Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: концертсем

Персона Анатолий Печников
Анатолий Печников

Паян сцена ҫине такам та тухать. Хӑшӗсем сӑввине те хӑйсемех ҫыраҫҫӗ, ҫеммине те хываҫҫӗ, юррине те шӑрантараҫҫӗ. Калӑн — тӗлӗнсе каймалла пултарулӑх! Анчах ҫав «шедеврсенчен» хӑшӗсене итлеме тӑрсан хырӑм тытса ахӑлтататасси кӑна юлать. «Эп сана юрататӑп, эс мана юратмастӑн» йышши сӑмахсемлӗ, ансат кӗвӗллӗ юрӑсене радио-телекуравпа та янӑратаҫҫӗ-ха. Анчах, телее, чуна тивекен тарӑн шухӑшлӑ, ҫепӗҫ кӗвӗллӗ юрӑсем те пур-ха. Вӗсенчен хӑшӗсем халӑхра анлӑ сарӑлнӑ пулин те хӑш чух ҫавсен авторӗсем кам иккенне те пӗлместпӗр.

Акӑ, аса илер-ха Виталий Гордеев хӑй вӑхӑтӗнче шӑрантарнӑ «Ӗмӗр пулӑпӑр пӗрле» юрра. Е тата Иван Христофоров репертуарӗнчи «Икӗ ҫӑлтӑра». Ҫак тата ытти юрӑн авторӗ — Шупашкар районӗнчи Иккассинчи шкулта 30 ҫула яхӑн музыка учителӗнче ӗҫленӗ Анатолий Печников. Анатолий Александрович патӗнче вӗреннӗ ачасем те, тен, хӑйсене епле пултаруллӑ ҫын вӗрентнине пурте пӗлмен-тӗр.

Хӑй вӑл Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туктамӑш__ ялӗнче шӑп та лӑп 60 ҫул каялла ҫуралнӑ. Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ пединститутӑн (ун чух ҫав аслӑ шкула хальхи пек университет темен) музыкӑпа педагогика факультетӗнче пӗлӳ илнӗ.

Малалла...

 

Культура

Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче черетлӗ 46-мӗш концерт сезонне хупать. Ҫав каҫ куракансене ҫӗршыври паллӑ музыкантсемпе тата ҫӗнӗ музыка хайлавӗсемпе курнӑҫу кӗтӗ.

Концерта Н.А. Римский-Корсаковӑн «Светлый праздник» увертюрипе уҫӑлӗ. Православи юррисенчен тӑракан хайлавсем хыҫҫӑн симфони капеллин хорӗн тата муниципалитетӑн «Классика» юрӑ капеллин концерчӗ малалла тӑсӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреачӗ Наталья Яклашкина ертсе пынипе вӗсем С.В. Рахманиновӑн тата А. Николаев-Струмскин хайлавӗсене янӑратӗҫ.

Ҫӗршыври паллӑ сцена ӑстисем те концерта хутшӑнмалла. Акӑ, Раҫҫей тата Тутарстан халӑх артисчӗ Рубин Абдуллин органпа, Раҫҫей халӑх артисчӗ Михаил Гантварг (вӑл Питӗрти Н.А. Римский-Корсаков ячӗллӗ консерваторие ертсе пырать) сӗрме купӑспа (скрипкӑпа) калӗ. Шупашкарта вӑл финн композиторӗн Я. Сибелиусӑн оркестрпа сӗрме купӑс валли ҫырнӑ концертне янӑратӗ.

 

Афиша

Акан 18-мӗшӗнче (ку кун эрнекуна лекет) Шупашкарти Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Тӑвай ентешлӗхӗн кунӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра. Тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ.

Программӑра: Тӑвай районӗнчен тухнӑ паллӑ юрӑҫсен концерчӗ, Тӑвай райповӗ туса кӑларакан апат-ҫимӗҫӗн суту-куравӗ, алӗҫ ӑҫтисен куравӗ.

Тӑвайсем пурне те уява йыхравлаҫҫӗ!

 

Афиша

Шӑматкун, акан 12-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗ пурне те «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль-конкурса пырса курма чӗнет! Вӑл Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче кӑҫалхипе вунпиллӗкмӗш хут иртӗ.

Кӑнтӑрла 11 сехетре малтан пӗтӗмлетӳ конкурсӗ пулать, каҫхине вара, 18:00 сехетре — гала-концерт! Билечӗсене ЧНК-ра туянма май пур. Ҫавӑн пекех филармонире тата «Детский мир» (чӑв. Ача-пӑча тӗнчи) суту-илӳ ҫуртенче туянма пулать. Конкурс тапхӑрӗнчине итлеме 100 тенкӗ кирлӗ пулӗ, каҫхи гала-концерта кӗме — 200 тенкӗ.

