Раштавӑн 14-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкас шкулӗнче республикӑри чылай конкурссен лауреачӗ Александр Егорович Мингалев юрӑҫ хӑнара пулчӗ. Унӑн юррисем «Вырӑс салтакӗ», «Вырӑс тытӑмӗ» ачасене питӗ килешрӗҫ. Анчах та ял шкулӗн ачисемшӗн билет хакӗ 50 тенкӗ нумайрах пулни концерта йӗркелекенсен пуҫне кӗрейменни питӗ кӳрентерет. Нумай ача кӗтнӗ концерта кураймарӗҫ. Ман шутпа музыкантсен шкул дирекцийӗпе канашланса пӑхмалла пулнӑ. Калапӑр, шкулта 97 ача тата 14 вӗрентекен пулсассӑн, кашнинчен 10-шар тенкӗ пустарӑнсан та 1000 тенкӗрен иртсе каятчӗ ӗнтӗ. Сахал ӗнтӗ, анчах та, зал тӑп-тулли пулни мӗнле артиста хавхалантармасть-ши?
Иртнӗ суйлав вӑхӑтӗнче депутат пулма ӗмӗтленекен кандидатсем хушшинче кӑткӑс ӑмӑрту пычӗ. Пухусене халӑха ытларах пухас тӗлӗшпе, ахӑртнех, вӗсӗм суйлавҫӑсене чӑваш эстрадин ҫӑлтӑрӗсене илсе килсе савӑнтарчӗҫ. Тӳлевсӗр концертсене, паллах, халӑх йышлӑн пухӑнать. Анчах та чӑн-чӑн искусствӑна юратакансемшӗн спектакаль е концерта укҫалла билет туянса курасси те ансат мар.
Ҫапла вара, юнкун каҫ, тӳлевсӗр концертсем тин ҫеҫ иртсе кайрӗҫ пулин те, Комсомольскинчи культурӑпа кану центрне кӳршӗ Елчӗк район каччи Алексей Московский килсе ҫитсен зала лӑк тулли халӑх тулчӗ. Ҫамрӑк юрӑҫ кунта пӗрремӗш хут ҫеҫ мар килчӗ пулин те, унӑн юррисене куракансем хапӑл тусах йышӑнчӗҫ. Килӗшӳллӗ тумӗсемпе, хусканусемпе, пичӗ ҫинчи йӑл кулӑпа юрӑ хыҫҫӑн юрӑ шӑрантарчӗ Алексей. Вӑхӑтран вӑхӑта залра пухӑннисене ачаш та ҫепӗҫ сассипе Алена Алексеева тыткӑнларӗ. Чӑн-чӑн сӑпайлӑ чӑваш хӗрӗ, хусканӑвӗсем тата! — акӑш евӗр, утти шыв пек юхать, пӑхса ытармалла мар.
Каҫалсемшӗн ҫак каҫ ҫӗнӗ ят та уҫӑлчӗ: Александр Нефрит.
Ҫӗнӗ юрӑсемпе ҫӗнелнӗ «ASAMAT» эстрада ушкӑнӗ раштавӑн 1-мӗшӗнче Филармони залӗнче савӑнӑҫлӑ концерта йыхравлать.
Билетсем туянмалли номер: 8(919)650-42-93, 8(967)470-44-46 Леонид.
Инди юрӑҫи Дипендра Мани тата «Янташ» ушкӑнӗ (ертӳҫи А. Никитин композитор) Пушкӑртстана гастрольпе кайӗҫ. «Урал сасси» хаҫат вӗсен маршрутне пӗлтернӗ:
Юпан (октябрӗн) 23-мӗшӗ — Авӑркас районӗ‚ Толбазӑ ялӗн культура ҫурчӗ;
24-мӗшӗ — Ӗпхӳ хули‚ «Моторостроитель» культура ҫурчӗ;
25-мӗшӗ — Пелепей хули‚ Культура ҫурчӗ;
26-мӗшӗ — Ҫтерлӗ хули‚ Хула культура ҫурчӗ.
Концертсем 19:00 сехетре пуҫланаҫҫӗ. Билет хакӗсем 130-200 тенкӗ.
Кӗрхи кунсен тунсӑхне илемлӗ кӗвӗ-юрӑпа пусарар. Килсемӗр!
Чӑваш патшалӑх филармонине шӑп та 75 ҫул каялла, авӑнӑн 3-мӗшӗнче йӗркеленӗ. 1936 ҫулта ҫав кун учреждение тӑвасси пирки Хушу кӑларнӑ пулнӑ, чӳкӗн 17-мӗшӗнче вара ҫав Хушӑва пурнӑҫласси пирки Постановлени тунӑ. Кӑҫалхи юбилее вара филармони юпан 27-мӗшӗнче пысӑк концерт йӗркелесе палӑртма хатӗрленет.
Юпан 11-мӗшӗнче хыпар хатӗрӗсемпе иртнӗ калаҫура филармони пуҫлӑхӗ Николай Казаков хӑй ертсе пыракан учреждени пирки тӗплӗн каласа пачӗ, юбилее епле ирттерме хатӗрленни ҫинчен пӗлтерчӗ.
Ҫитес вӑхӑтра сире пурне те ҫак мероприятисене йыхравлатпӑр:
• Юпан 21-мӗшӗ — Чӑваш патшалӑх академи симфониллӗ капеллӑн «Геннадий Воробьев «Непреходящие ценности исскуства» (чӑв. «Ӳнерӗн ӗмӗрхи пуянлӑхӗ») концерт.
• Юпан 24-мӗшӗ — «Нарспи» мюзикл.
• Юпан 25-мӗшӗ — Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ академи ансамблӗ 88-мӗш концерт сезонне уҫӗ.
• Юпан 27-мӗшӗ — Чӑваш патшалӑх филармонийӗн юбилейлӗ концерчӗ иртӗ.
• Юпан 28-мӗшӗ — пултарулӑх анинче 20 ҫул ӗҫленине халалланӑ «Классика» муниципаллӑ капеллӑн концерчӗ.
Акан 16-мӗшӗнче Ача юррисене юрлакансен юбилейлӗ 5-мӗш «Мехел» конкурсӑн республикӑри гала-концерчӗ иртрӗ. «Паян ҫак сцена ҫинче малашне пирӗн наци культурин чапне саракан ҫамрӑк артистсем тухса юрлаҫҫӗ. Конкурса хутшӑнакансем ҫулсерен ӑсталанса пыраҫҫӗ, ҫӗнӗ талантсем палӑраҫҫӗ. Ҫакӑ Чӑваш Ен юрӑ-кӗвӗ культури малашне ӑнса аталанассине шанма май парать», — конкурсантсемпе куракансене саламланӑ чухне палӑртрӗ Роза Лизакова, Чӑваш Ен культура министрӗ.
Елена Ижендеева, ВГТРК-н «Чувашия» ГТРК филиалӗн директорӗ, конкурс юрӑҫсемшӗн тата вӗсен ертӳҫисемпе организаторӗсемшӗн тапса тӑран хавхалану ҫӑлкуҫӗ пек пултӑр тесе сунчӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗ ячӗшӗн кӑҫал республикӑн районӗсемпе хулисенчен 140 юрӑҫ хутшӑнса ӑмӑртрӗ. Вӗсенчен 65-ӗшӗ финала тухрӗҫ. Конкурсӑн 30 лауреатне асӑнмалӑх парнесемпе тата ятарлӑ статуэткӑсемпе чысларӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене жюри кӑна мар, куракансем SMS майӗпе янӑ сасӑ та палӑртрӗ. Куракансене чи килӗшнӗ 2 юрӑҫа ятарлӑ парнепе чысларӗҫ.
«Мехел» конкурсӑн юбилейлӗ ҫулӗ унчченхисенчен интереслӗрех, ӑстарах та пулчӗ теме пултарчӗҫ жюри членӗсем.
Тӗнче шайне ҫӗкленнӗ Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн пултарулӑхӗпе тинех Хусан чӑвашӗсен те паллашма май пулчӗ. Пушӑн 27-мӗшӗнче вӑл пӗрремӗш хут концертпа килчӗ. Юлашки вӑхӑтра чӑваш халӑх юрӑ-ташӑ искусствине нота пӗлмен артистсем ҫӳпӗленине курса та, итлесе те йӑлӑхнӑ хыҫҫӑн ку концерт чӑн-чӑн чун киленӗвӗ пулчӗ. Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн пултарулӑхӗпе ҫывӑххӑн паллашнӑ май чӑвашӑн чӑнах та ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин ташӑ пулнине курса-итлесе ӗнентӗмӗр. Тен, ҫавӑнпах пуль, куракансем концерт вӗҫленсен те киле кайма васкамарӗҫ, ура ҫине тӑрса темӗнччен тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗҫ. ТР ЧНКА ертӳҫи К.Яковлев артистсене Хусана килсе кану каҫӗ парнеленӗшӗн кунта пурӑнакан мӗнпур чӑваш ятӗнчен тав турӗ.
Концерта Хусанта иртекен чӑваш культурин кунӗсене халалланӑччӗ. Ҫак тӗллевпе Татьянӑпа Юрий Бердников ӳнерҫӗсем фойере хӑйсен ӗҫӗсен куравне те йӗркеленӗччӗ. Сӑмах май, ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи, Раҫҫей халӑх артисчӗ Ю.Васильев, оркестр ертӳҫи Ю.Романько Хусанти патшалӑх консерваторийӗнче пӗлӳ пухнӑ.
Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ куракана пӗр ӗмӗре яхӑн чӑваш халӑхӗн юрӑпа ташӑ культурипе паллаштарать.
Ҫтерлӗре пултарулӑх артисчӗсен ҫӗнӗ йышӗ чӑмӑртансах пырать. «Урал сасси» хаҫат та вӗсем ҫинчен чылай ҫырать. Ак, нумай пулмасть, «Эреш» ятлӑ фольклорпа театр студийӗ концерт кӑтартса хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ.
Программӑна иртнӗ ҫулах хатӗрленӗрен унӑн тӗп шӑнарне «Нарспи» поэмӑн содержанийӗпе ҫыхӑнтарнӑ — хайлавӑн уйрӑм йӗркисем халах юррисемпе черетленсе пычӗҫ. Аслӑ поэтӑмӑр сӑввисене Геннадий Челпир вуласа пычӗ.
«Эреш» ушкӑнра тӗрлӗ ҫулти хӗр упраҫ юрлать — шкул ачинчен пуҫласа пенсионерсем таранах. Вӗренекенсенчен хулари 32-мӗш шкулта пӗлӳ илекен Элиза Федорована палӑртмасӑр иртме ҫук. Федоровсем килте те чӑвашлах калаҫаҫҫӗ иккен. Элиза вӗренекен шкулта та тӑван чӗлхене расписани тӑрӑх вӗренсе пыраҫҫӗ. Юрлама вара хӗр пӗрчи амӑшӗнчен‚ хор солисткинчен Елена Федороваран вӗреннӗ пулмалла. Унӑн уҫӑ сасси те‚ хӑйне сцена ҫинче мӗнлерех тыткалани те куракансене тӑвӑллӑн алӑ ҫуптарчӗ.
Концерта хутшӑннисем пурте тав сӑмахне тивӗҫрӗҫ.
Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем курма сӗнеҫҫӗ! Кӗҫнерникун, пушӑн 24-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн капмар ҫуртӗнче ирттерме палӑртнӑ «Аксар-шоу 5» концерта йыхравлаҫҫӗ!
Алексей Иванов, Сӗрмек хушма ят илнӗскер, тӗлӗнтерме пӑрахмасть. Маларах эстрада ҫӑлтӑрӗсен дискӗсемпе альбомӗсене кӑларса халӑха ҫитерекенскер нумай пулмасть хӑй те юрлама пуҫланӑ (картинсем ӳкерме пуҫлани пирки илтнех-тӗр)! Концертра эсир унӑн юррисемпе паллашайратӑр!
Сире пурне те 18 сехет ҫурӑ тӗлне пыма сӗнеҫҫӗ! Билет хакӗ 200 тенкӗ.
Хисеплӗ Мускав чӑвашӗсем!
Мускаври чӑваш культурин обществи сире акан 3-мӗшӗнче (вырсарникуна лекет) Плеханов ячӗллӗ университетӑн Культура Керменне йыхравлать! Йыхравлать те Виталий Адюков паллӑ юрӑҫӑн, кӗвӗ хываканӑн концертне пырса курма сӗнет!
Концерт 16:00 сехетре пуҫланать.
Хӑвӑр та килӗр! Юлташ-тусӑрсене, тӑванӑрсене пӗрле илсе килме ан манӑр!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.