Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӳҫ тӳлевсӗр каснӑ. Ырӑ ӗҫе киле ҫитсех пурнӑҫланӑ.
Ҫӳс тӳлевсӗр касмалли акцие Ҫӗнӗ Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрпа хулари политехника техникумӗ йӗркеленӗ. Нимеҫӗ-студентсен пулӑшӑвӗпе усӑ курма 13 шур сухал ыйтнӑ. Ҫамрӑксем ватӑсем патне киле кайса ҫӳҫ каснӑ. Ӗҫе студентсем тӗплӗн та яваплӑн пурнӑҫланӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрпа хулари политехника техникумӗ йӗркеленӗ «С заботой о ветеранах» (чӑв. Ветерансемшӗн тӑрӑшса) акципе пӗрлех хулари социаллӑ ӗҫченсем те ветерансене парикмахер пулса пулӑшнӑ. Вӗсем 15 ватӑ патне ҫитнӗ, вӑрҫа ветеранӗсен ҫӳҫне касса хитрелетнӗ.
Пенси тӳлемелли графика ҫу уйӑхӗнче улшӑну кӗртнӗ. Кун пирки РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри пайӗнче пӗлтереҫҫӗ. Графика ылмаштарни уяв тата канмалли кунсем ҫывхарнипе ҫыхӑннӑ.
Почта ҫыхӑнӑвӗн ялсенчи уйрӑмӗсенче пенсипе ҫак кунсенче тивӗҫтерӗҫ: паян, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, – ҫу уйӑхӗн 7 тата 8-мӗшӗсемшӗн; ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче – ҫу уйӑхӗн 9 тата 10-мӗшӗсемшӗн. Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен яланхи графикпах парӗҫ.
Почтӑн хулари уйрӑмӗсенче паян ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗшӗн тӳлӗҫ; ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче – ҫу уйӑхӗн 8 тата 9-мӗшӗсемшӗн. Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче яланхи график ҫине куҫӗҫ.
Перекет банкӗн уйрӑмӗсене пенсие ҫу уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсемшӗн паян куҫарӗҫ, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче – ҫу уйӑхӗн 12–15-мӗшӗсемшӗн.
Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен тытӑнса 11-мӗшӗччен иллмелли графиклӑ, пенсие почта-банкра тата ытти банкра илсе тӑракансене ыран куҫарса парӗҫ.
Шупашкарти электромеханика колледжӗнче Чӑваш Енри ватӑсен конкурсӗ иртнӗ. Тӑнлавне пас тытнӑ ҫынсем компьютер умне ларса ҫак техникӑпа усӑ курма епле пӗлнине кӑтартса панӑ.
Раҫҫейӗн Пенси фончӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурсра лайӑх кӑтартупа палӑрнисем Раҫҫей шайӗнче компьютер ӑсталӑхӗ енӗпе иртекен VIII чемпионата хутшӑнӗҫ.
Республикӑри конкурса 18 районти тата Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи ваттисем хутшӑннӑ. Вӗсен компьютер ӑсталӑхне икӗ категорие пайласа палӑртнӑ: «Компьютерпа усӑ курма пуҫлакан» тата «Компьютерпа пӗлсе усӑ куракан».
Компьютера лайӑх пӗлекенсенчен «Чи лайӑх хӑтлав» номинацире Шупашкар районӗнчи Константин Иванов ҫӗнтернӗ, тинтерех усӑ курма тытӑннисенчен — Шупашкарти Калинин районӗнчи Татьяна Ярлыкова.
«Компьютерпа усӑ курма пуҫлакан» категорире 1-мӗш вырӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Елена Ястребова тухнӑ, 2-мӗш вырӑна – Ҫӗнӗ Шупашкарти Валентина Пронина, 3-мӗш вырӑна – Шупашкарти Калинин районӗнчи Валерий Логинов.
«Компьютерпа пӗлсе усӑ куракан» категорире 1-мӗш вырӑнта — Етӗрнери Елена Аникина, 2-мӗш вырӑнта – Шупашкарти Калинин районӗнчи Татьяна Ярлыкова, 3-мӗш вырӑнта – Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Венера Федорова.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене телефонпа тӳлевсӗр калаҫтарӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви «Ростелеком» компани хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ.
Акцие компани Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарса килнӗ май пуҫарнӑ. Ҫӑмӑллӑх паянтан тытӑнса ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗ таран тӑсӑлӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисемпе вӑрҫӑ инваличӗсене ҫак вӑхӑтра стационар тата карас телефонӗ ҫине шӑнкӑравлама 100 тӳлевсӗр минут уйӑрса парӗҫ. Пулӑшупа усӑ курас тесен килти телефонпа усӑ курма май пур е — телеграмма йышӑнакан пунктсем урлӑ.
Ҫӑмӑллӑх пирки тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен 8-800-100-0-800 тӳлевсӗр номерпе шӑнкӑравласа уҫӑмлатма юрать.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Пайкилт ялӗнче икӗ овчарка виҫӗ ҫынна тапӑнни пирки, ватӑсенчен пӗри йывӑр сурансене пула вилни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Йытӑсен хуҫи тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни ҫинчен те асӑнса хӑварнӑччӗ. Халӗ следовательсем ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, Ҫӗрпӳ районӗн судне ярса панӑ. Кӗҫех йытӑсен хуҫи суд сакки ҫине ларӗ.
Арҫынна РФ Уголовлӑ кодексӗн 109-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн (ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗшӗн) айӑплӗҫ. Вӑл йытӑсене хӑйӗн пурлӑхне сыхламашкӑн усранӑ, анчах ҫӑварне ятарлӑ хатӗр тӑхӑнтартман, кӑкарнӑ цепӗ те кивӗ пулнӑ. Арҫын йытӑсем унччен те салтӑнса кайнине, ял тӑрӑх чупнине пӗлнӗ. Ҫитменнине, хуҫи ӳпле патӗнчи юра тасатса тӑман, ҫапла майпа купаланса кайнӑ. Чӗрчунсем салтӑнса кайсан урамалла карта урлӑ сикнӗ.
Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Йытӑсене вара, аса илтерер, пӑтӑрмах пулнӑ кунах ветеринар ирӗк парсан персе пӑрахнӑ.
«РЖД» (чӑв. Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем) холдинг Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе инваличӗсем валли кӑҫал та хӑйне евӗр парне хатӗрленӗ. Асӑннӑ категорие уяв тӗлӗнчи вунӑ кун хушшинче ҫеҫ мар, ҫу уйӑхӗпех тӳлевсӗр илсе ҫӳреме шантараҫҫӗ. Ытти ҫул, астӑвасса, тӳлевсӗр илсе ҫӳремелли тапхӑр пӗр уйӑхах тӑсӑлмастчӗ.
Ветерансен пур йышши вакуна суйлама ирӗк пур. Ҫав шутра — СВ тата Люкс шутланаканнисенче те. Ҫӑмӑллӑхпа Раҫҫей тӑрӑх хутлакан пуйӑссенче усӑ курма юрать. Инҫе ҫула хӑвӑрт ҫӳрекен «Сапсан» тата «Ласточка» пуйӑссенче те тӳлеттермӗҫ. Сӑмах май, ҫу уйӑхӗнче вӑрҫӑ ветеранӗсем темиҫе хут та тӳлевсӗр хутлайӗҫ. Вӗсемпе пӗрле пӗр ҫыннӑн ҫула тӳлевсӗр тухма ирӗк пур.
Чӑваш Енре гериатри службине аталантарасси пирки эпир икӗ ҫул каяллах пӗлтернӗччӗ. Унтанпа сахал мар шыв-шур юхса иртрӗ. Халӗ Республикӑри гериатри центрне уҫнӑ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку учреждение Вӑрҫӑ ветеранӗсен клиника госпиталӗнче ӗҫлеттерсе янӑ. Ӑна Нина Сидорова ертсе пырать.
Гериатри центрӗнче ватлӑх астенийӗ пуҫланнӑ пациентсене консультаципе медицина пулӑшӑвӗ кӳреҫҫӗ. Ватӑсене пӑхакансем тата ватӑсем валли шкул та йӗркеленӗ.
Гериатри центрӗнче — талӑкӗпех выртмалли 20 койка-вырӑн.
Сӑмах май, юлашки 7 ҫулта пирӗн республикӑри ҫынсем вӑтамран 3,2 ҫул нумайрах пурӑнаҫҫӗ. Этем ӗмӗрӗ вӑтамран 73,5 ҫулпа танлашать. 60 ҫул урлӑ каҫнисем республикӑра — 255 пин ытла. Ку вӑл халӑхӑн пӗрре пиллӗкмӗш пайӗ пулать. 85 ҫултан 18 399 ҫын иртнӗ, 100-тен — 100 ҫын.
АКА | 01 |
«Ача-пӑча ту хӑвна савӑнма, умна саппун ҫак куҫҫульна шӑлма», — тесе пӗр юрӑҫ юрални аса килчӗ ку хура хыпара пӗлсен.
Ҫӗрпӳ хулинче пурӑннӑ хӗрарӑм пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вилни пирки унӑн 33-ри ывӑлӗ тухтӑрсене шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Шурӑ халатлисем ухмах мар — хӗрарӑм кӗлетки кӑваккине курнах-тӑр. Кӗҫех ку инкеке тӗпчевҫӗсем тишкерме тытӑннӑ. Судпа медицина экспертизи вӑхӑтӗнче хӗрарӑм хӑй вилӗмӗпе вилменни ҫиеле тухнӑ. Унӑн аяк шӑммисем хуҫӑк пулнӑ, шалти органӗсем сиенленнӗ.
Ҫынна ятарласа йывӑр сиен кӳнипе, асӑрханмасӑр вӗлернӗшӗн арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, амӑшӗпе ывӑлӗ малтанхи каҫ эрех ӗҫнӗ, унтан тавлашса кайнӑ. Унтан ывӑлӗ тӑван амӑшне хӗнесе пӗтернӗ. Тепӗр кун ирхине хӗрарӑм вилсе кайнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан пенсионера хваттер укҫине икӗ ҫӗрте харӑс тӳлеттернӗ. Ҫакна Чӑваш Ен прокуратурин тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче палӑртнӑ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха тытса тӑракан икӗ управляющи компание укҫа тӳленӗ ватӑ вӗсенчен пӗринчен, «Камал» ятлинчен, укҫана каялла шыраса илме хӑтланнӑ-ха. Анчах усси пулман.
Ватӑ аптӑраса ларман — Шупашкар хулинчи Калинин районӗнчи прокуратурӑна ҫул тытнӑ. Унта вӑл хваттер укҫине «ПИК-»1 тата «Камал» управляющи компанисене тӳленине ӑнлантарса панӑ, укҫана каялла шыраса илес кӑмӑллине пӗлтернӗ.
Ватӑ хыпарлани тӑрӑх надзор органӗ тӗрӗслев пуҫарнӑ. Пенсионер сӑмахӗ тӳрре килнӗ. Халӗ прокуратура ватта хӳтӗлесе суда тавӑҫпа тухнӑ. Унта «Камал» предприятирен 2 пин шыраса илме ыйтнӑ.
Шупашкарти тӗп пасар умӗнче сӗт-ҫу, килтен кӳрсе килнӗ ытти ҫимӗҫе сутакан ватӑсемпе тахҫанах кӗрешеҫҫӗ ӗнтӗ. Вӗсене сутма чарас тесе тӳре-шара каллех рейда тухнӑ.
Ленин район администрацийӗн суту-илӳ секторӗн ӗҫченӗсем участковӑйпе пӗрле Ильбеков урамӗнчи 7\2-мӗш, Ленин проспектӗнчи 26-мӗш «а», Гагарин урамӗнчи 3-мӗш ҫуртсен ҫывӑхне ҫитнӗ. Ҫавӑн пекех «Тӗп пасар» чарӑнӑва, Эгер бульварне, 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектне ҫаврӑнса тухнӑ.
Пушӑн 1-22-мӗшӗсенче административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн 24 протокол ҫырнӑ. Тӳре-шара ялтан сутма килекен кинемейсемпе мучисене, ыттисене ҫапла асӑрхаттарать: суту-илӳ тумашкӑн хулара ятарлӑ вырӑнсем пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |