Нумаях пулмасть Етӗрнери таврапӗлӳ музейӗнче чикӗ сыхлакансен залӗ хута кайнӑ. Кӑкшӑмри 9 ҫул вӗренмелли шкулӑн пуҫламӑш класра вӗренекен ачасен пӗр ушкӑнӗ хӑйсен вӗрентекенӗсемпе ҫак залпа паллашма ятарлӑ экскурсине кайнӑ.
Республикӑри «Пограничное братство» (чӑв. ~Чикӗри тӑванлӑх) халӑх ушкӑнӑн комиссарӗ Сергей Антипин шкул ачисене чикӗ сыхлакансен залӑн историйӗпе паллаштарчӗ. Кунти материалсене, ятарлӑ зала хӑй вӑхӑтӗнче ҫӗршыв чиккине сыхланӑ пограничниксен пуҫарӑвӗпе уҫнӑ. Шкул ачисем вӗсемпе интересленсех паллашнӑ, чикӗ сыхлакансен пурнӑҫне сӑнлакан видео та курнӑ.
«Ҫӗршыва сыхлама хатӗр пулма мӗн пӗчӗкрен хатӗрленмелле, спортпа туслӑ пулмалла, шкулта лайӑх вӗренмелле. Унта та кунта террористсем алхасаҫҫӗ. Сирӗн ҫитӗнсен ҫӗршыва хӳтӗлеме хатӗр пулмалла», — тенӗ пограничник-ветеран Михаил Данилов.
Юлашкинчен пухӑннисем асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.
Ҫӗмӗрле хулинчи 8-мӗш гимназире вӗренекенсене тӑван халӑхӑмӑрӑн пӗрремӗш актрисипе Тани Юнпа паллаштарнӑ. Тани Юн, аса илтерер, Иоаким Максимов-Кошкинский мӑшӑрӗ пулнӑ. Вӑл вара чӑваш театрне йӗркелесе янӑ.
Тани Юн кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. «Тани Юн — чӑвашсен пӗрремӗш актриси» ят панӑ стендпа Ҫӗмӗрле ачисем хаваспах паллашнӑ. Вӗсене Тани Юн пултарулӑхӗ те чунтанах кӑсӑклантарнӑ. 1924 ҫулта Чӑваш драма театрне йӗркеленӗренпех ҫак тӗлӗнсе каймалла пултаруллӑ актриса чӑвашла киносенчи хӗрарӑм тӗп сӑнарӗсене калӑпланӑ.
Пӗрремӗш роле вӑл «Атӑл пӑлхавҫисем» фильмра калӑпланӑ. Унтан «Сарпике» фильмра тӗп рольте вылянӑ та ҫавӑнтанпа вӑл халӑх юратнӑ актриса пулса тӑнӑ, ӑна вырӑссен актрисипе Любовь Орловапа та танлаштарнӑ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне республикӑри 5 шкула, кунсӑр пуҫне 17 класа карантина хупнӑ.
Ҫавна май занятисене 852 ача ҫӳремест. Кунсӑр пуҫне шкулчченхи пӗр учреждение, виҫӗ ача пахчинчи 4 ушкӑна карантина хупнӑ. Ҫапла майпа 220 ача килте ларать.
Паян планеркӑра палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарти хӑш-пӗр класа карантина хупнӑ. Хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов каланӑ тӑрӑх, 59-мӗш (5 класс), 54-мӗш (2 класс), 30, 38 тата 24-мӗш шкулсенче (1-ер класс) хупӑннӑ.
Чӑвашсен пӗрремӗш актриси Тани Юн Етӗрне районӗнчи Чурпай ялӗнче 113 ҫул каялла ҫуралнӑ. Пӗрремӗш хут сцена ҫинче вӑл Палтайри клубра Н. Ефремов ҫырнӑ «Пуян Карук» спектакльте вылянӑ. Ун чухне хӗр 1920 ҫулта Етӗрнере вӗреннӗ, ӑна Палтай ялне вулама пӗлменнисене хутла вӗрентме янӑ пулнӑ. Аслисене вулама вӗрентнӗ хушӑрах ҫамрӑк хӗр драмкружока ҫӳреме те вӑхӑт тупнӑ.
Кино ҫулталӑкне тата Татьяна Степановна Максимова -Кошкинскаяна асӑнса паян Палтайри вӑтам шкулта митинг пулчӗ. Тани Юн ячӗпе ҫак вӑтам шкул ҫурчӗ ҫине ятарлӑ асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Шкул ачисем асӑну хӑми умне чечек ҫыххи хучӗҫ, ӑна асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ.
Тани Юн пултарулӑхне халалласа 11-мӗшсем ятарлӑ «Тани Юн — чӑвашсен пӗрремӗш актриси» ятлӑ хӑтлав хатӗрленӗ. Актриса 7 фильма хатӗрлес ӗҫе хутшӑннӑ, хӑй 5 фильмра вылянӑ. Унсӑр пуҫне шкул ачисем «Иртнӗ кунсем-ҫулсем» кӗнеке тӑрӑх актрисӑн биографийӗпе паллашнӑ. Шкулта ӑна халалланӑ кӗнеке куравне те йӗркеленӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи социаллӑ пулӑшу кӳрекен служба пайташӗсем, правӑна сыхлакансем Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта пулнӑ. Унта вӗсем федерацин Чӑваш Енри тӗп инспекторӗ Геннадий Федоров хушнипех кайнӑ-мӗн. Асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнчи профилактика кунне хутшӑннисен шутӗнче Шупашкар районӗнчи прокурорӑн пулӑшуҫи Ю.А. Казаков, ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен И.В. Макарова инспектор, Е.В. Петрова нарколог, ӗҫлӗх центрӗн районти центрӗн пуҫлӑхӗ О.И. Александров, Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗн уйрӑмӗн заведующийӗ Т.А. Михайлова пулнӑ.
Шкул ачисемпе профилактика темипе калаҫнӑ хыҫҫӑн тӳре-шара учетра тӑракан ҫемьесене тата нумай ачаллисем патне ҫитсе ҫаврӑннӑ. Нумай ачаллисене Татьяна Андреевна пылак парнесемпе савӑнтарнӑ.
Чӑваш халӑхӗн чи малтанхи киноактриси Етӗрне районӗнчи Чурпай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Пӗрҫырлан шкулӗнче вӗреннӗ Тани Юн — Татьяна Степановна Кошкинская. Шӑпах ҫавӑнпа Пӗрҫырланти шкулта Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне тата Чӑваш Республикинчи Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкне халалласа уяв ирттерчӗҫ.
Район Кино ҫулталӑкне халалласа «Цветик–семицветик» ятлӑ программа хатӗрленӗ, унта «Путешествие в кино» (чӑв. Кинона ҫулҫӳреве) конкурс пур. Шкулти пуҫламӑш класс вӗрентекенӗ, шкулти аслӑ вожатӑй Ирина Вячеславовна Григорьева шкул пурнӑҫне халалласа видео хатӗрленӗ. Пухӑннисем малтанах унпа паллашрӗҫ. Пӗрремӗш класс ачисем Джанни Родари ҫырнӑ «Чем пахнут ремёсла» сӑвӑсем шӑрантарчӗҫ, 3-мӗш класс вӗренекенӗ Ираида Ворноцова «Рабочие руки» сӑвӑ каларӗ, «Дружба» (чӑв. Туслӑх) ача пахчинчи шӑпӑрлансем те уявра хастар пулчӗҫ.
Уява хатӗрленсе шкул ачисен ӳкерчӗкӗсен тата кӗнекесен куравне йӗркеленӗ. Унта 3-мӗш класра вӗренекен Анна Синичкина республикӑри «ЮНИТЭКС» ирттернӗ «Новогодние каникулы–2016» фотоконкурса тӑратнӑ ӗҫсемпе паллашма май пулчӗ.
Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министерствинче паянтанпа ҫӗнӗ ҫын ӗҫлеме тытӑннӑ. Республикӑн пӗрлештернӗ спорт ушкӑнӗсене хатӗрлекен Ардалион Игнатьев ячӗллӗ центра 2014 ҫултанпа ертсе пынӑ Борис Атаманова министр ҫумӗ пулма шаннӑ. Хушӑва республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин паян алӑ пуснӑ.
Борис Атамонов спортшӑн ҫӗнӗ ҫын мар. Елчӗк районӗнчи Курнавӑшра 1958 ҫулта ҫуралнӑскер вӑл 1983 ҫулта ҫӑмӑл атлетика енӗпе СССР спорт маҫтӑрӗ пулса тӑнӑ. 8 пин метра чупассипе Пӗтӗм Раҫҫейри кросра Чӑваш Ен тата Раҫҫей чемпионӗ ята тивӗҫнӗ.
Вӗренме вӑл Шупашкарти строительство техникумӗнче ҫӑмӑл атлетика секцийӗнче ӑсталӑха туптанӑ, Волгоградри физкультура инситутне вӗренсе пӗтернӗ.
19 ҫул Ҫӗнӗ Шупашкарти Олимп резервӗллӗ 3-мӗш шкул пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗн правленийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта правленин кӑҫалхи планне ҫирӗплетнӗ, пӗрлӗх уставне улшӑнусемпе хушӑмсем кӗртессине сӳтсе явнӑ.
"Кӑҫал тумалли чи пысӑк ӗҫсен шутӗнче — "Трак тӑрӑхӗнчи композиторсен юррисем" кӗнекене (нотӑсемпе, юрӑсен сӑмахӗсемпе пӗрле) хатӗрлесе пичетлесе кӑларасси", - тесе хыпарланӑ кун пирки пӗрлӗх сайтӗнче. Кӗнеке кӑларас ӗҫе Кушкӑри И.Р. Степанов композитор пуҫарнӑ. Ӗҫе ҫӑва тухиччен вӗҫлесе кӗнекене кӑларма палӑртаҫҫӗ. "Чылай авторпа материалсем хатӗр. Нумайӑшӗнпе хатӗрлесе ҫитермен. Ҫакӑнта авторсен ҫемйисен членӗсен пулӑшӑвӗ те кирлӗ. Малтанхи ӗҫсене тума авторсенчен 500-шер тенкӗ пухма палӑртнӑ", - ӑнлантараҫҫӗ ку пуҫару пирки.
Тепӗр ӗҫ — Н. Янкас ячӗллӗ премине парасси. Преми памалли положенине хӑш-пӗр ҫӗнӗлӗхсем кӗртнӗ. Вӗсенчен пӗри — преми илме тӑратакансен пӗрлӗх членӗ пуласси. Комисси ертӳҫи — Красноармейскинчи вӑтам шкул учителӗ В. Михайлов.
Нестер Янкас ячӗллӗ премие пама вӑхӑт ҫитни, унӑн ячӗллӗ пӗрлӗх кандидатсене тӑратма йыхравлани пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре Шупашкарта ачасене 1-мӗш класа йышӑнас енӗпе кампани пуҫланать. Меллӗ пултӑр тесе черет графикне хатӗрленӗ. Ҫавӑнпа хула администрацийӗ ашшӗ-амӑшне тӳрех пӑлханса ӳкме, черет йышӑнма чупма ыйтмасть.
Виҫӗ шкулта электрон ҫырӑну пулать. Ку – пӗрремӗш хут. Ҫакна 19, 20, 45-мӗш шкулсенче пурнӑҫлӗҫ. Ку опыт ӑнӑҫлӑ пулсан унпа ҫитес ҫул пур шкулта та усӑ курӗҫ.
Пуҫламӑш 1-мӗш шкул тӗлӗшпе ыйту нумай. Вӑл пурне те йышӑнса пӗтереймӗ. Ҫавӑнпа филиалне уҫма палӑртнӑ. Вӑл ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче пулӗ.
Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти шкулсене 6 пин ача 1-мӗш класа килмелле. Ыран, кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче, шкулсенче ашшӗ-амӑшӗ валли уҫӑ алӑксен кунне ирттерӗҫ.
Муркаш районӗнчи А.Г. Николаев ячӗллӗ Калайкасси вӑтам шкулӗ 2016 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнче «Шкул тата чӑваш чӗлхи чӗрӗлӗвӗ» темӑпа республика шайӗнче ҫавра сӗтел ирттерет. Ҫавра сӗтеле пӗтӗм тӗнчери Тӑван чӗлхе кунне халалланӑ.
Ҫавра сӗтелте сӳтсе явма палӑртнӑ ыйтусем: хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республикинчи чӑваш чӗлхин лару-тӑрӑвӗ; чӑваш наци шкулӗсенче чӑвашлӑха сыхласа хӑварассипе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр ыйтусем; чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентӗвӗн пахалӑхӗпе тухӑҫлӑхне ӳстересси.
Ҫавра сӗтелте хутшӑнма чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсене, чӑваш чӗлхин ӑстаҫисене (специалисчӗсене), литература тӗпчевҫисене, таврапӗлӳҫӗсене, аслӑ тата вӑтам шкул преподавателӗсене, тӑван чӗлхепе тата литературӑпа кӑсӑкланакансене йыхравлаҫҫӗ.
Ҫавра сӗтел 10 сехетре пуҫланать. Хутшӑнас текенсен хӑйсен заявкине йӗркелӳ комитетне 2016 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗччен ҫак адреспа ярса памалла: 429541, Муркаш районӗ, Калайкасси ялӗ, Ҫамрӑклӑх урамӗ, 3. Электронлӑ адрес: uyav@mail.ru. Ыйтса пӗлмелли телефонсем: 8(83541) 65-3-21 (шкул телефонӗ); 8-905-347-64-27 (Степанов Александр Марсовичӑн кӗсье телефонӗ).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.10.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |