Акан 23-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Янташӑн» черетлӗ концерчӗ иртет — вӗсен ҫӗнӗ программине курма кӑмӑллакансене пурне те унта чӗнетпӗр! Ҫӑвӑн пекех сире савӑнтарма чӑваш эстрадин ытти ҫӑлтӑрӗсем те хутшӑнӗҫ. Концерт 18 сехет те 30 минутра пуҫланать.
Билетсене ҫак телефонпа туянма пулать: 8-919-650-42-93 (Леонида ыйтмалла).
«Янташ» — чӑваш эстрада ушкӑнӗ. Ӑна Анатолий Никитин 1992 ҫулта йӗркелесе янӑ. Кунта чылай юрӑҫ пӗрремӗш утӑмсем тунӑ: Елена Османова, Маргарита Туринге, Галина Скворцова, Елена Кузьмина, Григорий Вакку тата ыттисем те.
Пушӑн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗн курав залӗнче «Ҫеҫпӗл» ансабль концерта чӗнет. Ӑна юрӑҫсен ушкӑнне йӗркеленӗренпе 40 ҫул ҫитнине халалланӑ.
«Ҫеҫпӗл» — професиллӗ юрӑҫсене пуҫтарса йӗркеленӗ Чӑваш Енри пӗрремӗш юрӑ-ташӑ ушкӑнӗ. Ансамбль чылай тӑрӑха ҫитсе курнӑ — СССР шутне кӗнӗ республикӑсене, Чӑваш Ен тулашӗнчи хуласене. Чӑваш Енре те ушкӑн час-часах хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарать.
1994 ҫултанпа ушкӑна Чӑваш Ен халӑх артистки Ирина Резникова ертсе пырать. Ансабльте мӗн йӗркеленӗренпе ӗҫлекенсем те пур: Олег Крюков сасӑ режиссёрӗ, Владимир Тимаев гитарист. Куракансене уйрӑмах Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсен, Александр Галкинпа Маргарита Туринген сассисем килӗшеҫҫӗ. Ушкӑнри кӗвӗ вӗрентекенӗ Раҫҫейри композиторсен союзӗн пайташӗ, Чаваш Енӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Андрей Галкин.
Чӑваша Чӑваш пулма тата Чӑваш пулнӑшӑн пӗр пайтасӑр пулӑшакан кунта та сахал, инҫетри Турци ҫӗр-шывӗнче пурӑннӑ Кемаль Чапрас тӑванӑмӑрӑн вара чун ӑшши тӑван турккӑ халӑхӗшӗн те, хурӑнташ ытти тӗрӗк халӑхӗсемшӗн те ҫитетчӗ.
Ҫав шутра чӑвашсем валли те.
Вӑл йыхравланипех Ҫӗньял пултарулӑх ҫуртӗн артисчӗсем Турцири фестивальсене темиҫе те хутшӑнчӗҫ, лауреатсем пулса таврӑнчӗҫ, чӑваш юрри-кӗввине телеэфир урлӑ та пӗтӗм тӗнчене янраттарчӗҫ.
Чӑваш ҫамрӑкӗсем те Кемаль Чапрас пулӑшнипех хурӑнташ патшалӑхсенчи университетсенче тӳлевсӗр вӗренеҫҫӗ.
Журналист пулнӑ май, вӑл хӑй те Чӑваш Ене темиҫе те ҫитсе курнӑ, чӑвашсем ҫинчен нумай статья ҫырса кӑларнӑ.
Ҫавӑнпах Ҫӗньял Пултарулӑх Ҫуртӗнче 2008 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче Асӑну концерчӗ иртет. Вӑл 18:00 сехетре пуҫланать.
Аслӑ Концерт
1. „Ахрӑм” ансамбль (ертӳҫи Николай Алексеев)
2. „Ҫӗньял” фольклор ансамблӗ (ертӳҫи Земфира Яковлева)
3. „Ҫӑлкуҫ” ташӑ ансамблӗ (ертӳҫи Андрей Патри)
4.
Паян, чӳкӗн 19-мӗшӗнче, (ку хыпара пичетленӗ хушӑна концерчӗ пырать те ӗнтӗ) Ҫӗнӗ Лапсарти «Акаци» КК-нче ун ҫумӗнче ӗҫлекен «Укӑлча» фольклор ушкӑнне йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине халалласа концерт иртрӗ.
Пирӗн пӗрлӗх ушкӑна 20 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлать, малашне те юрӑ-ташӑпа савӑнтарма, ӑнӑҫу, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунать!
Кӗскен: ушкӑна 1988 ҫулта Сакмаров И.А. йӗркеленӗ, 1995 ҫултанпа ертӳҫи — Щетина А.А. (Сукмаровӑн вӗренекенӗ). 2000 ҫулта ушкӑна халӑх ятне панӑ. Ушкӑн тӗрлӗ ятсене ҫӗнсе илнӗ, тӗрлӗ тӑрӑха ҫитсе курнӑ. Тутарстанпа Мари Эле, Чулхула, Оренбург, Киров тата ытти Чӑваш Ен тулашӗнче вырнаҫнӑ хуласене ҫитсе пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Кашни ҫул «Раҫҫей ҫалкуҫӗсем» фестивале хутшӑнать.
Раштавӑн 4-мӗшӗнче «Янташ» эстрада ушкӑнӗ пурне те Трактор тӑвакан культура керменне йыхравлать — унта вӑл хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартӗ! Концертра «Янташ» ушкӑнӗн ҫӗнӗ юррисем, шӳтсем пулӗҫ. «Янташсӑр» пуҫне концерта ытти чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем те хутшӑнӗҫ!
Билетсене ҫак телефонпа туянма пулать: 8-919-650-42-93. Вӗсене ҫавӑн пекех хулари кассӑсенче те тупма пулать.
Юлташсем, авӑнӑн 30-мӗшӗнче «Янташ» эстрада ушкӑн сире Трактор тӑвакансен культура керменӗнче иртекен савӑнӑҫлӑ концерта йыхравлать!
Билетсене кассӑра тата ҫак телефонпа туянма пултаратӑр: 8-919-650-42-93.
Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 18-00 сехетре ЧР искусствисен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Анатолий Никитин композитор юбилей каҫне йыхравлать.
Концерт Чӑваш патшалӑх филормони залӗнче иртӗ. Унта паллӑ чӑваш артисчӗсем хутшнӗҫ, «Янташ» ушкӑн ҫӗнӗ юрӑсемпе паллаштарӗ.
Билетсене ҫак телефонпа туянма пулать: 8-919-650-42-93.
Пурне те хаваспах чӗнетпӗр!!!
Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ чӑннипех те мероприятисемпе пуян. МАларах пӗлтерсе ӗнтӗ сире, ку кун Чӑваш филармонийӗнче Хусан чӑвашӗсем хӑйсен концертне кӑтартӗҫ. Тепӗр хут асаилтерер — концерт 18 сехет ҫурӑра пуҫланать.
Ҫавӑн пекех ҫак кун Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Нарспи» поэмӑна пӑхмасӑр калакансен конкурсӗ иртет. Мероприяти пуҫламӑшӗ — 10 сехетре. Конкурса Праски Витти ертсе пырӗ.
Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче студҫуркунне иртӗ. Сӑмахй май вӑл унта ака уйӑхӗн 12-мӗшӗчченех иртет. Кам кайса курас тет кайса курӑр.
Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче концертсем татах та пулӗҫ. Пурте вӗсем 18 сехетре пуҫланӗҫ:
* Елена Иовлева хӑйӗн кулӑш программипе «Салют» КК савӑнтарӗ;
* Трактор тӑвакансен КК-нче те концерт пулӗ. Алина Варна хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарӗ.
2008 ҫулта пуш уйӑхӗнче Самар облаҫӗнчи Тольятти хулин «Шанчӑк» ятлӑ чӑваш наципе культура автономийӗ 15 ҫул тултарать. «Шанчӑк» автономийӗ ун ҫумӗнче 4 пултарулӑх ушкӑнӗ йӗркеленнипе паллӑ: «Шанчӑк», «Телей», «Шурӑмпуҫ» тата «Ҫӑлкуҫ». Кашни ушкӑн халӑх пултарулӑхне пухса ӑна упраса хӑварма тӑрӑшать, чӑваш юрри-кӗввипе савӑнтарать. Автономи пуҫарӑвӗпех Ставрополь районӗнчи Атӑлҫи (Поволжский) посёлокӗнче тата Севрюкаево ялӗнче Чӑваш культурин музейӗ йӗркеленнӗ.
2005 ҫул вӗҫӗнче «Шанчӑк» ушкӑн «халӑх ушкӑнӗ» ята тивӗҫсе 2006 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче свидетельство илчӗ.
Кӑҫал, ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Самар облаҫӗнчи Атӑлҫи (Поволжский) посёлокра юбилей концерчӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ — 13 сехетре, 23 сехетччен пырӗ. Концерта 100 ытла ҫын хутшӑнӗ, вӗсем Чӑваш Енрен, Тутарстанран, Мӑкшӑ Республикинчен тата ытти енсенчен пулӗҫ.
Концерта хутшӑнас текенсем ҫак адреспа ҫыхӑнмалла: hrmar@yandex.ru (Х,Я,АЯ, миҫе ҫул, хӑш тӑрӑхран, ҫыхӑнмалли адреспа телефона кӑтартмалла)
Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче (ку кун кӗҫнерникуна лекет) «Янташ» ушкӑн эстрада юррисене кӑмӑллакансене «Салют» культура керменне йыхравлать. Сире унта ҫӗнӗ шоу-концерт кӑтартӗҫ!
Кермен адресӗ: Шупашкар хули, Энтузиастсен урамӗ, 36/9 ҫурт.
Кӗскен: «Янташ» эстрада ушкӑнне А.Н. Никитин кӗвӗҫӗ 1992 ҫулта йӗркелесе янӑ. «Янташ» эстрада ушкӑнӗнче чылай юрӑҫ пӗрремӗш утӑмсем тунӑ, хӑйсен пултарулӑхне туптаса анлӑ ҫул ҫине тухнӑ. Вӗсем хушшинче Елена Османова, Маргарита Туринге, Галина Скворцова, Елена Кузьмина, Григорий Вакку тата ытти паллӑ юрӑҫсем. Анатолий Никитин композитор ертсе пынипе халӗ «Янташ» эстрада ушкӑнӗ татах ҫирӗпленсех, вӗйлансах, ҫӗнелсех, ҫамрӑклансах пырать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.