Паян, ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев журналистсен ыйтӑвӗсене хуравларӗ.
Хӑйсене пӑшӑрхантаракан ыйтусене хускатас тӗллевпе республикӑри тата федераци шайӗнчи МИХсенче тӑрӑшакансем кӑна мар, районтисем те пуҫтарӑннӑ. Пуҫлӑхсен пресс-службисем хӑш чухне ыйтусене «ала витӗр» кӑларни пирки илтме тивет те, Михаил Игнатьевпа иртнӗ пресс-конференцире апла чару пулмарӗ. «Усал сӑмахсемпе перкелешме кӑна юрамасть», — шӳтлесе илчӗ пресс-конференци пуҫланас умӗн Михаил Игнатьев Элтеперӗн пресс-ҫыруҫи Светлана Каликова.
Журналистсем хускатнӑ ыйтусем хушшинче темли те пулчӗ: Шупашкарти трактор савучӗн шӑпи, ӗҫсӗр юлакансен мӗн тумалли, сӗт хакӗ йӳннине кура уншӑн ял ҫыннисене субсидилеме май ҫуккипе кӑсӑкланни, пӗчӗк йышлӑ шкулсене хупмасӑр май ҫуках-ши тени. Элтепер пурин ыйтӑвне те тӗплӗн те чӑтӑмлӑн хуравларӗ.
«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» ятпа ирттернӗ видесӑвӑсен конкурсра мала тухнисене палӑртнӑ. Кун пирки «Шкулта» интернет-журнал пӗлтерет. Хаклавҫӑсен йышӗ пӗчӗк мар пулнӑ — пурӗ 13 ҫын. Вӗсен ӗҫне пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн мала ҫак ачасем тухнӑ:
«Пукан ҫинче» номинацире (кунта чи кӗҫӗннисем пулчӗҫ) Вӑрмар районӗнчи Чулкаҫри тӗп шкул ҫумӗнчи ача пахчине ҫӳрекен Софья Моисеева тухнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Татьяна Патшинӑпа Мария Лотова йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех палӑрнӑ: Арина Емельянова, Ева Сорокина тата Макар Иванов.
«Пукане» номинацире 4 ҫул ҫурӑран аслӑрах шкул ҫулне ҫитмен хӗрачасем тупӑшрӗҫ. Чи маттурри Комсомольски районӗнчи 2-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Мария Николаева пулчӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Ульяна Шашковӑпа Анна Михайлова йышӑнчӗҫ. Анна — Пушкӑрт Республикинчен. Ҫавӑн пекех палӑрчӗҫ: Ульяна Альгеева, Юлия Маркова, Марина Алексеева.
«Шӗвӗркке» номинаци «Пукане» пеккиех, анчах арҫын ачасем валли. Кунта мала Шупашкарти 112-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Даниил Афанасьев тухрӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Владимир Яковлевпа Сергей Лукианов йышӑнчӗҫ.
Шупашкарти 29-мӗш вӑтам шкулта туалета ашшӗ-амӑш укҫипе юсанӑ. Материалне туянма та, ӗҫне пурнӑҫлама та вӗренӳ учрежденийӗ 1-мӗш «м», 2-мӗш «а», 3-мӗш «п» классенче вӗренекенсен ашшӗ-амӑшӗн куҫӗнчен пӑхнӑ.
Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗпе те калаҫнӑ, анчах вӗсем укҫана хӑйсенчен ирӗксӗртен пухнине йышӑнман.
Апла-и, капла-и, саккунпа килӗшӳллӗн вара шкула муниципалитетӑн тытса тӑмалла. Енчен те ыркӑмӑллӑх укҫи тесе кӗмӗл пухас-тӑвас пулсан ӑна вӗренӳ учрежденийӗн счечӗ ҫине куҫармалла, ашшӗ-амӑшӗпе ыркӑмӑллӑх укҫи пухни пирки килӗшӳ ҫырмалла.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче прокуратура ачасене шкула йышӑннӑ чух документсене ашшӗ-амӑшӗнчен кӑна мар, асламӑшӗ-кукамӑшӗнчен йышӑннине те тупса палӑртнӑ. Кӑлтӑксем пирки шкул директорне представлени ҫырса панӑ. Унта ҫитменлӗхе пӗтерме, айӑплине явап тыттарма хушнӑ.
«Чӑваш ҫӗршывӗ — вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑ Раҫҫейӗн илемлӗ те хӑтлӑ пӗр пайӗ. Лаптӑкӗпе пӗчӗкҫӗ вӑл, анчах халӑхӗ унӑн йышлӑ та хӑйне евӗрлӗ. Ҫӗршер ҫул тӗрӗк, финн-угор, вырӑс халӑхӗсем хушшинче пурӑнса тата хӑйсене ытти халӑхсемпе пӗрпеклентерме вӑйпа хӑтланнине пӑхмасӑр чӑвашсем тӑван чӗлхине, йӑли-йӗркине, культурине тӳсӗмлӗн упраса хӑварма пултарнӑ», — ҫапла хӑпартланса ҫырнӑ Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пӑла Тимеш шкулӗ вырӑнти ял тӑрӑхӗн сайтӗнче.
Аслӑ Пӑла Тимешри В.В. Зайцев ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта чӑвашлӑх эрни пынӑ май шкулти вулавӑшра «Ытарайми Чӑваш ен» ятлӑ кӗнекесен куравне хатӗрленӗ. Вӑл тӗрлӗ пайран тӑрать. «Чӑвашсен чаплӑ ҫыннисем» ярӑмра Константин Иванов, Степан Максимов, Воробьев композиторсем, Андриян Николаев, Василий Чапаев, Элли Юрьев, Иакинф Бичурин, Даниил Элмен ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесемпе паллашма пулать. Ҫавӑн пекех «Елчӗк тӑрӑхӗ», «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ», «ЧР Президенчӗн вулавӑшӗ», ӗҫе юратма. хисеплеме вӗрентекен кӗнекесем тата ытти пайсем те пур. Унта Чӑваш ен актерӗсем, чӑваш туйӗ, тӗрри, апат-ҫимӗҫӗ, музыка инструменчӗсем ҫинчен ҫырса ӑнлантарнӑ кӗнекесем те йышлӑ.
Шупашкарта вӗренекен ачасем Ӗнчӗри (Индири) Дели хулинчен таврӑннӑ. Унта вӗсем ятарлӑ программӑпа килӗшӳллӗн кайнӑ.
Шупашкарти 41-мӗш шкулта ӑс пухакан пилӗк ача Делири харпӑр шкулта хӑнара пулса курнӑ. Унта вӗсем 17 кун пурӑннӑ. Чӑваш ачисене ҫав шкула вӗренме ҫӳрекен шӑпӑрлансен ҫемйисем хӑйсем патне вырнаҫтарнӑ.
Палӑртар: Индипе Чӑваш Ен делегацийӗсем 2014 ҫулта пӗрремӗш хут ылмашӑннӑ. Унтан 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Инди ачисем Шупашкара килнӗ.
Ӗнчӗри ҫав шкулта 2500 ача вӗренет, вӗсене 100 яхӑн учитель ӑс парать. Вӗсем акӑлчанла вӗренеҫҫӗ. Хинди чӗлхине (тӑван чӗлхе) пирӗн шкулта чӑваш чӗлхине вӗреннӗ пек вӗренеҫҫӗ. Эрнере 3 сехет пулать-мӗн.
Инди шкулӗнче пирӗннисем шӑнкӑрч вӗллисем тунӑ, унти ачасемпе баскетболла вылянӑ. Шкул ҫывӑхӗнче — пахча. Унта пирӗннисем йывӑҫ та лартнӑ. Ачасем ку ҫулҫӳревпе кӑмӑллӑ юлнӑ.
Ҫак кунсенче Ҫӗмӗрлере «Нам этот мир завещано сберечь» (чӑв. Пире ҫак тӗнчене перекетлеме халалланӑ) ятпа регионсем хушшинчи IV экологи фестивалӗ иртнӗ. Ӑна «ЭКА» симӗссисен общество организацийӗн йӗркеленӗ.
Экологи фестивальне маларах асӑннӑ хулари 3-мӗш вӑтам шкула пуҫтарӑннӑ. Ку шкула ытахальтен суйламан. Вӑл — экологи культурине йӗркелес тӗлӗшпе республикӑн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин грантне ҫӗнсе илнӗскер.
Экофестивале 2012 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Хутшӑнакансем ҫулсерен йышлансах пынине ӗнентереҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем. Хальхинче 10 районти педагогсем пухӑннӑ. Улатӑр районӗнчисем те ҫитнӗ.
«Естествӑлла циклти чи лайӑх урок» номинацире I степеньлӗ диплома Кувакинӑри Н.А. Чугунова географи учителӗ тивӗҫнӗ. «Пуҫламӑш шкулти чи лайӑх экологи урокӗ тата класс тулашӗнчи мероприяти» номинацире II степеньлӗ дипломпа Алтышевӑри Т.А. Ефимова географа палӑртнӑ. «Экологи интеграцийӗ енчен чи лайӑх урокшӑн» II степеньлӗ дипломпа Стемасри информатика учителӗ Н.М. Сидорова тата пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ Е.В. Волкова таврӑннӑ.
Елчӗк районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ тӗп шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Елена Федорова И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 168 ҫул ҫитнине халалласа патриархӑмӑр пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен доклад тунӑ.
И.Я. Яковлев 1848-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Тутар Республикин Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушки ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗчӗклех тӑлӑха тӑрса юлнӑ. Пахомовсен усрав ачи пулса ӳснӗ. Сакӑр ҫула ҫитнӗ-ҫитменех лашапа ака-суха тунӑ, ҫурлапа тырӑ вырнӑ, ҫӑпата та хуҫнӑ. Хресчен ӗҫӗ мӗн тери йывӑр, ҫав вӑхӑтрах пархатарлӑ пулнине чӗрипе туйса ҫитӗннӗ. Вӗреннӗ ҫын кӑна пурнӑҫа ҫӑмӑллатасса лайӑх ӑнланнӑ вӑл. Чӗмпӗрти гимназире, Хусанти университетра ӑс пухать. Ырми-канми вӑй хунипе 1868 ҫулта Чӑваш шкулӗ уҫӑлать. Ҫак шкултан ӗнтӗ чӑвашсен пулас вӗрентекенӗсем, ҫыравҫисем, культурӑпа искусство ҫыннисем ӳссе ҫитӗнеҫҫӗ.
Ҫакна тата ыттипе паллаштарнӑ ӳркенмен учитель хӑйӗн докладӗнче.
Кашни ҫулах, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунне уявлатпӑр. Ҫак уяв вӑл чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кунӗпе ҫыхӑннине пурте пӗлеҫҫӗ пулӗ.
Патӑрьелӗнчи пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулта та чӑваш чӗлхине сума суса ирттерекен ӗҫ-хӗл пуҫланнӑ. Чи малтанах 8-мӗш классем хӑйсен пӗлӗвне, тавракурӑмне «Мӗн? Ӑҫта? Хӑҫан?» брейн-рингра (ют чӗлхерен куҫарсан вӑл ӑс-тӑн вӑййине пӗлтерет) тӗрӗсленӗ.
«Вӑйӑра ачасен ҫирӗп ӑс-тӑнӗ палӑрчӗ. Анчах та ӑслинчен ӑслӑраххи пур тени тӳрре тухрӗ», — тесе пӗлтереҫҫӗ Патӑрьел ял тӑрӑхӗнче. Пӗрремӗш вырӑна Игорь Богданов, Елена Фролова тухнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Николай Ивановпа Даниил Попов пайланӑ.
Ҫиччӗмӗш классем вара И. Я. Яковлев ачалӑхӗпе паллашнӑ. Кунта ҫамрӑк Иван Пӑрӑнтӑк шкулӗнче вӗреннӗ самантсене аса илнӗ. Вӗренекенсене И.Я. Яковлев вӗреннӗ ҫын пулма ӗмӗтленни, унӑн ырӑ кӑмӑлӗ, сӑпайлӑхӗ, шухӑшӗ кӑсӑклантарнӑ.
Г.С.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци интернат лицейӗ пирки калаҫма чарӑнмаҫҫӗ-ха. Наци лицейӗ тек уҫӑлмассине пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче унта кӗҫӗн классем вӗренме тытӑнассине пӗлтереҫҫӗ. Шупашкарти 4-мӗш лицейра 4 1-мӗш класс пулмалла. Вӗсене Лебедев лицейӗнче вӗрентесшӗн.
Апла авӑн уйӑхӗн 1-мешӗнче лицей алӑкне татах уҫӗ. Шел те, наци лицейӗ пек мар… Авариллӗ ҫурта юсаса ҫӗнетӗҫ.
Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи 61-мӗш тата 50-мӗш шкулсем икӗ сменӑпа вӗренеҫҫӗ. Ачасен йышӗ кашни ҫул ӳсет унта. Ытти ҫуртсене хута ярса ачасене пӗр сменӑпа вӗрентме тытӑнасшӑн.
Наци лицейӗн ҫуртӗнче 6 класс вӗренӗ. Унта пӗтӗмпе 400 вырӑн хатӗрлеме май пур. 3 ҫулта пур вырӑнпа та усӑ курма тытӑнасшӑн.
Лицей ҫуртне юсамашкӑн 50 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хальлӗхе юсав ӗҫӗсене 5 миллион тенкӗлӗх тунӑ. Объекта ҫурлан 15-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
Шупашкарти тӗрлӗ шкулта вӗренекен сакӑр ача Михаил Ломоносов ҫулӗпе кайнӑ. Професси енчен мар-ха. Ятарлӑ конкурсра ҫӗнтерсе «Ломоносовский обоз. Дорога в будущее» (чӑв. Ломоносов тиевӗ. Малашлӑх ҫулӗ) проекта кӗнӗ.
Унта лекиччен вӗсем Ломоносов конкурсӑн куҫӑнсӑр тапхӑрӗнче тупӑшнӑ. Шупашкар ачисене илсен, 17 шкулти 9–10-мӗш классенче вӗренекен 70 ача хутшӑннӑ. Вӗсенчен саккӑрӑшне проекта суйласа илӗ. Вӗсем хулари 10-мӗш, 20-мӗш, 40-мӗш, 59-мӗш, 61-мӗш шкулсенчен тата 4-мӗшпе 44-мӗш лицейсенчен. Ҫӗнтерӳҫӗсем ҫамрӑк Михаил Лермонтов Холмогортан Мускава Славян-грек-латин академине вӗренме кӗме 1730-мӗш ҫулта кайнӑ ҫулпа курса ҫӳренӗ. Архангельскран хускалнӑскерсем Емецк, Вельск, Верховажье, Вологда, Ярославль, Аслӑ Ростов, Переславль-Залесский тата ытти хулана курнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |