Чӑваш Енри васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем ют япала ҫӑтса янӑ ачапа ватӑ ҫын пурнӑҫне ҫӑлнӑ.
Инкекрен пӗри Вӑрнар районӗнче пулнӑ. Унта 11 уйӑхри пепке ача апачӗн хатӗрӗн хупӑлчине ҫӑтнӑ. Кӑвакарса кайнӑскер патне васкавлӑ пулӑшӑвӑн чи ҫывӑхри бригадине часрах янӑ. Хупӑлчана туртса кӑларнӑ хыҫҫӑн ачана пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ пӗчӗкскерӗн сывлӑхӗ чиперех.
Тепӗр инкек Шупашкарта пулса иртнӗ. Апат ҫинӗ чухне 67 ҫулти арҫын чӑх какайне пыра лартнӑ. Васкавлӑ пулӑшу чӗнсе тухтӑрсем патне унӑн арӑмӗ шӑнкӑравланӑ. Кӑвакарса кайнӑ арҫынна пулӑшма тухтӑрсем тӑватӑ минутран ҫитнӗ. Снежана Князева тата Татьяна Выросова фельдшерсем Геймлих мелӗпе усӑ курса какая туртса кӑларнӑ, кӑвакарса кайнӑ арҫын лӑшах сывласа янӑ.
Ленинград облаҫӗнче ҫӑмӑллӑхҫӑсен ҫӗнӗ категорийӗ пулӗ. Вӗсем — вӑрҫӑ ачисем. Ку йыша Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче ача пулнисем лекӗҫ.
Саккун проектне регионти парламент нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче иккӗмӗш вулавра йышӑннӑ.
«Вӑрҫӑ ачисем» категорие 1927 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен пуҫласа 1945 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗччен ҫуралнисем кӗрӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах пӗр саманта та шута илмелле: «вӑрҫӑ ачисен» йышне Ленинград облаҫӗнче пилӗк ҫултан кая мар пурӑннисене ҫеҫ илӗҫ. Ун пеккисем паян — 4656-ӑн иккен.
Вӑрҫӑ ачисене социаллӑ пулӑшупа тӳлевсӗр тивӗҫтерӗҫ, тухтӑрсен вӗсем патне киле пырса тӗрӗслеме тивӗ.
Халӗ облаҫри вӑрҫӑ ачисене пенси ҫумне уйӑхсерен 624-шар тенкӗ хушса тӳленипех ҫырлахнӑ.
Нарӑсӑн 17-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ӗҫ хыҫҫӑн киле утнӑ. Хайхискер тӗттӗмре пӗр ҫын ларнине асӑрханӑ. Малтанах пыма хӑранӑ, кайран ҫав ҫын старик пулнине ӑнланнӑ та мӗн пулнипе кӑсӑкланма тытӑннӑ.
Хӗрарӑм васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем ватӑ ҫын шӑнса кӳтнине палӑртнӑ. Вӑл кам пулнине палӑртайман, ҫавна май ӑна сӑн ӳкерсе «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав ушкӑнне ярса панӑ.
Кӑштахран старик ӑҫта пурӑннине палӑртма май килнӗ. Арӑмӗ упӑшки киле час таврӑнайманшӑн пӑшӑрханнӑ. Арҫын ирхи 10 сехетре уҫӑлма тухнӑ, хулан тепӗр вӗҫне темле майпа ҫитнӗ. Арӑмӗ мӑшӑрне курсан питӗ савӑннӑ.
Кӗҫнерникун, 14 сехет хыҫҫӑн, 2020 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче, Наци вулавӑшӗнче чӑваш аксакалӗсен тӗп канашӗ пуҫтарӑнӗ. Лару уҫӑ мелпе иртӗ, унта кирек кам та пыма пултарать.
Пӑхса тухмалли ыйтусем хушшинче:
1) Каллех Хаяр Йӑван кӳлепи тавра;
2) Пушкӑртстанри Слакпуҫ ҫыннисен экологи ҫырӑвӗ;
3) Конституцие улшӑнусем кӗртесси ҫинчен;
4) Халӑх шутлавӗ (перепиҫ) пире мӗн кӑтартӗ
5) тата ытти ыйтусем.
Ваттисен канашӗ пурне те курма хавас пулӗ!
Йӑлана кӗнӗ «Раҫсей йӗлтӗр йӗрӗ» ӑмӑртӑва кӑҫал каярах вӑхӑта куҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Спорт мероприятине нарӑс уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче йӗркелекенччӗ. Анчах юр ҫуманнине пула РФ Спорт министерстви ӑмӑртӑва каярах ирттерме сӗннӗ. Пирӗн тӑрӑхра ӑна хӑҫан йӗркелесси халӗ паллӑ. Спортӑн ҫак енӗпе туслисем йӗлме йӗлтӗр йӗрӗ ҫине ҫитес шӑматкун, нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, тӑрӗҫ.
«Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ» ӑмӑртӑва пирӗн ҫӗршывра 1982 ҫултанпа йӗркелеҫҫӗ. Пӗлтӗр унта ҫӗршыври 1,5 млн ҫын хутшӑннӑ. Йӗлтӗрҫӗсен шучӗпе Тутарстан рекордсмен пулнӑ. Унта старта тӑма 172 пин ҫын регистрациленнӗ. Чӑваш Енре 65 пин ҫын ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Ҫӗршыври чи аслӑ ҫын пӗлтӗр Хусантан пулнӑ. Вӑл — 93 ҫулхи пенсионер. Чӑваш Енре вара чи ваттисем 89 ҫулхи Пимен Петров тата 87 ҫулхи Вера Орлова пулнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 89 ҫулти Пимен Петров 81-мӗш ҫул йӗлтӗрпе ярӑнать. Унӑн йӗлтӗрӗ ахальли мар – совет-финн вӑрҫинче пулса курнӑскер.
Унӑн тӑванӗ ҫав вӑрҫӑра пулнӑ. Амансен яла таврӑннӑ. Вӑрҫӑ хирӗнчен амансан ӑна йӗлтӗрпе илсе тухнӑ. Шӑпах ҫав йӗлтӗре вӑл Пимена парнеленӗ. Тӑванӗ унпа ярӑнма пӗлмен, Пимена мӗн пӗчӗкрен вӗренме хушнӑ.
Шел те, Пименӑн тӑванӗ вӑрҫӑра вилнӗ, арҫын ача вара унӑн парнине куҫ пек упранӑ. Ӑна ҫӗннипе улӑштарма шухӑшламан та.
Пимен Петров «Йӗлтӗр йӗрне» виҫӗ ҫул хутшӑннӑ, ҫӑпата сырса йӗлтӗр тӑхӑннӑ. Кӑҫал вӑл ҫак йӗлтӗрпе сывпуллашӗ. Социаллӑ центр ҫӑпатапа йӗлтӗре музее пама ыйтнӑ. Ку ытти ватӑ ҫынна спортпа туслашма хавхалантарӗ. Ҫитес ҫул Пимен Петров ҫӗннине туянӗ.
Ҫӗнӗ йӗлтӗр туянсан Пимен Петров «Йӗлтӗр йӗрне» сахалтан та тепӗр 5 ҫул хутшӑнасшӑн.
Елчӗк районӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ 10 ветеран пурӑнать. Вӗсенчен чи асли — Тихон Табаков. Вӑл 100 ҫул тултарнӑ.
Тихон Табаков тӑван ялӗнчи чиркӳре чан ҫапса пурӑннӑ, колхозра ӗҫленӗ, кӑҫатӑ йӑваланӑ.
Юбиляра Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин ҫуралнӑ кунпа саламланӑ. Хитре сӑмахсем каласа хавхалантарнӑ. Ватӑ ҫын балаллайка тытнӑ, «Катюша» юрра янӑратнӑ.
Тихон Табакова 1942 ҫулта ҫар ретне илнӗ. Вӑл минометчик пулнӑ. Мина ҫывӑхра ӳкни, анчах вӑл ҫурӑлманнипе Елчӗк чӑвашӗ сывӑ юлнӑ. Воронеж патӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ вӑл.
Ветеран мӑнукӗсен ачисемпе савӑнса пурӑнать. Юбилейпе саламлама пынӑ район пуҫлӑхне вӑл кӑмӑлтан тав тунӑ. Пурне те 100 ҫула ҫитме суннӑ.
Нумаях пулмасть суд рецидивиста каллех йӗплӗ пралук леш енне ӑсатнӑ. Хальхинче 45 ҫулти арҫын 91 ҫулти кинемее мӑшкӑллама тӑнӑ.
Ку пӑтӑрмах пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Елчӗк районӗнчи пӗр ялта пулса иртнӗ. Арҫын ӳсӗр пулнӑ, вӑл ватӑ хӗрарӑм пурӑнакан ҫуртӑн чӳречине ҫӗмӗрнӗ те шала кӗнӗ. Хайхискер кинемейӗн вӑйсӑрлӑхӗпе усӑ курса ӑна мӑшкӑллама тӑнӑ, анчах пултарайман.
Следстви вӑхӑтӗнче тепӗр пулӑм та тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ: ҫак арҫын чӳк уйӑхӗнче те тепӗр ялта пурӑнакан ҫын ҫуртне чӳрече ҫӗмӗрсе кӗнӗ. Ӑна судра икӗ эпизодпа айӑпланӑ. Арҫынна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха яма йышӑннӑ.
Палӑртмалла: арҫын пӗтӗмпе тӗрмере 20 ҫул ларса ирттернӗ. Юлашкинчен вӑл пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче ирӗке тухнӑ.
Шупашкарти пӗр урама И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн пӗрремӗш ректорӗ пулнӑ Семен Сайкин ятне парасшӑн. Кун пек сӗнӳпе Ваттисен канашӗ республика ертӳҫисем патне тухнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Ваттисен канашӗн ларӑвне ирттернӗ. Унта пухӑннӑ аслӑ ӑру ҫыннисем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 75 ҫул ҫитни пирки те сӑмах хускатнӑ, Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине сӳтсе явнӑ. Ҫавна май Шупашкарти пӗр урама Чӑваш патшалӑх университечӗн пӗрремӗш ректорӗ пулнӑ Семен Сайкин ятне пама ыйтнӑ ваттисем. Республика Пуҫлӑхӗ аслисем палӑртнӑ шухӑша ырланӑ тесе пӗлтерет Элтепер Администрацийӗн пресс-служби.
Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Типҫырма ялӗнче пурӑнакан 75 ҫулти хӗрарӑм килтен тухнӑ та таврӑнман – таҫта ҫухалнӑ. Тӑванӗсем тӳрех пӑшӑрханса ӳкнӗ. Ара, ҫитменнине, ватӑскер ӑс-тӑн арпашӑннипе аптӑрать.
Каҫхине кинемее «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн нимеҫисем шырама тытӑннӑ. Ҫур ҫӗр иртнӗ, ватӑскере тупайман-ха.
Ҫур ҫӗр иртни виҫӗ сехет шакканӑ. Йӑлтах шыранӑ ӗнтӗ, вариантсем те юлман. Унччен те пулман – нимеҫӗсем ҫул айккипе пыракан ӗмӗлкене курнӑ. Ку – кинемей иккен! Ӑна киле чӗрӗ-сывӑ илсе ҫитернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |