Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев шкултан вӗренсе тухакансене саламланӑ. Салама республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Олег Николаев ачасене пӗлӳ илме ӑнтӑлнӑшӑн, педагогсемпе ашшӗ-амӑшне вара яш-кӗрӗме тӗнчене пӗлсе ҫитме пулӑшнӑшӑн, ҫӗршыва юрӑхлӑ ӑру ҫитӗнтернӗшӗн тав тунӑ.
«Сирӗншӗн пур ҫӗрте те — чи лайӑх аслӑ пӗлӳ паракан ҫуртсенче, колледжсенче, техникумсенче — ҫул уҫӑ», — тенӗ Элтепер.
«Кирек мӗнле профессие суйласа илсен те, хуть те мӗнле ӗҫ тусан та ҫакна асра тытӑр — суйласа илнӗ тивӗҫе хисеплени тата яваплӑ пурнӑҫлани, ҫӗршыва, унӑн паттӑрла историне, йӑли-йӗркине юратни, Аслӑ Раҫҫее хӳтӗлеме кирек хӑҫан та хатӗр пулни яланах хаклӑ пулнӑ», — палӑртса хӑварнӑ республика ертӳҫи.
Шупашкарти 4-мӗш гимнази валли халӗ те директор шыраҫҫӗ. Ку пукан 7 уйӑх ӗнтӗ пушӑ.
Унччен директор вырӑнӗнче Андрей Михайлов ӗҫленӗ. Пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче вӑл ӗҫрен кайнӑ. Кун хыҫҫӑн Шупашкар хула администрацийӗ директор тупас тесе икӗ хутчен конкурс ирттернӗ. Иккӗшӗ те пулса ҫитеймен. Юлашки конкурса икӗ заявкӑран сахалрах килнӗ.
Хальхи вӑхӑтра директор тивӗҫӗсене Фея Захарова пурнӑҫлать.
Шупашкарта ҫамрӑк педагогсен хушшинче иртнӗ "Ӑнтӑлу"хула конкурсӗ иртнӗ. Кӑҫал унта шкулсенчи тата ача пахчисенчи 178 педагог хутшӑннӑ.
Хальхинче "Шупашкарти чи ҫамрӑк учитель" ята 37-мӗш шкулти музыка вӗрентекенӗ Надежда Арефьева тивӗҫнӗ. Чи ҫамрӑк воспитатель вара 3-мӗш ача пахчинчи педагог-психолог Анастасия Албутова пулса тӑнӑ.
Шупашкарти мӗнпур шкулта юлашки шӑнкӑрав ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче янӑрӗ. Тепӗр куннех ачасен пӗрремӗш экзаменсем пуҫланӗҫ.
Юлашки шӑнкӑрав кунне пӗлтӗр темиҫе хутчен те куҫарнӑччӗ. «Ҫыхӑнура» форумра калашле, тӗрлӗ шкулта тӗрлӗ кун янӑрани те пулнӑччӗ. Кӑҫал апла тумӗҫ.
Юлашки шӑнкӑрав 9-мӗш класс вӗренсе пӗтерекен хулари 8 пин ачапа 11-мӗшӗнчен вӗренсе тухакан 11 пин ача валли янӑрӗ.
Тепӗр кунне, эрнекун, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, географи, литература тата хими предмечӗсемпе экзамен тытма тивӗ.
Вырӑс чӗлхипе ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче экзамен тытӗҫ, математикӑпа — ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче Чӑваш чӗлхин шкулӗ ӗҫлӗ. Вӑл кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче уҫӑлӗ. Унта чӑваш халӑх культурипе, чӗлхипе, йӑли-йӗркипе паллашас кӑмӑллисене хапӑл тӑвӗҫ.
Аслӑ шкулӑн чӑваш тата вырӑс филологийӗпе журналистика факультечӗн деканӗ Алена Иванова пӗлтернӗ тӑрӑх, «университет преподавателӗсемпе пӗрле чӑвашла вӗренни, «Еткерлӗх» этнокультура центрӗнче чӑваш сувенирӗсем ӑсталани, Чӑваш Енри илемлӗ вырӑнсенче пулса курни чылайлӑха асра юлӗ».
Шкула хутшӑнас кӑмӑллисем discurs2020@mail.ru почтӑна ҫырса пӗлтерме пултараҫҫӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче паян «Чӑваш чӗлхине упрасси, вӗренесси тата аталантарасси» ҫумпрограммӑна пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе стратегиллӗ сесси иртнӗ. Аса илтеретпӗр, ҫумпрограммӑна 2020 ҫулта «Культура» программӑн ҫумӗнче йышӑннӑччӗ.
Чӑваш чӗлхине аталантармалли мелсене сӳтсе явассине Вӗренӳ институчӗн директорӗ Юрий Исаев ертсе пычӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова, ытти тӳре-шара хутшӑнчӗ. Стратегисене пилӗк сӗтел тавра сӳтсе яврӗҫ: «Чӑваш чӗлхи тата ҫамрӑксем», «Чӑваш чӗлхи вӗренӳ системинче», «Чӑваш чӗлхи интернетра», «Чӑваш чӗлхи тата Шупашкар», «Чӑваш чӗлхи тата культура». Кашни сӗтел хӑйӗн сӗнӗвӗсене хатӗрлерӗ, кайран ӑна презентацилерӗ.
