Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.4 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: спорт

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен спортсменӗ Сергей Козырев Раҫҫей первенствинчен пӑхӑр медальпе таврӑннӑ.

Ӑмӑрту Бурят Республикинче иртнӗ. Унта 24 ҫула ҫитмен, спорт кӗрешӗвӗпе кӑсӑкланакан 300 спортсмен вӑй виҫнӗ.

Чӑваш Ен чысне хӳтӗленӗ Сергей 97 килограмм тайманнисен категорийӗнче тупӑшнӑ.

Палӑртмалла: вӑл — кӗрешӳ енӗпе тӗнче класлӑ спорт мастерӗ. Ӑсталӑхне Валерий Кочков ячӗллӗ 5-мӗш спорт шкулӗнче туптать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Пӑтӑрмахсем
t.me/chuvashia_sledcome сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/chuvashia_sledcome сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта иртекен Пӗтӗм Раҫҫӗйцри ГТО ӑмӑртӑвне пуҫтарӑннисем йышлӑн чирлесе ӳкнӗ.

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, темиҫе ачапа аслӑ ҫынна тухтӑрсен пулӑшӑве кирлӗ пулса тухнӑ. Ӑмӑртӑва килнисем хулари хӑна ҫурчӗсенчен пӗринче вырнаҫнӑ. Вӗсем пурте унта апатланнӑ.

Пӑтӑрмах тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Тӗрӗслеве РФ Пуҫиле кодексӗн 236-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashia_sledcome/3554
 

Спорт

Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Андрей Молодейкин 109 ҫухрӑм чупса финиша пӗрремӗш ҫитнӗ. Вӑл дистанцие 10 сехет те 27 минут та 48 ҫеккунтра парӑнтарнӑ.

Палӑртмалла: РТ-100 Лютая чупу – экстремаллӑ ультрамарафон. Вӑл Гаврилов Посадра иртнӗ. Маршрут ҫулсемпе, сукмаксемпе, тӗрлӗ рельефлӑ вырӑнпа иртнӗ.

Каласа хӑварар: Андрей Молодейкинӑн ашшӗ – Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчен.

 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри ҫӑмӑл атлетка Дина Александрова «Каҫхи Хусан» чупура ҫӗнтернӗ.

Вӑл 10 ҫухрӑм чупса ытти хӗрарӑмран чи малтан фириша ҫитнӗ. Унӑн кӑтартӑвӗ – 33 минут та 5 ҫеккунт.

Ҫав кун Динӑн ҫуралнӑ кунӗ пулнӑ. Ылтӑн медаль ҫӗнсе илни уншӑн – чӑн-чӑн парне. Вӑл тортран та, салам сӑмахӗсенчен те хаклӑрах.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_23188
 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 16-20-мӗшӗсенче ҫемье командисен хушшинче Пӗтӗм Раҫҫейри ГТО фестивалӗ иртӗ.Чӑваш Ен чысне Йӗпреҫ округӗнчи Ефимовсем хӳтӗлӗҫ

Фестиваль Шупашкарта «Атӑл» физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплексра иртӗ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура 13 сехетре уҫӗҫ.

Ӑмӑртӑва ҫӗршыври тӗрлӗ регионти ҫемьесем хутшӑнӗҫ. Ӳсӗмӗ - 8-69 ҫулсенчисем. Вӗсем ГТО дисциплинисенче тупӑшӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15046
 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарти Мия Кудряшова «Шӑккалат кубокӗнче» ҫӗнтернӗ. Вӑл 9 ҫултан кӗҫӗнрех хӗрачасемпе тупӑшса 9 турта 8 очко пухнӑ, хушма кӑтартусемпе Чулхула облаҫӗнчи Элизабет Де Боноран иртсе кайнӑ. Ҫапла пирӗн ентеш Раҫҫей кубокӗн Шупашкарти тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ.

Мийӑна ӑмӑртура «шахмат принцесси» тесе ят панӑ. Вӑл турнирӑн кашни тапхӑрӗнче кӗрен тӗслӗ хитре кӗпесемпе тухнӑ. Шахмат хӑми умне ларсан вӑл хӑйне ҫирӗп тытнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_23119
 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш спортсменӗ Виктор Семенов ҫӑмӑл атлетика енӗпе ветерансен хушшинче иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнче икӗ ылтӑн медальпе таврӑннӑ!

Ӑмӑрту Санкт-Петербургра иртнӗ. Унта 75 ҫултан аслӑрах спортсменсем хутшӑннӑ. Пирӗн ентеш 10 000 тата 5 000 метра хӑвӑрт утса финиша пӗрремӗш ҫитнӗ.

Конкуренци вара чӑннипех те вӑйлӑ пулнӑ. Ӑмӑртӑва 720 спортсмен хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_78367
 

Спорт
ВФЛА сайтри сӑн
ВФЛА сайтри сӑн

Чӑваш Енри спортмсенка Анастасия Красильникова ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ кӑна мар, хӑйӗн рекордне те ҫӗнетнӗ. Вӑл Хусанта ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионатне хутшӑнса пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ.

Анастасия чӑрмавлӑ 3 пин ҫухрӑма 9 минут та 29,40 ҫеккунтра парӑнтарнӑ. Сӑмах май, вӑл кӑҫал Хусанти 10 ҫухрӑмлӑ марафонра ҫӗнтернӗ, Раҫҫейри команда чемпионатӗнче 3 пин ҫухрӑма чупса мала тухнӑ тата ҫав дисциплинӑрах Раҫҫей Кубокӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енӗн маунтинбайк енӗпе пӗрлештернӗ команди Раҫҫейри ҫамрӑксен спартакиадинче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

Вӗсем ҫӗршыври 13 командӑна парӑнтарса пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ. Иккӗмӗш вырӑна Мускав облаҫӗн команди тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара Мусаври спортсменӗсем йышӑннӑ.

Командӑран уйрӑмах ҫак спортсменсене палӑртмалла: кросс-кантрире 21 ҫухрӑма парӑнтарса ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ Элина Семенова тата пӑхӑр медале тивӗҫнӗ Алина Карлова, 25 ҫухрӑмлӑ дистанцире 6-мӗш вырӑн йышӑннӑ Никита Петров.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_78320
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри спортсменка Мальвина Петрова Суздальте 84 ҫухрӑм чупса ҫӗнтернӗ.

Дистанцие вӑл 9 сехет те 41 минут та 51 ҫеккунтра парӑнтарнӑ.

Палӑртмалла: ҫулсерен иртекен Golden Ring Ultra Trail 100 (GRUT) трейлинг фестивале 8 пин ытла спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Мальвина финиша пӗрремӗш ҫитнӗ.

Ку дистанци GRUTри йывӑр трассӑсенчен пӗри шутланать, унта опытлӑ трейланнерсем хутшӑнаҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, ... 159
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Кӑмӑл-туйӑм улшӑнса тӑмӗ. Халӗ япӑх туйӑмсем сире усӑ памӗҫ. Унсӑрӑн ҫакна пулах юратнӑ ҫынпа хутшӑнӑва пӑсма пултаратӑр. Кайран вара хутшӑнӑва йӗркелеме ҫӑмӑл пулмӗ.

Ҫӗртме, 13

1895
131
Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ.
1948
78
Никитин Анатолий Никитич, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ.
1960
66
Алексеева Зоя Леонидовна,чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть