Ҫӗнӗ Ҫул умӗн, раштавӑн 19-мӗшӗнче, Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Анатолий Никитин ертсе пыракан «Янташ» ушкӑнӑн пысӑк концерчӗ пулӗ. Ӑна «Янташ» ушкӑн 20 ҫул тултарнӑ ятпа ирттереҫҫӗ. Концертра Анатолий Никитин кӗвӗленӗ юрӑсем шӑранӗҫ.
Пуҫламӑшӗ 18:30! Хӑвсамӑр килӗр, юлташӑрсене чӗнӗр!
Раштавӑн 19-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармони залӗнче «Ай юрлар-и» курмаюрӑсен хӑтлавӗ иртет. Кунашкал хӑтлав пӗрремӗш хут Шупашкарта чӳкӗн 15-мӗшӗнче иртнӗччӗ. «САЛАМ» студи «Тӑвансемӗр пӗрле чухне, ай, юрлар-и юррине» ятпа 100 чӑваш халӑх юррине ӳкерме палӑртнӑ. Ҫитес хӑтлавра паллӑ чӑваш юрӑҫисем хӑйсен 25 курмаюррипе паллаштарӗҫ. Ҫавӑнпа пӗрлех концертра иккӗмӗш диска кӗрекен юрӑсем те янӑрӗҫ.
Юпан 19-мӗшӗнче ҫамрӑк «Янташ» ушкӑн Пушкӑртстанран таврӑнчӗ. Вӗсем Ӗпхӳ, Стерлӗ, Пелепей хулисенче концертсем лартрӗҫ. Ҫавӑн пекех Авӑркас районӗн центрӗнче те — Толбазӑра — хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. «Янташ» ушкӑн концертчӗ Кожай-Семеновка ялӗнче те пулчӗ — инҫетри Чӑваш Енрен килнӗ хӑнасемшӗн кунти халӑх питӗ савӑк юлчӗ.
Ҫитес вӑхӑтра вара янташсем Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче концертсем кӑтартӗҫ:
- ыран, юпан 24-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура керменӗнче;
- юпан 25-мӗшӗнче Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче;
- юпан 26-мӗшӗнче тепӗр концерт «Салют» культура керменӗнчех пулӗ (малтанхи куна лекейменсем валли).
Концертсене «Янташ» ушкӑна йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине халалласа иртереҫҫӗ. Билетсене культура керменӗсен кассисенче туянма пулать.
Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче «Савӑнатӑп эс пуртан» альбом тунхӑ ятпа Тактор тӑвакансен Культура керменӗнче Анатолий Никитин композитор хӑй кӗвӗленӗ юрӑсенчен йӗркеленӗ концерт ирттерет, пурне те пырса курма сӗнет! Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра.
Концерта «Янташ» ушкӑн тата ытти паллӑ юрӑҫсемпе артистсем хутшӑнаҫҫӗ. Билетсене культура керменӗн кассинче туянма пулать (тел. 51-25-20).
Тактор тӑвакансен КК адресӗ: Шупашкар, Эгер бульварӗ, 36 ҫурт.
«Хусан чӑвашӗсем» кӑҫал Чӑваш Ене темиҫе пысӑк концертпа савӑнтарма шутлать. Шупашкарта, Канашра тата Елчӗкре сире ҫӗнӗ юрӑсем кӗтеҫҫӗ!
Концертсем ҫак кунсенче иртӗҫ:
• Шупашкар (Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче) — пушӑн 29-мӗшӗнче (кӗҫнерникун!).
• Канаш (Вакунюсакан савутӑн КК) — акан 5-мӗшӗнче (кӗҫнерникун!).
• Елчӗк (Елчӗкри КК) — акан 6-мӗшӗнче (эрнекун!)
Пур концертсем те 18 сехет ҫурӑра пуҫланӗҫ. Хӑвӑр пырӑр, юлташӑрсене чӗнӗр!
Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче пӗтӗм Раҫҫей Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунне паллӑ тӑвать. Ҫак пысӑк уява кашни хӑйне май кӗтсе илет. Пӗрисем тин ҫеҫ хӗсметре пулнӑ яшсемпе тӗлпулусем ирттереҫҫӗ, теприсем вӑрҫӑ ветеранӗсене хӑнана йыхравлаҫҫӗ, хӗсметере пӗрле пулнисем пӗр-пӗрне саламлаҫҫӗ, пӗрле пуҫтарӑнса иртнӗ кунсене аса илеҫҫӗ.
Хырхӗрри тӗп шкулӗнче уяв ячӗпе савӑнӑҫлӑ концерт пулса иртрӗ. Ӑна шкул ачисем вӗрентекенсем ертсе пынипе хатӗрленӗ. Шкулта хӑйне май йӑлана кӗнӗ: ҫулталӑкри кашни уява черетлӗн пӗр класс хатӗрлесе ертсе пырать. Хальхинче ҫак хисепе саккӑрмӗшсем тивӗҫрӗҫ. Вӗсем Н.К. Иванова класс ертӳҫипе килӗшсе сӑвӑсем хатӗрлерӗҫ, уяв сценарине сӳтсе яврӗҫ. Палӑртнӑ кун уроксем иртсенех пӗрремӗш-тӑххӑрмӗш классенче вӗренекенсем тата вӗрентекенсем савӑк кӑмӑлпа истори кабинетне пуҫтарӑнчӗҫ. Уява уҫса салтак тумне тӑхӑнна саккӑрмӗш класс ачисем тухса тӑчӗҫ. Ҫар тумтирӗ вӗсене ҫӳллӗрех те, кӗрнеклӗрех те кӑтартрӗ. Салам сӑмахӗсем хыҫҫӑн хӑйсен пултарулӑхӗпе кӗҫӗн классенче вӗренекенсем паллаштарчӗҫ. Ҫиҫсе тӑракан куҫсемпе вӗсем авалхи тата хальхи салтак юррисене шӑрантарчӗҫ, ҫав хушӑрах вӗсене инсценировкӑсемпе илемлетрӗҫ.
Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче пӗтӗм халӑх тӑван ҫӗршывӑн шанчӑклӑ хуралҫисене чыслать. Ҫак пысӑк уяв умӗн Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт шкулӗнче вӗренекенсемпе вӗсене ӑс хывакансем нумай ӗҫ палӑртнӑ. Вӗсенчен пӗри — Мингалев Александр Егорович спецназ ветеранӗпе тӗлпулу йӗркелени.
Вӑл хӑй ҫырнӑ юрӑсемпе Чечен вӑрҫин тискерлӗхне, паянхи ҫӗршыв хуралӗнче тӑракан паттӑр салтаксен сӑнарне шкул ачисемпе учительсем патне ҫитерчӗ.
Пирӗн ҫӗршывӑн паттӑр салтакӗсем ҫын ҫӳремен шурлӑхра, кайӑк ларман ту хысакӗнче, кашкӑр кӗмен вӑрман чӑтлӑхӗнче — тӑван ҫӗршывӑн кашни утӑмӗнче тискер тӑшмана ҫунтарнӑ. Этемлӗх нумай вӑрҫӑра ҫӗнтернӗ. Анчах вӑрҫӑ хӑйне яланлӑхах тӗп тумасӑр та ҫӗршыв салтак ӳстерме пӑрахмӗ. Усал вӑя хирӗҫ аслӑ вӑй кирлӗ. Сывӑ, маттур, шанчӑклӑ пулма пилленӗ ҫамрӑксӗне аслӑ ӑру. Ҫак пил яланах пирӗн асра.
Александр Егорович шкулсенче хӑюлӑх, хастарлӑх, паттӑрлӑх урокӗ ирттерни паянхи ҫамрӑк ӑрушӑн питӗ кирлӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче юн тӑкнисене, Чечен Республикинче, Афганистанра пулнӑ интернационалист-салтаксене, паянхи ҫӗршыв хуралӗнче тӑракансене пуҫ тайса ҫапла калатпӑр: «Паттӑрсен ӗҫне-хӗлне нихҫан та манмӑпӑр, ӑна хамӑр хастарлӑхпа пуянлатса пырӑпӑр!
