Патӑрьелте ҫуралса ӳснӗ спортсменка Ирина Привалова Таиландра иртнӗ ӑмӑртура ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Вӑл 55-59 ҫулсенчи спортсменсемпе тупӑшнӑ. Триатлонра – ишсе, велосипедпа ярӑнса тата чупса - ыттисен хушшинче палӑрнӑ. Ҫапла вӑл пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ.
Анна Хмелева Атӑлҫи федераци округӗнче шахматла выляссипе иртнӗ ӑмӑртура 19 ҫул тултарман хӗрсен хушшинче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Хӑвӑрт шахматла выляса та вӑл палӑрнӑ: пӑхӑр медаль илнӗ. Денис Кириллов та маттур: хӑйӗн ӳсӗмӗн категорийӗнче виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Палӑртмалла: ӑмӑрту Самар облаҫӗнче иртнӗ. Уҫта 14 регионтан 400 ҫын хутшӑннӑ.
Чӑваш Ен спортсменӗсем Татьяна тата Александр Федоровсем Астанара самбо енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ. Вӗсем – пиччӗшӗпе йӑмӑкӗ.
Татьяна 50 килограмм тайман спортсменсен йышӗнче тупӑшса кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Унӑн пиччӗшӗ, тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Александр 64 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче тупӑшса пӑхӑр медале тивӗҫнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти виҫӗ ача амӑшӗ Анна Аветисян Турцире иртнӗ Ironman триатлона ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗ. Вӑл пӗр кунра пысӑк дистанцие парӑнтарнӑ: 2 ҫухрӑма яхӑн ишнӗ, 90 ҫухрӑм велосипедпа кайнӑ, 21,1 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫурмамарафон чупнӑ.
Анна – фитнес-джампинг тренерӗ. Триатлона ӑна мӑшӑрӗ Арсен хатӗрленӗ. Ӑмӑртура ӑна пӗтӗм ҫемйи хавхалантарнӑ.
Ҫак кунсенче Самар хулинче «Чупура эпир пӗрлӗхре» ҫӑмӑл атлетика эстафети иртнӗ. Ӑна Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунне халалласа ирттернӗ.
Унта пирӗн ентеш, Шупашкар округӗнчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӑн «кӗмӗл нимеҫи» Роза Алексеева, хутшӑннӑ. Роза Васильевна 65-69 ҫулсенчи спортсменсен хушшинче 3 ҫухрӑм чупнӑ. Вӑл финиша пуринчен малтан ҫитнӗ.
Палӑртмалла: Роза Алексеева – ветерансен хушшинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионкин ятне 18 хут тивӗҫнӗ.
Никита Данилов Саранскра ишесси енӗпӗ иртнӗ чемпионатра тата первенствинче тӑватӑ медаль илнӗ. Унта Атӑлҫи федераци округӗнчи спортсменсем хутшӑннӑ.
Никита 200 метра ишсе ылтӑн медаль илнӗ, 400 метра ишсе – кӗмӗл. 100 тата 800 метра ирӗклӗ майпа ишсе вара вӑл икӗ пӑхӑр медале тивӗҫнӗ.
Ытти спортсмен та лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ. Александр Вотяков – пӗрремӗш, Михаил Пайков – иккӗмӗш, Денис Чебанин иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Чӑваш Енре велокросс енӗпӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту тата первенство иртнӗ. Пирӗн ентешсем унта тӗрлӗ 17 медаль ҫӗнсе илнӗ.
Анна Карлова, Елена Парусова, Кирилл Баданин, Элина Семенова тата Полина Иванова ылтӑн медаль илнӗ. Даниил Карпов, Денис Яковлев, Софья Ростовщикова, Эльза Ильина, Иван Кузьмин тата Елизавета Кубонина кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Пьедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашки ҫине Алексей Анисимов, Анна Иванова, Дмитрий Салихов, Александра Пинегина, Денис Романов тата Кристина Никитина хӑпарнӑ.
Чӑваш Енри команди Пӗтӗм Раҫҫейри ял спорчӗн вӑййисенче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ентешсем 450 пин ҫын таран пурӑнакан ялсен командисемпе тупӑшса мала тухнӑ.
Палӑртмалла: ӑмӑртусем Чулхула облаҫӗнчи Пысӑк Суходол ялӗнче иртнӗ. Тупӑшсем ӗнер вӗҫленнӗ.
Пӗтӗмӗшле зачета илес тӗк, пирӗн республика ытти регион хушшинче 7-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
В.С.Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Семен Мареев Краснодар крайӗнче йывӑр атлетика енӗпе иртнӗ Раҫсей первенствинче палӑрнӑ. Ӑмӑртӑва 500 ытла атлет пухӑннӑ.
Семен 109 килограмм таран таякансен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл икӗ енлӗ кӗрешӳре, штангӑна тертсе тата йӑтса малти вырӑнсене йышӑннӑ.
Чӑааш Енри спортсменсем хӑвӑрт утас енӗпе иртнӗ «Скороходы России» ӑмӑртура ултӑ медаль ҫӗнсе илнӗ. 1 пин метрлӑ дистанцире 12 ҫул тултарманнисен йышӗнче Савелий Кириллов, Егор Николаев, Никита Ермошкин пьедестала йышӑннӑ. Хӗрачасен йышӗнче Екатерина Трофимова финиша пӗрремӗш ҫитнӗ, Екатерина Трофимова - виҫҫӗмӗш.
Василий Дудышев 2 пин метрлӑ дистанцире призер пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |