Шупашкарта пурӑнакан пӗр пенсинер чӑваш кӗпине тӗрлеме ӗмӗтленет. Тӗрӗ ӑсталӑхне 76 ҫулти Геннадий Краснов Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта алла илнӗ.
Асӑннӑ центрти Пултарулӑх мастерскойӗнче вӑл Ирина Ковеза ӗҫ инструкторӗ пулӑшнипе малтан чӑваш тӗррине тӗрлеме хӑнӑхнӑ, ҫак енӗпе тӗрлӗ техникӑна вӗреннӗ.
Арҫын малтан салфеткӑсем тӗрленӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра кӗпе тӗрлеме ларасшӑн.
«Кӗпе ҫинчи пулас эреше суйласа илме Ирина Ковеза пулӑшрӗ. Вӑлах ҫипписене суйласа пачӗ», — каласа кӑтартнӑ арҫын.
Патӑрьел муниципаллӑ округӗнчи Кӗҫӗн Патӑрьел ялӗнче пурӑнакан Вера Тихонова чӳк уйӑхӗн 100 ҫул тултарнӑ. Вера Николаевна - вӑрҫӑ ветеранӗ.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, 1942 ҫулта, ӑна фонта илсе кайнӑ. Чӑваш хӗрарӑмӗ Мускава хӳтӗленӗ ҫӗре хутшӑннӑ. Киле 1945 ҫулта таврӑннӑ. Ӑна «Мускава хӳтӗленӗшӗн» тата «Германие ҫӗнтернӗшӗн» медальсемпе чысланӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Вера Николаевна лавккара ӗҫленӗ, унтан - Патӑрьелти ДЭУра.
Паян Шупашкара «Старость в радость» (чӑв. Ватлӑх савӑнмалӑх) ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫисем килсе ҫитнӗ. Вӗсем пирӗн республикӑра икӗ кун пулӗҫ. Паян хӑнасем Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта канашлу ирттернӗ, унтан Правительство ҫуртӗнче канашланӑ.
Асӑннӑ фонд тата республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗрле пулса ваттисене вӑрах вӑхӑт пӑхмалли йӗркене пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Пирӗн республикӑшӑн вӑл ҫӗнӗлӗх. Ӑна сӑнамалла мелпе авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Ҫӗмӗрлепе Канаш муниципаллӑ округӗсенче ӗҫлеттерсе янӑ.
Ҫӗнӗлӗх ватисене пӑхса тӑракан тӑванӗсене те укҫа тӳлесе тӑма май парать. Вӗсем мӗнле ӗҫленине фонд тата халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрсем тӗрӗслесе тӑрӗҫ.
Паян Шупашкарта пурӑнакан Антонина Савельева 100 ҫул тултарнӑ.
Вӑл Шупашкар районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Тутаркассинче ҫуралнӑ. Анчах унӑн ашшӗпе амӑшӗ часах вилнӗ. Ун хыҫҫӑн вӗсене, шӑллӗпе иккӗшне, Пӑрачкаври тӑванӗсем усрава илнӗ. Антонина шкулта сакӑр класс вӗреннӗ.
1943-1953 ҫулсенче милиционерта ӗҫленӗ. Пулас мӑшӑрӗпе Георгий Григорьевичпа ӗҫре паллашнӑ. Унтан мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех Обкомра техничкӑра тӑрӑшнӑ.
Савельевсем, хӗрпе ывӑл ҫуратса ӳстернӗ.
«Пирӗн килте яланах килӗшӳпе ҫураҫу хуҫаланнӑ. Сасӑ хӑпартса калаҫнине эп илтмен», — каласа кӑтартать кинемейпе пӗрле пурӑнакан хӗрӗ Галина Георгиевна.
Паян ватӑ ҫын вырӑнпах выртать. Ӑна хӗрӗ юратса пӑхать.
Шупашкар хулинче пӗрисем ача пушмакне ҫухатнӑ. Урана тӑхӑнмаллине МТВ-центрти вӑйӑ пӳлӗмӗ умне лартса хӑварнӑ. Анчах ӑна такам йӑтса кайнӑ.
Пӑтӑрмах юпа уӑхӗн 7-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Видеокамерӑсене пӑхнӑ та ют ҫын япалине ватӑ ҫын вӑрланине палӑртнӑ. Ачапа уҫӑлма тухнӑ ватӑ хӗрарӑм пӗчӗкскерне малтан пӗр пушмака тӑхӑнтартнӑ. Кайран каялла ҫаврӑнса пынӑ та урӑххине тӑхӑнтартса тухса кайнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пакунлисем хӗрарӑма шыранине пӗлтернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ватӑ ҫын полицие пынӑ. Вӑл каҫару ыйтнӑ, ют ҫын япалине тӑхӑнтартса кайнине ывӑннипе тата хӑйӗн тимсӗрлӗхӗпе сӑлтавланӑ.
Пакунлисем кинемее явап тыттарас темен. Ача пушмакне вара хуҫисене тавӑрса парӗҫ.
Паян Шупашкарта пурӑнакан Анастасия Шорникова 100 ҫул тултарнӑ. Ӑна саламлама Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ пулнӑ Денис Спирин (нумаях пулмасть вӑл та, Шупашкар мэрӗ Евгений Кадышев та ӗҫрен кайнӑ, ку реформӑпа ҫыхӑннӑ) саламлама ҫитнӗ.
Анастасия Михайловна ҫур ӗмӗр ытла шкулта ачасене вӗрентнӗ. Хулари 23-мӗш шкулта ӑна халӗ те астӑваҫҫӗ. Анастасия Михайловна хӑй вӗрентнӗ ачасемпе халӗ те ҫыхӑну тытать.
Халӗ Анастасия Шорникова 2 ачипе, 2 мӑнукӗпе, икӗ кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать.
Ултавҫӑсем пирки темӗн чухлӗ асӑрхаттарсан та вӗсен капкӑнне ҫакланакансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 74 ҫулти кинемей пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Ватӑ ҫын патне пӗри банк ӗҫченӗ тесе шӑнкӑравланӑ, эсир карттӑпа ҫыхӑнтарнӑ телефон номерне ылмаштарма заявка паман-и тесе кӑсӑкланнӑ. Кинемей ҫук тесе хуравласан, телефонпа шӑнкӑравлаканни ватӑ ҫыннӑн укҫи хӑрушлӑхра, ӑна шанчӑклӑ счёт ҫине куҫарса хумалла тесе ӗнентернӗ.
Пенсионер ҫапла майпа 1 миллион тенкӗ ытла укҫине такамсене куҫарса панӑ хыҫҫӑн шӑнкӑравлаканни: «Сирӗнпе ӗҫ вӗҫленчӗ. Сирӗн укҫӑр ют ҫӗршыва куҫса кайрӗ», — тесе сӗмсӗррӗн пӗлтернӗ.
Сӑмах май каласан, кинемей кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче пӗрре улталаннӑ. Ун чухне вӑл 10 пине яхӑн тенке такамсене куҫарса панӑ.
Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Москакасси ялӗнче пурӑнакан Неонила Белова юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 107 ҫул тултарнӑ.
Хӗр пӗрчи нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Ашшӗ ун чухлӗ шӑпӑрлана тӑрантарса ҫитереймест тесе шӑтӑк чавнӑ та тин ҫуралнӑ Неонилӑна унта чикме тӑнӑ. Анчах хӗрачана амӑшӗ ҫӑлнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл Неонилӑна вӑрӑм ӗмӗр суннӑ. Унӑн сӑмахӗсем пил пекех пулнӑ - кинемей ав 107-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ.
Шупашкара савута ӗҫлеме кайсан Неонила пулас мӑшӑрӗпе паллашнӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансан арҫынна фронта илнӗ. Арӑмӗ ачипе тӑрса юлнӑ.
Неонила Белова ку таранччен амӑшне, икӗ хӗрӗпе пӗр ывӑлне пытарнӑ. Ҫапах малалла пурӑнма вӑй тупать вӑл, мӑнукӗсемпе, кӗҫӗн мӑнукӗсемпе, вӗсен ачисемпе савӑнать. Ун патне кашни кун кинӗ килсе ҫӳрет. Кинемей ӑна хӗрӗ пекех йышӑнать.
Вӑрнар муниципаллӑ округӗнчи Пӑва ялӗнче пурӑнакан Евлампия Филиппова юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хӗре фронта кайма повестка панӑ, анчах шӑпа ӑна унта лекме пӳрмен - Евлампия тылра ырми-канми ӗҫленӗ, пурнӑҫне колхоз ӗҫне халалланӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл колхозниксем валли апат пӗҫернӗ. Унӑн ҫурчӗ ҫинче «Кунта колхоз передовикӗ пурӑнать» табличка чылай ҫул ҫакӑнса тӑнӑ. Халӗ Евлампия Филиппова 6 мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать, вӗсем ӑна пӑхаҫҫӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Акчикассинче пурӑнакан Перасковья Васюкова юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 102 ҫул тултарнӑ.
Унӑн пурнӑҫӗ те тантӑшӗсенни пекех пулнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсем тата ун хыҫҫӑнхи йывӑр самана. Апла пулин те хӗрарӑм пуҫ усман.
Ҫуралнӑ кунӗнче ун патӗнче Хӗрлӗ Чутайӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр ӗҫченӗсем тата вырӑнти тӳре-шара пулнӑ, кинемее ҫуралнӑ кунпа саламланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.