Чӑваш наци музейӗ авалхи Шупашкарӑн 3D-моделӗпе пуянланнӑ. Ӑна аваллӑх управҫинче ӗҫлекенсем хӑйсем туса хатӗрленӗ. Проекта хатӗрленӗ май вӗсем 200 ытла объекта юсаса ҫӗнетнӗ. Ҫакӑн валли пултарулӑх ушкӑнӗ тӗрлӗ сӑнӳкерчӗкпе, ҫырса хӑвранӑ асаилӳсемпе, архиври материалсемпе усӑ курнӑ. Хулан историлле сӑн-сӑпатне те вӗсем ҫӗнетсе тӑратма пултарнӑ.
3D модельлӗ экскурсипе паллашакансем 18-мӗш–20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи Шупашкара куҫ умне кӑларса тӑратма пултарӗҫ. Паян музейҫӗсем кӑнтӑрла иртни икӗ сехетре проект хӑтлавне чӗнеҫҫӗ, 16 сехетре вара пуҫласа ҫӗнӗ йышши экскурсипе паллаштарӗҫ.
Ҫӗрулмине халалласа палӑк лартма республикӑн ял хуҫалӑх министрне Сергей Павлова Красноармейски районӗнче пулнӑ чух пӗр ҫын каланӑ.
Министр унта районӑн иртнӗ ҫулхи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне тишкерекен тата кӑҫлахи плансене палӑртма пухӑннӑ канашлӑва хутшӑннӑ. Унччен Сергей Павлов вӑл тӑрӑхри паллӑ вырӑнсене ҫитсе ҫаврӑннӑ. Сӑмахран, Филипп Лукин композиторӑн тӑван Чатукассинче уҫнӑ музейне кӗрсе тухнӑ. Ленинградри блокадӑна сирнӗ ятпа 70 ҫул ҫитнине асӑнса вӑрҫӑра вилнисен палӑкӗ умне чечек хунӑ. Чатукассинчи шкулӗнче уҫнӑ шӑпӑрлансен ушкӑнне те кӗрсе тухнӑ.
Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне тишкернӗ вӑхӑтра министртан тем пирки ыйтакан та тупӑннӑ. Вӗсенчен пӗри ҫӗрулмине хисеплесе палӑк лартма сӗннӗ. Хӑйӗн шухӑшне вӑл «иккӗмӗш ҫӑкӑр» вӑрҫӑ ҫулӗсенче тата ун хыҫҫӑнхи выҫӑ вӑхӑтра нумай пурнӑҫа ҫӑлса хӑвранипе сӑлтавланӑ. Ку сӗнӗве министр ҫывӑх вӑхӑтра республикӑра йӗркелекен «Ҫӗрулми — 2014» курав вӑхӑтӗнче хускатма шантарнӑ.
Сӑнсем (18)
Иртнӗ уйӑхӑн 31-мӗшӗнче Йӗпреҫри этнографи музей комплексӗнче авалхи халӑхсен «Ӗмӗртен ӗмӗре» ятпа авалхи халӑхсен ҫеммисен фестивалӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Енри тата Мӑкшӑ Республикинчи ушкӑнсем пухӑннӑ. Мероприятие мӑкшӑ халӑхне ҫутта кӑларнӑ Макар Евсевьев ҫурланӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Фестиваль уҫӑлнӑ ятпа музейре Чӑваш Республикин халӑх художникӗн Виктор Немцевӑн тата «Паха тӗрӗ» фабрикӑн ӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ. Сӑмах май, фестиваль вӑхӑтӗнче хӑнасен иртнӗ ӗмӗрӗн 20-мӗш ҫулӗсенчи хӗрарӑмсен тата арҫынсен ҫипуҫне юсаса ҫӗнетнӗ «Ӗлӗкхи чӑваш кӗпи» коллекцийӗпе паллашма май килнӗ.
Хӑнасене асӑннӑ районти Чӑваш Тимешри «Эревет» фольклор коллективӗ юрӑсемпе кӗтсе илнӗ.
Уява тӗрлӗ тӳре-шара та пырса ҫитнӗ паллах. Вӗсен хушшинче Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов, Мӑкшӑ Республикин наци политикин министрӗ Анатолий Чушкин, асӑннӑ регионӑн культура тата туризм министрӗн ҫумӗ Николай Храмов тата ыттисем пулнӑ. Хӑнасем мӑкшӑсен Чӑваш Енри культура центрӗн ертӳҫине Владимир Седойкина ертӳҫине халӑхсем хушшинчи килӗшӳшӗн тесе юбилей медалӗпе чысланӑ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗ кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Лаврентий Таллеров ҫыравҫа асӑнса асӑну каҫӗ ирттернӗ. Пурӑннӑ пулсан кӑҫал вӑл 85 ҫул тултармаллаччӗ. Чӑваш халӑх писателӗ пирӗнтен пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче уйрӑлса кайрӗ.
Асӑну каҫӗ валли музейҫӗсем «Чӗре хушнипе» курав хатӗрленӗ. Асӑну каҫне Чӑваш Республикин Профессилле ҫыравҫӑсен союзӗн ертӳҫи Сергей Павлов, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Юрий Артемьев, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Виталий Станьял, философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Юлия Силэм хутшӑннӑ. Таллеров хайлавӗсенчи ҫутӑ сӑнарсем пирки Анатолий Кипеч, Ева Лисина, Денис Гордеев ҫыравҫӑсем тухса калаҫнӑ.
Лаврентий Таллерова асӑнса ирттернӗ каҫа ҫыравҫӑн хӗрӗ Татьяна Максимова тата мӑнукӗ Людмила та хутшӑннӑ.
Сӑнсем (11)
Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче чӑваш прозаикӗ, поэчӗ, драматургӗ, публицисчӗ, сатирӑпа юмор ӑсти Аркадий Ӗҫхӗл ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа литература каҫӗ иртмелле. Ҫав тӗле музейҫӗсем «Сӑввӑмсенче хӗвел нумайшӑн…» ятпа курав хатӗрлӗҫ. Унта сӑвӑҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа паракан кӗнекесемпе, хутсемпе паллашма май килӗ.
Вӑл 1914 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Янсакасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ӗҫхӗл «Канаш», «Коммунизм ялавӗ» хаҫатсенче, «Илемлӗ литература», «Ялав» журналсенче ӗҫленӗ. Чӑваш писателӗсен союзне ертсе пынӑ. Литературӑри ӗҫ-хӗлне иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче пуҫланӑ. 1935 ҫулта вӑл «Ырӑ кун» ятпа сӑвӑ пуххи кӑларнӑ. 1944 ҫулта «Ӑмӑрткайӑк» поэма ҫырнӑ хыҫҫӑн Ӗҫхӗл ячӗ анлӑ сарӑлнӑ. Хайлавра вӑл Совет Союзӗн Паттарӗ, чӑваш лётчикӗ Федот Орлов ҫинчен ҫырнӑ. Аркадий Ӗҫхӗл 50 ытла кӗнеке кӑларнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗпе эсир пирӗн электронлӑ вулавӑшра паллашма пултаратӑр.
Элӗкри ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗ «Асамлӑ тӗрӗ тӗнчи — 2014» конкурс ирттересси пирки пӗлтерет. Унта ҫӗнтернисем республика шайӗнчи ҫавӑн пек конкурсра хутшӑнайӗҫ.
Ӑмӑртӑва йӗркелекенӗ — Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Паха тӗрӗ» ӳнер промыслисен фирми. Конкурса унти «Асамлӑ тӗрӗ» тата Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейсем йӗркелеҫҫӗ.
Кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут иртекен конкурса хутшӑнакансен чӑваш орнаментне тата нӑн пӗлтерӗшне кӑтартмалла. Ӗҫсене тӑватӑ номинаципе йышӑнассине, ачасен тӑрӑшӑвне ҫулне кура икӗ ушкӑна пайласа хаклассине пӗлтереҫҫӗ.
Чулхула влаҫӗсем Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен архитектурипе тата йӑли-йӗркипе паллаштаракан музее юсаса ҫӗнетесшӗн.
Ӑна 1973 ҫулта уҫӑ вырӑнта уҫнӑ. Аваллӑх управҫи XVII-XIX ӗмӗрти ял архитектурин объекчӗсем – пӳртсем, ампарсем, армансем, чиркӳсем вырнаҫнӑ. Анчах унти 14 обьектран 13-шӗ ишӗлме тытӑннӑ иккен, килен-каяна пырса ҫӳреме те хӑрушӑ теҫҫӗ.
Пӗлтӗр музей хысни 4 миллион тенкӗпе танлашнӑ-мӗн. Ку тупра коммуналлӑ пулӑшушӑн тӳлеме тата унта ӗҫлекенсене шалу тӳлеме кӑна ҫитнӗ иккен.
Экспонатсене ҫӗнетме вуншар кӑна мар, ҫӗршер миллион та кирлӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Ӑна тупассишӗнех хула влаҫӗсем попечительсен канашне йӗркелеме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне регионсен хыснинчен укҫа уйӑрса пулӑшасса та тем пекех шанаҫҫӗ.
Ячӗ Атӑлҫи халӑхсен тесе янӑрать те, анчах хальлӗхе унта вырӑс архитектури кӑна пур иккен. Чулхула облаҫӗнчи ытти тымар халӑхӑн — чӑвашсен, тутарсен, мӑкшӑсен тата ҫармӑссен архитектурине унта кӑтартман. Вырӑссен архитектурине унта иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче Чулхулан ҫурҫӗр енчи районӗнчен кӳрсе килсе вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш наци музейӗ «Музее парне» акци йӗркелесси пирки пӗлтернӗ. Ӑна вӑл кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче пуҫарса янӑ та нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.
Аваллӑх управҫи тӑван тӑрӑхӑн историйӗпе культурине ҫутатакан япаласене хаваспах йышӑнӗ. Ӑна вара музейҫӗсем экспонат вырӑнне хурса ҫынсене те кӑтартӗҫ, типтерлӗн те упрӗҫ. Ҫемье реликвийӗ евӗр упранакан авалхи сӑн ӳкерчӗксемпе тата хутсемпе пӗрле йӑлари хатӗрсене, халӑх тумтирне, ытти мула та тиркемӗҫ.
Музей шӑматкунпа вырсарникунсӑр пуҫне ирхи 9 сехетрен пуҫласа каҫхи 17-ччен йышӑнать. Апат вӑхӑчӗ — кӑнтӑрла иртни пӗрререн тытӑнса иккӗччен.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Нарат Чакки ялӗнче хӑйне евӗрлӗ музей пур иккен — нумай пулмасть ун пирки «Чӑваш Ен» телеканал каласа панӑ. Ку музея килсен унпа паллашма кӑна мар май пулӗ, кил хуҫи — Людмила Данькова — хӑналаса та ярӗ.
Хӑнасене кунта яланах чӑваш юрри-ташшисемпе кӗтсе илеҫҫӗ. Килӗнче те авалхи япаласем нумай. Ку музея тӑвас шухӑш имӗш 6 ҫул каялла ҫуралнӑ — хӑйӗн упӑшкипе калаҫнӑ хыҫҫӑн хӑна килне йӗркеленӗ. Авалхи япаласене те Людмина тахҫанах пухать имӗш — сахал мар пухӑннӑран музей йӗркелесси ҫуралнӑ та. Хӑш-пӗр япаласене кӳршӗсем те илсе килсе панӑ.
Чи кӑсӑклӑ япаласен шутӗнче ҫак хӑна музейӗнче (ҫапла ят памалла пуль?) 1876 ҫулхи сӑра пичкипе ҫӑпата пур. Ҫавӑн пекех музей 1900 ҫулсенче кӑларнӑ кӗнекесемпе пуян. Ӗҫлекен патефон та кунта пур.
Музея хӑнасем килсех тӑраҫҫӗ. Аякран килнисем те пулкалаҫҫӗ. Хӑш-пӗр кун ҫемьисемпех килсе пурӑнаҫҫӗ — пӗлтерет вырӑнти культура ҫуртӗнче ӗҫлекен кил хуҫи. Пӗрре ҫапла цирк артисчӗсем те хӑнара пулнӑ иккен — вара музейпе ҫӗменсем те, тилӗсем те паллашнӑ.
Яла ҫити ҫул ҫукки ҫеҫ пӑшӑрхантарать Людмила Даньковӑна.
Чӑваш ӳнер музейӗ 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи вырӑс живопиҫӗн шедеврӗпе пуянланнӑ. Аваллӑх управҫи Павел Беньков художникӑн «Утмӑлтуратсем» ӳкерчӗкӗллӗ пулса тӑнишӗн музей ӗҫченӗсем Раҫҫейӗн Культура министерствине тав тӑваҫҫӗ.
Беньков — Моисей Спиридоновпа Никита Сверчков ӳнерҫӗсен вӗрентекенӗ. Чӑваш ӳнер музейӗнче маларах авторӑн пӗр ӗҫӗ, Шмулевич актрисӑн портречӗ, кӑна пулнӑ. Чӑн-чӑн ӗҫсене, оригинала, тупса илме питӗ йывӑр иккен. «Утмӑлтуратсем» натюрморт унччен художникӑн Хусанти юлташӗсем патӗнче упраннӑ, каярах ӑна художникӑн мӑнукӗ Марина Лещинская илсе кайнӑ. Ӳкерчӗке музее илес тесе унпа нумай сӑмахланӑ-мӗн. Ӳлӗмрен вӑл пирӗн республика ҫыннисене савӑнтарӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.