Китайри Гуйчжоу провинцийӗн юрӑпа ташӑ коллективӗ ыран Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте тӳлевсӗр концерт кӑтартӗҫ.
Гуйчжоу провинцийӗ нумай нациллӗ. Унта авалтанпах 18 халӑх ҫынни пурӑнать. Ҫавна май юрӑпа ташӑ коллективӗ унти халӑхсен: мао, тун, буи, и, гэлао тата ыттисен — йӑли-йӗркине кӑтартакан программӑсем йӗркелет.
Китайсен асӑннӑ коллективӗ 166 актертан тӑрать иккен. Вӗсенчен 23-шӗ пӗрремӗш (ҫапла-ҫапла) патшалӑх шайӗнче ӗҫлет-мӗн. 80-шӗ — иккӗмӗш патшалӑх шайӗнче. Ушкӑн 40 ытла ҫӗршывра пулса хӑйӗн пулатрулӑхӗпе тӗлӗнтернӗ. Шупашкара вӑл Халӑх пултарулӑхӗн «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри фестивале килет. Ҫавна май ыран Мӑн Сӗнтӗрте концерт кӑтартать. Вӑл каҫхи ултӑ сехетре пуҫланать.
Ҫӗр ӗҫченӗн тӗп уявне ирттерме Хӗрлӗ Чутай район ҫыннисем ҫӗртмен 12-мӗшӗнче йӑлана кӗнӗ тӑрӑх «Чавал» уҫланкӑна пухӑннӑ. Ҫанталӑк ҫумӑрлӑ пулнӑран-ши, халӑх ытти ҫулсенчи чухлех пухӑнаймарӗ, апла пулин те Раҫҫей кунне тата акапа сухана вӗҫленине халалланӑ Ӗҫпе юрӑ тата спорт уявӗ ҫỹллӗ шайра иртнӗ. Уява йӗркелекенсем хӑнасене «Чавалта» хӑтлӑ пултӑр тесе чунтанах тӑрӑшнӑ. Таса уҫланкӑ, илемлӗ сцена, ял тӑрӑхӗсен тата районти организацисемпе предприятисен хӑна картишӗсем, суту-илỹ, спорт ӑмӑртӑвӗсем, ташӑ-юрӑ, вӑйӑ-кулӑ...
Районӑн пӗрлештернӗ хорӗ Раҫҫей тата Чӑваш Республикин гимнӗсене шӑрантарнӑ тата Чутай пикисем чӑваш ташӑ композицине лартса панӑ хыҫҫӑн уява пухӑннисене саламлама сцена ҫине ЧР Министрсен Кабинечӗн Председатель ҫумӗ — ҫурт тӑвӑмпа архитектура тата коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Олег Марков, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Николай Маловпа Валерий Павлов, ЧР тӗрӗслевпе шутлав палатин председателӗ Татьяна Минина, район пуҫлӑхӗ Александр Степанов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем тата предприятисемпе организацисен ертỹҫисем, кỹршӗ районсенчен килсе ҫитнӗ хӑнасем хӑпарнӑ.
Пӑрачкав районӗ Раҫҫей кунӗпе пӗрлех Акатуя та уявланӑ. Лапамра алӗҫ ӑстисен куравне йӗркеленӗ, ял апат-ҫимӗҫӗн шӑрши таврана сарӑлнӑ. Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Евгений Лебедев ентешӗсене ҫурхи ӗҫсем вӗҫленнӗ ятпа саламланӑ.
ЧР юстици министрӗ Надежда Прокопьева маттуррисене чысланӑ. Николай Гущин тракторист «ЧР тава тивӗҫлӗ механизаторӗ» ята тивӗҫнӗ. Вера Быкова, Александр Барыкин ЧР Элтеперӗн тав сӑмахне тивӗҫнӗ. Райадминистраци пуҫлӑхӗ Евгений Лебедев, Наталья Масеева ЧР Юстици министерствин грамотине илнӗ.
Мария Васильева доярка, Ольга Киреева ферма заведующийӗ ЧР Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотине тивӗҫнӗ.
Вера Болотина, Татьяна Пиняева ЧР Культура министерствин Хисеп грамотине илнӗ. Уявра ял хуҫалӑхне аталантармашкӑн Елена Васильева тата Александр Васильев, Александр Ермаков гранта тивӗҫнӗ.
Унтан Акатуйра концерт пулнӑ. Унта Шупашкартан килнӗ «Родничок» халӑх ансамблӗ те халӑха савӑнтарнӑ.
Сӑнсем (87)
Новосибирск хулинче иртнӗ эрнере Мэрилин Мэнсон концертне хирӗҫ митинг йӗркеленӗ. Ҫапла хирӗҫ тӑракансем Америкӑри рок-музыкант, художник, унччен музыка журналисчӗ пулнӑ ҫын ертсе пыракан «Marilyn Manson» рок-ушкӑн «ачасен ҫирӗпленсе ҫитмен чунӗсене сиен кӳрет» тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Вӗсен шучӗпе асӑннӑ ушкӑн ҫынна ирӗксӗрлеме тата гомосексуализм енне астарать. Ҫакӑ вара Турра ӗненекенсен кӑмӑл-туйӑмне кӳрентерет.
Вырӑнти законодательсен пухӑвӗн ертӳҫи Мороз: «Ҫамрӑксен пуҫне аптӑратакансен концерчӗсене пирӗн патра кӑтартмалла мар. Пирӗн саккунпа право никӗсӗ ҫине таянса пурӑнмалла», — тенӗ.
Мэрилин Мэнсон концертне Новосибирскра ҫӗртмен 29-мӗшӗнче кӑтартма палӑртнӑ.
Ыран Шупашкарти музыка училищин концерт пӳлӗмӗнче рояль концерчӗ пулать. Вӑл каҫхи 6 сехет ҫурӑра пуҫланӗ. Роялӗ ахаль мар — «Steinway» маркӑпа кӑларнӑскер.
Ҫӗнӗ рояле Чӑваш Республикин хыснинчен уйӑрнӑ укҫапа уйӑрнӑ. Музыка инструменчӗ 7 миллион тенкӗ тӑрать. Ун пек рояльсене тӗнчери чи лайӑх концерт залӗсем валли туянаҫҫӗ иккен. Рояле Чӑваш илсе киличчен музыка училищи ыйтнипе ӑна Раҫҫей халӑх артисчӗ Денис Мацуев пианист-виртуоз тӗрӗсленӗ.
Самар облаҫӗнчи чӑвашсем те Акатуя паллӑ тӑваҫҫӗ. Ӗнер, ав, Исаклӑ ялӗнче уяв иртнӗ. Чӑвашсен наци уявӗ ҫӗр-ҫӗр ҫынна ялти Ҫӗнтерӳ паркне пухнӑ. Кунта Самар облаҫӗнчи, Чӑваш Республикинчи, Тутарстанри, Пушкӑртстанри пултарулӑх ушкӑнӗсем ҫитнӗ.
Паркра ир-ирех кӗвӗ янӑранӑ. Кунта чӑваш пурнӑҫне кӑтартакан картишсем йӗркеленӗ, сӗтел наци апат-ҫимӗҫӗпе йӑтӑннӑ. Районти ял хуҫалӑхӗнчи чи хастар ӗҫченсене Самар облаҫӗн Ял хуҫалӑх министерствин, Чӑваш наци конгресӗн Тав хучӗпе чысланӑ.
Исаклӑ районӗн пуҫлӑхӗ Валерий Ятманкин ҫуткӑҫа (факела) чӗртнӗ те чӑваш халӑх уявӗ пуҫланнӑ. Самар облаҫӗнче Акатуя уявласси 17 ҫул каялла ҫӗнӗрен вӑй илнӗ. Халӗ вӑл — пӗтӗм халахӑн юратнӑ уявӗ. Ӑна чӑвашсем нумай пурӑнакан вырӑнсенче черетпе йӗркелеҫҫӗ.
Исаклӑ районӗнче ку уява виҫҫӗмӗш хут йӗркеленӗ. Кунта районта пурӑнакан пӗтӗм наци колоритне курма май пулнӑ. Сцена ҫинче вырӑс, мӑкшӑра ирҫе, чӑваш… юррисем янӑранӑ. Уявра 23 пултарулӑх ушкӑнӗ юрланӑ. Вӗсен йышӗнче — «Ҫӑлкуҫ», «Ҫеҫпӗл», «Телей», «Шанчӑк», «Асамат», «Тӗлпулу», «Туслӑх ушкӑнӗ».
Самарти Акатуйсенче Вячеслав Христофоров пӗрре мар юрланӑ.
Ӗнер Элӗк районӗ те Акатуя пухӑннӑ. Унта ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ, ЧР сывлӑх министрӗ Алла Самойлова, ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Николай Якимов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Владимир Мидуков тата ытти сумлӑ хӑна ҫитнӗ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов ака-сухана пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал элӗксем ӑна ӑнӑҫлӑ, вӑхӑтра вӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ентешӗсене Раҫҫей кунӗпе те саламланӑ.
Алла Самойлова элӗксене ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ятӗнчен саламланӑ. «Новый путь» ЯХПК председательне Иван Николаева, «Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗн» Элӗк районӗнчи филиалӗн агрономне Надежда Прохоровӑна ЧР Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ.
«Новый путь» ЯХПК инженерне Алексей Михайлова, склад заведующийне Евгений Максимов, «Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗн» Элӗк районӗнчи филиалӗн ертсе пыракан агрономне Надежда Афанасьевӑна, «Журавлев» фермер хуҫалӑхӗн тӗп инженерне Михаил Петрова, «Авангард» ЯХПК трактористне Геннадий Трофимова, «Новый путь» ЯХПКн ӗне сӑвакан операторне Зинаида Багоровӑна, Ульянов ячӗллӗ ЯХПКн ӗне сӑвакан операторне Людмила Сергеевӑна та ЧР Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ.
ҪӖР | 11 |
Кашни ялӑн хӑйӗн историйӗ, хӑйӗн уявӗ. Патӑрьел районӗнчи Туҫа ялӗ нумай пурӑнакансемпе, ҫамрӑк ҫемьесемпе мухтанпа пултарать. Ҫамрӑксем кунта ӗҫлеҫҫӗ — сахаллӑн мар.
Нумаях пулмасть Туҫа ялӗ хӑйӗн уявне паллӑ тунӑ. Ӑна «Туҫари агрофирма» АХО председателӗ Геннадий Рубцов уҫнӑ, халӑха ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗ ака-сухапа саламланӑ. Хӑшӗ-пӗрине Хисеп грамотипе чысланӑ.
Туҫасене ҫавӑн пекех Патӑрьел район администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ Георгий Калинин, Туҫа шкулӗн директорӗ Петр Шашкин, ял старости Антонина Салмина, ЧР тава тивӗҫлӗ экономисчӗ Валерий Салмин саламланӑ.
Вырӑнти артистсем — Надежда Яковлева, Марина Михайлова, Надежда Осипова, Оля Виноградова юрӑ шӑрантарнӑ. «Шанчӑк» тата «Савӑнӑҫ» ташӑ ансамблӗсем ташланӑ. Концерт программине Алевтина Кузнецова библиотекарь ертсе пынӑ. Унтан уява чӑваш эстрада юрӑҫисем малалла тӑснӑ.
Уявра спорт ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ. Александр Пузырьников турӑх ӑшӗнчи тимӗр укҫана пӗрремӗш кӑларнӑ. Михӗпе чупса Оля Челякова тата Александр Волков ҫӗнтернӗ. Тапӑчкӑ ывӑтса Сергей Щербаков мала тухнӑ.
Ҫӗртмен 18-мӗшӗнче Анатолийпе Надежда Никитинсем Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменне чаплӑ концерт курма йыхравлаҫҫӗ. Пуҫламӑшӗ, яланхи пекех, 18 сехет ҫурӑра.
Концертра ҫӗнӗ «Янташ» ушкӑнпа пӗрле ташӑпа кулӑш ӑстисем хутшӑнаҫҫӗ. Курма килекенсене ҫӗнӗ программа кӗтет. Анатолийпе Надежда Никитинсем ҫавӑн пекех ҫӗнӗ юрӑсемпе савӑнтарма шантараҫҫӗ.
«Янташ» ушкӑнне йӗркеленӗ композитор пӗлтернӗ тӑрӑх билет хакӗ 300 тенкӗ. Ушкӑнпа килекенсем валли йӳнӗрех те пулать.
Паян Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче черетлӗ сезон хупӑнать. Ҫапла вара ӳнерӗн ҫак енне юратакансен кӑмӑллакан театрӗсенчен пӗри чаршава 96-мӗш хут карӗ.
Ытти чухне вӑл сезона «Ялта» драмӑпа уҫатчӗ те, хупатчӗ те. Пьесӑн авторне те, хайлавне хӑйне те темле хисеплесен те куракансенчен пӗр пайне вӑл йӑлӑхтарса ҫитерни вӑрттӑнлӑх марччӗ. «Урӑх спекталкь ҫук-им?» — тетчӗҫ хайхисем. Театрӑн кун пирки хӑйӗн ӑнлантарӑвӗччӗ. Пӗр енчен, «Ялта» — вилӗмсӗр хайлав. Классика тепӗр май каласан. Тата унта театрти пӗтӗм артист вылянишӗн те сезона хупса уҫма ӑна халӑх умне кӑларатчӗҫ.
Ыран тетарта тинех урӑхла пулӗ. Хальхинче «Икӗ туй» ятпа уяв концерчӗ хатӗрленӗ. Унта «Ялта» спектакльти сыпӑк та пулӗ. Кунсӑр пуҫне Михаил Зощенко пьесипе лартнӑ «Туй» спектакль сыпӑкне курма май килӗ. Республикӑн Культура министерстви пӗлтерни тӑрӑх хакласан, программӑра тата ытти юрӑ-ташӑ та пулмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.