Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта «Ҫуркунне варкӑшӗ» курав уҫӑлнӑ. Унта хулари кинемейсем вӗт шӑрҫаран ӑсталанӑ шӑрҫасем, мӑй ҫыххисем, сулӑсемпе брошьсем вырӑн тупнӑ.
«Ытарйми илем!» – хавхаланса та тӗлӗнсе палӑртнӑ кураври илемпе паллашнӑ май 73 ҫулти Людмила Тимошкина.
Шӑрҫаран ҫавӑн пек илем ӑсталама ватӑсем социаллӑ центрта вӗренеҫҫӗ.
Маларах асӑнса хӑварнӑ Людмила Николаевна хӑй те ылтӑн алӑллӑ. Унччен вӑл ҫыхнӑ та, вӗт шӑрҫапа та аппаланнӑ. Юлашки вӑхӑтра, хӑй калашле, ҫын хатӗрленӗ илемпе киленме кӑмӑллать. Анчах ҫакӑ тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм кахалланнӑран мар — Людмила Николаевна кӗнеке вулама юратать.
Куславккара пурӑнакан пӗр хӗрарӑма улталанасран банк ӗҫченӗсем тем пекех тытса чарма хӑтланнӑ.
Ҫулланнӑ ҫав ҫын нумайӑшӗ ҫакланакан капкӑнах лекнӗ. Ун патне ултавҫӑсем шӑнкӑравласа банкра упракан укҫӑра ҫухатма пултаратӑр хӑратнӑ. Хӑйсемпе ҫав этемсем право хуралӗн тытӑмӗнче тата банкра ӗҫлекенсем тесе паллаштарнӑ. Укҫасӑр тӑрса юлас мар тесен вӗсем сӗннӗ пек тумалла тесе ӗнентернӗ.
Сӑмах май каласан, счет ҫинчи 900 пин ытла тенке хӗрарӑм ют ҫынсене тӳрех куҫарса парайман — шанчӑксӑр операцие кредит учрежденийӗсем чарса лартнӑран хӗрарӑм пӗр банкоматран тепӗр ҫӗре ҫитнӗ, унтан кӳршӗллӗ региона тухса вӗҫтернӗ. Унта вӑл хӑйӗн туприне ҫичӗ ютсене куҫарса панӑ-панах.
Шупашкарта вӑйпитти арҫын кинемее ҫаратнӑ.
Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 81 ҫулти кинемей йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Урамра ун патне пӗр арҫын пырса пулӑшма сӗннӗ иккен. Ватӑ ҫын килӗшнӗ. Трактор тӑвакансен проспектӗнчи ҫуртӑн подъездне кӗрсен кинемей лифт кнопкине пуснӑ, ҫав вӑхӑтра арҫын ватӑ ҫыннӑн сумкине туртса илсе тухса тарнӑ.
Ватӑ ҫынна ҫаратакан арҫынна пакунлисем кӗҫех тытса чарнӑ. Ҫав ҫын 38 ҫулти этем иккен. Вӑл ҫавӑн пек преступленисемшӗн унччен судпа айӑпланнӑ. Кинемей сумкипе докуменчӗсене Бауман вӑрманӗнче персе хӑварнӑ, сумкӑри 1900 тенке тӑкакланӑ.
Палламан ырӑ ҫынсем документсене тупнӑ та кинемее пырса панӑ.
Шупашкарта Хальхи вӑхӑтри ӳнер музейӗнче пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ҫӗнҫӗпӗрти ӑстан куравӗ уҫӑлӗ.
«Маленький мир» (чӑв. Пӗчӗк тӗнче) ят панӑ ярӑм пукане миниатюрисенчен тӑрать. Ӑна Ҫӗнҫӗпӗрте пурӑнакан Ирина Верхградская ӑсталать.
Хӗрарӑмӑн коллекцийӗнче 1600 ытла ӗҫ. Ҫак енӗпе ӑста виҫӗ теҫетке ҫул ытла тӑрӑшать.
Унӑн хальтерех хатӗрленӗ коллекцийӗ — «Дорогие мои старики» (чӑв. Хаклӑ манӑн ватӑсем). Ку темӑпа хатӗрленӗ сюжетсенче ватӑ ҫынсен пурнӑҫне кӑтартса пама тӑрӑшнӑ.
Шупашкар районӗнчи Ҫатракасси ялӗнче ҫураса ӳснӗ, унтах пӗве кӗнӗ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан Мария Чернова паян 95 ҫул тултарнӑ.
Мария Максимовна 7 класс вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн тухтӑр пулма ӗмӗтленнӗ, ҫав тӗллевпе медицина училищине кайса кӗнӗ. Анчах шурӑ халат тӑхӑнса курма пӳрмен ӑна. Хӗрӗн ӗмӗтне Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пуҫланни татнӑ. Мария Максимовна тӑван колхозра ӗҫлеме тытӑннӑ. Кайран сӗтел-пукан фабрикинче, Чапаев ячӗллӗ заводра тӑрӑшнӑ.
Паян кинемее Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн социаллӑ ӗҫченӗ Валентина Павлова пӑхса тӑрать. Асӑннӑ учреждени ӗҫченӗсем хӗрарӑма юбилейпе саламланӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туканаш ялӗнче пурӑнакан Мария Никитична Никифорова РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламне йышӑннӑ. Владимир Владимирович ӑна 100 ҫулхи юбилейпе саламласа открытка янӑ.
Мария Никитична вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Сӑр юханшывӗ хӗрринче окоп чавнӑ. Вӑл ун чухне 18 ҫулта кӑна пулнӑ.
Кайран вӑл пурнӑҫ тӑршшӗпех колхозра ӗҫленӗ. Халӗ вӑл 100 ҫулта пулсан та хӑйне чиперех туять.
Наци банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗпе республикӑри Финанс пӗлӗвӗн центрӗ чӑвашла буклетсем хатӗрленӗ. Вӗсене ялсенче пурӑнакан ватӑ ҫынсем патне ҫитерме палӑртаҫҫӗ.
Ултавҫӑсен капкӑнне ҫынсем пӗрмаях ҫыхӑнаҫҫӗ. Ырӑ мар шухӑшлисем ҫынна темле те хӑратаҫҫӗ. Ҫав шутра — «сирӗн счет ҫинчен Тӑван ҫӗршыва хирӗҫле тӗллевпе укҫа куҫараҫҫӗ» йышши улталаса та. Ҫапларах мелпе хӑратнӑ хыҫҫӑн пирӗн тӑрӑхри икӗ ҫын укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Ултавҫӑсене 64 ҫулти кинемей 200 пин тенкӗ, 40 ҫулти хӗрарӑм 140 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Ҫын шучӗпе пуйма юратакансем пуртан ултавҫӑсенчен сыхланма вӗрентекен буклетсене чӑвашла та пичетленӗ.
Шупашкарта пурӑнакан ватӑ хӗрарӑм урама тухайманнипе ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑк тӑнӑран, юр нумай ҫунӑран пӳрт тӳрринчен юр ӳксе алӑк умне купаласа лартнӑ. Ҫавӑнпа вӑл урама хӑй тӗллӗн тухайман.
Ҫӑлавҫӑсем паян ҫав ватӑ хӗрарӑм патне ҫитсе пулӑшнӑ: алӑк умӗнчи юра айккинелле пенӗ. Ҫапла вӗсем ватӑскере «юр тыткӑнӗнчен» хӑтарнӑ.
Ултавҫӑсем Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 73 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравласа мӑнукӗ аварие лекни пирки пӗлтернӗ. Вӑл ӑна пулӑшма пултарать имӗш, анчах куншан укҫа памалла.
Ку пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫхине пулнӑ. Юрать, хӗрарӑм палламан ҫынна ӗненмен. Лешӗ унран 1,5 миллион тенкӗ ыйтнӑ, укҫа парсан мӑнукне пулӑшма шантарнӑ. Ватӑ хӗрарӑм вара ултавҫӑсене кунашкал историсене пӗрре мар илтнӗ. Ҫавӑнпа вӑл ӗненмен те, кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Галина Николаева нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 80 ҫул тултарнӑ.
Галина Григорьевна Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туканаш ялӗнче, фельдшер ҫемйинче, ҫуралнӑ. Шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл Мускаври энергетика институчӗн Шупашкарти филиалне вӗренме кӗнӗ. ВНИИР предприятире хӗрарӑм 50 ҫул тӑрӑшнӑ.
Паян вӑл Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центра ҫӳрет, унти тӗрлӗ клубра спорт занятийӗсене ҫӳрет, ал ӗҫӗпе аппаланать, театр-музея ҫӳреме кӑмӑллать.
«Унпа тем ҫинчен те калаҫма пулать: ядерлӑ медицинӑран пуҫласа квант физики таранах», — теҫҫӗ хастар хӗрарӑмӑн тусӗсем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.