Сире пӗлтерсе ӗнтӗ — Григорий Вакку юрӑҫ эстрада ӗҫне пӑрахать. Халӗ вӑл Раҫҫей хулисем тӑрӑх юлашки концертсемпе ҫӳрет.
Ҫитес концерт нарӑсӑн 17-мӗшӗнче Тутарстанри Анат Кама хулинче иртмелле. Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра.
Чулман Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ хулана Григорий пӗччен килмӗ, унта ытти чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем те пулӗҫ. Вӗсен юррипе хавасланас кӑмӑл пулсан хӑвӑр та килӗр, тӑванӑрсемпе юлташӑрсене те чӗнме ан манӑр!
Григорий Вакку концерчӗ Сайдашев ячӗллӗ музыка колледжӗн концерт залӗнче иртӗ. Унӑн адресӗ: Ламаев скверӗ, 12 ҫурт. Ыйтса пӗлмелли, билет туянмалли номерсем: 8-917-2254777; 8-927-4236426 тата 36-05-68 (вахта, касса).
Григорий Вакку эстрадӑпа сывпуллашать. Пултарулӑх ӗҫне вӗҫлекен концертсен ярӑмне вӑл Мускавра пуҫлать, кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче кашнине «Хӗрӗхрен иртсен пӗлетӗр-и мӗн?» программӑпа паллашма «Х.О.» кафене йыхравлать. Пуҫламӑшӗ 18 сехетре, савӑнӑҫлӑ уяв ҫӗрлеччен, 24 сехетччен, пырӗ, мӗн ирччен тӑсӑлӗ. Концерта ерсе пыраканӗ те хӑйех — Григорий Вакку. Билет хакӗ те пысӑк мар — 300 тенкӗ кӑна. Юлташсем, раштав сиввинче атьӑр кулӑпа та юрӑпа ӑшӑнар — Григорий Вакку концертӗнче савӑнар!
«Х.О.» кафе кунта вырнаҫнӑ: Мускав, Свиблово метро, Русанов пр., 25.
Опера арийӗсем, Бродвей тата Голливуд кӗввисем, халӑх юррисем… Пӗр каҫлӑха Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ юрӑ-кӗвӗ тӗнчине путрӗ. Кунта виҫӗ тенор гала-концерчӗ иртрӗ. Сцена ҫинче Давид Гвинианидзе, Георг Эннарис тата Алехандро Олмедо юрларӗҫ. Вӗсем Шупашкара пӗрремӗш хут килнӗ. Пурне те килӗшекен опера арийӗсене, неополитансен юррисене, Бродвейпа Голливуд кӗввисемпе Латинла Америка юррисене, тӗрлӗ халӑхсен кӗввисене шӑрантарчӗҫ. Ҫак концертӑн премьери Мускавра, Пӗтӗм тӗнчери музыка ҫуртӗнче пулнӑ, ун хыҫҫӑн Европа тата Америка ҫӗршывӗсенче хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Давид Гвинианидзе «Тӗнче ӑстисем» (выр. «Таланты мира») фондӑн президенчӗ, маларах вӑл Мускаври Ҫӗнӗ Опера театрӗнче тата «Геликон-Опера» солисчӗ пулнӑ. Ҫак фонда вӑл 9 ҫул каялла пуҫарнӑ, халӗ организаци пӗтӗм тӗнчери чи пултаруллӑ 200 ытла вокалистпа музыканта пӗрлештерсе тӑрать. Алехандро Олмедо Плосидо Доминго паллӑ тенор патӗнче юрлама вӗреннӗ. Нью-Йоркри «Метрополитен-оперӑн» ертсе пыракан юрӑҫи пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.