Сӗнтӗрвӑрри хулинчи «Коновалово» микрорайонӗнчи шкула туса пӗтерме республикӑн резерв хыснинчен тепӗр 12 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ.
Ку укҫа-тенкӗпе шкула электричество сечӗсемпе сыпӑнтарнӑ чухне усӑ курӗҫ. Сӑмах май, иртнӗ эрнере те ку пӗлӳ ҫурчӗ валли укҫа уйӑрнӑ – 86 миллион тенкӗ.
Палӑртмалла: шкула «Старатель» строительство компанийӗ тӑвать. Икӗ ен 306,7 миллион тенкӗлӗх килӗшӳ алӑ пуснӑ. Планпа килӗшӳллӗн, ӑна утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче хута ямалла пулнӑ. Шкулта 375 ача валли вырӑн пулӗ.
50 пинрен пуҫласа 100 пин тенкӗ таран - шӑпах ҫавӑн чухлӗ преми парӗҫ тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсене. Анчах пурне те мар - чӑваш, мӑкшӑ, тутар чӗлхипе тата литературипе регион тата тӗнче шайӗнчи ҫӗнтерӳҫӗсене хатӗрленисене кӑна. Олимпиадӑсенче пӗтӗмпе 29 ача палӑрнӑ. Вӗсен хушшинче ҫӗнтерӳҫӗсем - 10-ӑн, призерсем - 19-ӑн.
Премие илме тивӗҫнисен йышне 19 педагог кӗнӗ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Шкулта вӗренекен пултаруллӑ ачасене Чӑваш Ен Элтеперӗн стипендийӗпе хавхалантараҫҫӗ. Унӑн виҫи ку таранччен 400 тенкӗпе танлашнӑ.
Халӗ пултаруллӑ ачасем уйӑхсерен ытларах стипенди илӗҫ. Унӑн виҫине 150 тенкӗ пысӑклатма йышӑннӑ. Ҫапла вӑл 550 тенкӗпе танлашать.
Палӑртмалла: стипендие вӗренӳре палӑрнӑшӑн, тӗнче, ҫӗршыв, регион шайӗнчи олимпиадӑсенче ҫӗнтернӗшӗн параҫҫӗ
Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ техникума пӗрлештерӗҫ. Химипе механика тата политехника техникумӗсем малашне пӗр вӗренӳ учрежденийӗ шутланӗҫ. Реорганизацие кӑҫал ҫулталӑк вӗҫлениччен туса пӗтермелле.
Икӗ техникума пӗрлештернӗ хыҫҫӑн политехника техникумӗнчи штат 15 единица чухлӗ чакассине пӗлтереҫҫӗ. Анчах вӗсем ӗҫсӗр тӑрса юлмӗҫ — реорганизациленӗ учрежденире урӑх должноҫсем тупӑнӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах преподавательсемпе производство вӗрентӗвӗн мастерӗсен шучӗ чакмалла мар-мӗн.
Реорганизаци укҫа-тенке перекетлеме май парӗ, Химипе механика техникумӗнче хальхи вӑхӑтри вӗрентӳпе лаборатори бази пулӗ тесе шантараҫҫӗ.
Шупашкарти кадет корпусне директор кирлӗ.
Атӑлҫи федераци округӗн Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов ячӗллӗ Чӑваш кадет корпусне директор кирли пирки республикӑн Вӗренӳ министерстви утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗлтернӗ.
Конкурса хутшӑнас кӑмӑллисен заявленийӗсене ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Кандидатӑн ятарлӑ программа ҫырса хатӗрлемелле. Конкурса ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ.
Экзаменсем вӗҫленнӗ, абитуриентсем вӗренме кӗреҫҫӗ. ППЭсене пӗтӗмлетме те юрать.
Кӑҫал 79 ҫамрӑкӑн 84 ӗҫӗ 100 балл пухнӑ. Танлаштармашкӑн: пӗлтӗр 48 ҫын 100 балл пухнӑ. Кӑҫал химипе - 15, литературӑпа - 1, вырӑс чӗлхипе - 34, математикӑпа - 10, информатикӑпа - 4, историпе - 3, обществознанипе 15, акӑлчан чӗлхипе 2 ҫын 100 балл пухнӑ. 2 ҫамрӑк 2 предметпа 100-шер балл пухнӑ. Иртнӗ ҫултипе танлаштарсан, вырӑс чӗлхипе, математикӑпа, обществознанипе, химипе, информатикӑпа 100 балл пухакансем нумайланнӑ.
Шупашкарти 4-мӗш гимнази валли директор пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнченпех шыраҫҫӗ. Унтанпа Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ виҫӗ конкурс ирттернӗ. Анчах виҫҫӗшӗ те пулса ҫитеймен. Мӗншӗн тесен 2 заявкӑран сахалрах килнӗ.
Палӑртмалла: гимназире юлашкинчен директорта ӗҫленӗ Андрей Михайлов пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче отставкӑна кайнӑ. Хальхи вӑхӑтра директор тивӗҫӗсене Фея Захарова пурнӑҫлать.
Шупашкарти «Садовый» микрорайонти шкул пирки нумай калаҫаҫҫӗ. Хӑҫан пулӗ вӑл?
Ӗҫ вӗҫлентӗр тесе ЧР Министрсен Кабинечӗн резерв хыснинчен 344 миллион та 93,8 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Сӑмах май, ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче подрядчикпе тунӑ килӗшӗве пӑрахӑҫланӑ. Хальлӗхе ҫӗннине тупман. Ҫапах ку тивӗҫе Чӑваш Енри ипотека корпорацине шанма пултараҫҫӗ текен сас-хура пур.
Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Енри тепӗр 6 ҫамрӑк информатикӑпа тата акӑлчан чӗлхипе Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче 100-шер балл пухнӑ. Кун пирки ЧР вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ.
Информатикӑпа Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав шкулӗнчи Максим Иванов, Шупашкарти 5-мӗш гимназири Никита Патшин, тӗп хулари 2-мӗш гимназири Дмитрий Фомин, Шупашкарти 4-мӗш лицейри Даниил Кузнецов чи нумай балл илнӗ. Акӑлчан чӗлхипе Шупашкарти 4-мӗш гимназири Илья Наумов, Шупашкарти 47-мӗш шкулти Анна Алексеева палӑрнӑ.
2024 ҫулта авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа шкулсенче ОБЖ вырӑнне «Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлессин тата хӑрушсӑрлӑх пӗлӗвӗ» ҫӗнӗ предмета вӗрентме пуҫласшӑн. Ҫапла сӗнет РФ Ҫутӗҫ министерстви.
Хальхи вӑхӑтра ҫӗнӗ вӗренӳ программине хатӗрлекен ӗҫлӗ ушкӑна пухаҫҫӗ. Ун йышне Хӳтӗлев министерствин, Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ҫыннисем те кӗрӗҫ.
Сергей Кравцов министр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ предмета пула ачасемшӗн йывӑрлӑх ӳсмӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.