«Чӑваш чӗлхи интернетра» сӗтел тавра пухӑннисем, сӑмахран, хӑйсен презентацине чӑваш чӗлхине чӑвашла калаҫсан аталантарма май пуррине тӗпе хурса хатӗрлерӗ. Килте те, шкулта та, ӗҫре те ытларах чӑвашла калаҫмалла тесе пӗлтерчӗҫ вӗсем. Ҫакӑн валли тӗрлӗ хатӗрсем туса парсан аван пулнине ҫирӗплетрӗҫ: чӗлхе синтезаторӗ, куҫаруҫӑсем, чӑвашла сарӑмсем, аудио-кӗнекесем, чӑвашла блогерсен йышне ӳстересси тата ытти те.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем паян «Атӑлҫи халӑхӗсен паянхи литературинчи актуаллӑ ыйтӑвӗсем» ятлӑ наука секцийӗнче тухса калаҫнӑ.
Аслӑ шкул пеподавателӗ Елена Нарпи халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑслӑлӑх ларӑвне Удмурт университечӗн вӗренекенӗсем те онлайн-мелпе хутшӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх университетне илсен, Атӑлҫи халӑхӗсен паянхи литературинчи ҫивӗч ыйтӑвӗсем пирки вырӑспа чӑваш филологийӗн тата журналистика факультечӗн 4 курс студенчӗсем хӑйсен шухӑшне пӗлтернӗ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев "Чӑваш Республикин халӑх учителӗ" ята ҫирӗплетнӗ. Хушӑва пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Халӗ Министрсен Кабинечӗн саккун проектне хатӗрлемелле. Ун хыҫҫӑн "Чӑваш Республикинчи патшалӑх наградисем ҫинчен" саккуна улшӑнусем кӗртмелле. Унтан ӑна Патшалӑх Канашӗ пӑхса тухӗ.
Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра "Чӑваш Республикинчи вӗренӳ тытӑмӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫчен" тата "Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ" хисеплӗ ятсем пур.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче «Республикӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле хатӗрленмелле?» ятпа вебинар иртнӗ.
Институтра пӗлтернӗ тӑрӑх, вебинара хутшӑннӑ вӗренекенсемпе вӗрентекенсем чӑваш чӗлхипе литератури кафедри доценчӗ Анна Егорова ертсе пынипе республикӑн пӗрлехи экзаменӗн тытӑмӗпе паллашнӑ, тест ыйтӑвӗсене хуравлама вӗреннӗ, изложенипе сочинени ҫырма хӑнӑхнӑ, малтанхи ҫулсенчи экзамента тӗл пулнӑ паллӑрах йӑнӑшсене тишкернӗ.
Вебинара кӑҫал 9-мӗш класран вӗренсе тухакан ачасем тата учительсем валли ирттернӗ.
Чӑваш Республикин Муркаш муниципалитет округӗн А.Г. Николаев космонавт ячӗллӗ Калайкасси шкулӗнче Вӗрентекен ҫулталӑкне тата Хаваслӑ ачалӑх ҫулталӑкне халалласа республикӑмӑрти шкул ачисем хушшинче «Чӑнлӑх шыраса» («В поисках истины») ятпа тӗпчев ӗҫӗсен конкурсӗ иртрӗ. Вӑл Чӑваш наци ӑслӑлӑх тата ӳнер академийӗ (президенчӗ - Евгений Ерагин) тата асӑннӑ шкул вӗрентекенӗсен пуҫарӑвӗпе пулчӗ. Республикӑмӑрти тӗрлӗ шкулсенчен пуҫтарӑннӑ пултаруллӑ ачасен тӗпчев ӗҫӗсен хӳтӗлевне сумлӑ та хисеплӗ ҫынсем – халӑх академикӗсем – хакларӗҫ, ҫамрӑк тӗпчевҫӗсене ырӑ сӗнӳсем пачӗҫ. Ӑслӑлӑх конкурсне Трак енри Красноармейски шкулӗн вӗренекенӗсем те хастар хутшӑнчӗҫ, малти вырӑнсене тивӗҫрӗҫ: 10 класс вӗренекенӗ Ильина Дарья ("Оптимальная система налогообложения для индивидуальных предпринимателей") – 1 вырӑн; 8-б класра вӗренекен Егорова Агния ("Чӑваш халӑх юррисенчи атте-анне сӑнарӗ" - "Образ отца и матери в чувашских народных песнях") – 1 вырӑн; 10 класс вӗренекенӗ Романова Мария ("Лучшая дебетовая банковская карта") – 2 вырӑн. Наука енӗпе ӗҫленӗ ертӳҫӗсем – Михайлов В.М., обществознани вӗрентекен; Михайлова З.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.