Ӗремпурта нумай пулмасть Атӑлҫи федераллӑ округӗн туризм пурлӑхӗсен «Открой Приволжье» (чӑв. «Атӑлҫи тӑрӑхне уҫ») фестиваль-хӑтлавӗ иртнӗ. Унта «Бичурин тата хальхи самана» музей те хутшӑннӑ.
Кӳкеҫсем хаклавҫӑсене икӗ проектпа паллашма сӗннӗ: «Чӑваш ялӗнчи катайла кану кунӗ» тата «Икӗ культура ҫыхӑнӑвӗ». Вӗсемшӗн икӗ диплома тивӗҫнӗ. Пӗри — «Культурӑна ӑнланмалли туризм» номинацире чи лайӑх маршрутшӑн, тепри — «Чи лайӑх музей экскурсийӗ» номинацире Атӑлҫи федераллӑ округӗнчи чи лайӑх экскурси программишӗн.
«Чӑваш ялӗнчи катайла кану кунӗ» проект авалхи Тухӑҫ культурине тата вӑл чӑвашсемпе епле ҫыхӑннине уҫса парать. Ӑна, паллах, ытларах Н.Я. Бичуринпа ҫыхӑнтарса йӗркеленӗ.
«Икӗ культура ҫыхӑнӑвӗ» вара чӑвашсен авалхи кун-ҫулне кӑтартать — кунта Апаш культури те, чӑваш эрешӗ те, Тухӑҫри культурӑсем те те пур.
«Бичурин тата хальхи самана» музей Кӳкеҫре вырнаҫнӑ. Иртнӗ эрнере унта юсав ӗҫӗсем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн паян вӑл каллех хӑйӗн алӑкне уҫнӑ. Тунтикунпа эрнекун хушшинче 9 сехетрен 17 сехетччен ӗҫлет, шӑматкун — 15 сехетччен кӑна. Экскурсисемшӗн аслисем 20 тенкӗ тӳлемелле, ачасен — 10 тенкӗ.
Нумаях пулмасть Чӑваш Енри туризма аталантармалли стратегипе паллаштарнӑ. ЧР культура министрӗн ҫумӗ Иван Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра турист объекчӗсем патне мӗнле ҫитмеллине кӑтартакан паллӑсем вырнаҫтарасшӑн. Вӑл каланӑ тӑрӑх, турист навигацийӗпе ют ҫӗршывсенче анлӑ усӑ кураҫҫӗ. Ку турист объекчӗсем патне хӑвӑрт ҫитме пулӑшать.
Ҫул ҫинчи кӑтартуҫӑсем информацие сканерламалли QR-кодлӑ пулӗҫ. Ку турист объекчӗсемпе тӗнче тетелӗнче кӗсье телефонӗпе усӑ курса паллашма май парать.
Кӑтартуҫӑсене Сӗнтӗрвӑрри районӗнче вырнаҫтарма пуҫлӗҫ. Кунта — Андриян Николаев космонавт летчикӑн комплексӗ. ЧР культура министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Андриян Николаевӑн сӑнне 140х160 калӑпӑшлӑ уйра «ӳкерме» палӑртнӑ. Ӑна космонавт 85 ҫул тултарнине халаллӗҫ. Проектра ҫавӑн пекех — панорамӑна сӑнамалли лапам, веломаршрутсем, туристсене пӑхмалли ытти объектсем. Ку Раҫҫейри туристсене кӑна мар, ют ҫӗршыврисене те илӗртме май парасса шанаҫҫӗ.
Сӑнсем (10)
Чӑваш Енӗн Архив фончӗ хӑйӗн фондне паха материалсемпе пуянлатсах тӑрать. Нумаях пулмасть учреждени Чӑваш АССРӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе, художникпа, кинорежиссёрпа, халӗ Мускавра пурӑнакан Эрнст Мокеевпа килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен килӗшӳ тунӑ.
Мокеев хӑйӗн графикине ҫулсеренех Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн Хальхи вӑхӑтри ӳнерӗн центрӗнче кӑтартать иккен. Унӑн документлӑ фильмне кӑҫал Шупашкарти кинофестивальте те конкурссӑр кӗртнӗ.
Режиссёрпа художникӑн архивистсемпе ӗҫлеме те вӑхӑт тупӑннӑ. Архива панӑ материалсем хушшинче унӑн ашшӗн, Матвей Мокеевӑн портречӗсем те пур-мӗн. Матвей Мокеев Пӗрремӗш тӗнче, Граждан, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫисене хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне вӑл хӑйӗн аслӑ пиччӗшӗн, Феликс Мокеев актерӑн, режиссерӑн сӑн ӳкерчӗкӗсене те панӑ. Эрнст Мокеев хӑйӗн пирки каласа кӑтартакан хутсене те архив валли илсе килнӗ.
Сӑнсем (5)
Куславккари Н.И.Лобачевский ячӗллӗ музей ҫуртӗнче туристсене чӑваш наци тумӗпе паллаштараҫҫӗ.
Чӑваш халӑх тумӗпе чылайӑшӗ кӑсӑкланать. Наци тумӗ ӗмӗрсене парӑнтарса паянхи кунччен сыхланса юлнӑ. Вӑл чӑвашсен пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне ҫутатса парать.
Хӗрлӗпе шурӑ тӗссем тасалӑха палӑртаҫҫӗ, ҫавӑнпа чӑвашсем унпа ытларах усӑ курнӑ. Этнографсем тумӑн хӑш-пӗр пайне танлаштарнӑ хыҫҫӑн пӗтӗмлетӳ тунӑ: чӑвашсем ӗлӗкхи тумтир стильне ытларах сыхласа хӑварнӑ.
Музей ҫуртра кашни туристӑн чӑваш пулса курма май пур. Музей экспозицийӗпе паллашнисӗр пуҫне туристсем музей пахчинче чӑваш ҫурчӗ евӗр илемлетнӗ хӳмере сӑн ӳкерӗнме пултараҫҫӗ.
Туристсем чӑваш наци тумӗ илемлӗ пулнине палӑртаҫҫӗ. Чӑвашсен тумне тӑхӑнса ӳкерӗнни вара кашнин кӑмӑлнех ҫӗклет.
Сӑнсем (13)
Чӑваш наци музейе ЧР Элтеперӗн грантне ҫӗнсе илнӗ. 2 миллион та 856 пин тенке мӗн тӗллевпе тӑкаклӗҫ-ха? Музей «Чӑваш тӗррин музейӗ. I тапхӑр» пултарулӑх проектне пурнӑҫа кӗртӗ.
Чӑваш наци музейӗнче чӑваш халӑх тӗррин 18-19-мӗш ӗмӗрсенчи тӗслӗхӗсем упранаҫҫӗ. Ку пухмач — наци пуянлӑхӗ, халӑх мӑнаҫлӑхӗ.
Чӑваш халӑх тӗррин аталанӑвӗнче Алькешри «Паха тӗрӗ» артелӗн тӳпи пысӑк. Вӑл 1923 ҫулта йӗркеленнӗ. «Паха тӗрӗ» фабрикӑн ӗҫӗ-хӗлӗ музей экспозицинче тӗп вырӑнсенчен пӗрине йышӑнӗ.
Кунсӑр пуҫне чӑваш тӗррин ӑсталӑх лаҫҫине уҫма палӑртнӑ. Унта ачасемпе ӑсталӑх класӗсем, интерактивлӑ занятисем ирттерӗҫ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ӗренпур хулинчи «Наци ялӗ» культура комплексӗнче пулнӑ. Уҫӑ сывлӑшра вырнаҫнӑ ҫав комплекс 10 нацин хушма хуҫалӑхӗ вырӑн тупнӑ. Вӑл — ҫав тӑрӑхри халӑхсен туслӑхне палӑртакан символ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ комплексра вырнаҫнӑ этнографи музейне кӗрсе тухнӑ, чӑвашла литературӑн вулавӑшӗпе паллашнӑ.
Ӗренпурти чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫине Петр Семенова Михаил Васильевич ӗҫшӗн тав тунӑ, кун пек проектсем Чӑваш Ен халӑхӗн йӑли-йӗркине кӑтартма, вӗсене ӑс-хакӑл енчен пуянлатма, туслӑха тата ӑнланулӑха ҫирӗплетме пулӑшнине палӑртнӑ.
«Наци ялӗнче» курнинчен тӗлӗнтӗм», — тенӗ пирӗн республика Пуҫлӑхӗ. Вӑл ламран лама куҫса пыракан пуянлӑха пирӗн ҫамрӑк ӑрӑва парса пымаллине палӑртнӑ.
Сӑнсем (44)
Культура эткерлӗхӗн ӗскерӗсене (объекчӗсене) упраса хӑварассипе республикӑра епле ӗҫсем ирттернине чӑваш парламенчӗ тишкернине эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, Чӑваш Енре культура эткерлӗхӗ тесе хаклакан 702 ӗскере шута илнӗ. Ҫав шутран 440-шӗ — республика пӗлтерӗшлӗ, 221-шӗ — федераци шайӗнче. 702 объектран 56-шӗ федераци харпӑрлӑхӗнче шутланса тӑрать, 36-шӗ — республикӑн, 80-шӗ — муниципалитетсен. Пысӑк пайӗ, 217-шӗ, — уйрӑм ҫын е пӗр-пӗр предприяти харпӑрлӑхӗнче. Кунсӑр пуҫне хуҫасӑрррисем те пур.
Кӑҫал вунӑ ытла палӑка юсамалла. Ун валли федераци тата республика хыснисенчен 71 миллион тенкӗ уйӑрмалла.
Ытларикунпа юнкун республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов культура эткерлӗхӗ шутланакан Етӗрнери ҫуртсене ҫитнӗ. Авалхи ҫав хулара кӑна, ав, 59 обьект вырнаҫнӑ. Унти тӗп вулавӑш хӑй вӑхӑтӗнчи Земство пухӑвӗн ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна 1879 ҫултах тунӑ. Етӗрнери ӳнерпе таврапӗлӳ музейӗ 1911 ҫулта туса лартнӑ куҫ пульницин ҫуртӗнче тӗпленнӗ. Пӗлтӗр музея юсама республика хыснинчен ҫур миллион тенкӗ уйӑрнӑ, районтан — 100 пин.
Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар районне Пушкӑртстанри делегаци килсе ҫитнӗ. Вӗсем валли ятарласа «Бичурин тата хальхи самана» музейре экскурси йӗркеленӗ. Ҫак музейре ҫӗршывӑн тӗрлӗ тӑрӑхӗнчен килнӗ хӑнасем час-часах пулаҫҫӗ.
Пушкӑртстанпа Чӑваш Ен тахҫантапах туслӑ пурӑнать. Пушкӑрт Республики Чӑваш Енпе экономикӑри, сут-илӳри чылай тытӑмра ҫыхӑнса ӗҫлет. Кӳршӗ республикӑра 120 яхӑн чӑваш пурӑнать. Унти чӑваш диаспори — Раҫҫейре нумай йышлисенчен пӗри.
Сӑмах май, 1994 ҫулта икӗ республика килӗштерсе ӗҫлеме килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ку историри ҫӗнӗ страницӑна уҫнӑ.
Пушкӑрт ҫӗрӗ ҫинчен килнӗ хӑнасем Шупашкар район администрацийӗн пуҫлахӗпе Г.И.Егоровӑпа музей залӗсенче пулнӑ, ӗлӗкхи чӑвашсен культурипе, йӑлипе, Шупашкар районӗн историйӗпе, пирӗн эрӑчченхи II пинмӗш ӗмӗрти хресчен пурнӑҫӗпе, ӗҫӗпе паллашнӑ. «Чӑваш картишӗнче» хӑнасене Сандра Пиклӑн скульптура композицийӗ уйрӑмах килӗшнӗ.
«Тӑван халӑх историне упранӑшӑн тав тӑватпӑр» — ҫапла ҫырнӑ хӑнасем музей кӗнекинче. Шупашкар районӗпе Пушкӑртстанри Аургазинск районӗ социаллӑ экономикӑпа культура тӗлӗшӗнчен килӗштерсе ӗҫлеме килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Чӑваш наци музейӗ сӑнӳкерчӗксен «Ҫемье музейӗ» конкурс ирттерет. Ӑна ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне халалланӑ.
Конкурс ҫӗртмен 18-мӗшӗнче пуҫланнӑ, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ӑна утӑн 8-мӗшӗнче, Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче, пӗтӗмлетӗҫ.
Конкурса ҫак темӑсемпе сӑнӳкерчӗксене йышӑнӗҫ:
• «Ҫемье йӑли-йӗрки»;
• «Ҫемье историйӗ»;
• «Ҫемье реликвийӗ»;
• «Ҫемье коллекцийӗ»;
• «Ҫемье йӑви»;
-•«Куракансем кӑмӑлланӑ парне».
Ӗҫсене chnm6@cap.ru электронлӑ почтӑна ямалла. 62-35-10 телефонпа шӑнкӑравалса ыйтса пӗлме те пулать.
Паллӑ ентешӗмӗрӗн Андриян Николаев комонавтӑн хӗрӗ Елена Терешкова Чӑваш Енре пулнӑ. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти Космонавтика музейне ҫитнӗ, ашшӗн вил тӑпри ҫине чечексем хунӑ.
Елена Терешкова Космонавтика музейӗнче пӗччен пулман — унта космонавтсене хатӗрлекен центр пуҫлӑхӗн пулӑшуҫипе Виктор Покидӑпа ҫитнӗ. Вӗсем Андриян Григорьевичӑн тӑван килӗнче те пулнӑ.
Виктор Покида музейпе паллашнӑ, Космонавтсен аллейинче йывӑҫ лартнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл музей комплексне ҫӗнетес ыйтӑва ҫӳтсе явас ӗҫе хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.