Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче арҫын шыравҫӑсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ҫав кун унӑн амӑшӗ ҫухалнӑ. Вӑл 18 сехетре килтен тухнӑ та таврӑнман. Ывӑлӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл амӑшӗн тыткаларӑшӗнче улшӑнусем асӑрхаман. Вӗсем яланах пӗрле пӗр вырӑнсенче уҫӑлса ҫӳренӗ.
Шыравҫӑсем ҫак ватӑ хӗрарӑма унччен те, кӑрлач уйӑхӗнче, шыранине аса илнӗ. Хальхинче те кинемей ҫав тумах тӑхӑнса тухса кайнӑ. Юрать-ха, ӑшӑ тумланнӑ.
Шыравҫӑсем чи малтан кинемей уҫӑлса ҫӳренӗ вырӑнсене тӗрӗсленӗ, ҫур ҫӗр иртсен пульницӑсене шӑнкӑравланӑ. Ирхине тӑванӗсене пытарнӑ ҫӑва ҫине те, дачӑсене те ҫитсе килнӗ. Кинемей ниҫта та курӑнман. Ӑна ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче каҫхине ҫеҫ тупнӑ. 17 сехетре таксист шӑнкӑравланӑ, кинемее полицие илсе кайнине пӗлтернӗ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи 32 ҫулти арҫынна ватӑсене ҫаратнӑшӑн суд тунӑ. Анчах кинемейсем ҫакна кӗтсе илеймен, суд пуличчен вилнӗ.
2020 ҫулхи акан 28-мӗшӗнче ҫӗрле ҫутта сӳнтернӗ те 99 ҫулти кинемей патне кӗнӗ, ватӑскере ҫӗре йӑвантарса кӗсйинчи 5800 тенкине вӑрланӑ. Унччен ҫак арҫын ун патӗнче юсав ӗҫӗсем тунӑ.
Пӗлтӗр ҫу уйӑхӗнче вара Шӑмӑршӑра пурӑнакан хӗрарӑм патне кӗрсе телефон вӑрланӑ. Утӑ уйӑхӗнче 92-ри кинемей патне кӗрсе минтер айӗнчи 5 пин тенке йӑкӑртнӑ. 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче ҫӗрле лавккана кӗрсе тӳлев йышӑнмалли терминалтан 7 пин тенкӗ вӑрланӑ.
Арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Шел, кинемейсем суда кӗтсе илеймен, вилнӗ.
Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫхи 5 сехетре пушарнӑйсем патне шӑнкӑрав ҫитнӗ: Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркасси ялӗнче ҫулӑм алхасма пуҫланӑ. Октябрь – 70 ҫул урамӗнчи 23-мӗш ҫуртри пӗрремӗш хутри хваттерте пушар тухнӑ.
Кил хуҫисем урама хӑйсемех тухӑ. Анчах ҫӑра тӗтӗм сарӑлнипе виҫҫӗмӗш хутри икӗ хваттерти ҫынсем урама тухайман. 46-ри хӗрарӑм, 85 ҫулти кинемейпе унӑн 14-ри мӑнукӗ килӗсенчех юлнӑ. Вӗсене ҫӑлавҫӑсем илсе тухнӑ.
Кинмейпе мӑнукне пульницӑна ӑсатнӑ, вӗсене тухтӑрсен пулӑшӑве кирлӗ пулнӑ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Муркаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан ҫын патӗнче палламан ҫын пропискӑра тӑни ҫиеле тухнӑ. Вӑл Молдавинчен иккен. Ҫав ҫын хӑйӗн патӗнче пропискӑра тӑнине кил хуҫи те, унӑн тӑванӗсем те пӗлмен иккен.
Пӑтӑрмах пирки Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ. 2021 ҫул вӗҫӗнче пенсионеркӑн килне палламан ҫын ячӗпе ҫыру ҫитнӗ. Ҫакӑ ватта хытах тӗлӗнтернӗ.
Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫуртӗнче Молдавинчи арҫын 10 ҫул ытла пропискӑра тӑни палӑрнӑ. Пенсионерка ӗнентернӗ тӑрӑх, ют ҫынна пропискӑна тӑратма вӑл никама та ирӗк паман.
Ют ҫынна пропискӑна епле тӑне йӗрке хуралҫисем тӗпчӗҫ.
Комсомольски районӗнче, А-151 ҫул, 79 ҫулти ватӑ ҫын машинӑпа инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах ӗнер, ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 17 сехет те 20 минутра пулса иртнӗ.
«АвтоВАЗ» заводра туса кӑларнӑ «тӑваттӑмӗш» рулӗ умне тытса пыракан водитель ҫул ҫине тухнӑ чухне унпа пыракан машинӑна ирттерсе яман иккен. Ҫавна май вӑл «Датсун» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ.
Инкекре 4 ҫын шар курнӑ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑра ларса пынӑ 4 ҫулти хӗрача тата 50 ҫулти хӗрарӑм, «Жигулири» водительпе унӑн 14 ҫулхи пассажирӗ аманнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Мария Никитична Башкирова ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ. Хӑй вӑл Чӗлепи облаҫӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче унтах пурӑннӑ, траншея чавнӑ, вӑрман каснӑ, эвакуаципе килнӗ ачасемпе ӗҫленӗ. Шӑпа Мария Никитичнӑна Чӑваш Ене илсе ҫитернӗ.
1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, вӑл офицерпа паллашнӑ. Ҫак арҫын унӑн упӑшки пулса тӑнӑ. Вӗсем унпа тӗрлӗ тӑрӑха куҫса ҫӳренӗ. Мӑшӑрӗпе 4 хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Упӑшки отставкӑна тухсан Шупашкарта тӗпленнӗ.
Халӗ Мария Никитична 5 мӑнукӗпе, вӗсен 8 ачипе савӑнса пурӑнать.
Паян, пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче пурӑнакан ӗҫ ветеранӗ Николай Зайцев 80 ҫул тултарнӑ. Паянах ӑна республика Элтеперӗ Олег Николаев «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чыслама йышӑннӑ.
Николай Архипович Чӑваш АССР Министрсен Совечӗн председателӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Презденчӗн Чӑваш Енри элчи пулнӑ.
Николай Зайцев Тӑвай районӗнчи Тӗмер ялӗнче 1942 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Атӑлҫи вӑрман техникин институтӗнче вӗреннӗ. Тӑвай ҫынни ӗмӗр тӑршшӗпех пуҫлӑх пуканӗсене йышӑнса пурӑннӑ. Унӑн биогарфийӗнчи эпир маларах асӑннӑ икӗ фактсӑр пуҫне вӑл Чӑваш Республикин Президенчӗн Администрацийӗн ертӳҫи те пулнӑ.
Шупашкарта 88 ҫулти кинемейӗн укҫине вӑрланӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, унӑн хваттерне палламан арҫын кӗнӗ те нухратне йӑтса тухса кайнӑ. Ватӑскер хӑй тӗллӗн утаймасть.
Арҫын 200 пин тенкӗ вӑрласа тухнӑ. Ӑҫтан тупӑннӑ-ха палламан ҫын? Ҫак ҫын, унччен те судпа айӑпланнӑ 38 ҫулти арҫын, малтан ҫак хваттере кинемейӗн мӑнукӗпе килсе курнӑ. Хайхискер ватӑ хӗрарӑмӑн укҫи ӑҫта упраннине астуса юлнӑ.
Тепӗртакран ҫак арҫын кинемейӗн мӑнукӗпе пӗр ушкӑнра пулнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл унӑн кӗсйинчен хваттер уҫҫине кӑларса илнӗ. Арҫын вӑрланӑ укҫана тӑкаклама ӗлкӗрнӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан Надежда Протолионова тивӗҫлӗ канӑва тухса хӑйӗн чун киленӗҫӗпе — тӗрӗ тӗрлессипе тата чӑваш тумне хатӗрлессипе — ҫине тӑрсах аппаланма тытӑннӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралса ӳснӗ, артист пулма ӗмӗтленнӗ хӗрарӑм фельдшер пулса 41 ҫул ӗҫленӗ.
24 ҫулта чухне вӑл туя кайма тесе хушпу хӑй аллипе ӑсталанӑ. Кайран та ал ӗҫӗпе аппаланма хӑтланнӑ-ха, анчах вӑхӑт хӗсӗкки кансӗрленӗ. Паян тивӗҫлӗ канура та ан ӳркен кӑна — тем туса та ӗлкӗрӗн.
Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центра ҫӳренӗ май Надежда Аркадьевна унта та ал ӗҫӗпе аппаланать, социаллӑ учрежденири «Калинушка» хорта юрлать, центрта ӗҫлекен сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса пыракансен клубне ҫӳрет.
Шупашкар хулинче пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 71 ҫулта ҫынна ҫаратнӑ. Тӗттӗм кӗтесре те мар. Нумай хваттерлӗ ҫуртри подъездра.
Хулари П. Лумумба урамӗнче пурӑнакан арҫынна палламан ҫын тапӑннӑ.
Шар курнӑ ватӑ йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ тӑрӑх, палламан ҫын унӑн карас телефонне туртса илнӗ. Вӑрӑ-хурах ӗҫӗпе аппаланакан этем «Хӑрушсӑр хула» аппаратпа программа комплексӗн камери ҫине лекнӗ. Арҫына тытса чарас тесе полицин мӗнпур нарячӗ ура ҫине тӑнӑ.
Йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланнӑ этем судпа унччен темиҫе хутчен те айӑпланнӑскер иккен. 35 ҫултискер телефона ломбарда вырнаҫтарнӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.