Етӗрнери ӳнерпе таврапӗлӳ музейӗнче паян пуҫласа «Ӳнер каҫӗ» иртмелле. Ҫавна май культура учрежденийӗн алӑкӗсем каҫхи ултӑ сехетрен тытӑнса ҫурҫӗрчченех уҫӑ пулӗҫ.
«Ӳнер каҫӗнче» куравсемпе паллашма, классикӑлла хайлавсене, сӑвӑ вуланине, романссем юрланине итлеме май килӗ. 18 сехетре «Чӑвашсен аваллӑх чун хавалӗ тӗрӗсемпе япаласенче» ятпа ҫӗнӗ курав уҫӑлӗ. Кунсӑр пуҫне Тинкеш ял тӑрӑхӗнчи Ивановсен «Пултарулӑх атмосфери» тата Етӗрнери А.Асламас ячӗллӗ ача-пӑчан ӳнер шкулӗн ӳкерчӗкӗсен куравӗсем ӗҫлӗҫ. Каҫхи ҫичӗ сехетрен тытӑнса тӑххӑрччен асӑннӑ шкул ачисем «Музыка фейерверкӗ» музыка программипе савӑнтарӗҫ. Ун хыҫҫӑн Етӗрнери культура ҫурчӗн концерчӗ пуҫланӗ, вӑл ҫурҫӗрчченех пырӗ.
Ӗнер пирӗн ҫӗршывра политика репрессийӗнче шар курнисене асӑнмалли кун пулчӗ. Ҫавна май Чӑваш наци музейӗнче «Репрессиленӗ Чӑваш Ен фотографӗсем» курав уҫӑлнӑ. Ун пеккине йӗркелесси кӑҫал кӑна пуҫламан иккен — вӑл 1997 ҫултанпа пырать. «Вӗсене ятран аса илер» циклпа йӗркелекен курава хальхинче, ав, фотографсене халалланӑ.
Экспозицисем иртнӗ ӗмӗрӗн 20–40-мӗш ҫулӗсенче репрессиленӗ Ю.А. Зайцев, Л.Г. Гаврилов, В.А. Егоров, В.И. Иванов, Д.Ф. Пылаев, В.В. Милютинский, М.С. Хузяханов фотографсен кун-ҫулӗпе паллаштараҫҫӗ. Курава тӑратнӑ материалсемпе ҫынсем пуҫласа паллашма пултараҫҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Театр тӗс-сӗмӗ» курав уҫӑлать. Ӑна республикӑри театр ӗҫченӗсен союзӗ 70 ҫул тултарнине халалланӑ.
Курава асӑннӑ пӗрлешӳ членӗсен — паллӑ художниксен — ӗҫӗсене тӑратӗҫ. Ҫавсен шутӗнче Валентин Федоровӑн, Владимир Шведовӑн, Светлана Звереван, Надежда Васильеван, Ольга Юшкован, Владимир Карповӑн, Анатолий Розовӑн тата ыттисен ячӗсене асӑнса хӑварма пулать.
Хӑшӗсем пьеса спектаклӗн ҫурри кӑна, иккӗмӗш пайне пултаруллӑ художник туса ҫитерет тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ку шухӑшра чӑнни те ҫук мар-тӑр. Художник спектакле «стиль» кӗртнине шута илсен пушшех те. Тепӗр тесен, ҫӗр хут илтиччен пӗр хут курни аван-ҫке. Апла тӑк ӳркенмесӗрех курава ҫитсе килнине нимӗн те ҫитес ҫук.
Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗ пуҫласа «Ӳнер каҫӗ» акцие йыхравлать. Ӑна Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалланӑ.
Ҫав кун каҫхи ултӑ сехетрен пуҫласа каҫхи тӑххӑрччен ӳнерӗн тӗрлӗ енӗ пирки пӗлме май килӗ. Ҫав вӑхӑтра авалтан пыракан кӗвӗпе юрӑ ӳнерӗсемсӗр пуҫне хальхи вӑхӑтри кино тата фото ӑсталӑхӗ пирки те каласа кӑтартӗҫ. Ӳнер каҫне пынисене фольклор инструменчӗсене епле ӑсталанипе паллаштарӗҫ кӑна мар, вӗсемпе калассин хӑш-пӗр вӑрттӑнлӑхне те ӑша илтерӗҫ.
Музейӑн кинотеатрӗ «Сарпике» фильмри сӑнарсемпе паллаштарӗ. Кинона 1927 ҫулта Иакинф Максимов-Кошкинский сценарийӗпе ӳкернӗ. Фотосалонта вара 19-мӗш ӗмӗрти ҫипуҫа тӑхӑнса сӑн ӳкерӗнме ирӗк парӗҫ. Кунсӑр пуҫне поэзи каҫӗ те иртӗ. Хореографсем вара Латинла Америкӑри бачата ташӑри тата иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче халӑхра анлӑ сарӑлнӑ диско-хастл стильти хусканусене тума хӑнӑхтарӗҫ.
Ҫак уйӑхӑн 24–27-мӗшӗсенче Шупашкарта ҫулсерен йӗркелекен кросс-культура фестивалӗ — Германин Чӑваш Енри кунӗсем — иртмелле.
Ӑна ыран, 17 сехетре, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Берлинта пурӑнакан Ирина Голенкова фотограф-документалистӑн ӗҫӗсен «Берлин — ылмашусен хули» ятпа йӗркеленӗ фотокуравӗпе уҫӗҫ. 18 сехетре вара нимӗҫ композиторӗ Рихард Вагнер ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халалласа концерт-лекци иртӗ. Рихард Вагнер — опера ӳнерӗнчи паллӑ ӑста, дирижёр, культура теоретикӗ, поэт, драматург, вагнерианство текен пулӑма пуҫарса янӑ. Юрӗ. Вагнер пирки тата мероприяти епле иртесси пирки мӗнпур вӑрттӑнлӑха уҫса памӑпӑр. Унта кайса курма вара пурне те сӗнетпӗр. Ҫитменнине тата тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.
ЧНК Аслӑ пухӑвӗ умӗнчи ятарлӑ халӑх пухӑвне ирттерме шутлани пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Хайхи вӑхӑтне те, кунне те паянхи куна палӑртнӑ иккен — умпуху эрнекун, юпан 18-мӗшӗнче, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче иртмелле. Пуҫламӑшӗ — 16 сехетре.
Умпухӑва йӗркелекенсем ЧНК-ан Ваттисен канашӗ тата Чӑваш Енри ентешлӗхӗсем. Ку пухӑва Чӑваш наци конгресӗн пур ертӳҫӗсене те чӗннӗ. Унсӑр пуҫне умпухӑва ентешлӗх президиумӗсен ертӳҫисем те хутшӑнасса шанаҫҫӗ.
Ку мероприятире ҫитес аслӑ пухӑвӑн ӗҫ йӗркине сӳтсе явасшӑн тата ытти пӗтӗмӗшле ыйтусене пӑхса тухасшӑн. Тӗп тӗллев вара — аслӑ пухӑва хирӗҫӳсӗр те йӗркеллӗ, ҫураҫуллӑ ирттересси пулӗ. Мӗн енпе пулӑшмалла, туса ҫитереймен мӗнле ӗҫсем пуррине палӑртса вӗсене туса ҫитермелле — ҫак ыйтусене пӑхса тухӗҫ.
Ӗнер, юпан 10-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче «Нумай енлӗ талант» пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Ӑна Атнер Петрович Хусанкай 65 ҫул тултарнӑ ятпа хатӗрленӗ.
Литература музейӗн залӗнче халӑх тулли пухӑннӑччӗ — Атнер Петровича саламлама ӗҫтешӗсем, юлташӗсем, тӑванӗсем ҫитнӗччӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнчен те, чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчен те, ытти учрежденисенчен те ӑшӑ сӑмахсем илтрӗ юбилярҫӑ. Николай Фомиряков вара хӑйӗн икӗ ӳкерчӗкне парнелерӗ. Тепӗр ӳкерчӗк «Тӑван Атӑл» коллективӗнчен пулчӗ.
Хусанкай Атнер Петрович 1948 ҫулхи юпан 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вера Кузьмина чӑваш халӑх артисткипе Петӗр Хусанкай чӑваш халӑх сӑвӑҫин ывӑлӗ вӑл.
1966–1972 ҫулсенче Атнер Хусанкай Ленинград патшалӑх университечӗн хӗвелтухӑҫ факультечӗнче, 1973–1976 ҫулсенче СССР Ӑслӑлӑхсен академийӗн Тухӑҫ пӗлӗвӗн институчӗнчи аспирантурӑра вӗреннӗ. 1978–1990 ҫулсенче Атнер Хусанкай Чӑваш патшалӑх университечӗнче ӗҫленӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗнче чӗлхе пӗлӗвӗн пай пуҫлӑхӗ пулнӑ. Халӗ тивӗҫлӗ канура.
Хусанкай Атнер Петрович Чӑваш наци конгресӗн пӗрремӗш Президенчӗ, хальхи вӑхӑтра ҫак организацире хисеплӗ Президент вырӑнӗнче.
Ыран К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче Атнер Хусанкай 65 ҫул тултарнине халалланӑ уяв иртмелле.
Атнер Петровича пӗлмен ҫын сахал пулӗ. Тусу камне кала та эс камне калӑп теҫҫӗ вырӑссем. Эпир вара Атнер Петрович пирки «Аҫу-аннӳ ятне кала та...» теме хӑйӑпӑр. Ҫапла, Атнер Хусанкай — чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн тата СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан ывӑлӗ.
Атнер Хусанкайпа паллаштарассине унӑн ашшӗ-амӑшӗнчен пуҫлани хӑй вӑл ятсӑр-сумсӑр ҫын пулнине, ашшӗ-амӑшӗн ятне асӑннипе кӑна ҫӗкленнине пӗлтермест-ха. Мӗн-ма тесен Атнер Хусанкай — паллӑ литература критикӗ, публицист. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Ленинградри А.А. Жданов ячӗллӗ патшалӑх университетӗнчи тухӑҫ факультетӗнче «Араб филологийӗ» специальноҫа алла илнӗ. СССР Ӑслӑлӑх академийӗн Востоковеденин институтӗнче аспирантурӑра пултарулӑха туптанӑ. Атнер Петрович Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗрентнӗ. Вӑл тӑван халӑхӑмӑр наципе культура юхӑмне чылай тӳпе хывнӑ. Чим-ха, мӗншӗн иртнӗ вӑхӑтра каларӑм-ха? Капла туни тӗрӗс мар-ҫке — ун йышшисен тӳпи паян та тӗлӗнмелле сисӗмлӗ.
Халех мар. Саккуна улшӑну кӗртсен. Калаҫӑвӗ вара лицейсенче, бакалавриат, специалитет тата магистратурӑра вӗренекенсем пирки пырать.
Нумаях пулмасть ҫӗршывӑн Патшалӑх Думине «Культура ҫинчен Раҫҫей Федерацийӗнчи саккунсен никӗсӗсем» текен федераци саккунне улшӑну кӗртме сӗнӳпе тухакансем пулнӑ.
Музее тӳлевсӗр ҫӳремелли йӗрке унччен пулнӑ-ха. Аслӑ шкулсенче пӗлӳ туптакансене ун чух патшалӑх тата муниципалитет музейӗсене ирӗклӗн кӗрсе тухма чарман. Хӑй вӑхӑтӗнчи ырӑ йӑлана тавӑрас тени маларах пулкаланӑ та, анчах саккунне йышӑнман. Хальхинче ҫак пуҫару епле вӗҫленнине каярах курӑпӑр.
Юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче республикӑн Художниксен пӗрлешӗвӗн «Кӗр — 2013» куравӗ уҫӑлнӑ.
Унта тӗрлӗ майпа — графикӑпа, живопиҫпе — хатӗрленӗ ӗҫсем вырӑн тупнӑ. Пӗтӗмпе вара курава 80-а яхӑн художник хӑйӗн ӳкерчӗкӗсене тӑратнӑ. Ҫавсен шутӗнче Ревель Федоров, Александр Федосеев, Николай Садюков, Андрей Анохин, Константин Долгашев, Геннадий Козлов, Миша Григорян, Анатолий Данилов, Николай Енилин, Александр Федоров, Николай Комаров, Валентина Милославская, Юрий Милославский, Вольт Медведев, Валерий Мытиков, Николай Егоров, Венера Сандомирова, Нина Алимасова, Елена Комарова, Олег Польдяев, Виктор Бритвин, Викентий Лукиянов тата ыттисен ячӗсене асӑнмалла.
Куравра аслӑрах ҫулхисемпе пӗрлех киҫтӗке тинтерех тытнӑ ӑстасен пултарулӑхӗпе те паллашма май килӗ. Пурӗ унта 220-е яхӑн ӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.