаҫ ялӗ ҫывӑхӗнче 80 ҫулти старик ҫухалнӑ. Вӑл хурӑн ҫырли пуҫтарма кайнӑ. Тӑванӗсем ӑна тупма пулӑшнӑ полицейскисене - Александр Суворова, Алексей Васильева тата Любовь Павловӑна - тав тунӑ.
Ҫав кун старике малтан мӑшӑрӗ темиҫе сехет шыранӑ. Тупайманнипе 112 номерпе шӑнкӑравланӑ.
Йӗрке хуралҫисем вырӑна ҫитсе тавралӑхра шырама пуҫланӑ. Вӗсӗм старике 1 сехетре тупнӑ. Ватӑскер халтан кайнӑ.
Патӑрьел районӗнчи ваттисемпе сусӑрсен ҫурчӗн заведующийӗ вилнӗ ватӑ ҫыннӑн укҫине кӗсьене чикнӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем тата прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакан ҫын ӑна банк карттине упрама панӑ. Ҫав ҫын кайран вилнӗ. Заведующи вара банк картти ҫинче пенси укҫи юлнине пӗлнӗ те банкомата кайса 7 пин те 400 тенкӗ илнӗ.
Следстви вӑхӑтӗнче заведующи айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарнӑ.
Палӑртмалла: банк картти ҫинчи укҫана вӑрланӑшӑн 6 ҫул таранах ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнче пурӑнакан Анна Афанасьевна Рыбакова 100 ҫул тултарнӑ.
Анна аппа ҫак ялтах ҫуралса ӳснӗ, 20 ҫулта качча тухнӑ. Мӑшӑрне вӑрҫа ӑсатсан икӗ ачапа тӑрса юлнӑ. Анчах упӑшкине вӑл фронтран кӗтсе илеймен. Ачисене вӑл пӗчченех ӳстерсе ура ҫине тӑратнӑ, ывӑлӗпе хӗрӗшӗн тӗслӗх пулнӑ.
Халӗ Анна Афанасьевна хӗрӗпе Тамарӑпа пурӑнать. Тамара - тивӗҫлӗ канура, амӑшӗпе юнашар пулас тесе мӑшӑрӗпе иккӗшӗ Шупашкартан яла куҫса килнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.