Шупашкарти 5-мӗш шкулта 2-мӗш класра вӗренекен ачасем хаҫат каларнӑ. Вӑл «Юный путинец» (чӑв. «Ҫамрӑк путинҫӑ») ятлӑ.
2-мӗш «б» класра ӑс пухакансем шкута тата ун тулашӗнче пулса иртнисене ҫырса кӑтартмашкӑн шутланӑ. Заметкӑсене хӑйсемех шӑрҫалаҫҫӗ. Ҫапла хаҫат кӑларас шухӑш ҫуралнӑ.
Кӑларӑма 5-мӗш гимназире 11-мӗш класра вӗренекен Екатерина Кузовихина ертсе пырать. Хаҫатра класри, шкулти тата хулари пулӑмсем пирки ҫырса кӑтартаҫҫӗ. Ачасем репортажсем, статьясем, хыпарсем ҫыраҫҫӗ. Хаҫат шӑпӑрлансене пурнӑҫ пирки интереслӗ каласа кӑтартма хӑнӑхтарӗ.
Юлташӑн ачи, 5 ҫул та тултарманскер, хӗрсе кайсах вулама вӗреннине сӑнанӑ май хам 1-мӗш класа кайнине аса илтӗм. Эпир ун чухне хальхи ачасем пек алфавитри саспаллисене тӗпчемен, ҫырма вӗренмен, шутлама та хӑнӑхман. Пирӗн ачалӑх пулнӑ, эпир урамра выляса, кулса ӳснӗ. Шкула каясси пирки… шкула кайма вӑхӑт ҫитсен ҫеҫ шухӑшлама тытӑннӑ. Парта хушшине ларсан ҫырма, вулама, шутлама хӑнӑхнӑ. Халӗ вара? Саспаллисене палламасан шкула илмеҫҫӗ. Парта хушшине ларас тесен экзамен тытмалла.
Тӗнче тетелӗнче ятарласа шырарӑм: хальхи ачан 1-мӗш класа кайиччен мӗн тума пӗлмелле? Хӑйӗн ячӗ-шывне, миҫе ҫултине, ӑҫта пурӑннине, ашшӗ-амӑшӗ мӗн ятлине, вӗсем ӑҫта ӗҫленине. Ку юрӗ-ха. Пӗчӗкскерӗн тӗп тӗссене, эрнери кунсене, уйӑхсене, ҫулталӑкри вӑхӑтсене, сулахайпа сылтӑм енӗсене, тӗп профессисене, килти тата тискер чӗрчунсене, вӗсен ҫурисене, кунта хӗл каҫакан тата кӑнтӑра вӗҫекен кайӑксене, транспорт тӗсӗсене пӗлмелле. Улма-ҫырла тата пахча ҫимӗҫ мӗн иккенне тӗшмӗртмелле. Математика енӗпе те шкула кайичченех аталанмалла. 10 таран, каялла шутламалла тата ытти те.
Шупашкарт ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче те пӑр керменӗ тӑвасшӑн. Унта «Университетский-2» микрорайона хута ярас ӗҫ малалла пырать.
Ҫак микрорайонта пӑр керменӗ тума палӑртнӑ. Оптимизацилесе хатӗрлесшӗн: икӗ шкула пӗрлештерсе ишмелли бассейн, пӑр керменӗ тумашкӑн май пур.
Проекта 2017 ҫул вӗҫне туса пӗтерме палӑртнӑ. Ӑна хута ямашкӑн 30 ытла миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ. Уҫӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, объекта ЧР Спорт министерстви пулӑшнипе хута ярӗҫ.
Аса илтерер: Шупашкарта «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗ пӗлтӗр ӗҫлеме пуҫланӑ.
Шупашкарти 54-мӗш шкулта 8–9-мӗш классенче вӗренекен ачасен ашшӗ-амӑшӗ прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлӳ ҫуртӗнче вӗренӳ саккунне пӑснӑ.
Специалистсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн чӑнах та йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Ҫак шкулта 2015 тата 2016 ҫулсенче 10-мӗш класа уҫман, 2017 ҫулта вара 10–11-мӗш классене ачасене илме палӑртман.
Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн, 10 тата 11-мӗш классене унта вырӑн пулмасан ҫеҫ ачасене илмеҫҫӗ. Халӗ, ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар хула мэрӗ тӗлӗшпе ҫак ӑнланманлӑха сирмешкӗн представлени ҫырнӑ. Кунсӑр пуҫне айӑплисене яваплӑх тыттарас ыйтӑва ҫӗкленӗ.
Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Чементи вӑтам шкулта кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче «Савӑнӑҫлӑ Сурхури» уяв иртнӗ. Пӗтӗм шкулӗпех мар та, пӗр класра. Тӑваттӑмӗшӗнче вӗренекенсеме йӗркеленӗ ӑна.
Сурухри — чӑвашсен авалтан килекен уявӗсенчен пӗри. Ӑна кун таврӑннӑ вӑхӑтра уявлаҫҫӗ. Вӑл христиан тӗнӗнчи Раштавпа пӗр вӑхӑта килет, Кӑшарниччен тӑсӑлать.
Аслӑ Чементи 4-мӗш классем «Савӑнӑҫлӑ Сурхури» уявӗнче фольклор ларми йӗркеленӗ. Класс ертӳҫи А.И. Ананьева ачасене Сурхури епле пуҫланни пирки каласа кӑтартнӑ. Пурнӑҫра ӑнса пытӑр тата выльӑх-чӗрлӗх лайӑх ӗрчетӗр тесе вӑл вӑхӑтра тӗрлӗ йӑла ирттернине пӗлтернӗ. Сурхуринче юмӑҫ янӑ.
