Ҫӗртмен 25-мӗшӗнче, ыран, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Анатолий Никитин композитор хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвӗ — 65 ҫул тултарнӑ май юбилей каҫӗ пулӗ.
Программа икӗ пайран тӑрӗ: пӗрремӗш пайра академиллӗ хайлавсем пулӗҫ (вӗсенчен пӗри — «Сказания о суварах» симфониллӗ поэма), иккӗмӗш пайра халӑхра анлӑ сарӑлнӑ тата ҫӗнӗ юрӑсем янӑрӗҫ.
Никитин Анатолий Никитич 1948 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗнче Вӑрнар районне кӗрекен Хирпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Пултарулӑхӗнче ҫак паллӑ самантсене асӑнма пулать: 1971–1980 ҫҫ. вӑл Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче баянҫӑ-концертмейстер вырӑнӗнче ӗҫленӗ, каярах «Ҫавал» фольклор ансамблӗн пултарулӑх ертӳҫи пулнӑ. 1992 ҫултанпа Никитин — «Салют» культура керменӗ ҫумӗнчи «Янташ» чӑваш юррисен ушкӑнӗн хорместерӗ. Пӗлтӗр ҫак ансамбле йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине анлӑ палӑртрӗҫ. Ансамбль артисчӗсене час-часах республикӑри сценӑсем ҫинче те, кӳршӗллӗ тӑрӑхрисенче те курма пулать.
Республика кунӗ ҫывхарса килнӗ май уявпа саламлама Шупашкара ятарласа паллӑ вырӑс ҫӑлтӑрӗсем килсе ҫитӗҫ. Вӗсенчен пӗри вырӑс эстрада юрӑҫи — Филипп Киркоров. Унӑн пултарулӑхӗпе паллашма кӑмӑл тӑвакансем ҫӗртмен 21-мӗшӗнче 20:00 сехет валли «Экспо-Контур» курав центрне ҫитме пултарӗҫ — концертне курма. Вӑл кунхине ҫавӑнтах «Регионсем — чикесӗр ҫыхӑну» курав тата «Мисс Поволжье» ӑмӑрту иртӗ. Асӑннӑ мероприятисем куракансемшӗн тӳлевсӗр.
Унсӑр пуҫне пирӗн республикӑна тата тӗпер паллӑ ҫӑлтӑр — Раҫҫей тата Голливуд шайӗнчискер — килсе ҫитет. Олег Такторов — спортмен, актер, ӑна нумайӑшӗ «Солдаты», «Тайна Чингис Хана», «Generation П», «Билет на Vegas» киносериалсем тӑрӑх пӗлме пултарать. Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче хула администрацийӗ кӑмӑл пур пулсан 9 сехет тлне Хӗрлӗ тӳреме йыхравлать, кунта ирхи зарядка иртӗ. Паллах, Олег Такторовпа.
Ҫак шӑматкун Пушкӑрт Республикинчи Пелепей районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче тӳлевсӗр концерт пулать. Тулай чӑвашсене тӑван юрӑ-ташӑпа Муркаш районӗнчи Оринин ялӗнчи «Шур акӑш» халӑх фольклор ушкӑнӗ савӑнтарӗ.
Пушӑ вӑхӑта юрӑ-ташӑпа ирттерекен маттурсен концертне аякри ентешсем ӑшӑ кӑмӑлпа йышӑнасса шанатпӑр.
«Шур акӑш» ушкӑн пӗлтӗр Чунҫӳреве кайса килнӗренпе ӑҫта кӑна ҫитмерӗҫ ӗнтӗ — нумай пулмасть, ав, Турцирен таврӑнчӗҫ. Чӑн та, пирӗн халӑхӑн мӑн асаттесен вырӑнӗсене ҫитсе курни кулленхи ӗҫре самай пулӑшать.
Ак, сиссе те ӗлкереймерӗмӗр, ҫу уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗн хӗвел ҫутти кӗҫех хӗртме пуҫлӗ. Шӑпах ҫак кунра Раҫҫей халӑхӗ пысӑк уява паллӑ тӑвать. Ҫуркуннепе ӗҫ уявӗ темиҫе ҫул каяллах чӗртӗнсе кайнӑ пулин те паянхи куна та хӑйӗн пӗлтерӗшне ҫухатман. Асӑннӑ уява халалласа Чӑваш Республикин тӗп хулинче ыран, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, тӗрлӗрен мероприятисем ирттерме паллӑртнӑ. Ҫу уявне йӑлана кӗнӗ тӑрӑх хулан тӗп ҫулӗпе утакан шестви уҫать. Уяв демонстрацийӗнче пурӗ 20 000 ҫын хутшӑнассине паллӑртнӑ, вӗсем хушшинче: обществӑллӑ организацисем, тӗрлӗ предприятисенче вӑй хуракансем, хула ҫыннисем, наци лидерӗсем, ҫамрӑксем.
Уяв шествийӗ Чапаев скверӗнчен 10 сехетре тапранать. Демонстраци ертсе пыраканӗсем, уявпа саламлаканӗсем — чӑваш наци телевиденийӗпе ВГТРК паллӑ ӗҫченӗсем.
Вуннӑ ҫурӑра Шупашкарӑн Хӗрлӗ тӳремӗнче Чӑваш патшалӑх филормонийӗ лартакан концерт пуҫланать. 11 сехетре республикӑн пултаруллӑ та паллӑ ҫыннисем, уява килсе ҫитнӗ хӑнасем уяв ячӗпе салам сӑмахӗсемпе тухса калаҫаҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн вара «Синяя птица» паллӑ ушкӑн уява тӑсӗ. Каҫ еннелле те хула ҫыннисем валли сцена ҫинче республика шайӗнче студентсен ҫуркуннен (Студвесна-2013) ҫӗнтерӳҫисем хӑйсен пултаруллӑхӗпе савӑнтарӗҫ.
Чӑвашлӑх туйӑмне яланах хӗмлентерсе тӑракан, наци кӑвайтне сӳнме паман И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫӗ-хӗлӗ чӑваш наци аталанӑвӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнса тӑрать. Факультетӑн сумлӑ ӗҫченӗсем чӑваш ҫамрӑкӗсенче наци туйӑмне чӗртсе тӑван чӗлхене, культурӑна хисеплеме вӗрентеҫҫӗ, наци культурипе ҫыхӑннӑ мероприятисене студентсене яланах хутшӑнтарма тӑрӑшаҫҫӗ.
Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн студенчӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ яланах ырӑ енчен палӑрнӑ. Мӗнпур факультетри, университетри, республикӑра иртекен мероприятисене студентсем яланах активлӑ хутшӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗренӳсӗр пуҫне май килнӗ таран наци радиовӗн пӗр-пӗр кӑларӑмӗнче калаҫма, чӑваш хаҫат-журналсемпе тачӑ ҫыхӑну тытма, юрӑ-ташӑ кружоксене ҫӳреме тӑрӑшаҫҫӗ. Чӑваш чысне студентсем пӗчӗк мероприятисенче кӑна мар, республика тулашӗнче иртекен конкурссенче те ӑнӑҫлӑ хӳтелеҫҫӗ.
Факультетри 1-мӗш курс студӗнчесен ӗҫӗ-хӗлӗ самаях савӑнтарать. Вӗсен куратор-ертӳҫи Анна Семеновна Егорова доцент хӑйӗн студенчӗсене тӗрлӗрен сумлӑ ӗҫсене явӑҫтарать.
Ӗнер, акан 7-мӗшӗнче, Мускавра ыркӑмӑллӑ концерчӗ иртрӗ. «Барин» пӑрахут ҫинче вӑл 16 сехетре пуҫланчӗ. Мӗнпур пухӑннӑ укҫа Чӑваш Сашши (Александр Павлов) юрӑҫа пулӑшма кайӗ.
Шупашкартан Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн делегацийӗ те хутшӑнчӗ — вӗсем шӑматкунах ҫула тухрӗҫ.
«Сӑвар» пӗрлешӗвӗнчен концерта кайрӗҫ: Олег Цыпленков ертӳҫӗ, Надежда Заводскова тата Светлана Иванова-Мерчен юрӑҫсем, Алиса Чайникова-Ахахпи — Чӑваш-пики-2013.
Енчен те сирӗн те пулӑшас кӑмӑл пур пулсан ҫак счет ҫине укҫа куҫарма пулать («Однокласники» халӑх тетелӗнчен илнӗ):
Павлов Александр Витальевич
Самарская область, сбербанк России Сберегательная книга, счет 42307.810.9.5415.0023245 Внутреннее структурное подразделение 4244/00057
Е почтӑпа куҫарма пулать:
446476 Самарская область, Похвистневский район, с. Нижнее Аверкино, Павлову Александру Витальевичу (е унӑн мӑшӑрне: Павловой Елене Сергеевне)
Нарӑсӑн 14-15-мӗшӗнче «Салют» культура керменӗнче Анатолийпе Надежда Никитинсем Юрату кунне халалласа «Ах, юрату, юрату» пысӑк концерт ирттереҫҫӗ! Пуҫламӑшӗ 18 сехет те 30 минутра.
Концертра «Янташ» ушкӑнпа пӗрле ытти паллӑ артисемсем те хутшӑнаҫҫӗ: Сергей Павлов, Валерий Клементьев, Александр Нефрит, Дипендра Мани тата ыттисем.
Пурне те ҫак концерта йыхравлатпӑр!!!
«Янташӑн» тепӗр концерчӗ вара Трактор тӑвакансен кульутра керменӗнче пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче иртӗ!
Иртнӗ шӑматкун, кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче, Муркаш районӗнчи Оринин Культура ҫуртӗнче концерт иртрӗ, ял халӑхне хӑйсен пултарулӑхӗпе Хорнуй ял тӑрӑхӗнчи (ҫак районтах) Тойкилтӗ культура ҫурчӗ ҫумӗнче ӗҫлекен «Хӗлхем» ансамбль савӑнтарчӗ.
Владимир Железнов ертсе пыракан ушкӑн хӑйӗн юрри-ташшипе вырӑнти халӑха тытканларӗ — вӗсен концерчӗнче чӑваш композиторӗсем кӗвӗленӗ юрӑсем те, тӗрлӗ халӑх ташшисем те пулчӗҫ.
Сӑнсем (18, пахалӑхӗ япӑхрах)
Шӑматкун, раштавӑн 15-мӗшӗнче, Мускавра ташӑ каҫӗ пулать! Чӑваш эст рада ҫӑлтӑрӗсем «Белая Дача» (чӑв. Шурӑ Дача) культура керменне килӗҫ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре!
Юрӑ-ташӑпа сире Валентина Кузнецова, Пётр Ермолаев, Алексейпе Андрей Шадриковсем савӑнтарӗҫ! Концерт хыҫҫӑн — «Чӑваш ташши»!
Билет хакӗ 300 тенкӗ кӑна!
«Белая Дача» КК адресӗ: Мускав облаҫӗ, Котельники хули, Белая Дача, 3-мӗш ҫурт. Инҫесас: 8(499)188-76-87, 8(962)981-87-16.
Раштавӑн 14-мӗшӗнче 18.00 сехетре Чӗмпӗр облаҫӗн филармонийӗнче чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен пӗрлехи концерчӗ пулать! Курма килекенсене хӑйсен пултарулӑхӗпе Ирина Музыкантова, Типшӗм Сашук, Светлана Печникова, Сергей Кувшинов чӑваш эстрада юрӑҫисем савӑнтарӗҫ. Анлӑ концерта «Сувар» халӑх ташӑ ансамблӗ та хутшӑнӗ.
Пӗлме: билетсемпе кайран лотерея вылявӗ пулать.
Ыйтса пӗлмелли телефон: 41-83-16 (Чӗмпӗр).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.