Пӗр хушӑ Правительство ҫуртӗнчи сауна пирки нумай калаҫрӗҫ. Ку ыйту патне каллех таврӑннӑ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе тепӗр пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Судра Элтепер администрацийӗн ертӳҫин ҫумӗ пулнӑ ҫын явап тытӗ. Суд юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулмаллаччӗ. Анчах ӑна каярах куҫарнӑ. Суд ларӑвӗ юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче иртӗ.
Ертӳҫӗн унчченхи ҫумӗ «Республикӑри тӗплӗ юсав управленийӗ» патшалӑх унитари предприятин ертӳҫин экс-ҫумне Правительство ҫуртӗнче сывлӑха ҫирӗплетмелли центр хута ярас тӗлӗшпе саккуна хирӗҫ хушу панӑ. Следстви ҫапла шухӑшлать.
Унччен ку ӗҫ тӗлӗшпе пӗр суд пулнӑ. Ун чухне «Республикӑри тӗплӗ юсав управленийӗн» ертӳҫин экс-ҫумне должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе айӑпланӑ. Следстви шухӑшӗпе, вӑл подрядчике 7,5 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Мускав районӗн сучӗ ӑна 150 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Анчах тӳре-шара часах амнистие лекнӗ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем хӑйсем кам пулнине ӗнентерекен, аякранах курӑнакан курткӑсемпе ҫӳрӗҫ. Кун пики эпир ҫирӗплетсех калаймӑпӑр та, анчах тӗнче тетелӗсенчен пӗринче Рита Кириллова журналист чӑваш парламенчӗн депутачӗсене ятарлӑ курткӑсемпе тивӗҫтерме шут тытнине пӗлтерет. Ку хыпара Александр Белов журналист та хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ.
Рита Кириллова ҫырнӑ тӑрӑх, курткӑн малти енче, сулахайра, Чӑваш Республикин гербне ӳкернӗ, сылтӑмра — Патшалӑх Канашӗ тесе вырӑсла ҫырса хунӑ. Сӑн ӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, ҫурӑм ҫине те ҫырни пур.
«Кам шучӗпе тумлантараҫҫӗ-ши?» — пуҫ ватать «Советская Чувашия» хаҫат журналисчӗ Рита Кириллова.
Малашне «Чӑваш Ен-Мед» страхлав компанине ЧР экономика аталанӑвӗн экс-министрӗ Гульмира Акимова ертсе пырӗ. Кун пирки Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пӗлтернӗ.
Гульмира Акимова министерствӑра ӗҫленисӗр пуҫне Казахстанра, Арменире Раҫҫейӗн суту-илӳ представительствинче вӑй хунӑ. Юлашкинчен вӑл Пӗрлештернӗ авиастроительство корпорацийӗнче тӑрӑшнӑ.
Аса илтерер: унччен «Чӑваш Ен-Мед» страхлав компанине Ирина Клементьева ертсе пынӑ. Вӑлах Шупашкар мэрӗ пулнӑ. Халӗ Ирина Клементьева суд ыйшӑнӑвӗпе килтен тухаймасӑр ларать. Ун тӗлӗшпе ултӑ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем тӗлӗшпе следстви пырать, ӗҫ-пуҫа тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарти депутатсен хула пухӑвӗнче тӗп хулан ҫӗнӗ мэрне суйланӑ. Малашне ку тивӗҫе Евгений Кадышев пурнӑҫлӗ. Вӑл — И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ӑслӑлӑх ӗҫӗпе вӑй хуракан проректорӗ.
Мэра паян, юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, суйланӑ. Кандидата вӑрттӑн сасӑлав мелӗпе палӑртнӑ. ЧПУ проректорӗшӗн Евгений Кадышевшӑн 30 ҫын сасӑланӑ. Вӑл присяга вуласа должноҫе йышӑннӑ. Варнава митрополит ҫӗнӗ вырӑнта тухӑҫлӑ та чыслӑ ӗҫлеме пехилленӗ, хула пуҫлӑхӗн хӑйӑвне ҫакса янӑ.
Аса илтерер: унччен ку ӗҫ вырӑнне Ирина Клементьева йышӑннӑччӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче хула мэрсӑр юлчӗ. Ирина Клементьева тӗлӗшпе ултӑ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Суд ӑна килтен тухмалла мар хупса хунӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарӑн ҫӗнӗ пуҫлӑхне — Депутатсен пухӑвӗн ертӳҫине Евгений Кадышева яваплӑ должноҫе йышӑннӑ ятпа саламланӑ.
Паянтанпа мэра суйланнӑ Евгений Кадышев И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӑслӑлӑх енӗпе проректорта ӗҫлет.
1962 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. Хӑй халь тимлекен аслӑ шкулта вӗреннӗ. Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ савутра электромонтертан ӗҫ биографине пуҫланӑскер каярах ЧПУра ассистент, аслӑ преподаватель, доцент, профессор пулса тӑрӑшнӑ.
Михаил Игнатьев Евгений Кадышева хула ҫыннисен шухӑш-кӑмӑлне тӗпе хурса ӗҫлеме ырӑ сунса каланӑ. Тӗл пулура Элтепер ӗҫ тӑвакан влаҫ тата муниципалитет пӗр шухӑшлӑн ӗҫлемеллине те палӑртса хӑварнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Наци танлаштарӑмӗнче пӗр йӗрке ҫӳлерех хӑпарнӑ.
«Республика пуҫлӑхӗ мэра тапӑннине пӑхмасӑрах вӑл пӗр йӗрке хӑпарнӑ, - тенӗ танлаштарӑм агентствин специалисчӗ. – Ӑна тапӑнни чылай экспертӑн шухӑшне япӑх енне улӑштарнӑ. Килнӗ информацие ӗненес тӗк, Михаил Игнатьев республикӑри тӗрӗслев органӗсенчен, прокуратурӑран, ШӖМрен Алексей Ладыкова хирӗҫ ӗҫ пуҫлама ыйтнӑ.
Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, Гладков урамӗнчи 1100 ача ҫӳремелли шкула хӑпартни, «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» программӑпа анлӑ ӗҫлени (ҫитес ҫул Шупашкарта 36 ҫула юсасси пирки сайтра пӗлтернӗччӗ) Ладыковӑн ӗҫӗ-хӗлне лайӑх витӗм кӳнӗ.
Ӗнер иртнӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче республика парламенчӗн Аппарачӗн ертӳҫине суйланӑ. Аса илтерер, ку должность унччен ҫав пукана йышӑннӑ Надежда Прокопьевӑна этем правине хӳтӗлекен уполномоченнӑя лартнӑ хыҫҫӑн пушанчӗ. Ӗнерех вӑл ЧР Паташлӑх Канашӗнчи унчченхи ӗҫе пӑрахрӗ.
Сессире парламент хӑйӗн кандидатурине сӗнчӗ. Вӑл ҫын — Аппарат ертӳҫин ҫумӗнче, патшалӑхпа право управленийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Ирина Семенова. Ирина Семеновӑна кӑҫал «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Валерий Филимонов спикер Аппаратӑн ҫӗнӗ ертӳҫине ырласа сӑмах каларӗ, депутатсем те парламент сӗннӗ кандидатпа килӗшнине пӗлтерсе уншӑн сасӑларӗҫ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗ иртнине эпир ӗнерех пӗлтернӗччӗ. Кун йӗркине кӗртнӗ ыйтусем нумайран тата тӗрлӗ йышӑну йышлӑран паян та ку темӑна малалла тӑсӑпӑр.
Ӗнер «халӑх тарҫисем» (маларах депутатсене ытарлӑн ҫавӑн пек калатчӗҫ. Сӑмах ҫаврӑнӑшӗ паян хай сӗмне ҫухатнипе ҫухатманнине тишкерес тӗллевӗмӗр ҫук та ун пирки чарӑнса тӑмӑпӑр) парламентри икӗ комитет ертӳҫине суйларӗҫ. Сӑнавҫӑсем асӑрханӑ тӑрӑх, шалуллӑ должноҫсене «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне Игорь Молякова парас мар тени черетлӗ хутчен пурнӑҫа кӗчӗ.
Парламентӑн экономика политики, агропромышленноҫ комплексӗ тата экологи енӗпе комитет ертӳҫи пулма паллӑ спортсмена, Олимп чемпионне, тӗнче чемпионкине Елена Николаевана шанчӗҫ. Тӗнче шайӗнчи паллӑ спортсменка сессире тӑван яла пилӗк ҫул каялла таврӑннине, унта хӑйӗн суйлавҫисемпе юнашар пулнине палӑртнӑ.
«Эпӗ, паллах, ҫветтуй мар. Анчах апла пулма тӑрӑшмалла. Аталанма вӗҫӗмех пулать, ҫветтуй пулса ҫуралмаҫҫӗ, пулса тӑраҫҫӗ. Ҫамрӑк депутатсене тата аслӑ юлташсене пулӑшнӑшӑн тав тӑватӑп, пӗтӗмпех турӑ ирӗкӗпе пулса пырать», — тенӗ Елена Николаева сессире.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен пысӑк йышӗ этем правине унччен юстици министрӗ пулнӑ Надежда Прокопьевӑна хӳтӗлеттересшӗн тесе эпир ҫурла уйӑхӗнче пӗлтерни тӳрре килчӗ.
Аса илтерер, маларах министр пулнӑ ҫын юлашки вӑхӑтра республикӑн Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн Ертӳҫинче тӑрӑшрӗ. Вӑрттӑн сасӑлав ирттерсе халӑх тарҫисенчен 35-шӗ Надежда Прокопьевашӑн сасӑларӗҫ. Ку кандидатурӑна иккӗн ырламарӗҫ.
Сасӑлама епле сасӑланине пӗлеймӗпӗр те, анчах сессире «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ, чӑваш парламентӗнчи ҫав партин фракци ертӳҫи Игорь Моляков ӗнерхи тӳре-шара ҫынсен правине хӳтӗлессипе чунтан тӑрӑшасси пирки иккӗленнине палӑртрӗ. Ант тунӑ чухне Надежда Прокопьева тивӗҫе таса чунпа пурнӑҫлама шантарчӗ.
Паян тӑван республикӑмӑрӑн парламенчӗ черетлӗ, 12-мӗш, сессие пуҫтарӑнчӗ. Унта чылай чухнехиллех нумай ыйту кӗртнӗ. Кӗртменнисемпе пӗрлех урӑххисене пӑхса тухма сӗнекенсем те пулчӗҫ.
Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн пайташӗ Григорий Данилов харӑсах икӗ сӗнӳпе тухрӗ. Вӗсенчен пӗри Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑннисене, ашшӗ ӑшшине туймасӑр ӳснисене пырса тиврӗ. Григорий Данилов депутат вӑрҫӑ ачисене патшалӑх енчен укҫа-тенкӗпе пулӑшмалла тесе шухӑшланине, ку сӗнӳпе Мускава тухмаллине палӑртрӗ.
Анчах чӑваш парламенчӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗ ертӳҫи Вячеслав Рафинов республикӑри халӑх тарҫисем ку ыйтӑва маларах тишкернине пӗлтерчӗ. Тутарстанри депутатсем ҫапла сӗнӳпе тухнӑ саккун проектне РФ Патшалӑх Думи пӑхса тухманнине палӑртнӑ май пирӗн тӑрӑхри депутатсем ку сӗнӳпе Федерацин Атӑлҫи округӗнчи ӗҫтешӗсемпе пӗрле тухас шухӑшлине ӗнентерчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |