Шупашкарти педагогика колледжӗн студенчӗсем ырантан дистанци мелӗпе вӗренӗҫ. Унта халӗ те ӑшӑ паман.
Колледжра ӑшӑ системине улӑштараҫҫӗ. Ҫанталӑк вара малашне сивӗтсе пырать. Ӑшӑ паманнипе студентсене вӗренме сивӗ.
Палӑртмалла: Шупашкарта юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ӑшӑ пама тытӑннӑ.
Комсомольскинче 640 ача вӗренмелӗх шкул пулӗ. Акцион ирттерсе ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ. Ку ӗҫе Ҫӗрпӳри «ПМК 8» организаци пурнӑҫлӗ. Кун валли 1 миллиард та 275 миллион та 878 пин те 462,81 тенкӗ уйӑрӗҫ.
Подрядчикӑн шкула 2026 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Унта 2 тата 3 хутлӑ икӗ блок пулӗ. Ӗҫе пуҫӑниччен малтан кивӗ шкула ишсе антармалла.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейра историпе обществознани предмечӗсене вӗрентекен Артем Максимов Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнче иртекен «Ҫулталӑкри вӗрентекен» конкурсра хӳтӗлени пирки пӗлтернӗччӗ.
Вӑл конкурсра чи лайӑх 20 педагог йышне кӗреймен. «Хисеплӗ 21-мӗш вырӑна йышӑнтӑм», - ҫапла ҫырнӑ Артем Максимов «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче. Вӑл ҫак конкурса хутшӑнса ҫӗршыври чылай вӗрентекенпе паллашнине, опыт пухнине палӑртнӑ.
Палӑртмалла: конкурс финалне 90 вӗрентекен хутшӑннӑ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Тутаркасси ялӗнчи шкулта ӗҫлекен Альбина Ишовӑна «Чӑваш Республикин халӑх учителӗ» хисеплӗ ят пама йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Ку ята вӑл педагогикӑра тата воспитани ӗҫӗнче чылай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн тивӗҫнӗ.
Альбина Валентиновна Тутаркассинчи шкулта ачасне чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентет. Вӑл — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ, аслӑ категориллӗ вӗрентекен.
Альбина Ишован вӗренекенӗсем яланах тӗрлӗ конкурсра ҫӗнтереҫҫӗ. Хастар учитель хӑй вӑхӑтӗнче шкулта класс-музей уҫнӑ. Унта тӑван халӑхӑмӑр йӑли-йӗркипе палалшма пулать, ҫавӑнтах уроксем иртеҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри вӗрентекенсене награда парасси пирки хушу алӑ пуснӑ.
Шупашкар округӗнчи Тутаркассинчи вӑтам шкулӗнче ӗҫлекен Альбина Ишовӑна «Чӑваш Республикин халӑх усителӗ» ят панӑ. Шупашкарти 3-мӗш лицей вӗрентекенӗ Марина Гордеева тата 62-мӗш шкулти Наталья Климова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ» ята тивӗҫнӗ.
Чӑваш Ене Раҫҫейри паллӑ ҫӑлтӑр Ольга Бузова ҫитнӗ. Вӑл ЧР ял хуҫалӑх министрӗпе Сергей Артамоновпа тӗл пулнӑ.
Паллӑ ҫӑлтӑр Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче «Ольга Вузова» шоу валли ӳкерӗннӗ. Ку программа Раҫҫейри аслӑ шкулсем пирки каласа кӑтартать. Унта аграри университечӗн студенчӗсемпе пӗрле ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артаманов та хутшӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри историпе обществознани вӗрентекенӗ Артем Максимов Раҫҫей шайӗнче иртекен «Ҫулталӑкри вӗрентекен» конкурсра Чӑваш Ен чысне хӳтӗлет.
Конкурс пуҫланнӑ. Пӗрремӗш тур Саратов хулинче иртет. Артем Владимирович унта обществознанипе урок ирттернӗ, ачасем кӑсӑклӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Халӗ унӑн «Педагогпа – интервью» тапхӑр витӗр тухмалла: унта жюри пайташӗсемпе калаҫӗҫ. Кайран 20 вӗрентекен иккӗмӗш тура хутшӑнӗ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисене Вӗрентекен кунӗнче, юпан 5-мӗшӗнче, чыслӗҫ.
Шупашкарти 2-мӗш лицейра ачасене истори предметне вӗрентекен Петр Михеев «Классная тема» телешоуна хутшӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӑл финала тухнӑ. Халӗ, авӑнӑн 23-29-мӗшӗсенче, сасӑлав иртет.
Петр Михеев «Святые России» видеурок хатӗрленӗ. Уншӑн ҫак каҫӑпа сасӑлама пулать: https://vk.com/feed?w=poll-207448939_980197024.
Аса илтерер: проекта хутшӑнма 6,5 пин заявка килнӗ. Чи кӗҫӗнни 21 ҫулта, чи асли 77-ре. Финали сасӑлава халӗ 35 педагог хутшӑнать.
Чӑваш Енри 8 шкул вӗренӳ тытӑмӗнчи инноваци пултарулӑхне аталантарма 500 пин тенкӗлӗх грант илӗ. Кунашкал гранта ҫулсеренех параҫҫӗ.
Кӑҫал ку укҫана Шупашкрати 65-мӗш тата 47-мӗш шкулсем, Шупашкарти 1-мӗш гимнази, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази, Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкул тивӗҫнӗ.
Чӑвашла вӗрентес чи лайӑх практикӑшӑн Ҫӗмӗрле округӗнчи Хутар шкулӗ, Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкул, Йӗпреҫ округӗнчи Пучинке шкулӗ грант илнӗ.
Тӳре-шара Ҫӗрпӳ округӗнчи Чурачӑк шкулӗ ку вӗренӳ ҫулӗ тӗлне уҫӑласса шантарнӑччӗ. Анчах вӑл уҫӑлман.
Пӗлӳ кунӗнче уяв линейки ҫӗнӗ шкул умӗнчех иртнӗ, анчах ачасем халӗ те киввинчех вӗренеҫҫӗ. Вӑл авариллисен йышӗнче шутланать.
375 вырӑнлӑ ҫӗнӗ шкула 2023 ҫулхи пуш уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. Ӑна планпа кӑҫал утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче хута ямалла пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.