Шупашкарти «Садовый» микрорайонти шкула темиҫе ҫул ӗнтӗ хӑпартаҫҫӗ. Вӑл хӑҫан уҫӑлӗ? Срока темиҫе хутчен те куҫарнӑ. Юлашкинчен ЧР Элтеперӗ Олег Николаев шкула раштавӑн 5-мӗшӗнче уҫма шантарнӑ. Паян шӑпах ҫак кун.
Аса илтерер: икӗ эрне каялла микрорайонти шкулӑн 83 проценчӗ хатӗр пулнине пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах РФ строительство министрӗ Михаил Коледа 95 проценчӗ хатӗррине каланӑ.
Шкула 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче тума пуҫланӑ. Унта 1650 ача валли вырӑн пулмалла. Вӑл 9-мӗш шкулӑн иккӗмӗш корпусӗ пулӗ.
Сӗнтӗрвӑрринчи «Коновалово» микрорайонти К.Д.Ушинский ячӗллӗ шкула ҫӳрекенсем ҫитес эрнере килтен вӗренӗҫ. Ку карантинпа ҫыхӑнман. Виҫӗ уйӑх каялла уҫӑлнӑ ҫӗнӗ шкулта Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ тата прокуратура тӗрӗслев ирттерсен пушар хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе ҫитменлӗхсем тупса палӑртнӑ.
Ҫавна май ачасене килтен вӗрентме йышӑннӑ. Хальлӗхе - раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗччен. Шкул ертӳлӗхне, подрядчике тата проектировщике ҫитменлӗхсене кӗске вӑхӑтра пӗтерме хушнӑ.
Аса илтерер: ҫӗнӗ шкула кӑҫал авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫнӑ. Унта 375 ача валли вырӑн пур.
«НТВ» телеканалпа ӗнер, чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, чӑваш чӗлхи учителӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Сюжетра Шупашкар муниципалллӑ округӗнчи Мӑналти шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентекен Анжела Московцевӑпа паллаштарнӑ.
Унта чӑваш чӗлхине рэп урлӑ вӗренеҫҫӗ иккен. Андрей Шамин хатӗрленӗ сюжетра урок епле иртнипе паллаштарнӑ.
Маларах Анжела Московцева «Тӑван чӗлхепе тӑван литературӑн чи лайӑх учителӗ – 2023» конкурсӑн 15 лауреачӗ йышне кӗнӗ.
Шупашкарти икӗ вӗренӳ учрежденине пӗрлештерме йышӑннӑ.
«Вӗренӳ мониторингӗн тата аталанӑвӗн центрӗ» автономи учрежденине «Шкул ҫулне ҫитменнисен вӗрентӗвне аталантаракан центр» муниципалитетӑн автономи учрежденийӗпе пӗрлештерӗҫ. Кун пек йышӑнӑва хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Асӑннӑ икӗ учреждени те Эгер бульварӗнче вырнаҫнӑ. Пӗрне Ольга Захарова ертсе пынӑ, штатра — 17 ҫын. Теприн пуҫлӑхӗ – Татьяна Давыдова, штатра — 14 ҫын.
Ҫак эрне пуҫламӑшӗнче, юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ педагогика университетӗнче чӑваш чӗлхипе литератури учителӗсемпе, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗсемпе тӗлпулу иртнӗ.
Халӑх тетелӗнчи «Чӑваш чӗлхи— - чӗкеҫ чӗлхи» пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна Педагогпа наставник ҫулталӑкне халалланӑ.
Вӗрентекенсене республикӑн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Алексей Лукшин,атта ыттисем саламланӑ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев вӗрентекенсене, строительсене, юристсене тата ыттисене сумлӑ ят парасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Вӗсен йышӗнче Шупашкарти икӗ педагог та пур.
Хушупа килӗшӳллӗн Шупашкарти 1-мӗш шкулта музыка тата чӑваш чӗлхи учительне Татьяна Васильевӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ» ята панӑ. Вӑл – аслӑ категориллӗ учитель, стажӗ – 38 ҫул.
Шупашкарти 40-мӗш шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Александр Степанова та ҫак ятах панӑ.
Республикӑри тӗрлӗ район вӗрентекенӗсем Шупашкар муниципалитет тӑрӑхӗн Мӑнал шкулӗнче уҫӑ уроксенче пулнӑ.
Асӑннӑ тӑрӑхри Чӑрӑшкассинче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, Ишлей шкулӗнчи С.П. Гаврилова вӗрентекен «Манӑн тӑван ҫӗршыв» темӑпа текстпа ӗҫленӗ чухнехи вӑрттӑнлӑхсемпе паллаштарнӑ, Мӑнал шкулӗнчи А.Ю. Московцева рэп ӑсталӑхне кӑтартнӑ, Чӑрӑшкасси шкулӗнчи А.М. Николаева «Сӑвӑ тӗнчин асамлӑхӗ» темӑпа урок ирттернӗ.
«Кӗске вӑхӑт хушшинче саккӑрмӗшсем тата республикӑри чылай районти чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем сӑвӑ ҫырас теорипе паллашрӗҫ, тӗрлӗ мелпе сӑвӑсем ҫырса урока пӗтӗмлетсе вӗреннине ҫирӗплетрӗҫ», — хыпарланӑ Алина Михайловна халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн темиҫе специалисчӗ ҫак кунсенче Чулхула облаҫӗнчи Городец хулинче ӗҫлеме вӗренет.
Асӑннӑ центрта «Маленькая мама» (чӑв. Пӗчӗк амӑшӗ) пурнӑҫа кӗрет. Вӑл — ҫул ҫитмен амӑшӗсене пулӑшмалли проект.
Городецра ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи специалистсем пухӑннӑ. Вӗсене Йывӑр лару-тӑрури ачасене пулӑшмалли фонд специалисчӗсем вӗрентеҫҫӗ.
Чӑваш Енри хастарсем кӗҫӗн классенче ачасене чӑваш чӗлхи вӗрентмелли приложени хатӗрлесшӗн. Проекта ӑнӑҫлӑ хӳтӗлесен уншӑн грант илме пултарӗҫ.
Проекта Уйрӑм предметсене тарӑннӑн вӗрентекен Шупашкарти 40-мӗш шкул хатӗрленӗ.
Приложение 1-4 классенче вӗренекенсем валли тӑвасшӑн, унсӑр пуҫне вӑл чӑваш чӗлхи учителӗсем валли пулӗ.
Ачасене чӑваш чӗлхине вӗрентессипе кӑсӑклантарас тӗллевпе ҫав приложение 2024 ҫулта хатӗрлеме палӑртнӑ.
Халӗ ҫав проектшӑн obr.so сайтра сасӑлав пырать.
Шупашкарти професси колледжне реорганизацилеме палӑртнӑ. Йышӑну проектне ЧР Вӗренӳ министерстви хатӗрленӗ.
Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Канашри педагогика колледжне Шупашкарти Н.В.Никольский ячӗллӗ професси колледжӗпе пӗрлештерӗҫ. Ҫакна финанс ресурсӗсемпе тухӑҫлӑ усӑ курас, кадрсене лайӑхлатас тӗллевпе тӑваҫҫӗ.
Палӑртмалла: кӑҫал Шупашкарти професси колледжӗ педагогикӑра вӗренӳ кластерне тумашкӑн 60,5 миллион тенкӗ грант ҫӗнсе илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.