Уяв каҫне конкурсантсемпе пӗрле Вячеслав Христофоров, Валентина Кузнецова, Елена Османова, Алексей Шадриков, Алексей Московский, Валерий Клементьев, Алина Федорова, Андрей Кузнецов, Светлана Печникова, Денис Пугач тата ыттисем хутшӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/86.html
 

Афиша Дмитрий Семкин (варринче)
Дмитрий Семкин (варринче)

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн вырӑсла юрӑҫи Дмитрий Семкин чӑваш чӗлхиллӗ программа хатӗрленӗ. «Упрар юрӑ-кӗвӗ пуянлӑхне» концерт ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулӗ. Унта чӑваш композиторӗсен тенор валли хатӗрленӗ хайлавӗсем янӑрӗҫ.

«Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, программӑна хатӗрленӗ чухне Дмитрий Семкинӑн хӑйӗн чӑвашла калаҫӑвне якатма тивнӗ. Артист каланӑ тӑрӑх, вӑл вырӑсларан чӑвашла май килне таран хӑйех куҫарать. Унӑн шухӑшӗпе чи кирли — пахалӑхлӑ калаҫу. Паллах, сӑвӑсенчи шухӑш та пӗлтерӗшлӗ.

Концертра Александр Васильвӑн, Анисим Асламасӑн, Геннадий Хирбюн тата ытти композиторӑн хайлавӗсем шӑранӗҫ.

Дмитрий Семкин — ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче 2002 ҫултанпа ӗҫлет. Унӑн репертуарӗнче вырӑс тата ют ҫӗршыв классикӗсен 200 ытла хайлавӗ, романссем, эстрада юррисем, вырӑс халӑх юррисем…

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1794.html
 

Вӗренӳ Солтан Шиганов — халӑх инструменчӗсемпе вылякан ӑста
Солтан Шиганов — халӑх инструменчӗсемпе вылякан ӑста

Шӑмӑршӑ районӗнчи Пӑчӑрлӑ Пашьел вӑтам шкулӗнче нумаях пулмасть тӑватӑ халӑх ҫыннисен юрри-кӗвви янӑранӑ. Ачасем патне Хусан хӑни килсе ҫитнӗ. Вӑл — педагог тата халӑх музыка инструменчӗсемпе вылякан Солтан Шиганов.

Хусан ҫынни ачасен умӗнче «Халӑх кӗвви-ҫемми халӑхсен шӑпине кӑтартни» темӑпа лекци ирттернӗ. Калаҫу тӗллевне Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен культурине тата лирикине чӗртсе тӑратассипе, аталантарассипе тата упраса хӑварассипе ҫыхӑнтараҫҫӗ.

Ачасем нукай курайӗ, тальянка епле янӑранине хаваслансах итленӗ-мӗн. Тӑватӑ тӳмеллӗ пӗчӗк купӑспа, сӑрнайпа, икӗ шӑтӑклӑ йывӑҫ курайпа тата ытти тӗрлӗ инструментпа та ачасем кӑмӑлтан паллашнӑ.

Тӗлпулура чӑваш, вырӑс, тутар тата ҫармӑс юррисем, ташӑ ҫеммисем янӑранӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Куславкка районӗнчи Кунер ялӗн ҫыннисемшӗн кану кунӗ чӑн-чӑн уява ҫаврӑннӑ. Кунти информаципе культура центрне Тутар Республикинчи Чуллӑ Ҫырти «Чӗкеҫ» халӑх ансамблӗ ҫитнӗ. Лӑк тулли зал хӑнасене хавас пулнӑ.

Хаклӑ хӑнасене Кунер ял тӑрахӗн пуҫлӑхӗ В.В.Юсов, «Семенов» хресчен-фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Н.Семенов, информаципе культура центрӗн директорӗ Б.Я.Федоров ӑшӑ сӑмахсемпе кӗтсе илнӗ.

Концерта 25 ҫын хутшӑннӑ. «Чӗкеҫ» чӑваш халӑх ансамблӗн пултарулӑхӗ Кунер ҫыннисене тыткӑнланӑ. Концерт 2 сехете яхӑн тӑсӑлнӑ. Кунер ял тӑрӑхӗнчи «Настроение» (чӑв. Кӑмӑл) инструмент ушкӑнӗ Ҫырчаллӑ артисчӗсемпе танах пулнӑ. Вӗсем те сцена ҫине тухнӑ: концерта вӗҫленӗ. Чӑваш юрри янӑрасан артистсем зала тухса куракансемпе ташланӑ.

Концерт вӗҫленсен ансамбль ертӳҫи Елена Кандюкова Кунер ял тӑрӑхӗн халӑхне ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илнӗшӗн тав тунӑ, малашне те тӗл пулма шантарнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Пушӑн 27-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче, Канаш районӗнче терлӗ мероприяти иртнӗ. Ачча ял тӑрӑхӗнче халӑх пултарулӑхӗн «Иксӗлми Канаш ен ҫӑлкуҫӗсем» район фестивалӗпе килӗшӳллӗн черетлӗ курав пулнӑ.

Аччари тата Пайкилтри ушкӑнсем концерт кӑтартнӑ. Сцена ҫинче ӳнер пултарулӑхӗн мӗн пур жанрӗ пулнӑ.

Пайкилт ял тӑрӑхӗнчи Николайпа Марина Семеновсем «Юрату утравӗ» юрра шӑрантарнӑ. «Хӗлхем» вокал ансамблӗ «Край родной», «Пурнӑҫ урапи» юрӑсене, Ирина Чернова «Сарӑ кайӑк» юрра юрланӑ. Ачча ял тӑрӑхӗнчи «Шевле» фольклор ансамблӗ путарулӑхӗпе кашнинчех тӗлӗнтерет. Хальхинче те вӑл куракансене тыткӑнланӑ: халӑх юррисем шӑрантарнӑ, тӑван тӑрӑхӗнчи йӑлапа паллаштарнӑ. Ачча шкулӗнчи 3-мӗш класра вӗренекен Ангелина Лаврентьева «Авас терӗм» юрӑпа сцена ҫине тухнӑ. Валерий Корытников «Вӑрман кӳллинче» шӑрантарнӑ.

Сӑнсем (5)

 

Кӳршӗре

Эрнекун, пушӑн 21-мӗшӗнче, Хусанта тухса тӑракан Тутарстан чӑвашӗсен «Сувар» хаҫӑчӗ 20 ҫул тултарнине паллӑ турӗ.

Чи малтанах «Чӑвашла тухакан пичет МИХӗсен аталану йывӑрлӑхӗсем» ятлӑ ҫавра сӗтел тата Тутарстанри хуҫатҫӑсем валли ятарлӑ семинар иртрӗ. Хаҫатҫӑсене семинар вулама Шупашкартан ЧПУ преподавателӗсем килнӗччӗ.

Ҫавра сӗтеле Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи чӑвашла тухакан МИХсен тӗп редакторӗсем хутшӑнчӗҫ: «Урал сассинчен» — Юрий Михайлов, «Сувар» хаҫатран — Константин Малышев, «Хыпар» издательство ҫуртӗнчен — Михаил Арланов, Чӗмпӗрти «Канаш» хаҫатӗнчен — Николай Ларионов, «Асамат & Шевле» издательствӑран — Владислав Николаев, Чӑваш халӑх сайтӗнчен — Николай (Аҫтахар) Плотников тата ытти хӑш-пӗр хӑнасем. Вӗсем халӑх тӗтелӗсене (выр. социальные сети) ытларах тухмалли пирки; чӑвашла тухакан хаҫатсем валли реклама таврашне епле пухмаллине; чӑвашла хаҫатсем валли пӗрлешӳллӗ материал кӑларас ыйтӑва тата ыттине сӳтсе яврӗҫ.

«Сувар» хаҫатра ӗҫленӗ тата хальхи вӑхӑтра тӑрӑшакансене парнесемпе чысланӑ тата ыр сӑмахсемпе аса илнӗ хыҫҫӑн тӗрлӗ тӑрӑхран килнӗ хӑнасем Хусанти Ар масарне ҫул тытрӗҫ, Николай Василевич Никольскийӗн вил тӑпри ҫине чечексем хучӗҫ.

Малалла...

 

Афиша Анатолийпе Надежда Никитинсем
Анатолийпе Надежда Никитинсем

Пушӑн 20-мӗшӗнче Анатолийпе Надежда Никитинсем «Салют» культура керменӗнче «Эпӗ телейлӗ санпа юнашар» ятлӑ ҫӗнӗ диск тухнӑ ятпа питӗ пысӑк шоу-концерт ирттереҫҫӗ — пурне те пырса курма йыхравлаҫҫӗ!

Концерт 18 сехет ҫурӑра пуҫланӗ. «Янташ» ушкӑнсӑр пуҫне унта ытти чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем те хутшӑнӗҫ.

«Салют» Культура керменӗ Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ микророайонта Энтузиастсен урамӗ, 36 ҫурт адреспа вырнаҫнӑ. Унта 19, 20 троллейбуссемпе, 2, 8, 22 автобуссемпе, 37,45, 46, 47, 49, 56, 60, 62, 325, 334 маршрутлӑ автобуссемпе ҫитме пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://yandash.ru/a/news/
 

Страницӑсем: 1 ... 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, [42], 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи