Мускаври Б.В. Щукин ячӗллӗ Театр институчӗ 2025 ҫулта чӑваш ҫамрӑкӗсене артист пулма тӗллевлӗ вӗрентсе кӑларма йышӑнӗ. Актёр пулас ӗмӗтлисене чӑваш сценин ӑстисем театр студийӗнче пултарулӑха туптама хӑнӑхтарӗҫ.
«Тӗллевлӗ вӗренме илесси пирки нумаях пулмасть институт ректорӗпе, Раҫҫей халӑх артисчӗпе Евгений Князевпа тӗл пулсан калаҫса татӑлнӑ», — пӗлтернӗ республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова.
Мускаври Театр институчӗ 12 ҫынна тӳлевсӗр вӗренме илме хатӗр. Актёр пулас ӗмӗтлисене кунти артистсем конкурс витӗр суйласа илӗҫ.
Паян ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Олег Николаев йышӑнӑва алӑ пуснӑ: ЧР Вӗренӳ институчӗн ректорне Юрий Исаева ӗҫрен кӑларнӑ. Вӑл ӑна 6 ҫул ытла ертсе пынӑ.
Юрий Николаевич 1969 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. 2010-2016 ҫулсенче вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне ертсе пынӑ. Хӑш-пӗр ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл унта таврӑнма пултарать. Чеб.ру сайт хыпарланӑ тӑрӑх, ЧР Вӗренӳ институчӗн ректорӗ вырӑнне вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров килме пултарать.
Шупашкарти «Университет» микрорайонти ҫӗкленекен шкул 70 процент хатӗр. Тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, унта ачасем кӑҫал авӑнӑн 1-мӗшӗнче вӗренме тытӑнӗҫ. Нумаях пулмасть объекта Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева, вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров, строительство министрӗ Михаил Коледа, Шупашкар пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Дорохотов ҫитсе курнӑ.
«ТУС» строительство компанийӗн директорӗ Николай Угаслов шкулти ӗҫсене утӑн 1-мӗшӗччен вӗҫлессине пӗлтернӗ. Тепӗр уйӑхран вара территорие хӑтлӑлатас ӗҫ вӗҫленмелле.
Палӑртмалла: 1500 вырӑнлӑ шкула 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче тума пуҫланӑ.
Красноармейски муниципаллӑ округӗнчи Трак вӑтам шкулӗнче вӗренекен Елизавета Семенова шкул ачисен хушшинче китай чӗлхипе иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑн пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗнче призер пулнӑ. Пӗлтӗр вӑл пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫин ятне илтнӗ.
Елизавета китай чӗлхине чӑннипех те лайӑх пӗлнине кӑҫал та кӑтартнӑ. Хальхинче вӑл призер пулни ҫакна ҫирӗплетет.
Палӑртмалла: Елизавета Семенова китай чӗлхине пӗрремӗш ҫул вӗренмест, унпа тахҫанах интересленет.
Комсомольскинче авариллӗ тесе йышӑннӑ 2-мӗш шкул вырӑнне ҫӗнӗ ҫурт хӑпартма йышӑннӑ. Ӗҫ кӑҫӑлах пуҫланма пултарать.
Шкула 2026 ҫулта туса пӗтермелле. Кун валли 1,5 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Сӑмах май, Комсомольскинчи 2-мӗш шкула авариллӗ тесе йышӑннӑ хыҫҫӑн хупнӑ. Ҫурт – 1994 ҫулта хӑпартнӑскер. 2023 ҫултанпа ачасем Комсомольскинчи 1-мӗш шкулта вӗренеҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех Вӑрнарти 1-мӗш шкулта хушма ҫурт тума палӑртнӑ. Кун валли 364,1 миллион тенкӗ кирлӗ.
Чӑваш чӗлхине литературине вӗрентекенсем Чӑваш Республикин вӗренӳ инстиутутӗнче пӗлӗве ӳстернӗ.
Ятарлӑ курса уҫнӑ май чӑваш чӗлхипе литература кафедрин доценчӗ Анна Егорова урокра тата класс тулашӗнче вулав культурине йӗркелемелли мелсемпе меслетсем ҫинче чарӑнса тӑн, предметӑн концепт никӗсӗн уйрӑмлӑхӗсене тишкернӗ.
Институтра пӗлтернӗ тӑӑх, Надежда Иванова тӗрлӗ урока проектламалли ӗҫ майӗсемпе паллаштарнӑ, урок тӗсӗсен тытӑмӗпе содержанийӗ улшӑнни ҫинчен каласа панӑ, вӗренӳ предмечӗн нормативлӑ докуменчӗсемпе усӑ курса урок тӗллевӗпе предмет результатне шайлаштармалли ҫул-йӗре уҫӑмлатнӑ.
Курса хутшӑннисем ҫӗннине тата нумай пӗлнӗ.
Ҫӗрпӳри Станислав Богословский техникумра техник-строителе вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн специальноҫпа ӗҫ тупайман. Пулӑшу ыйтса вӑл «Работа России» (чӑв. Раҫҫейри ӗҫ) Ҫӗрпӳри кадр центрне ҫул тытнӑ.
Надежда Алексеева карьера консультанчӗ Станиславӑн кӑмӑлне кура трактриста вӗренме сӗннӗ. Ку специальноҫа «Нива» вӗренӳ центрӗнче алла илме май килнӗ.
Иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнче Станислав ӑнӑҫлӑ вӗренсе пӗтерсе экзамен тытнӑ. «Тракторист таҫта та кирлӗ, вӑл ӗҫ йывӑр. Манӑн тантӑшсем вӑл спецаильноҫа алла илесшӗн мар. Эпӗ вара ку спецальноҫпа нихӑҫан та ӗҫсӗр юлмӑп. Ӗҫ укҫи те мана тивӗҫтерет», — тенӗ ҫамрӑк арҫын.
Куславкка районӗн прокуратури Куславкка хулинчи икӗ шкула тӗрӗсленӗ. Стандартпа тата санитари правилисемпе килӗшӳллӗн, туалетпа столовӑйӗнче кӑна мар, ятарлӑ вӗренӳ класӗсенче те вӗри шыв пулмалла. Ҫав шута 1-4-мӗш классен пӳлӗмӗсем, физика, хими, биологи пӳлӗмӗсем, лабарантски кӗреҫҫӗ. Ҫав икӗ шкулта вара ҫак йӗркесене пӑхӑнман.
Прокуратура суда икӗ тавӑҫ тӑратнӑ. Унта ведомство шкулсенчи пӳлӗмсене вӗри шывпа тивӗҫтерме ыйтнӑ.
Паян Шупашкарти «Садовый» микрорайонти ҫӗнӗ шкула ачасем вӗренме кайнӑ. Ку – пӗрремӗш кун!
Ҫынсем ачасем шкула утнине видео ӳкерсе халӑх тетелне вырнаҫтарнӑ. Хальлӗхе унта миҫемӗш классем вӗреннине каламан. Аса илтерер: микрорайонти 1650 вырӑнлӑх шкул 64-мӗш шкулӑн корпусӗ пулса тӑнӑ. Хальлӗхе шкула уҫни пирки официаллӑ информаци пулман.
Палӑртмалла: ку шкула 2020 ҫулта тума пуҫланӑ. Унтанпа темиҫе подрядчик те улшӑннӑ.
Шупашкарти «Садовый» микрорайонти шкул халӗ ачасене йышӑнса вӗренӳ ӗҫне кӳлӗнме пултарать. Нумаях пулмасть вӑл лицензи илнӗ. Кун пирки ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтерет.
Шкул хулари 64-мӗш шкулӑн вӗренӳ корпусӗ пулса тӑнӑ. Санитарипе эпидемиологи пӗтӗмлетӗвӗ те килнӗ. Ҫак кунсенче ведомство ӗҫченӗсем шкул коридорӗпе утса тухнӑ, классене, акт залне, столовӑя пӑхса ҫаврӑннӑ. «Юлашки штрихсем юлнӑ», ҫапла пӗлтернӗ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров телеграм-каналӗнче.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.