Ларма евӗр йӗркеленӗ мероприятире ачасем йӑвачапа, ӑшаланӑ пӑрҫапа тата пылак-ҫимӗҫпе сӑйланнӑ.
РФ Аслӑ сучӗ Улатӑрти пӗр шкул директорӗ тӗлӗшпе ҫырнӑ ҫӑхава пӑхса тухнӑ. Унччен ӑна шкулта ачасенчен укҫа пухнӑшӑн айӑпланӑ.
2014 ҫулта ачасен ашшӗ-амӑшӗ ЧР Прокуратурине анонимлӑ мелпе ыйту ҫырнӑ. Ҫӑхавра вӗсем шкула юсамашкӑн тата пӳлӗмсене тытса тӑмашкӑн укҫа пухаҫҫӗ тесе палӑртнӑ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ тӗрӗс пулнине палӑртнӑ та директор айӑплӑ тесе йышӑннӑ.
Директор вара кунпа килӗшмен — РФ Аслӑ судне ҫитнӗ. Унта вара ӗҫӗ пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн директор майлӑ йышӑну тунӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, укҫа-тенкӗпе чӑнах та юсав тунӑ, пӳлӗмсене тытса тӑнӑ.
Хӗллехи каникул хыҫҫӑн Шупашкарти шкулсенче ачасене апатлантарнишӗн ытларах тӳлеме тивессине эпир пӗлтернӗччӗ. Ятарлӑ хушӑва республикӑн тӗп хулин администраци пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков иртнӗ ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Аса илтеретпӗр, 1–4-мӗш классем ирхи апат ҫинишӗн 19 тенкӗ тӳлемелле, кӑнтӑрлахи апатшӑн — 46 тенкӗ. 5–11-мӗш классенче вӗренекенсен ирхи апачӗ пӗчӗккисенчен кӑшт хаклӑрах: ирхишӗн 23 тенкӗ тӳлемелле. Кӑнтӑрлахишӗн вӗсене те, кӗҫӗн класрисене пекех, 46 тенкӗ кирлӗ пулать.
Шупашкар районӗнче те хаксем хӑпарнӑ. Тӗпренчӗксене унти ача пахчисене янишӗн халӗ 100 тенкӗ таран тӳлемелле. Хушӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗ иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнчех кӑларнӑ. Ача пахчинче 3–5 сехет пулнишӗн 54 тенкӗрен ытла тӳлемелле мар, 8–10 сехет пулакансемшӗн — 93 тенкӗ, 12 сехет пулсан — 115 тенкӗ, 24 сехет пулсан — 120 тенкӗ.
Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкула Ҫӗнӗ Ҫул уявӗ умӗн автобус парнеленӗ.
Шкул коллективӗ, шкул ачисен ашшӗ-амӑшӗ, ашшӗ-амӑшӗсен комитет ертӳҫи Л. Ю. Ястребова тахҫантанпах кӗтнӗ парнешӗн Чӑваш Республикин пуҫлӑхне М.В. Игнатьева, республикӑри ҫутӗҫ министрне В.Н. Иванова, Етӗрне район пуҫлӑхне В. И. Иванова райадминистраци ертӳҫине В.Н. Кузьмина тата районти вӗрентӳ пайӗн ертӳҫине А. А. Филимонова чунтан тав сӑмахӗ калани пирки Етӗрне районӗн сайчӗ пӗлтерет.
Хӗллехи каникул хыҫҫӑн Шупашкарти шкулсенче ачасене апатлантарнишӗн ытларах тӳлеме тивӗ. Ятарлӑ хушӑва республикӑн тӗп хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков иртнӗ уйӑхӑн 28-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ.
1–4-мӗш классем ирхи апат ҫинишӗн 19 тенкӗ тӳлемелле, кӑнтӑрлахи апатшӑн — 46 тенкӗ.
5-11-мӗш классенче вӗренекенсен ирхи апачӗ пӗчӗккисенчен кӑшт хаклӑрах: ирхишӗн 23 тенкӗ тӳлемелле. Кӑнтӑрлахишӗн вӗсене те, кӗҫӗн класрисене пекех, 46 тенкӗ кирлӗ пулӗ.
Шупашкарти шкулсенче апат хакӗ 2013 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе хӑпарман-мӗн. Ҫав вӑхӑтранпа апат-ҫимӗҫ хакӗ 26,7 процент хӑпарнӑ иккен. Шкулта ачасене апатлантарма тӳлесси 15 процентран ытла хӑпармасть пулмасть тесе ӗнентерет хулари тӳре-шара.
Чӑваш наци конгресӗ, «Хыпар», «Тантӑш» хаҫатсем сумлӑ чӑваш ҫыравҫи Куҫма Турхан ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине чысласа «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» роман тӑрӑх авӑн-чỹк уйӑхӗсенче «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» роман — иртнӗ кун ҫути хайлавӗ» ятпа викторина ирттернӗ.
Ӑмӑртӑва 70-е яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Патӑрьел районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе ачасем те пулнӑ. Нӑрваш Шӑхальти Н. Павлова, Ишлӗ Шетмӗри Л. Владимирова, Сӑкӑтри Е. Анюрова, Турханти В. Самарина, Л. Осипова, Ыхра Ҫырмари С. Кулакова, Пашьелти С. Никитина вӗрентекенсем, ҫавӑн пекех Пашьелти Д. Иванова, Ишлӗри М. Артемьева, Сӑкӑтри А. Анюрова вӗренекенсем пулнӑ. Вӗсем пур ыйтӑва та тӗплӗн хуравласа Хисеп хучӗсене тата парнесене тивӗҫнӗ.
Вӗсем Куҫма Турханӑн 3 кӗнекерен тӑракан романне ҫине тӑрса тӗплӗн вуласа тухнине пӗлтереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |