Чӑваш Енри икӗ выпускник Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсенче 200 балл пухнӑ. Вӗсем – Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри Екатерина Селезнева тата Шупашкарти 5-мӗш гимназири Илья Капранов.
16 яш-хӗр профильлӗ математикӑпа 100 балл пухнӑ. 11-мӗш класран вӗренсе тухнӑ 27 ҫамрӑк вырӑс чӗлхипе 100 балл илнӗ.
Аса илтерер: 8 ҫамрӑк литературӑпа, географипе тата химипе 100 балл пухни пирки пӗлтернӗччӗ. Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре экзаменра 100 балл пухнисем – 51 ҫамрӑк.
Чӑваш Енре шкултан вӗренсе тухнӑ 8 ҫамрӑк литературӑпа, географипе тата химипе Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче 100 балл пухнӑ.
Патӑрьелти 1-мӗш шкултан, Вӑрнарти 1-мӗш шкултан, Шупашкарти 2-мӗш лицейран тата Муркаш округӗнчи Калайкассинчи шкултан вӗренсе тухнисем хими экзаменӗнче 100 балл илнӗ. Шупашкарти 5-мӗш гимнази выпускникӗ географипе чи нумай балл пухнӑ. Ҫӗмӗрлери 1-мӗш шкул тата Шупашкарти 5-мӗш гимнази выпускникӗсем литература экзаменӗнче палӑрнӑ.
Патӑрьелти бульдозерист программист профессине алла илет.
Ҫамрӑк арҫын пӗр вӑхӑт ӗҫсӗр пурӑннӑ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен вырӑнти службӑра ӑна чуна ҫывӑх курс суйласа илме пулӑшнӑ, ҫапла вара Василий Кошкин «1С Программист» профессине кӑмӑлланӑ.
Василий чылай ҫул Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче ӗҫленӗ, анчах кайран тӑван тӑрӑхра тӗпленме тӗв тунӑ.
«Хальхи вӑхӑтра программӑлас ӗҫӗн никӗсне ӑша хыватӑп, даннӑйсен базипе ӗҫлетӗп. IT- специальноҫа ҫывӑх вӑхӑтра ӗҫре усӑ курма пуҫлӑп», – хавхаланать Василий.
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вырӑс чӗлхипе ППЭ пулнӑ чухне Елчӗкре хӑйне евӗр лару-тӑру сиксе тухнӑ. Кун пекки унччен Воронеж облаҫӗнче те пулнӑ.
Елчӗкри вӑтам шкулта 18 ҫул тултарман хӗрсен экзамена кӗрес умӗн хывӑнма тивнӗ-мӗн. Вӗсем аялти кӗпе таранах хывнӑ имӗш. Ку йӑлтах – экзамена кӗрес тесе. Ҫапла ытлашши япала йӑтса кӗресрен тӗрӗсленӗ.
Кун хыҫҫӑн ачасен ашшӗ-амӑшӗ, 3 ҫын, прокуратурӑна заявлени ҫырнӑ. Анчах шар курнисен йышӗ ытларах та пулма пултарать теҫҫӗ.
Заявленире палӑртнӑ тӑрӑх, Рособрнадзор ӗҫченӗ ачасене ремень хывма, кӗпесене ҫӗклеме ыйтнӑ, туалетра 30 ҫеккунтран ытларах пулма ирӗк паман.
Африкӑри чиркӳ ҫыннисем Чӑваш Ене килсе ҫитнӗ. Курма мар, вӗренме.
Камерунтан, Кот-д’Ивуартан, Тӗп Африка Республикинчен, Габонтан, Бенинтан тата Буркина-Фасоран ултӑ пачӑшкӑ килнӗ. Вӗсем арҫынсен Ҫветтуй Троицкий мӑнастирӗнче пулӗҫ. Клириксем – Ҫурҫӗр Африка епархийӗнчен. Вӑл Вырӑс православи чиркӗвӗ Африкӑра уҫнӑ икӗ епархирен пӗри.
Африкӑри чиркӳ ҫыннисене Василий атте вӗрентӗ. Аякран килнӗскерсемпе вӑл хрантсусла калаҫӗ. Василий пачӑшкӑ темиҫе ҫул каялла Чӑваш Ене Францирен килнӗ. Малтан вӑл Улатӑрта ӗҫленӗ, халӗ – Шупашкарта. Пирӗн тӑрӑха килсен вӑл вырӑсла вӗреннӗ.
Кӑҫал Вӑрнарти 1-мӗш шкул ҫумӗнче хушма ҫурт тума тытӑнӗҫ. Унта тепӗр 400 ача валли вырӑн пулӗ.
Хальхи вӑхӑтра ку шкулта 863 ача вӗренет. Пӗлӳ ҫуртне 1920 ҫулта хута янӑ. Ӑна пысӑклатасси пирки 2021 ҫултах калаҫу пулнӑ. Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Олег Николаев кӑҫал утӑ уйӑхӗнче хушма ҫурт тума тытӑнасси пирки пӗлтернӗ. Ку ӗҫе 2025 ҫулта вӗҫлемелле.
Сӑмах май, ҫак шкула 2020 ҫулта тӗплӗ юсама тытӑнӑ. Анчах авӑнӑн 1-мӗшӗччен ӗлкӗреймен. Ҫавна май район администрацийӗн пуҫлӑхне отставкӑна янӑ. Элтепер хушша-хуппа кӗрсен шкула юпа уйӑхӗн валли уҫнӑ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультечӗн 1-мӗш курс студенчӗсем хӗрӗсем «Ӑслӑ сад» шутласа кӑларнӑ. Хӑш чухне ӳсен-тӑрана пӗрехтермелле тата системӑна шыв ямалла ҫеҫ - ҫапла ӗҫлет вӑл. Унта тӑпра ҫук. Ку ӳсен-тӑрана микроэлементсене ҫӑмӑлрах йышӑнма май парать-мӗн. Пахчара вара чылай микроэлемента тӑпра ҫӑтать.
Хӗрсем ҫак мелпе ӳстернӗ ҫимӗҫсене маркетплейссенче сутаҫҫӗ. Халӗ студенткӑсем ҫӗршыври Топ-100 стартапсен рейтингне хутшӑнма хатӗрленеҫҫӗ.
Паян ЧР прокурорӗ Эдуард Гиматов Ҫӗрпӳ округӗнчи Чурачӑкра ҫӗкленекен ҫӗнӗ шкула ҫитсе курнӑ. Ӑна икӗ уйӑхран, утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, хута ямалла. Апла авӑнӑн 1-мӗшӗнче ачасем ҫӗнӗ шкулта парта хушшине ларӗҫ. Шкул хальлӗхе 75 процент хатӗр.
Ҫӗнӗ пӗлӳ ҫуртӗнче 375 ача валли вырӑн пулӗ. Строительство валли 339,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Унтан тепӗр - 93 миллион тенкӗ.
Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, шкул строительстви графикран юлса пымасть.
Республикӑра «Ҫулталӑкри вӗрентекене» палӑртнӑ. Кӑҫал ку ята Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейра историпе обществознани предмечӗсене вӗрентекен Артем Максимвов тивӗҫнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене ӗнер, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче чысланӑ. Вӗрентекенсене 11 номинацире палӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлӗ.
Артем Максимов – 32 ҫулта. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназирен вӗренсе тухнӑ, унтан И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн истори факультетне пӗтернӗ. Вӑл вӗренӳ тытӑмӗнче 10 ҫул ӗҫлет.
Чӑваш Енри пике Атӑлҫи федераци округӗнче чи лайӑх вожатӑй ятне илнӗ. Вӑл - Анастасия Федотова.
Атӑлҫи федераци округӗнчи педагогика отрячӗсен боецӗсен хушшинче иртнӗ конкурс Саранск хулинче пулнӑ.
Конкурсӑн виҫӗ тапхӑрӗ витӗр тухса Анастасия Федотова пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Маттур!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.