Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫри культура ҫуртӗнче Чӑваш культурин кунне ирттернӗ. Унта фольклор ушкӑнӗсем концерт кӑтартнӑ. Кунсӑр пуҫне тӑван халӑхӑмӑр тумне кӑтартнӑ. Район шайӗнче йӗркеленӗ мероприятие район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — ӗҫ йӗркелӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая, культура пайӗн пуҫлӑхӗ Лариса Никонова хутшӑннӑ.
Культура ҫурчӗн фойине ал ӑстисен ӗҫӗсем — тӗрлени те, ҫыхса ӑсталани те, наци апат-ҫимӗҫӗпе тумтирӗ, ҫавӑн пекех вырӑнти художниксемпе ытти ӑстан ӗҫӗ илемлетнӗ. Хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа тата сӑрапа кӗтсе илнӗ.
Тӑван халӑх культурине тӳпе хывакансене ҫав кун Хисеп грамотисемпе чысланӑ. Район администрацийӗнне Кивӗ Эйпеҫри культура ҫурчӗн ертӳҫи Вера Разбокина, вӑл унти «Ахрӑм» фольклор коллективне ертсе пырать, тивӗҫнӗ. Асӑннӑ ушкӑна вара культура пайӗн грамотипе чысланӑ. Ҫав шайри Хисеп хучӗ ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Эйпеҫри «Ҫӑлкуҫ», Сойгинӑри «Хӗвел» фольклор ушкӑнӗсене лекнӗ. Ал ӑстисене те манса хӑвраман. Пурнӑҫра хастар пулнӑшӑн, чӑваш наци культурине сыхласа хӑварма тӑрӑшнӑшӑн тесе Сойгинӑри Альбина Захаровапа Ольга Ильденеевана, Ҫӗнӗ Эйпеҫри Надежда Рожкована Тав хучӗпе палӑртнӑ.
Юрра-ҫемме чӑннипех юратакан, классикӑлла хайлавсене хаклама-йышӑнма пӗлекенсем валли кӑҫалхи ҫулла чӑннипех те паллӑ пулӑмпа асра юлӗ — ун чух орган концерчӗ иртрӗ. Патша инструменчӗ тесе хаклаканскере ахальлӗн лартасшӑн мар — Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче паян каллех орган янӑрӗ.
Концертӑн пӗрремӗш пайӗнче ҫӗршыври паллӑ органист Рубин Абдуллин пулӗ. Концертӑн пӗрремӗш пайӗнче В. Букстехуден «Пассакалья», И.С. Бахӑн «Токката и фуга в дорийском ладу», «Токатта и фуга ре-минор», С. Губайдуллинан «Светлое и темное», Т. Альбинонин «Адажио» хайлавӗпе киленме май килӗ. Концертӑн иккӗмӗш пайӗнче барокко тапхӑрӗнчи кӗвӗ тӗнчине исле кӗрӗҫ. Орган тата симфони оркестрӗ пӗрле пулса И.С. Бахӑн «Страсти по Матфею» хайлавӗн сыпӑкӗсене итлеме май килӗ.
Чӑваш Республикин халӑх артистки Валентина Музыкантова ӗнер хӑйӗн юбилейне паллӑ тунӑ.
Вӑл 1948 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Елчӗкре ҫуралнӑ. Ӳнерти ӗҫ-хӗлне вӑл Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче 1972 ҫулта пуҫӑннӑ. Асра юлмалла рольсем сахал мар пулнине палӑртаҫҫӗ унӑн пултарулӑхӗ пирки лайӑх пӗлекенсем. Тӗлӗнмелле сисӗмлӗ, чунтан вылякан, илӗртӳллӗ теҫҫӗ.
Юбилейпа саламлама республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов, республикӑри театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Геннадий Медведев, культура ӗҫченӗсен профсоюз председателӗ Светлана Демидова тата ыттисем пырса ҫитнӗ. Уяв каҫӗ аса илӳсемпе пуян пулнӑ. Валентина Музыкантова ертсе пынӑ радиокӑларӑмсен, правительство концерчӗсен сыпӑкӗсем те пулнӑ. Паллах, вӑл вылянӑ спектакльсенчи тата илемлӗ фильмсенчи сыпӑксене кӑтартнӑ.
Сӑнсем (45)
Степан Максимов ячӗллӗ Шупашкарти ача-пӑча музыка шкулӗнче асӑннӑ композитор, фольклорист тата педагог ҫуралнӑранпа 121 ҫул ҫитнине асӑнса хор музыкин концерчӗ иртнӗ. Вӑл Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче 1892-мӗш ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1925 ҫулта Чӑваш Наркомпросӑн професси пайне ертсе пыма тытӑннӑ, тепӗр ҫулхине — музыка шкулне, 1929 ҫулта вара — Чӑваш патшалӑх музыка техникумне (халӗ вӑл Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищи шутланать). Ертӳҫӗре ӗҫленӗ вӑхӑтрах вӑл музыка теорийӗпе историне, чӑваш музыкине вӗрентнӗ.
Шкул ачисемпе унта ӗҫлекенсем валли Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли Степан Максимов илемлетнӗ халӑх юррисемпе: «Атьӑр, хӗрсем, выляма», «Ан авӑн, шӗшкӗ», «Уй варринче» — пырса ҫитнӗ. Концертра Федор Павлов илемлетнӗ юрӑсем те янӑранӑ.
Иртнӗ шӑматкун Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кӗчкей ял клубӗнче паллӑ чӑваш юрӑҫин тата халӑх пултаурлӑхне пухнӑ Вдовина Ираида Григорьевнӑн 100 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗҫ. Ҫак ялта вӑл шӑп та лӑп 1913 ҫулхи юпан 19-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Паллӑ юрӑҫа аса илме ҫак кун Кӗчкей ял клубне районти тӗрлӗ тӑрӑхри пултарулӑх ушкӑнӗсем пухӑннӑ — Кайри Шӗнерпуҫ, Макаҫкасси, Урхас Кушкӑ, Сӗнтӗрпуҫ, Ӗсмел культура ҫурчӗсенчисем, Астакасси ял вулавӑшӗнчен, Ҫичӗпӳрт ял клубӗ ҫумӗнчи «Кунер» фольклор ушкӑнӗнчисем тата ыттисем пулчӗҫ. Т.М. Чернышева тата Р.И. Васильева шӑрантарнӑ юрӑсем итлекенсен кӑмӑлне уйрӑмах тыткӑнларӗҫ — паллӑ юрӑҫпа пӗр тӑрахра ӳссе ҫитӗнни те туйӑнчӗ пуль.
«Ку тата кам?» — тесе ыйтса ларчӗ нумаях пулмасть кайса курнӑ пӗр концерта пынӑ пӗлӗшӗм. Чӑн та, ҫумӑр хыҫҫӑнхи кӑмпа пекех йышланса кайрӗҫ те, палласа пӗтерме те, астуса юлма та ҫук. «Юрать, йыхрав хучӗпе килтӗмӗр-ха, ҫакӑн пек юрӑсене итлессишӗн укҫа кӑларса хума тивсен ытла та кӳренмелле пулатчӗ», — кӑмӑлсӑрланчӗ тусӑм. Чунтанах ӑнланма пулать ӑна — кӗвви-ҫемми пахалӑхӗ урӑх теме тейӗпӗр, анчах хӑш-пӗр юрӑҫӗ хатӗр фонограммӑпа ҫӑварне тан уҫса та ӗлкӗреймест-ҫке...
Хӑйсемпе ҫӑлтӑр тесе паллаштаракан мӗнпур артиста ҫапла хӑртса пӗтерес килмест-ха. Концертра ӳркенмесӗрех хӑйсем юрлакансем те, стена ҫинче тытма пӗлекенсем те, тарӑн шухӑшлӑ юрӑсем шӑрантаракансем те, вокал енчен ӑстасем те пур. Анчах, шел те, сахалтарах-ҫке вӗсем. Ҫавӑнпах эстрада ҫӑлтӑрӗсен концерчӗ тенипех пули-пулми ҫынна илӗртме йывӑртарах пек туйӑнать.
Анчах тепӗр артист ятне каласан тухман ҫын та тухӗ. Ҫавӑн пеккисенчен пӗри вӑл — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Августа Уляндина. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл Пушкӑрт чӑвашӗсене хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарӗ. Унӑн концерт турӗ юпан 19-мӗшӗнче пуҫланӗ те 23-мӗшӗччен пырӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкарти экономикӑпа технологи коллеждӗнче «Икӗ ҫӑлтӑр: ветеран+мӑнук» конкурса пысӑк гала-концертпа вӗҫленӗ.
Ӑна ирттерес шухӑша ветерансем хӑйсем палӑртнӑ-мӗн. Шупашкар хула пуҫлӑхӗпе администрацийӗ, республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерстви тата маларах асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗ ватӑсен сӗнӗвне ырланӑ.
Конкурс хутшӑннисенчен чи ҫамрӑкки 4-5 ҫулсенчи Анастасия, Дионис тата Евгений пулнӑ. Конкурса хутшӑннисене кашнинех парнепе хавхалантарнӑ.
Сӑнсем (27)
Паянхи кунсенче пӗлӳҫӗсем чӑваш эстрадине ҫукпа пӗррех хаклаҫҫӗ. Ку та терӗс пуль. Юрӑҫисем кӗввисене те ҫыртарма ӳркенеҫҫӗ, ара ытла тӑкаклӑ та пуль. Ҫавӑнпа та час-часах сцена ҫинчен кӗвви — вырӑс е ют ҫӗршыв эстрадинчен, юрӑ сӑмахӗ вара — чӑвашла янӑрать. Ун йышши «пултарулӑхпа» паллашсан эпӗ тӗмшӗн юрӑ тӑршӗпе «ӑҫта-ши ку кӗвве маларах илтнӗччӗ» тесе шутласа ларатӑп ҫеҫ. Ҫапах та чӑваш эстради пушшех анса ларнӑ теме эпӗ пӗрех хӑяймастӑп. Ҫак уйрӑм эстрада тӗнчинче те мухтавлӑ ывӑлӗсем пур. Вӗсенчен пӗри «Янра юрӑ» ансамбльӗн ӑсталӑх ертӳҫи, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ, Чӑваш республикин тата Тутар Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Вячеслав Христофоров.
Ҫак чӑваш эстрада кӑвайтне сӳнме паман юрӑҫӑ ҫурлан 11-мӗшӗнче Оперӑпа балет театрӗнче хӑйӗн 50 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Вячеслав Христофоровӑн тӗлленмелле хитре, уҫӑ сасӑ. Мӗнпур юрра вӑл чӗре витӗр кӑларса юрлать. Юрӑҫӑн репертуарӗ те пуян. Вӑл сцена ҫинче чӑваш, вырӑс тутар юррисене, романс, оперсенчи арисене шӑрантарать. Республикӑра кӑна мар ытти ҫӗршывсенче те паллӑ артиста Чӑваш Енӗн нацисен ӗҫӗн тата архив ӗҫӗн пайӗпе ӗҫлекен культура министрӗ Вадим Ефимов юбилей ячӗпе ӑшшӑн саламланӑ.
Вӑхӑт ҫамрӑк чух кӑна иртмен пек туйӑнать ҫав. Ҫулсем кайнӑҫем урхамах юрттипе вӗҫтерет вӑл. Шкул ҫунатти айӗнчен темиҫе ҫул каялла тухса кайнисен ҫулла тӗлпулу ирттерес йӑла ҫирӗпленнӗ ӗнтӗ. Вӑрнар районӗнчи ҫӗрпелсем те ҫаплах тунӑ. Вӗренӳ учрежденине 20 ҫул каялла пӗтернисем, акӑ, концерт йӗркеленӗ. «Ӗмӗр ҫамрӑк, ӗмӗр ашкӑнчӑк» тесе ят панӑ ӑна. Концерта ӗнерхи ачасем хӑйсен вӗрентекенӗсене йыхравланӑ. Пӗлӳ тӗнчине илсе кӗрекенсене вӗсем ҫӑмӑл мар ӗҫӗршӗн тесе Тав хучӗсемпе чысланӑ.
Сӑнсем (10)
Шупашкар хӑйӗн ҫуралнӑ кунне кӗтсе илме хатӗрленет. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе ҫав кун хула ҫыннисемпе унӑн хӑнисене Мускаври артистсем савӑнтарӗҫ. Кӑҫал Шупашкара Натали тата «Комиссар» ушкӑн килмелле. Концерта Хӗрлӗ лапамра кӑтартрӗҫ.
Сӑмах май, хула влаҫӗсем кама чӗнесси пирки пуҫ ватнӑ май Леонид Агутин, Лариса Долина, Игорь Николаев, Юлия Савичева, Валерий Леонтьев, Лайма Вайкуле тата «Любэ» ушкӑн пирки шухӑшланӑ-мӗн. Унчченхи ҫулсенче вара Жанна Фриске, Дима Билан, «Фабрика» ушкӑн тата ыттисем килнӗччӗ.
Натали хӑйӗн репертуарӗнчи тӗрлӗ вӑхӑтри юрӑсене шӑрантармалла-мӗн. Апла тӑк «Ветер с моря дул» юрӑран пуҫласа «Боже. Какой мужчина» таранах итлесе киленме май килӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче ятлӑ-сумлӑ пулнӑ «Комиссар» ушкӑн солисчӗсем те хула ҫыннисене савӑнтарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.